Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2№, 2017

 ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ТУРӐ ПАНӐ ЧИ ПЫСӐК ПАРНЕНЕ ЭСИР ЙЫШӐНӐР-ШИ?

Турӑ панӑ чи пысӑк парне. Мӗншӗн вӑл питӗ хаклӑ?

Турӑ панӑ чи пысӑк парне. Мӗншӗн вӑл питӗ хаклӑ?

Сирӗншӗн парне хӑҫан питӗ хаклӑ пулса тӑрать? Ҫакӑ 1) парнене кам панинчен, 2) парнене мӗншӗн панинчен, 3) парнене парас тесе парнелекенӗн мӗн-мӗн ҫухатма тивнинчен тата 4) ҫак парне пире мӗн таран кирлӗ пулнинчен килет. Айтӑр тӳлесе илмелли парнене ҫак тӑватӑ енчен пӑхса тухар. Ҫакна туни пире Турӑ панӑ чи пысӑк парнешӗн пархатарлӑрах пулма пулӑшӗ.

КАМ ӐНА ПАРНЕЛЕНӖ?

Час-часах парнене ӑна паллӑ е хисеплӗ ҫын парнеленӗшӗн хаклаҫҫӗ. Хӑш-пӗр парнесем, тетте пек ҫеҫ пулсан та, чӗрене ҫывӑх, мӗншӗн тесен вӗсене пӗртӑван е ҫывӑх тус парнеленӗ. Ҫакна унчченхи статьяра асӑннӑ Расселӑн парни кӑтартса парать. Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен вара мӗн калама пулать?

Пӗрремӗшӗнчен, Библире ҫапла ҫырнӑ: «Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене [янӑ]» (1 Иоанн 4:9). Турӑ панӑран ҫак парне хаклӑран та хаклӑ пулса тӑрать. Вӗт Турӑсӑр пуҫне Ҫут тӗнчере никамӑн та ҫакӑн пек пысӑк власть ҫук. Ун пирки Псалом кӗнекинче акӑ мӗн ҫырнӑ: «Эсӗ, Иегова ятлӑскер, пӗр эсӗ анчах пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе Ҫӳлти Турӑ пулнине ҫынсем пӗлсе тӑччӑр» (Псалом 83:18, ҪТ). Турӑран паллӑрах та хисеплӗрех парнелекен ҫук.

Иккӗмӗшӗнчен, Турӑ — «пирӗн Аттемӗр» (Исаия 63:16). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Вӑл пире пурнӑҫ панӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл пирӗншӗн, ашшӗ хӑйӗн ачисемшӗн тӑрӑшнӑ пекех, юратса тӑрӑшать. Хӑйӗн авалхи халӑхне Ефрем тесе чӗнсе Турӑ каланӑ: «Ефрем ывӑлӑм маншӑн хаклӑ мар-и вара? юратнӑ ачам мар-и вӑл? ...уншӑн Манӑн ӑш-чикӗм пӑлханать; Эпӗ хӗрхенӗп ӑна» (Иеремия 31:20). Хальхи вӑхӑтра та Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе хӑйне ҫавӑн пек тытать. Вӑл пурне те тума Пултаракан ҫеҫ мар, вӑл пирӗн юратакан Атте тата шанчӑклӑ Тус. Акӑ мӗншӗн вӑл паракан кирек мӗнле парне те хаклӑ.

 ПАРНЕНЕ МӖНШӖН ПАНӐ?

Хӑш-пӗр парнесем питӗ хаклӑ, мӗншӗн тесен вӗсене памалла пулнӑран мар, юратнӑран парнеленӗ. Чун-чӗререн парне паракан хӑй тунӑ ырӑлӑхшӑн тавӑрса парасса кӗтмест.

Турӑ хӑйӗн Ывӑлне пире юратнӑран панӑ. «Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене янинчен Турӑ пире юратни палӑрчӗ» — тесе каланӑ Библире. Мӗншӗн вӑл ҫакна тунӑ? Мӗншӗн тесен вӑл «Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн» пулнӑ (1 Иоанн 4:9). Туррӑн ҫакна тумалла пулнӑ-и? Ҫук. «Христос Иисус асапланса вилсе пире ҫылӑхран хӑтарни» вӑл — Турӑ тивлечӗ, е пысӑк ырӑлӑх кӑтартни (Рим 3:24).

Мӗншӗн Турӑ панӑ парне пирки пысӑк ырӑлӑх кӑтартни теме пулать? Библи ҫапла ӑнлантарса парать: «Турӑ пире юратни Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ чухне вилнинчен паллӑ» (Рим 5:8). Чун-чӗререн юратни Турра хавшак та ҫылӑхлӑ ҫынсене пулӑшма хавхалантарнӑ. Эпир ҫав парнене ӗҫлесе илмен тата ҫав парнешӗн Турра нихӑҫан та нимӗнпе те тавӑрса пама пултараймастпӑр. Ҫавӑнпа та Турӑ панӑ парне — этемлӗхӗн историйӗнче кӑтартнӑ юрату тӗслӗхӗсенчен чи чапли.

ПАРНЕЛЕКЕНӖН МӖН-МӖН ҪУХАТМА ТИВНӖ?

Мӗншӗн хӑш-пӗр парнесем питӗ хаклӑ? Вӗсем парнелекенӗн мӗн-мӗн ҫухатма тивни ҫинчен аса илтерсе тӑраҫҫӗ. Пӗр-пӗр ҫын хӑйӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ япалине пире парнелесен эпир ҫак парнене ытларах хаклатпӑр.

Турӑ «Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне» — хӑйӗншӗн чи хаклине — панӑ (Иоанн 3:16). Питӗ нумай ҫул хушши, Турӑ тӗнчене тунӑ вӑхӑтра, Иисус хӑйӗн Ашшӗпе пӗрле ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ тата уншӑн «савӑнӑҫ» пулнӑ (Ытарӑшсем 8:30). Иисус — Туррӑн «савнӑ Ывӑлӗ», вӑл «курӑнми Туррӑн сӑнӗ» (Колоссӑ 1:13—15). Иисуспа Турра нихӑҫан сивӗнми юрату тата нихӑҫан арканми туслӑх ҫыхӑнтарса тӑрать.

Анчах та Турӑ «Хӑй Ывӑлне... хӗрхенмесӗр» пирӗншӗн панӑ (Рим 8:32). Нимӗнле урӑх парне те Иеговӑшӑн ҫакӑн пек пысӑк хака ларман!

ҪАК ПАРНЕ ПИРЕ ПИТӖ КИРЛӖ

Пире хамӑра мӗн питӗ кирлӗ, ҫавна парнелеҫҫӗ пулсан, ҫак парне пирӗншӗн уйрӑмах хаклӑ пулса тӑрать. Калӑпӑр, чиртен сипленмешкӗн сирӗн нумай укҫа тӳлемелле. Пӗр ҫын вара ҫак сиплевшӗн тӳлесе сирӗн пурнӑҫа ҫӑлать. Паллах, эсир ӑна питӗ пархатарлӑ пулӑттӑр. Ҫакӑн пек ырӑлӑх кӑтартни сирӗншӗн хаклӑран та хаклӑ парне пулнӑ пулӗччӗ.

«Адам урлӑ пурте вилнӗ пек, Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ» — тенӗ Библире (1 Коринф 15:22). Эпир пурте Адамран пулнӑран чирлетпӗр, вилетпӗр, ҫавӑн пекех хамӑр тӗллӗн Турӑпа килӗштерме, унӑн умӗнче таса совеҫлӗ пулма пултараймастпӑр. Ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑйсене те, ытти ҫынсене те чӗртсе тӑратма пултараймаҫҫӗ. Библире каланӑ: «Этем хӑйӗн тӑванне ниепле те тӳлесе илеймӗ, уншӑн Турра тӳлесе татаймӗ» (Псалом 48:8—10). Тӳлесе илмелли хак питӗ пысӑк пулнӑран пире пулӑшу кирлӗ. Хамӑр тӗллӗн ҫакӑн пек хӑрушӑ лару-тӑруран эпир нихӑҫан та хӑтӑлайман пулӑттӑмӑр.

Иегова этемлӗхе питӗ хытӑ юратнӑран пире «сиплес» тесе пысӑк хак тӳленӗ, унсӑр эпир вилнӗ пулӑттӑмӑр. Анчах халӗ — Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парнене панине пула — «пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ». Ҫакӑ мӗнле пулма пултарать? Библи ҫапла ӑнлантарса парать: «Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире... кирек мӗнле ҫылӑхран та тасатса  тӑрать». Ҫапла, ҫылӑхсем каҫарӑнччӑр тесен тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пултӑр тесен пирӗн Иисус хӑйӗн юнне этемлӗхшӗн тӑкнине ӗненмелле (1 Иоанн 1:7; 5:13). Пирӗн вилнӗ ҫывӑх ҫынсене вара ҫак тӳлесе илмелли парне мӗн парать? 1 Коринф 15:21-мӗшӗнче ҫырнӑ: «Вилӗм этем урлӑ ҫитнӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те Этем [е Иисус] урлӑ килнӗ».

Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парнене панинчен хаклӑрах парне ҫук. Вӗт ҫак парнене Иегова Турӑ, тӗнчере чи асли, панӑ! Ҫакна вӑл ҫынсене питӗ хытӑ юратнӑран тунӑ. Парне парас тесе унӑн чи хаклине ҫухатма тивнӗ. Тата ҫак парне пире питӗ кирлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл пире ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен хӑтарать. Чӑнах та, нимӗнле урӑх парне те ҫак тӳлесе илме панӑ парнепе танлашма пултараймасть.