Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2№, 2017

Иисус Петр патӗнче хӑнара пулнӑ чухне унӑн хунямӑшне чиртен сыватнӑ (Матфей 8:14, 15; Марк 1:29—31)

Турӑшӑн ӗҫлекенсен мӑшӑрланмасӑр пурӑнмалла-и?

Турӑшӑн ӗҫлекенсен мӑшӑрланмасӑр пурӑнмалла-и?

НУМАЙ тӗнре, сӑмахран, католицизмра, православире тата буддизмра священник ӗҫне туса тӑрас тесен мӑшӑрланма юрамасть. Ҫапла тума хушнине целибат теҫҫӗ. Анчах нумаях пулмасть тӗрлӗ тӗн священникӗсем аскӑн ӗҫ туни ҫинчен ҫынсене паллӑ пулса тӑнӑ, нумайӑшӗ ҫакӑ целибата тытса тӑнине пула пулса иртнӗ теҫҫӗ.

Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: Туррӑн ӗҫне туса тӑракансен мӑшӑрланма юрамасть тесе Библире каланӑ-и? Хуравне тупас тесе айтӑр целибат ӑҫтан пуҫланса кайнине тата ҫакӑн ҫине Турӑ мӗнле пӑхнине пӑхса тухар.

МӐШӐРЛАНМАСӐР ПУРӐНАССИ ЧИРКӲ ИСТОРИЙӖНЧЕ

2006 ҫулта Рим папи XVI Бенедикт Рим курийӗне целибата тытса тӑни вӑл «апостолсем пурӑннӑ вӑхӑтри йӑла-йӗрке» тесе ӑнлантарса панӑ.

Анчах та пӗрремӗш христиансем мӑшӑрланмасӑр пурӑнма тупа туман. Пачах урӑхла, I ӗмӗрте пурӑннӑ Павел апостол ӗненекенсене «илӗртекен сывлӑшсене», е усал сывлӑшсене, итлесе «авланма, качча кайма» хушман ҫынсенчен пӑрӑнма ӳкӗтленӗ (1 Тимофей 4:1—3).

Целибата II ӗмӗрте Хӗвеланӑҫ чиркӗвӗнче (каярах Рим-католик чиркӗвӗ пулса тӑнӑ) тытса тӑма пуҫланӑ. «Целибат тата тӗн йӑла-йӗркисем» кӗнекере ҫак чару «Рим империйӗнче ҫӗнӗ йӑлапа пӗр килнӗ: ар ҫыхӑнӑвне кӗменни вӑл ырӑлӑх туни тесе шутлама пуҫланӑ» (Celibacy and Religious Traditions).

Ҫав вӑхӑтранпа темиҫе ӗмӗр хушши чиркӳ соборӗсенче тата Чиркӳ Ашшӗсем клириксене (чиркӳре ӗҫлекенсене) мӑшӑрланмасӑр пурӑнма ӳкӗтленӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ар ҫыхӑнӑвне кӗни ҫынна ирсӗрлетнӗ тата ӑна священниксен тивӗҫӗсене туса тӑма юрӑхсӑр тунӑ. Анчах та  «Британи энциклопедийӗнче» «Х ӗмӗрчченех священниксенчен нумайӑшӗ, ҫавӑн пекех хӑш-пӗр епископсем те мӑшӑрланса пурӑннӑ» тесе палӑртнӑ.

Юлашкинчен целибата 1123 тата 1139 ҫулсенче Римра иртнӗ Латеран соборӗсенче саккунлӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑнтанпа Рим-католик чиркӗвӗсем целибата тытса тӑраҫҫӗ. Священниксем мӑшӑрланмасӑр пурӑнмалла тесе ыйтни чиркӳсен витӗмне вӑйлатнӑ тата вӗсен пурлӑхне упраса хӑварма пулӑшнӑ. Халӗ священниксем урӑх авланма, ачаллӑ пулма тата хӑйсен чиркӗвӗнчи пурлӑха ачисене еткерлӗхе парса хӑварма пултарайман.

МӐШӐРЛАНМАСӐР ПУРӐНАССИ ҪИНЕ ТУРӐ МӖНЛЕ ПӐХАТЬ

Мӑшӑрланмасӑр пурӑнасси ҫине Турӑ мӗнле пӑхни унӑн Сӑмахӗнче, Библире, уҫҫӑн курӑнать. Сӑмахран, эпир унта Иисусӑн сӑмахӗсене, хӑй пекех «Ҫӳлти Патшалӑхшӑн» мӑшӑрланман ҫынсем пирки каланӑ сӑмахсене, курма пултаратпӑр (Матфей 19:12). Павел апостол та хӑйӗнчен тӗслӗх илнӗ христиансем ҫинчен, «Евангелишӗн», е ырӑ хыпаршӑн, мӑшӑрланман христиансем ҫинчен, ҫырнӑ (1 Коринф 7:8, 37, 38; 9:23).

Анчах Иисус та, Павел та целибата тытса тӑма хушман. Хӑш-пӗр ҫынсем мӑшӑрланмасӑр пурӑнма пултараймаҫҫӗ тесе каланӑ Иисус. Павел вара авланмасӑр, качча каймасӑр пурӑнасси пирки уҫҫӑн каланӑ: «Мӑшӑрланмасӑр пурӑнасси ҫинчен Ҫӳлхуҫа мана нимӗн те хушман... эпӗ сире ӑс анчах паратӑп» (Матфей 19:11, ҪС; 1 Коринф 7:25).

Унсӑр пуҫне, Библире кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансенчен нумайӑшӗ, ҫав шутрах Петр апостол та, авланнӑ пулнӑ (Матфей 8:14; Марк 1:29—31; 1 Коринф 9:5). Ҫавӑн пекех Рим империйӗнче аскӑнлӑх анлӑ сарӑлнине шута илсе Павел, христианин авланнӑ пулсан, вӑл «пӗрре авланнӑ», е пӗр арӑмлӑ, тата «ачи-пӑчине кирек хӑҫан та тӳрӗ пулма вӗрентсе пӑхӑнтарса тӑракан» ҫын пулмалла тесе ҫырнӑ (1 Тимофей 3:2, 4).

Ҫакӑ вӑл ҫавӑн пек ҫемьере упӑшкипе арӑмӗ арлӑ-арӑмлӑ пурӑнманнине пӗлтермест. Библире тӳррӗн каланӑ: «Упӑшки арӑмӗ тӗлӗшпе хӑйӗн тивӗҫне [ар ҫыхӑнӑвне кӗрес тивӗҫне] туса тӑтӑр... [...] Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр» (1 Коринф 7:3—5). Апла пулсан, Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен мӑшӑрланмасӑр пурӑнма ыйтмасть.

ЫРӐ ХЫПАРШӐН МӐШӐРЛАНМАННИ

Мӑшӑрланмасӑр пурӑнасси христиансемшӗн хушу мар пулсан мӗншӗн-ха Иисуспа Павел ун пирки ырласа каланӑ? Мӗншӗн тесен кам мӑшӑрланман, ҫавсен Библири ырӑ хыпара пӗлтерме ытларах май пур. Ку чӑнах та ҫавӑн пек, вӗт вӗсен ҫемьепе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем ҫук (1 Коринф 7:32—35).

Давид ятлӑ авланман христианинӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Мехикора (Мексика) пурӑннӑ тата сахал мар укҫа ӗҫлесе илнӗ. Анчах кайран Давид, ҫынсене Библири чӑнлӑха вӗрентес тесе, ӗҫне хӑварса Коста-Рикӑри пӗр яла куҫса кайма шут тытнӑ. Давида ҫавна тума авланманни пулӑшнӑ-и? «Паллах пулӑшнӑ, — калать вӑл. — Ҫӗнӗ вырӑнта пурӑнма тата унти культурӑна хӑнӑхма ҫӑмӑл мар пулчӗ. Анчах та манӑн хамӑн ҫинчен ҫеҫ шухӑшламалла пулнӑран эпӗ хӑвӑртах хӑнӑхса пытӑм».

Клаудия ятлӑ качча кайман христианка ырӑ хыпар калакансем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайнӑ. Вӑл каласа парать: «Турӑшӑн ӗҫлесе тӑни мана савӑнӑҫ парать. Турӑ маншӑн мӗнле тӑрӑшнине курса тӑнипе эпӗ унпа ҫывӑхланса пыратӑп, манӑн ӗненӳ те ҫирӗпленсе пырать».

«Савӑнӑҫ мӑшӑр пуррипе ҫуккинчен килмест. Иегова Турра чи лайӑххине паратӑн пулсан эсӗ, мӑшӑрланнӑ-и е ҫук, чӑннипех савӑнӑҫлӑ пулӑн» (Клаудия)

Мӑшӑрланманни йывӑр ҫӗклем пек пулмалла мар. Клаудия малалла калать: «Савӑнӑҫ мӑшӑр пуррипе ҫуккинчен килмест. Иегова Турра чи лайӑххине паратӑн пулсан эсӗ, мӑшӑрланнӑ-и е ҫук, чӑннипех савӑнӑҫлӑ пулӑн» (Псалом 118:1, 2).