Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2№, 2017

 ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ТУРӐ ПАНӐ ЧИ ПЫСӐК ПАРНЕНЕ ЭСИР ЙЫШӐНӐР-ШИ?

Турӑ панӑ чи пысӑк парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?

Турӑ панӑ чи пысӑк парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?

«Эпир Христос пек юратакан пулса пыратпӑр. Пурӑнакансем хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе Чӗрӗлсе Тӑнӑскершӗн пурӑнччӑр тесе, Христос пуриншӗн те вилнӗ» (2 Коринф 5:14, 15).

ХАКЛӐ парнешӗн тав туманни тӗлӗнтерме пултарать. Иисус вунӑ ҫынна йывӑр чиртен, ҫав вӑхӑтра никам та сыватма пултарайман чиртен, сыватнӑ хыҫҫӑн ҫак шухӑш ҫине тимлеттернӗ. Ҫав ҫынсенчен пӗри кӑна «хытӑ сасӑпа Турра мухтаса, каялла таврӑннӑ». Вара Иисус каланӑ: «Вуннӑн тасалманччӗ-и-ха? тӑххӑрӑшӗ ӑҫта?» (Лука 17:12—17.) Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Ыттисем пире ырӑлӑх кӑтартнине эпир часах манма пултаратпӑр.

Тӳлесе илме панӑ парне — чи хаклӑ парне. Унпа нимӗнле парне те танлашаймасть. Апла эпир Турӑ тунӑ ырӑлӑхшӑн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

  • Парнелекенпе паллашӑр. Турӑ тӳлесе илмелли парне панӑ, анчах ҫакӑ пур ҫын та ӗмӗрлӗх пурнӑҫ  илӗ тенине пӗлтермест. Турра кӗлтунӑ чухне Иисус каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлни» (Иоанн 17:3). Эсир ача пулнӑ чухне пӗр ҫын сирӗн пурнӑҫа ҫӑлнӑ тенине илтсен сирӗн ҫав ҫын ҫинчен тата вӑл сире мӗншӗн ҫӑлни ҫинчен ытларах пӗлес килнӗ пулмӗччӗ-и? Иегова Турӑ — пурнӑҫа ҫӑлакан парнене паракан — пире хӑйӗнпе паллаштарасшӑн кӑна мар, вӑл пире хӑйӗн тусӗсем те тӑвасшӑн. Библи пире: «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ»,— тесе ӳкӗтлет (Иаков 4:8).

  • Тӳлесе илме панӑ парнене ӗненӗр. Иоанн 3:36-мӗшӗнче: «Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать»,— тенӗ. Ӗненнине мӗнле кӑтартмалла? Ӗҫсемпе (Иаков 2:17). Мӗнле ӗҫсем ҫинчен сӑмах пырать? Парне пирӗн пулса тӑтӑр тесен пирӗн алла тӑсмалла та ӑна илмелле. Тӳлесе илме панӑ парнепе те ҫавӑн пекех тумалла. Ҫакна мӗнле тума пулать? Хӑвӑрӑн пурнӑҫпа Турра мӗнле савӑнтарма пултарни ҫинчен пӗлӗр те ҫавӑн пек пурӑнма тӑрӑшӑр *. Турӑран каҫару тата таса совесть ыйтӑр. Ан иккӗленӗр, тӳлесе илме панӑ парнене ӗненекенсем пурте мирлӗ те тулли пурнӑҫпа ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ (Еврейсем 11:1).

  • Иисус Христосӑн вилӗмне аса илмелли уява пырӑр. Ҫак кашни ҫул иртекен уява Иисус йӗркелесе янӑ. Вӑл ҫапла хушнӑ: «Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» (Лука 22:19). 2017 ҫулхи апрелӗн 11-мӗшӗнче, ытларикун хӗвел ансан Иегова Свидетелӗсем Иисус Христос вилӗмне паллӑ тума пуҫтарӑнаҫҫӗ. Пӗр сехет патнелле пыракан программа вӑхӑтӗнче доклад пулать. Эсир ҫав докладран Иисус мӗншӗн вилнине тата ҫакӑ мӗнле пиллӗхсем илсе килнине пӗлме пултаратӑр. Иртнӗ ҫулта Иисус вилӗмне аса илмелли уявра 20 миллиона яхӑн ҫын пулнӑ. Эпир сире хамӑрпа пӗрле Турӑ панӑ чи пысӑк парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартма ҫак уява пыма чӗнетпӗр.

^ 7 абз. Турӑпа паллашма тата унӑн тусӗ пулса тӑма пулӑшакан чи лайӑх май вӑл — унӑн Сӑмахне, Библие, вӗренни. Ҫакна мӗнле тумаллине Иегова Свидетелӗсенчен ыйтса пӗлӗр.