Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 январь

Турӑ панӑ «калама ҫук пысӑк ырӑлӑх» мӗн тума хавхалантарать?

Турӑ панӑ «калама ҫук пысӑк ырӑлӑх» мӗн тума хавхалантарать?

«Тавах Турра калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панӑшӑн!» (2 КОР. 9:15.)

ЮРӐСЕМ: 53, 18

1, 2. а) Турӑ панӑ «калама ҫук пысӑк ырӑлӑх» шутне мӗн-мӗн кӗрет? ӑ) Ҫак статьяра мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

ХӐЙӖН пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫӗр ҫине янипе Иегова пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартнӑ! (Иоанн 3:16; 1 Иоанн 4:9, 10.) Павел апостол ҫакӑн пирки «калама ҫук пысӑк ырӑлӑх» тенӗ (2 Кор. 9:15). Мӗншӗн вӑл ҫапла каланӑ?

2 Христос пӗр ҫитменлӗхсӗр парне панине пула Турӑ сӑмах панисем пурте пурнӑҫланассине Павел пӗлнӗ. (2 Коринф 1:20 вуласа пар.) Ҫапла вара, ҫак «калама ҫук пысӑк ырӑлӑх» шутне Иисус панӑ парне ҫеҫ кӗмест. Ҫакӑ Иегова пуласлӑхра та нумай ырӑ ӗҫсем тӑвассине тата пире чун-чӗререн юратнине кӑтартассине пӗлтерет. Чӑнах та, ҫак парне калама ҫук хаклӑ парне. Пире ҫакӑн пек чаплӑ парне пани пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳмелле? 2016 ҫулхи мартӑн 23-мӗшӗнче юнкун иртекен  Каҫхи апат уявӗ чухнехи тапхӑрта ҫак парне ҫинчен шухӑшлани пире мӗн тума хавхалантармалла?

ТУРРӐН ЧИ ХАКЛӐ ПАРНИ

3, 4. а) Кам та пулин сире парне парсан эсир мӗн туятӑр? ӑ) Хӑш-пӗр парне пурнӑҫа мӗнле улӑштарма пултарать?

3 Паллах ӗнтӗ, парне илме пурне те килӗшет. Анчах та хӑш-пӗр парнесем ыттисенчен питӗ уйрӑлса тӑраҫҫӗ, вӗсем сирӗн пурнӑҫа тӗпрен улӑштарма пултараҫҫӗ. Калӑпӑр, эсир закона пӑснӑ, вара сире айӑпласа вӗлермелле тунӑ. Анчах та кӗтмен ҫӗртен пӗр палламан ҫын эпӗ сирӗншӗн вилме хатӗр тесе калать. Сире малалла та пурӑнтарас тесе вӑл сирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне парать! Ҫакӑн пек парне пани сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратӗ-ши?

4 Ҫын хӑйне шеллеменни, сире чун-чӗререн юратнине кӑтартни сире хӑвӑр ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама тата пурнӑҫа пӗтӗмпех улӑштарма хавхалантарӗ. Тен, ҫакӑ сире тата уҫӑ кӑмӑллӑрах пулма, ыттисене хытӑрах юратма тата хӑвӑра кӳрентернӗ ҫынсене каҫарма пулӑшса тӑрӗ. Ҫав ҫын хӑйӗн ирӗкӗпе сирӗншӗн вилме хатӗр пулнишӗн эсир ӑна парӑмлӑ пулнине нихӑҫан та манман пулӑттӑр пулӗ.

5. Мӗншӗн Турӑ тӳлесе илме панӑ парне ытти парнесенчен чылай ирттерет?

5 Анчах та Иегова Христос урлӑ мӗн парнелени ҫак тӗслӗхри ҫын мӗн тунинчен чылай ирттерет (1 Петр 3:18). Акӑ мӗншӗн: пирӗн ҫине ҫылӑх куҫнӑ, ҫавӑнпа та пире пурне те вилӗм кӗтет (Рим 5:12). Пире юратнӑран Иегова Иисуса ҫӗр ҫине янӑ, вӑл вара «пирӗншӗн асапланса вилнӗ» (Евр. 2:9). Иегова пирӗн пурнӑҫа ҫӑлнӑ ҫеҫ мар, вӑл вилӗме ӗмӗрлӗхех пӗтерес тесе никӗс хывнӑ (Ис. 25:7, 8; 1 Кор. 15:22, 26). Иисуса ӗненекенсем пурте — пӗрисем Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисем пулса ҫӗр ҫинче, теприсем Христоспа пӗрле патшасем пулса пӗлӗтре — ӗмӗр-ӗмӗр тӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурӑнма пултарӗҫ (Рим 6:23; Ӳлӗм. 5:9, 10). Иегова калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панине пула пире тата мӗнле пиллӗхсем кӗтеҫҫӗ?

6. а) Пулас пиллӗхсенчен хӑшӗсене эсир ытларах кӗтетӗр? ӑ) Турӑ панӑ парне пире мӗнле виҫӗ япалана тума хавхалантарать?

6 Иегова ҫак парнене панине пула эпир кирек мӗнле чир-чӗртен сывалӑпӑр, ҫӗр рай пулса тӑрӗ, вилнисем вара чӗрӗлсе тӑрӗҫ (Ис. 33:24; 35:5, 6; Иоанн 5:28, 29). Ҫак «калама ҫук пысӑк ырӑлӑх» ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир Иеговӑпа унӑн Ывӑлне тата хытӑрах юратнине туятпӑр. Иегова пире юратни мӗн тума хавхалантарать? Ҫакӑ пире 1) Иисус Христос йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пыма, 2) хамӑрӑн тӑвансене юратма тата 3) пӗр-пӗрне чунтан каҫарма мӗнле хавхалантарнине айтӑр пӑхса тухар.

«ПИРЕ ХРИСТОСӐН ЮРАТӐВӖ ХАВХАЛАНТАРСА ТӐРАТЬ»

7, 8. Христос пире юратни мӗн тума хавхалантарать?

7 Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн Иисус Христосшӑн пурӑнас килсе тӑмалла. Павел апостол ҫапла каланӑ: «Эпир Христос пек юратакан пулса пыратпӑр [«Пире Христосӑн юратӑвӗ хавхалантарса тӑрать», ҪТ]». (2 Коринф 5:14, 15 вуласа пар.) Иисус пире юратнӑшӑн эпир пархатарлӑ пулсан, ҫакӑ пире уншӑн пурӑнма хавхалантарса тӑрасса Павел пӗлнӗ. Иегова пире мӗн тери юратнине тата пирӗншӗн мӗн тунине ӑнланса илсен, пирӗн Иисус кӑтартнӑ ҫулпа пырас килсе каять. Ҫакна мӗнле кӑтартма пулать?

8 Иеговӑна юратакансем Иисусран тӗслӗх илме, унӑн йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пыма тӑрӑшаҫҫӗ (1 Петр 2:21; 1 Иоанн 2:6). Хамӑр  итленипе эпир Турӑпа Иисуса юратнине кӑтартатпӑр. Иисус: «Кам Манӑн ӳкӗтсене асра тытса пурӑнӑҫласа тӑрать, ҫавӑ Мана юратать; Мана юратакана Аттем те юратӗ; ӑна Эпӗ те юратӑп, ӑна Хамах курӑнӑп»,— тенӗ (Иоанн 14:21; 1 Иоанн 5:3).

9. Пирӗн мӗнле витӗмпе кӗрешме тивет?

9 Каҫхи апат уявӗ чухнехи тапхӑрта хамӑрӑн пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Хӑш енчен эпӗ Иисус пек тума вӗренсе ҫитрӗм? Хӑш енчен вара манӑн лайӑхланмалла?» Хамӑра ҫапла тӗрӗслени питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнче пирӗн ҫине пӗр вӗҫӗм витӗм кӳрсе тӑрать, пире хӑйӗн ҫулӗсемпе пыма хистеме хӑтланать (Рим 12:2). Эпир асӑрхануллӑ пулмасан ҫак тӗнчери паллӑ ҫынсенчен тӗслӗх илме е философи тыткӑнне лекме пултаратпӑр (Кол. 2:8; 1 Иоанн 2:15—17). Ҫак витӗмпе мӗнле кӗрешмелле?

10. Каҫхи апат уявӗ чухнехи тапхӑрта эпир хамӑра мӗнле ыйтусем пама пултаратпӑр тата вӗсен хуравӗсене пӗлни пире мӗн тума хавхалантарӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

10 Каҫхи апат уявӗ чухнехи тапхӑрта эпир хамӑр тумтире, фильмсемпе кӗвӗ-юрӑсене, ҫавӑн пекех компьютерта, смартфонра тата планшетра мӗн пуррине тӗрӗслесе пӑхма пултаратпӑр. Тумтире тӗрӗсленӗ чухне хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ каяс тенӗ вырӑнта Иисус пулас пулсан хам мӗн тӑхӑннинчен манӑн вӑтанмалла пулмӗ-ши? (1 Тимофей 2:9, 10 вуласа пар.) Манӑн ҫипуҫ эпӗ Христос вӗренекенӗ пулни пирки кама та пулин иккӗлентермӗ-и?» Фильмсемпе кӗвӗ-юрӑ пирки те ҫакнашкал ыйтусемех пама пулать: «Ҫак фильм е юрӑ Иисуса килӗшнӗ пулӗччӗ-и? Вӑл манӑн телефона е планшета пӑхма ыйтсан унта мӗн пурри мана намӑс кӑтартмӗ-ши?» Видеовӑйӑсене тӗрӗслесе пӑхнӑ чухне хӑвӑра ҫакӑн пек ыйту парӑр: «Эпӗ ҫак вӑййа выляма мӗншӗн юратнине Иисуса ӑнлантарса пама пултарнӑ пулӑттӑм-ши?» Эпир Иеговӑна юратни христиансемшӗн юрӑхлӑ мар япаласене пурне те, вӗсем хаклӑ пулсан та, тӗп тума хавхалантарӗ (Ап. ӗҫ. 19:19, 20). Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалланипе эпир хамӑршӑн мар, Христосшӑн пурӑнма сӑмах панӑ. Апла пулсан, Христос йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пыма чӑрмантаракан пур япалана та эпир пӗр шеллемесӗр пӗтерӗпӗр (Матф. 5:29, 30; Флп. 4:8).

11. а) Иеговӑна тата Иисуса юратни пире ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен мӗн тума хавхалантарӗ? ӑ) Пухури тӑвансене юратни вӗсене пулӑшма пире мӗнле хавхалантарать?

11 Иисуса юратни пире ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хастарлӑн тума хавхалантарӗ (Матф. 28:19, 20; Лука 4:43). Каҫхи апат уявӗ чухнехи тапхӑрта пирӗн пулӑшакан пионер пулса 30 е 50 сехет ӗҫлеме май пур. Эсир пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме улшӑнусем тума пултаратӑр-и? 84 ҫулхи арҫын тӑван, арӑмӗсӗр тӑрса юлнӑскер, питӗ ватӑ тата сывлӑхӗ начар пулнӑран пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме вӑй ҫитерейместӗп тесе шутланӑ. Анчах та пухури ытти пионерсем ӑна пулӑшма шут тытнӑ. Вӗсем ӑна илсе ҫӳреме машин пултӑр тесе тӑрӑшнӑ, ӑна валли юрӑхлӑ участок суйласа илнӗ, ҫапла вара вӑл хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫланӑ — ҫав уйӑхра 30 сехет ырӑ хыпар сарнӑ. Сирӗн пухура кам та пулин ҫак тапхӑрта пулӑшакан пионер пулса савӑнӑҫ илтӗр тесе эсир ӑна пулӑшма пултаратӑр-и? Паллах ӗнтӗ, пурте пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеймеҫҫӗ. Апла пулин те, эпир пурте вӑй-хал тата вӑхӑт ҫитнӗ таран Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлесе ӑна мухтав парни кӳме пултаратпӑр. Ҫапла тунипе Иисусӑн  юратӑвӗ Павела хавхалантарнӑ пекех пире те хавхалантарса тӑнине кӑтартӑпӑр. Анчах та Иегова пире юратни тата мӗн тума хавхалантарӗ?

ПИРӖН ПӖР-ПӖРНЕ ЮРАТМАЛЛА

12. Турӑ пире юратни мӗн тума хавхалантарать?

12 Иккӗмӗшӗнчен, Турӑ пире юратни хамӑр тӑвансене юратма хавхалантарать. Ҫакна Иоанн апостол пӗлнӗ. Вӑл ҫырнӑ: «Эй савнӑ тӑванӑмсем! Турӑ пире ҫапла юратать пулсассӑн, пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла» (1 Иоанн 4:7—11). Ҫапла, эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене юратмасан Турра юрататпӑр тесе калаймастпӑр (1 Иоанн 3:16). Тӑвансене юратнине ӗҫпе мӗнле кӑтартма пулать?

13. Пӗр-пӗрне юратас тӗлӗшрен Иисус мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

13 Иисусӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне уйрӑмах ахаль ҫынсемшӗн тӑрӑшнӑ. Вӑл суккӑррисене, уксаххисене, хӑлхасӑррисене тата чӗлхесӗррисене сыватнӑ (Матф. 11:4, 5). Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫунакан ҫынсене Иисус савӑнсах вӗрентнӗ, тӗн ертӳҫисем вара ҫав ҫынсем пирки «ылханлӑ» тенӗ (Иоанн 7:49). Иисус ҫав йӑваш кӑмӑллӑ ҫынсене юратнӑ тата вӗсене пулӑшма нумай вӑй хунӑ (Матф. 20:28).

Ырӑ хыпар сарас ӗҫре эпир ватӑ тӑвансене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)

14. Эсир пухури тӑвансене юратнине мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

14 Каҫхи апат уявӗ чухнехи тапхӑрта Иисусран тӗслӗх илсе пухури тӑвансенчен хӑшне пулӑшмалли ҫинчен шухӑшлама майлӑ вӑхӑт. Вара эсир кама пулӑшу уйрӑмах кирлине курма пултаратӑр. Сӑмахран, ватӑ тӑвансем патне кӗрсе тухма тата вӗсене мӗн те пулин туса пама пултаратӑр-и эсир? Тен, вӗсене апат пӗҫерсе памалла, килти ӗҫсене туса пулӑшмалла, пухӑва лартса каймалла е ырӑ хыпар сарма чӗнмелле. (Лука 14:12—14 вуласа пар.) Турӑ пире юратни пухури тӑвансене юратнине ӗҫпе кӑтартма хавхалантарса тӑтӑр.

ТӐВАНСЕНЕ ХӖРХЕННИНЕ КӐТАРТӐР

15. Пирӗн мӗн ӑнланмалла?

15 Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иегова пире юратни тӑвансене каҫарма хавхалантарать. Эпир пӗрремӗш ҫыннӑн, Адамӑн, ачисем пулнӑран пирӗн ҫине пурин ҫине те ҫылӑхпа вилӗм куҫнӑ. Ҫавӑнпа та тӳлесе илме панӑ парне мана кирлӗ мар тесе никам та калаймӗ. Туррӑн чи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен  пурнӑҫӗ те Христос панӑ парнерен килет. Кашнин ҫакна ӑнланмалла: пирӗн калама ҫук пысӑк парӑма каҫарнӑ. Мӗншӗн ҫакна ӑнланни питӗ кирлӗ? Хуравне Иисус каласа панӑ ытарӑшран пӗлме пулать.

16, 17. а) Иисус патшапа чура ҫинчен каласа панӑ ытарӑшран эпир мӗне вӗренетпӗр? ӑ) Иисусӑн ытарӑшӗ ҫинчен шухӑшлани пире мӗн тума хавхалантарать?

16 Иисусӑн ытарӑшӗ тӑрӑх, пӗр патша хӑйӗн чурин калама ҫук пысӑк парӑмне каҫарнӑ, ҫав парӑм 10 000 талант, е 60 000 000 динари таранах пулнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах, ҫав чура тепӗр чуран парӑмне, унӑн 100 динари ҫеҫ тавӑрса памалла пулнӑ пулин те, каҫарасшӑн пулман. Патша ҫав хытӑ чӗреллӗ чура мӗн туни ҫинчен пӗлсен тарӑхса кайнӑ та каланӑ: «Эй усал чура! эсӗ мана йӑлӑнтӑн та, эпӗ санӑн парӑмна пӗтӗмпех каҫартӑм; эпӗ сана хӗрхеннӗ пек, санӑн та хӑвӑн юлташна хӗрхенмелле марччӗ-и?» (Матф. 18:23—35.) Ҫапла, патша ӑна хӗрхеннине кура ҫав чуран та хӑйӗн юлташне каҫармалла пулнӑ. Апла пулсан, Иегова пире питӗ хытӑ юратни тата хӗрхенни пире мӗн тума хавхалантармалла?

17 Каҫхи апат уявӗ чухнехи тапхӑрта эпир хамӑртан ҫапла ыйтма пултаратпӑр: «Пӗр-пӗр тӑван мана кӳрентернине асра тытса ҫӳреместӗп-и эпӗ?» Ҫапла пулсан, пирӗн Иегова пек, «хӗрхенекен кӑмӑллӑ» Турӑ пек, пулас тесен мӗн тумалли ҫинчен шухӑшламалла (Неем. 9:17; Пс. 85:5). Иегова пирӗн парӑмсене каҫарнӑшӑн пархатарлӑ пулни пире те ыттисене чунтан каҫарма пулӑшӗ. Эпир ыттисене юратмастпӑр, каҫармастпӑр пулсан, пире Турӑ юратасса тата каҫарасса шанма пултараймастпӑр (Матф. 6:14, 15). Пулни-иртнине каҫарнипе тӳрлетме ҫук пулсан та, ҫакӑ пире телейлӗрех пулма пулӑшӗ.

18. Турӑ юратни пӗр христианкӑна тепӗр хӗрарӑм тӑванӑн ҫитменлӗхӗсене тӳсӗмлӗ чӑтма мӗнле пулӑшнӑ?

18 Пирӗнтен нумайӑшне пухури тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнма ҫӑмӑлах мар пулӗ. (Эфес 4:32 вуласа пар.) Тӗслӗхрен, качча кайман Лили ятлӑ хӗрарӑм тӑван упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ Кэрол [1] ятлӑ хӗрарӑм тӑвана пулӑшса тӑнӑ. Лили час-часах Кэрол тӑвана каймалли ҫӗре машинпа илсе кайнӑ, ҫавӑн пекех лавккана ҫӳресе тата ытти нумай ырӑ ӗҫ туса ӑна пулӑшнӑ. Анчах та Кэрола юрама йывӑр пулнӑ, вӑл пӗр вӗҫӗмсӗрех тиркесе калаҫнӑ. Апла пулин те, Лили унӑн лайӑх енӗсене асӑрхама тӑрӑшнӑ. Вӑл темиҫе ҫул хушши, Кэрол хытӑ чирлесе виличченех, ӑна пулӑшса тӑнӑ. Лили каласа парать: «Ҫаксене пӑхмасӑрах Кэрол чӗрӗлсе тӑрасса эпӗ питӗ кӗтетӗп. Вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрсан манӑн унпа лайӑхрах паллашас килет». Чӑнах та, Турӑ пире юратни хамӑр тӑвансемпе тӳсӗмлӗ пулма тата ҫынсем ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрас вӑхӑта кӗтме пулӑшӗ.

19. Турӑ панӑ «калама ҫук пысӑк ырӑлӑх» сире мӗн тума хавхалантарать?

19 Чӑнах та, Иегова пире «калама ҫук пысӑк ырӑлӑх» панӑ. Ҫак парне пирки ахаль парне тесе нихӑҫан та шухӑшламалла мар. Айтӑр Каҫхи апат уявӗ чухнехи тапхӑрта Иеговӑпа Иисус пирӗншӗн мӗн туни ҫинчен шухӑшлар, ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулар. Вӗсен юратӑвӗ пире Иисус йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пыма, тӑвансене юратнине ӗҫпе кӑтартма тата вӗсене чунтан каҫарма хавхалантарса тӑтӑр.

^ [1] 18-мӗш абзац. Ҫак статьяри хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.