Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  4№, 2017

Тетраграмматон, е тӑватӑ еврей саспалли, Туррӑн сӑваплӑ ятне, Иегова ята, пӗлтерет (сылтӑм енчен сулахаялла вуланать)

Еврей алфавитӗнчи чи пӗчӗк саспалли мӗне ҫирӗп шанма пулӑшать?

Еврей алфавитӗнчи чи пӗчӗк саспалли мӗне ҫирӗп шанма пулӑшать?

Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем пурте пурнӑҫланасса эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр-и? Иисус Христос ҫавӑн пирки пӗртте иккӗленмен тата ҫакна ыттисене те ӗненме пулӑшнӑ. Ту ҫинче вӗрентнӗ чухне Иисус илсе панӑ тӗслӗхе пӑхса тухар. Ҫак тӗслӗхе Матфей 5:18-мӗшӗнче ҫырнӑ: «Чӑн калатӑп сире: тӳпепе ҫӗр пӗтмесӗр, пӗтӗмпе пурӑнӑҫланмасӑр саккунри пӗр пӗчӗкҫеҫҫӗ саспалли те, пӗр йӗрӗ те пӑрахӑҫланмӗ».

Еврей алфавитӗнчи чи пӗчӗк саспалли — י (йод) *. Ҫак саспалли тетраграмматонӑн тӑватӑ еврей саспаллинчен пӗрремӗшӗ. Тетраграмматон вара Туррӑн сӑваплӑ ятне, Иегова ята, пӗлтерет. Саккуна вӗрентекенсем тата фарисейсем Туррӑн Саккунӗнчи сӑмахсемпе саспаллисем ҫеҫ мар, кашни саспаллин «йӗрӗ» те питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутланӑ.

Иисус каланӑ тӑрӑх, тӳпепе ҫӗр пӗтме пултарсан та, Саккунри пӗр-пӗр пункт, чи пӗчӗкки те, пурнӑҫланмасӑр юлмӗ. Анчах Библи пире тӳпепе ҫӗр ӗмӗрлӗхех пулать тесе шантарать (Псалом 77:69). Апла, ҫак тӗслӗх Саккунри пур пунктсем — чи пӗчӗккисем те — пурнӑҫланасса питӗ лайӑх кӑтартать.

Саккунри пӗчӗк пунктсене тытса тӑни Иегова Турӑшӑн пӗлтерӗшлӗ пулнӑ-ши? Ҫапла, питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Ӗлӗк израильтянсене Пасха вӑхӑтӗнче ҫимелли путекӗн шӑммисене пӗрне те ан ватӑр тенӗ пулнӑ (Тухни 12:46). Пӗлтерӗшлех мар пек. Путекӗн шӑммисене мӗншӗн ватма юраманнине вӗсем ӑнланнӑ-и? Ҫук пулӗ. Анчах Саккунри ҫак пӗлтерӗшлех мар пек туйӑнакан шухӑш пророкла калани шутне кӗнине Иегова Турӑ пӗлнӗ. Ҫак пророкла калани тӑрӑх, Мессийӑна асап юпи ҫинче пӑталанӑ чухне унӑн пӗр шӑммине те ватмӗҫ (Псалом 33:21; Иоанн 19:31—33, 36).

Иисусӑн сӑмахӗсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ? Эпир те Иегова Турӑ сӑмах панисене, вӗсем вак-тӗвек таранах пурнӑҫланассине ҫирӗп ӗненме пултаратпӑр. Еврей алфавитӗнчи чи пӗчӗк саспалли вара пире ҫакна тума пулӑшать!

^ 3 абз. Грек алфавитӗнчи чи пӗчӗк саспалли вӑл — йота. Вӑл еврей чӗлхинчи י (йод) саспалли евӗрлех. Моисей саккунне еврей чӗлхипе ҫырнӑран тата ӑна еврей чӗлхипе вӗрентсе пынӑран, Иисус Христос еврей алфавитӗнчи саспалли пирки каланӑ пулас.