Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2017 октябрь

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

«Тупа ан ту» тенипе Иисус еврейсен хӑш йӑлине сивленӗ?

МОИСЕЙ САККУНӖ тӑрӑх, тупа тунинче ним япӑххи те ҫук. Анчах та Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра тупа тӑвасси анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ, ҫынсем хӑйсем мӗн калани ӗнентерӳллӗрех курӑнтӑр тесе кашни сӑмах хыҫҫӑнах тупа тунӑ. Тупа тӑвасси ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхнӑшӑн Иисус икӗ хут сивлесе каланӑ. «Сирӗн сӑмахӑр „ҫапла, ҫапла“ е „ҫук, ҫук“ тени анчах пултӑр»,— тенӗ вӑл (Матф. 5:33—37; 23:16—22).

Пӗр словарьте каланӑ тӑрӑх, еврейсем хӑйсен сӑмахӗсене тупа туса ҫирӗплетсе парасси мӗн таран анлӑ сарӑлни пирки Талмудра ҫырни тӑрӑх пӗлме пулать. Унта тупа туса сӑмах панисене хӑшӗсене пурнӑҫламасӑр хӑварма юрамасть тесе, хӑшӗсене вара юрать тесе питӗ тӗплӗн ҫырса панӑ (Theological Dictionary of the New Testament).

Ҫакӑн пек тӗрӗс мар хӑтланнине сивлекенни Иисус кӑна пулман. Тӗслӗхрен, иудейсен историкӗ Иосиф Флавий еврейсен сектинче тӑракансем тупа тӑвассинчен пӑрӑнни ҫинчен ҫырнӑ. Ҫав сектӑри ҫынсем каланӑ тӑрӑх, тупа туса калани суйса каланинчен те япӑхрах. Ҫын хӑйӗн сӑмахӗсене ӗнентерӳллӗрех кӑтартас тесе тупа тӑвать пулсан, ҫакӑ ҫав ҫын ултавҫӑ пулма пултарнине кӑтартать тенӗ вӗсем. Иудейсен апокриф пӗр кӗнекинче вара, Сирах ывӑлӗн Иисусӑн ӑслӑлӑх кӗнекинче, ҫапла каланӑ: «Тӑтӑшах тупа тӑвакан йӗркерен тухать» (Сирах 23:11, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ куҫарнӑ Библи). Эппин, Иисус Христос тупа тӑвасси ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхтарасшӑн пулман. Эпир яланах тӗрӗссине калатпӑр пулсан, пирӗн хамӑра ӗнентерес тесе тупа тума тивмӗ.