Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2№, 2016

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

Авалхи вӑхӑтра ал ҫырӑвӗн чӗркемӗсене мӗнле тунӑ тата вӗсемпе епле усӑ курнӑ?

Сӑранран тата пергаментран тунӑ чӗркемсем, вӗсем ҫинче Библири Эсфирь кӗнеки (пирӗн эрӑри XVII ӗмӗр).

Лука ҫырнӑ Евангелире Иисус ҫинчен Исаия пророк кӗнекине, е авалхи грек сӑмахӗ тӑрӑх, ал ҫырӑвӗн чӗркемне уҫнӑ та вуласа панӑ, унтан вара ӑна каялла чӗркесе хунӑ тесе каланӑ. Иеремия пророка та Туррӑн хыпарне чӗркем ҫине ҫырса хума ыйтнӑ (Иеремия 36:2: Лука 4:16—20).

Чӗркемсене мӗнле тунӑ? Сӑран, пергамент е папирус татӑкӗсене пӗрле клейпа ҫыпӑҫтарнӑ та ҫав вӑрӑм татӑка ҫырнӑ енӗпе патак ҫине чӗркенӗ. Унта текста ретӗн-ретӗн тӑракан пӗчӗк колонкӑсем тӑрӑх ҫырса тухнӑ. Вӑрӑм чӗркемсен икӗ енче те патаксем пулнӑ, вара вулакан кирлӗ вырӑна тупас тесе чӗркеме пӗр патакки ҫинчен теприн ҫине чӗркенӗ.

«Чӗркем вӑрӑм (час-часах 10 метра яхӑн) пулнӑран пӗр кӗнекене пӗтӗмӗшпе кӗртсе хума ҫителӗклӗ пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах ӑна чӗркесе хума май пулнӑран вӑл калӑпӑшӗпе те пысӑках мар пулнӑ»,— тенӗ Библие ӑнлантарса паракан пӗр справочникре (The Anchor Bible Dictionary). Сӑмахран, Лука ҫырнӑ Евангели валли 9 метр ҫурра яхӑн чӗркем кирлӗ пулӗччӗ. Хӑш-пӗр чухне чӗркемӗн ҫӳлтипе аялти енӗсене касса пемзӑпа тикӗслесе якатнӑ хыҫҫӑн сӑрланӑ.

Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче асӑннӑ «аслӑ священниксем» камсем вӗсем?

Чи малтан Израильте чи аслӑ священник тивӗҫне пӗр ҫын кӑна мӗн виличчен туса тӑнӑ (Йыша шутлани 35:25). Пӗрремӗш чи аслӑ священник Аарон пулнӑ. Ҫак чыслӑ тивӗҫ, ялан тенӗ пекех, ашшӗнчен аслӑ ывӑлне куҫса тӑнӑ (Тухни 29:9). Аарон йӑхӗнчи арҫынсенчен нумайӑшӗ священниксем пулса ӗҫленӗ, анчах та чи аслӑ священник тивӗҫне вӗсенчен сахаллӑшӗ кӑна туса тӑнӑ.

Израиле ытти халӑхсем пӑхӑнтарсан, ҫав халӑхсен пуҫлӑхӗсем иудейсен чи аслӑ священникӗсем пулма кама лартас тенӗ, ҫавна лартнӑ, кама ҫав тивӗҫрен хӑтарас тенӗ, ҫавна хӑтарнӑ. Анчах та ҫак тивӗҫе тума, ялан тенӗ пекех, ятлӑ-сумлӑ ҫемьесенчен, тӗпрен илсен, Аарон йӑхӗнчен тухнӑ ҫынсене суйласа лартнӑ курӑнать. «Аслӑ священниксем» тени священниксен ушкӑнӗнчи паллӑ ҫынсене пӗлтерет пулмалла. Тен, вӗсем шутне священниксен 24 ушкӑнӗн пуҫлӑхӗсем, чи аслӑ священниксен ҫемйинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тата чи аслӑ священникран кӑларса янӑ ҫынсем, калӑпӑр, Анна пеккисем, кӗнӗ (1 Ҫулсеренхи 24:1—19; Матфей 2:4; Марк 8:31; Апостолсен ӗҫӗсем 4:5, 6).