Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  1№, 2016

 ВӖСЕМ ӖНЕННӖ ПЕК ӖНЕНӖР | ТИМОФЕЙ

«Хамӑн савнӑ ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫана парӑннӑскер»

«Хамӑн савнӑ ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫана парӑннӑскер»

ТИМОФЕЙ хӑйне килӗнчен аяккалла илсе каякан ҫулпа пырать. Вӑл инҫетелле пӑхать. Хӑйӗнпе пӗрле пыракансенчен вӑл кӑшт кая юлнӑ. Ҫулӑн икӗ енӗпе — вӑл мӗн ачаранах пӗлекен уйсем. Унӑн тӑван хули, сӑрт тӑрринче вырнаҫнӑ Листра, майӗпен куҫран ҫухалать. Тимофей хӑйӗн амӑшӗпе кукамӑшӗн пичӗсем савӑнӑҫпа ҫиҫсе тӑнине тата хӑйне ӑсатнӑ чухне вӗсем куҫҫульне мӗнле пытарма тӑрӑшнине аса илсе йӑл кулать. Тен, унӑн ҫаврӑнса пӑхмалла та сывпуллашас тесе тепӗр хут ал сулмалла?

Хутран-ситрен Павел Тимофей ҫине пӑхкаласа илет те ӑна хавхалантарас тесе ӑшшӑн кулать. Вӑл ҫав ҫамрӑк хальлӗхе вӑтанчӑк пулнине, ҫав вӑхӑтрах унӑн хастарлӑхӗ тапса тӑнине пӗлет. Тимофей самаях ҫамрӑк — тен, вӑл пӗр 20 ҫулсенче. Вӑл Павел апостола тарӑннӑн хисеплет тата хытӑ юратать. Тимофей Туррӑн ҫак хӗрӳллӗ те шанчӑклӑ ӗҫлекенӗпе пӗрле ҫулҫӳреве кайма хатӗр, халӗ вара ӑна ҫав ҫулҫӳрев тӑван килӗнчен ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм аякка илсе каять. Вӗсен ҫулӗ ҫинче: типӗ ҫӗрпе утнӑ чухне те, караппа ишнӗ чухне те — нумай хӑрушлӑх пулӗ. Тимофей хӑйӗн килне тепре курӗ-ши — вӑл ӑна пӗлмест.

Ҫак ҫамрӑка ҫавӑн пек пурнӑҫ ҫулне суйласа илме мӗн хавхалантарнӑ? Хӑйне шеллемесӗр пурӑннине пула вӑл мӗнле пиллӗхсем илме пултарнӑ? Ҫавӑн пекех Тимофейӑн тӗслӗхӗ пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултарать?

«МӖН АЧАРАНАХ»

Айтӑр икӗ е виҫӗ ҫул каялла Листрӑра мӗн пулса иртнине аса илер. Листра Тимофейӑн тӑван хули пулнӑ пулас. Ҫак пысӑках мар хула тулӑх та лайӑх шӑварӑнса тӑракан вырӑнта вырнаҫнӑ пулнӑ. Листра ҫыннисем грек чӗлхине ӑнланнӑ пулмалла, анчах та вӗсем ҫав вырӑнта калаҫакан ликаон чӗлхипе калаҫнӑ. Пӗррехинче ҫав лӑпкӑ хула пӑтранма пуҫланӑ. Мӗншӗн? Иконирен, ҫывӑхри пысӑк хуларан, христиансен икӗ миссионерӗ, Павелпа Варнава, ҫак хулана килнӗ пулнӑ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Павел уксах ҫынна асӑрханӑ. Вӑл ҫав ҫын чӑннипех ӗненнине курса тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ — ӑна сыватнӑ! (Апостолсен ӗҫӗсем 14:5—10.)

Листра ҫыннисем нумайӑшӗ ҫав вырӑнти халапсене ӗненнӗ курӑнать. Ҫав халапсем тӑрӑх, авалхи вӑхӑтра турӑсем вӗсен хулине этем евӗрлӗ пулса аннӑ. Ҫавӑнпа вӗсем тӗрӗс мар шухӑшласа Павела Гермес вырӑнне, Варнавӑна Зевс вырӑнне хунӑ. Вара ҫак хӑйсене кӗҫӗне хуракан икӗ христианинӑн халӑха хӑйсене чысласа парне кӳресрен тытса чарма тивнӗ! (Апостолсен ӗҫӗсем 14:11—18.)

Анчах Листра ҫыннисенчен хӑш-пӗрисем хӑйсен хулине халапри турӑсем анчӗҫ тесе шутламан. Вӗсем хӑйсем патне ахаль ҫынсемех ырӑ хыпар калама килнине ӑнланса илнӗ. Сӑмахран, Евника, грека * качча тухнӑ иудей хӗрарӑмӗ, тата унӑн амӑшӗ Лоида Павелпа Варнавӑна хаваспах итленӗ. Вӗсем Турра шанчӑклӑ кашни иудей итлесшӗн пулнӑ хыпара — Мессия килнӗ тата вӑл Сӑваплӑ Ҫырура пророкла каланӑ сӑмахсенчен нумайӑшне пурнӑҫланӑ текен хыпара — хапӑл туса йышӑннӑ!

Павелпа тӗл пулни Тимофейӑн чӗринче мӗнле йӗр хӑварма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!  Тимофея «мӗн ачаранах» сӑваплӑ Ҫырӑва юратма вӗрентнӗ (2 Тимофей 3:15). Хӑйӗн амӑшӗпе кукамӑшӗ пекех, вӑл Павелпа Варнава Мессия ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлтернине ӑнланнӑ. Ҫавӑн пекех Павел сыватнӑ уксах ҫын ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тен, Тимофей ача чухне ӑна Листра урамӗсенче пӗрре анчах мар курнӑ. Халӗ вара ҫав ҫын пӗрремӗш хут утма пуҫланӑ! Ҫавӑнпа ӗнтӗ Евника, Лоида тата Тимофей христиансем пулса тӑнинчен тӗлӗнмелли ҫук. Хальхи вӑхӑтра аслашшӗ-асламӑшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ тата ашшӗ-амӑшӗ Лоидӑпа Евника тӗслӗхӗнчен нумай енчен усӑ илме пултараҫҫӗ. Эсир те ҫамрӑксем ҫине лайӑх витӗм кӳме пултаратӑр-и?

«НУМАЙ ХӖН-ХУР ТӲСМЕЛЛЕ»

Христосӑн Листрӑра пурӑнакан ҫӗнӗ вӗренекенӗсем Иисус хыҫҫӑн пыракансен мӗнле шанчӑк пуррине пӗлсен мӗн тери савӑннӑ пулас. Анчах та вӗсем христианин ҫулӗпе пыма ҫӑмӑлах мар пулнине те ӑнланнӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен Антиохипе Иконирен хӑйсен тӗнӗшӗн тем тума хатӗр пулнӑ иудейсем Листрӑна килнӗ. Мӗн каланине тӳрех ӗненекен ҫынсене вӗсем Павелпа Варнавӑна хирӗҫ ҫавӑрма пултарнӑ. Кӗҫех урса кайнӑ халӑх чулсем илнӗ те апостол ҫине тапӑннӑ. Чулпа темиҫе хут ҫапнӑ хыҫҫӑн Павел ҫӗре тӗшӗрӗлсе аннӑ. Ҫав эшкер ӑна хула тулашне илсе тухнӑ та вилме пӑрахса хӑварнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 14:19).

Анчах та Листрӑри вӗренекенсем Павела тупнӑ. Вӑл тӑна кӗнӗ хыҫҫӑн тӑрсан, унтан хӑйсемпе пӗрле Листрӑна таврӑнсан — ҫакна тума вара самаях хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ — вӗсем мӗн тери савӑннӑ пулас. Тепӗр кунне Павелпа Варнава Дервине ырӑ хыпар сарма кайнӑ. Унта ҫӗнӗ вӗренекенсене хатӗрленӗ хыҫҫӑн вӗсем, Листрӑна таврӑнма хӑрушӑ пулнӑ пулин те, ҫав хулана таврӑннӑ. Мӗншӗн? Вӗренекенсене тӗреклетме тата вӗсене ӗненсе пурӑнма ӳкӗтлеме. Павелпа Варнава христиансен хаклӑ шанчӑкӗшӗн кирек мӗнле ҫухату та тӳсме хатӗр пулмалла тесе каланине Тимофей сывламасӑр итлесе ларнӑ пулӗ. Вӗсем каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн пирӗн нумай хӗн-хур тӳсмелле» (Апостолсен ӗҫӗсем 14:20—22).

Павел апостол мӗне вӗрентнине Тимофей пӗтӗм чӗререн йышӑннӑ

Павел ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗ пурӑннине тата ырӑ хыпаршӑн кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме хатӗр пулнине Тимофей курнӑ. Павел пурӑннӑ пек пурӑнма пуҫласан, Тимофей хӑйне Листра ҫыннисем те, тен, хӑйӗн ашшӗ те хирӗҫ тӑма пултарнине пӗлнӗ. Анчах та Тимофей хӑйне Турӑшӑн хастарлӑ ӗҫлеме никама та чӑрмантарма ирӗк парасшӑн пулман. Хальхи вӑхӑтра та Тимофей пек ҫамрӑксем нумай. Вӗсем хӑйсене тӗреклетме, пулӑшма пултаракан тата хытӑ ӗненекен  ҫынсемпе туслӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫамрӑксем, ыттисем хӑйсене хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах, чӑн Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлеҫҫӗ!

«УН ҪИНЧЕН... ТӐВАНСЕМ ЫРӐЛАСА КАЛАҪНӐ»

Павел Листрӑна иккӗмӗш хут тепӗр икӗ е виҫӗ ҫултан таврӑннӑ пулмалла тесе унччентерех палӑртнӑччӗ. Тимофей, унӑн амӑшӗ тата кукамӑшӗ ку хутӗнче Силӑпа килнӗ Павела курсан мӗн тери савӑннӑ пулас! Павел та савӑннӑ паллах. Вӑл унччен Листрӑра акнӑ чӑнлӑх вӑрлӑхӗсем мӗнле шӑтса тухнине хӑй куҫӗпе курнӑ. Лоидӑпа унӑн хӗрӗ Евника ҫав вӑхӑт тӗлнелле шанчӑклӑ христиансем пулса тӑнӑ тата «чунтан-вартан ӗненнӗ», ҫакӑншӑн Павел питӗ хӗпӗртенӗ (2 Тимофей 1:5). Ҫамрӑк Тимофей пирки вара мӗн калама пулать?

Ҫав вӑхӑт хушшинче вӑл чӑнлӑхра самаях ҫитӗнӳсем тунине курнӑ Павел. Тимофей ҫинчен Листрӑри тӑвансем ҫеҫ мар, ҫак хуларан ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫалла 32 ҫухрӑма яхӑн аякра вырнаҫнӑ Иконири тӑвансем те «ырӑласа калаҫнӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 16:2). Мӗнле майпа вӑл ҫавӑн пек ырӑ ят илме пултарнӑ?

Тимофея мӗн ачаранах амӑшӗпе кукамӑшӗ вӗрентнӗ «Турӑ Ҫырӑвӗнче» ҫамрӑксене пурнӑҫра усӑ паракан канашсем пулнӑ (2 Тимофей 3:15). Вӗсенчен пӗри акӑ ҫакӑ: «Хӑвна Пултаракана ҫамрӑклах асӑнта тытса тӑр» (Екклесиаст 12:1). Тимофей христианин пулса тӑрсан ҫак сӑмахсем уншӑн тата пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑнӑ. Вӑл ҫакна ӑнланса илнӗ: хӑйне Пултаракана асра тытмалли чи лайӑх май вӑл — Туррӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, ҫинчен ырӑ хыпар сарасси. Тимофей хӑйӗн мӗн ачаранах пулнӑ вӑтанчӑклӑхне ҫӗнтерме тӑрӑшнӑ тата ырӑ хыпара хӑюллӑн сарма вӗреннӗ.

Тимофей чӑнлӑхра тунӑ ҫитӗнӳсене пухури старейшинӑсем асӑрханӑ. Вӗсем ҫак ҫамрӑк хӑйӗн таврашӗнчи ҫынсене пурне те пулӑшса, хавхалантарса тӑнине курса калама ҫук хытӑ савӑннӑ пулас. Анчах та вӑл чӑнлӑхра тунӑ ҫитӗнӳсене Иегова асӑрхани тата пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ. Турӑ Тимофей пирки ятарлӑ пророкла сӑмахсем калама хавхалантарнӑ — тен, ҫакӑ вӑл нумай пухӑва усӑ парас тесе мӗнле сӑваплӑ ӗҫ туса тӑрассипе ҫыхӑннӑ. Павел Листрӑра пулнӑ чухне миссионерла ҫулҫӳревре Тимофей питӗ усӑллӑ пулма пултарнине курнӑ. Листрӑри тӑвансем ҫакӑнпа килӗшнӗ. Вӗсем ӑна Иегова Турӑшӑн ятарлӑ сӑваплӑ ӗҫ тума суйласа лартнине палӑртса ун ҫине алӑ хунӑ (1 Тимофей 1:18; 4:14).

Тимофея ҫавӑн пек пысӑк тивӗҫ шанса пани тата ҫавӑн пек яваплӑх кӑштах хӑратса, аптратса ӳкерме пултарнӑ. Анчах та тӑвансем ӑна ҫулҫӳреве хатӗрленме пулӑшнӑ *. Тимофейӑн Иеговӑна ӗненмен ашшӗ хӑйӗн ывӑлӗ христиансен ҫулҫӳрекен ӗҫлекенӗ пуласси ҫинчен илтсен, ҫакна мӗнле йышӑннӑ? Тен, унӑн хӑйӗн ывӑлӗ пирки пачах урӑхла шухӑшсем пулнӑ. Тимофейӑн амӑшӗпе кукамӑшӗ пирки вара мӗн калама пулать? Паллах ӗнтӗ, вӗсем ачипе мухтаннӑ та, уншӑн пӑшӑрханнӑ та. Чӑнах та, вӗсене ӑнланма пулать.

Тимофейӑн тӑван-хурӑнташӗсем чӑннипе мӗн туйнине эпир тӗп-тӗрӗс пӗлместпӗр. Анчах та вӑл Павелпа пӗрле кайнине эпир пӗлетпӗр. Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ ир Тимофей Павел апостолпа пӗрле ҫулҫӳреве кайнӑ. Майӗпен Листра хули куҫран ҫухалнӑ, кашни утӑм тумассерен вӑл, малашне хӑйне мӗн кӗтнине пӗлмесӗр, килӗнчен аяккарах та аяккарах кайнӑ. Кунӗпе утнӑ хыҫҫӑн виҫӗ арҫын Иконие ҫитнӗ. Тимофей унта Павелпа Сила ертсе пыракан советӑн юлашки хушӑвӗсене тӑвансене мӗнле пӗлтернине тата вӗсен ӗненӗвне мӗнле ҫирӗплетнине курма пултарнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 16:4, 5). Анчах та ку пуҫламӑшӗ кӑна пулнӑ-ха.

Галатири пухусенче пулнӑ хыҫҫӑн миссионерсем римлянсем чул сарса тунӑ сарлака ҫулран пӑрӑннӑ та Фригири пысӑк тӳремсӑртлӑх тӑрӑх темиҫе ҫӗр ҫухрӑм утнӑ. Чи малтан вӗсем ҫурҫӗрелле кайнӑ, унтан хӗвеланӑҫалла. Туррӑн святой сывлӑшӗ мӗн тума хушнине итлесе вӗсем Троадӑна аннӑ, унта карап ҫине ларнӑ та Македоние ишсе кайнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 16:6—12). Павел ҫав вӑхӑт хушшинче Тимофей питӗ усӑллӑ пулнине курнӑ. Павел ӑна питӗ шаннӑран Силӑпа пӗрле Верияна хӑварма пултарнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 17:14). Каярахпа вӑл Тимофея пӗчченех Фессалоникӑна янӑ. Унта ҫак ҫамрӑк хӑйне вӗрентекенсенчен  мӗне вӗреннипе усӑ курма тата ҫав вырӑнти христиансене тӗреклетме пултарнӑ (1 Фессалоника 3:1—3).

Каярахпа Павел Тимофей пирки ҫапла ҫырнӑ: «Сирӗншӗн ун пекех чунтан-вартан тӑрӑшакан манӑн урӑх никам та ҫук» (Филиппӑ 2:20). Ҫавӑн пек ырӑ ята хӑйне хӑех илме май ҫук. Ҫавна тумашкӑн Тимофейӑн вӑй хумалла, сӑваплӑ ӗҫе хӑйне кӗҫӗне хурса тумалла тата йывӑрлӑхсене чӑтӑмлӑн тӳссе ирттермелле пулнӑ. Ҫакӑ хальхи ҫамрӑксемшӗн мӗн тери ырӑ тӗслӗх! Ҫамрӑксем, эсир мӗнле ҫынсем пуласси сирӗнтен хӑвӑртанах килет. Сирӗн чаплӑ май пур: эсир хӑвӑр пурнӑҫра Турра мала хунипе, ҫынсемпе ырӑ пулнипе тата вӗсене хисепленипе ырӑ ят илме пултаратӑр.

«ЧАСРАХ МАН ПАТӐМА КИЛМЕ ТӐРӐШ»

Тимофей ҫамрӑк чухнех хӑйӗн пурнӑҫне христиансен сӑваплӑ ӗҫне тума халалланӑ

Тимофей хӑйӗн Павел тусӗпе 14 ҫула яхӑн ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ. Вӗсем пӗрле нумай хӑрушлӑха пурӑнса ирттернӗ, вӗсен пурнӑҫӗнче савӑнӑҫлӑ вӑхӑтсем те сахал мар пулнӑ (2 Коринф 11:24—27). Пӗррехинче Тимофей хӑйӗн ӗненӗвӗшӗн тӗрмене те лекнӗ (Еврейсем 13:23). Павел пекех вӑл хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекен тӑвансене чунтан юратнӑ тата вӗсемшӗн пӑшӑрханнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Павел ун патне ҫапла ҫырнӑ: «Санӑн куҫҫульне аса илетӗп» (2 Тимофей 1:4). Вӑл, Павел пекех, йӗрекенпе йӗме вӗренсе ҫитнӗ курӑнать. Ҫын хуйхине чӗре патне илме пӗлни Тимофея ыттисене тата ытларах хавхалантарма, йӑпатма пулӑшнӑ (Рим 12:15). Айтӑр эпир те ҫавна тума вӗренер!

Ҫавӑнпа ӗнтӗ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн Тимофей лайӑх старейшина пулса тӑнӑ. Павел ӑна пухусене тӗреклетме тата хавхалантарма янисӗр пуҫне старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсене суйласа лартас тивӗҫе те шанса панӑ (1 Тимофей 5:22).

Павел Тимофейпа питӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнӑ, вӑл ӑна ашшӗ пекех ӑса вӗрентнӗ тата усӑллӑ канашсем панӑ. Вӑл Тимофея Турӑ панӑ хастара аталантарма тата чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума ӳкӗтленӗ, ҫапла вара унӑн ҫитӗнӗвӗсене пурте курччӑр тенӗ (1 Тимофей 4:15, 16). Вӑл Тимофея ҫамрӑк пулни — тен, ачаранах вӑтанчӑк пулни — чӑнлӑх майлӑ ҫирӗппӗн тӑма ан чӑрмантартӑр тесе каланӑ (1 Тимофей 1:3; 4:6, 7, 11, 12). Тимофей час-часах чирлекеленӗ, вар ыратнӑран пулас, ҫавӑнпа Павел ӑна сипленмелли пирки канаш та панӑ (1 Тимофей 5:23).

Вӑхӑт ҫитсен Павел хӑйӗн вилӗмӗ ҫывхарса килнине ӑнланса илнӗ — тен, ӑна кӗҫех асаплантарса вӗлермелле пулнӑ. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл Тимофей патне юлашки ҫыру янӑ. Унта вӑл ҫакӑн пек сӑмахсене кӗртнӗ: «Часрах ман патӑма килме тӑрӑш» (2 Тимофей 4:9). Павел Тимофея питӗ хытӑ юратнӑ; вӑл ун пирки «хамӑн савнӑ ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫана парӑннӑскер» тесе ҫырнӑ (1 Коринф 4:17). Ҫавӑнпа ӗнтӗ, вӑл вилес умӗн хӑйӗнпе пӗрле ҫывӑх тусӗ пултӑр тенӗ. Пирӗнтен кашни хӑйне ҫакӑн пек ыйту пама пултарать: «Йывӑр вӑхӑтра ҫынсем чунне лӑплантарас тесе ман пата пыраҫҫӗ-и?»

Тимофей Павела курма ӗлкӗрнӗ-ши? Эпир ҫакна пӗлместпӗр. Анчах та эпир вӑл Павела тата ытти нумай ҫынна хавхалантарас тата лӑплантарас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тунине пӗлетпӗр. Тимофей текен ят «Турра чыслакан» тенине пӗлтерет, вӑл вара ҫак ятпа килӗшӳллӗ пурӑннӑ. Вӑл ӗненес тӗлӗшрен пурне те: ҫамрӑксене те, ваттисене те — чаплӑ тӗслӗх кӑтартса хӑварнӑ.

^ 9 абз. Ҫак брошюрӑри «Эсир пӗлетӗр-и?» статьяна 9-мӗш страницӑра вулӑр.

^ 20 абз. Христиансен ӳт кастарма кирлӗ мар пулнӑ пулин те, Тимофей, Павел ыйтнипе, хӑйӗн ӳтне кастарма килӗшнӗ. Павел ҫакна ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан иудейсене тарӑхтарма нимле сӑлтав та парас мар тесе тунӑ, мӗншӗн тесен вӗсене Тимофея, унӑн ашшӗ суя тӗнлӗ халӑх ҫынни пулнӑран, хӑйсен ҫумӗнче чӑтса тӑма йывӑр пулнӑ пулӗччӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 16:3).