Усал та йӗркесӗр ҫынсем айӑпсӑр ҫынсене хӗсӗрленине эсир курнӑ пулӗ. Усаллӑхпа тӗрӗсмарлӑх хӑҫан та пулин пӗтессе шанма пулать-и?

Хуравне 36-мӗш Псаломра тупма пулать. Ҫавӑн пекех унта усӑллӑ канашсем те пур, эпир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан ҫав канашсем пире пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫак Псалом аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине мӗнле хуравланине пӑхӑр.

36-мӗш Псалом пире ҫакна шантарса калать: Иеговӑна шанакансене тата унӑн ҫулӗпе ҫӳрекенсене пурне те чаплӑ пуласлӑх кӗтет. Сирӗн те, юратнӑ ҫыннӑрсен те ҫав пурнӑҫпа пурӑнма май пур. Иегова Свидетелӗсем ҫав тӗлӗшрен сирӗн мӗн-мӗн тумалли пирки Библире мӗн ҫырнине пӗлме хаваспах пулӑшӗҫ.