Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 январь

Турӑпа пӗрле ӗҫлени питӗ пысӑк савӑнӑҫ кӳрет

Турӑпа пӗрле ӗҫлени питӗ пысӑк савӑнӑҫ кӳрет

«Унпа пӗрле ӗҫлесе эпир сире те йӑлӑнатпӑр: Туррӑн тивӗҫсӗр ырӑлӑхне унӑн тӗллевне куҫран ан вӗҫертӗр» (2 КОР. 6:1, ҪТ).

ЮРӐСЕМ: 28, 14

1. Иегова Ҫӳлти Турӑ пулсан та ыттисене мӗн тума чӗнет?

ИЕГОВА — пурне те Пултаракан, Ҫӳлти Турӑ. Унӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр ӑслӑлӑх тата иксӗлми хӑват пур. Иов та ҫакна ӑнланса илнӗ. Иегова Иова хӑй пултарнӑ япаласем ҫинчен ыйтусем панӑ хыҫҫӑн Иов каланӑ: «Эсӗ темӗн те тума пултарнине, Эсӗ тытнӑ шухӑша никам та чараяс ҫуккине пӗлетӗп эпӗ» (Иов 42:2). Иегова хӑй кирек мӗн тума шутласа хунине те никам пулӑшмасӑрах тума пултарать. Анчах та юратнӑран вӑл ыттисене хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлеме чӗнет.

2. Иегова Иисуса мӗнле питӗ пысӑк ӗҫре пулӑшма чӗннӗ?

2 Турӑ малтан хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тунӑ. Кайран ытти япаласене тунӑ чухне Иегова ӑна хӑйне пулӑшма май панӑ (Иоанн 1:1—3, 18). Иисус пирки Павел ак ҫапла ҫырнӑ: «Тӳпере мӗн пуррине, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине, курӑнаканнине те, курӑнманнине те — аслӑ вырӑнтисене те, аслисене те, пуҫлӑхсене те, хӑватлисене те... пурне те Ун валли, Ун урлӑ пултарнӑ»  (Кол. 1:15—17). Ҫапла вара, Иегова пурне те пултарнӑ чухне хӑйӗн Ывӑлне ҫак ӗҫе хутшӑнтарнипе тата ҫав ӗҫре унӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулни ҫинчен ыттисене каласа пӗлтернипе ӑна асла кӑларнӑ.

3. Иегова Адама мӗнле ӗҫ шанса панӑ тата мӗншӗн?

3 Иегова ҫынсене те хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлеме чӗннӗ. Сӑмахран, Адама вӑл чӗрчунсене ят парса тухма каланӑ (Пулт. 2:19, 20). Ҫак ӗҫ питӗ интереслӗ пулнӑ пулӗ: унӑн чӗрчунсене сӑнамалла, вӗсен уйрӑмлӑхӗсене тата вӗсем хӑйсене мӗнле тытнине тӗпчемелле пулнӑ, вара кашнин валли юрӑхлӑ ят тупмалла пулнӑ! Паллах, Иегова чӗрчунсене хӑех ят пама пултарнӑ, вӑл вӗсене хӑй тунӑ-ҫке. Анчах та юратнӑран ҫав ӗҫе вӑл Адама шанса панӑ. Ҫавӑн пекех Турӑ Адама рай пахчине сарма хушнӑ (Пулт. 1:27, 28). Шел пулин те, вӑл Турӑпа пӗрле ӗҫлеме пӑрахнӑ, ҫакӑ вара ӑна та, унӑн йӑх-ӑрӑвне те пысӑк асап кӳнӗ (Пулт. 3:17—19, 23).

4. Хӑш-пӗрисем Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлас тесе унпа пӗрле мӗнле ӗҫленӗ?

4 Каярахпа Турӑ хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлама ытти ҫынсене те чӗннӗ. Ной ковчег тунӑ, пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне вӑл хӑйӗн ҫемйипе пӗрле унта ҫӑлӑнса юлнӑ. Моисей Израиль халӑхне Египет чуралӑхӗнчен хӑтарнӑ. Иисус Навин Туррӑн халӑхне Пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗртнӗ. Соломон Иерусалимра храм туса лартнӑ. Мария вара Иисусӑн амӑшӗ пулса тӑнӑ. Ҫак тата Туррӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем Иеговӑпа пӗрле ӗҫлесе унӑн ирӗкне пурнӑҫлама пулӑшнӑ.

5. Эпир мӗнле ӗҫе хутшӑнма пултаратпӑр? Иегова ҫав ӗҫе пирӗнсӗр тума пултарнӑ пулӗччӗ-и? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

5 Хальхи вӑхӑтра Иегова пире хӑйӗн Патшалӑхӗн ӗҫне пӗтӗм вӑя хурса тума чӗнет. Паян Турӑшӑн ӗҫлеме тӗрлӗ майсем пур. Ҫав майсемпе пуринпе те кашни христианин усӑ кураймасть пулин те, Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне пирӗнтен кашни пӗлтерсе ҫӳреме пултарать. Паллах ӗнтӗ, Иегова ҫак ӗҫе пӗчченех тума пултарӗччӗ. Вӑл хӑйӗн хыпарне ҫынсене тӳрех пӗлӗтрен каланӑ пулӗччӗ. Иисус каланӑ тӑрӑх, кирлех пулсан Иегова хӑйӗн Патшалӑхӗн Патши ҫинчен пӗлтерме чулсене кӑшкӑрса ямалла тума пултарнӑ (Лука 19:37—40). Анчах та Иегова хӑйпе пӗрле ӗҫлеме май панипе пире чыс тунӑ (1 Кор. 3:9). Павел апостол ҫырнӑ: «Унпа пӗрле ӗҫлесе эпир сире те йӑлӑнатпӑр: Туррӑн тивӗҫсӗр ырӑлӑхне унӑн тӗллевне куҫран ан вӗҫертӗр» (2 Кор. 6:1, ҪТ). Турӑпа пӗрле ӗҫлесси — питӗ пысӑк чыс тата савӑнӑҫ. Айтӑр ҫакӑ мӗншӗн ҫапла иккенне пӑхса тухар.

ИЕГОВӐПА ПӖРЛЕ ӖҪЛЕНИ САВӐНӐҪ КӲРЕТ

6. Туррӑн малтанхи Ывӑлӗ хӑйӗн Ашшӗпе пӗрле ӗҫлесе мӗн туйнӑ?

6 Тахҫантанпах Иеговӑн ӗҫлекенӗсене унпа пӗрле ӗҫлени савӑнӑҫ парса тӑнӑ. Ытарӑшсем кӗнекери 8-мӗш сыпӑкӗнче Туррӑн малтанхи Ывӑлӗ пирки ӑслӑлӑхӑн сӑнарӗ тенӗ, унта унӑн сӑмахӗсене илсе панӑ: «Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех... пулнӑ; ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ» (Ытар. 8:22, 30). Иисус хӑйӗн Ашшӗпе ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ чухне питӗ телейлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл нумай ӗҫ тунӑ тата Иегова хӑйне питӗ юратнине пӗлнӗ. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать?

Ҫынсене Библири чӑнлӑха вӗрентес ӗҫпе танлаштарсан, урӑх мӗнле те пулин ӗҫ ҫав таран савӑнӑҫ пама пултараять-и? (7-мӗш абзаца пӑхӑр.)

7. Мӗншӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни савӑнӑҫ кӳрет?

7 Иисус парасси те, илесси те телейлӗ  тӑвать тенӗ (Ап. ӗҫ. 20:35). Чӑнлӑха тупнӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр, чӑнлӑх ҫинчен ыттисене каласа пама та пире килӗшет. Ҫынсем Библие ӑнланма тата Турӑпа ҫывӑхланма пуҫласан чӑннипех телейлӗ пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем Турӑпа ҫывӑхланса пынине тата хӑйсен шухӑшӗсене ҫеҫ мар, хӑйсен пурнӑҫне те улӑштарнине курса эпир питӗ савӑнатпӑр. Ҫакна пула ырӑ хыпар сарас ӗҫ питӗ кирлӗ ӗҫ пулнине ӑнланатпӑр. Турӑпа килӗштерни ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парать (2 Кор. 5:20). Ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр пурнӑҫ патне илсе каякан ҫул тупма пулӑшакан ӗҫпе танлаштарсан, урӑх мӗнле те пулин ӗҫ ҫав таран савӑнӑҫпа телей пама пултараять-и вара?

8. Турӑпа пӗрле ӗҫлени мӗнле савӑнӑҫ кӳни ҫинчен хӑш-пӗр тӑвансем мӗн каласа параҫҫӗ?

8 Ҫынсем ырӑ хыпара йышӑнни савӑнӑҫ кӳрсе тӑрать пулин те, Иегова пире ырланине пӗлнипе те эпир савӑнатпӑр, мӗншӗн тесен эпир уншӑн мӗн тунине вӑл хаклать. (1 Коринф 15:58 вуласа пар.) Италире пурӑнакан Марко ятлӑ арҫын тӑван каласа парать: «Эпӗ пӗр-пӗр пархатарсӑр ҫынна мар, Иеговӑна чи лайӑххине пама пултарнишӗн калама ҫук савӑнатӑп». Франко арҫын тӑван вара, Италирех пурӑнаканскер, ҫапла калать: «Иегова пире хӑйӗн Сӑмахне тата хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшакан нумай ытти хаклӑ парнесем панӑ. Ҫавсем урлӑ вӑл мана юратни ҫинчен тата эпир уншӑн мӗн тунине, ҫакӑ хамӑра питӗ сахал пек туйӑнсан та, питӗ хаклани ҫинчен кашни кун аса илтерсе тӑрать. Акӑ мӗншӗн мана Турӑпа пӗрле ӗҫлеме килӗшет тата ҫакӑ манӑн пурнӑҫа тӗллевлӗрех тӑвать».

ТУРӐПА ПӖРЛЕ ӖҪЛЕНИ ПИРЕ УНПА ТА, ЫТТИСЕМПЕ ТЕ ҪЫВӐХЛАТАТЬ

9. Иеговӑпа Иисус хушшинче мӗнле хутшӑнусем пулнӑ тата мӗншӗн?

9 Хамӑр юратнӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫлесен, эпир вӗсемпе ҫывӑхланатпӑр тата вӗсене лайӑхрах пӗлме пуҫлатпӑр. Эпир вӗсен тӗллевӗсене ҫеҫ мар, вӗсем ҫав тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме мӗнле тӑрӑшнине те пӗлетпӗр. Иисус Иеговӑпа, тен, миллиард-миллиард ҫул хушши ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсен хушшинче нихҫан сивӗнми юрату тата нихҫан арканми туслӑх аталаннӑ. Вӗсен хутшӑнӑвӗсем мӗн таран ҫирӗп пулни ҫинчен Иисус ҫапла каланӑ: «Эпӗ те, Аттем те — пӗр» (Иоанн 10:30). Иеговӑпа Иисус хушшинче тӗлӗнмелле пӗрлӗх пулнӑ, вӗсем яланах пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленӗ.

10. Мӗншӗн ырӑ хыпар сарни пире Иеговӑпа та, ыттисемпе те ҫывӑхлатать?

10 Иисус Иеговӑран хӑйӗн вӗренекенӗсене хӳтӗлеме ыйтнӑ. Мӗншӗн? Вӑл ҫапла кӗлтунӑ: «Вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр» (Иоанн 17:11). Эпир Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнсан тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнсан унӑн чаплӑ енӗсем ҫинчен лайӑхрах пӗлсе пыратпӑр. Эпир ун ҫине шанни тата  вӑл кӑтартнӑ ҫулпа пыни мӗншӗн ӑслӑ пулнине ӑнланатпӑр. Эпир Турӑпа ҫывӑхланатпӑр пулсан, вӑл та пирӗнпе ҫывӑхланать. (Иаков 4:8 вуласа пар.) Ҫавӑн пекех эпир хамӑр тӑвансемпе ҫывӑхланатпӑр, мӗншӗн тесен пирӗн тӗллевсем те пӗр пек, савӑнма та эпир пӗрле савӑнатпӑр тата йывӑрлӑхсене пӗрле тӳссе ирттеретпӗр. Великобританире пурӑнакан Октейвия ятлӑ хӗрарӑм тӑван калать: «Иеговӑпа пӗрле ӗҫлени мана пухури тӑвансемпе ҫывӑхланма пулӑшать. Пире пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑ пулни ҫеҫ мар, пӗр шухӑшлӑ та пӗр тӗллевлӗ пулни пӗрлештерет». Сирӗн туйӑмсем те ҫавнашкалах мар-и? Ыттисем те Иеговӑна савӑнтарма тӑрӑшни сире вӗсемпе ҫывӑхлатмасть-и вара?

11. Мӗншӗн ҫӗнӗ тӗнчере эпир Турӑпа та, тӑвансемпе те тата ҫывӑхрах пулатпӑр?

11 Эпир Турра та, пирӗн тӑвансене те хытӑ юрататпӑр, анчах та ҫӗнӗ тӗнчере эпир вӗсене хальхинчен те хытӑрах юратма пуҫлӑпӑр. Пуласлӑхра пире мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Эпир чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсене кӗтсе илӗпӗр тата вӗсене Иеговӑн ҫулӗсене вӗрентӗпӗр. Ҫӗр ҫинче рай тумалла пулӗ. Пире питӗ пысӑк ӗҫсем кӗтеҫҫӗ! Тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме мӗн тери савӑнӑҫлӑ пулать! Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫынсем майӗпен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ. Вӗсем пӗр-пӗринпе те, кашнин кӑмӑлне ҫырлахтарма сӑмах панӑ Турӑпа та нихҫанхинчен те ҫывӑхрах пулӗҫ (Пс. 144:16).

ТУРӐПА ПӖРЛЕ ӖҪЛЕНИ ХӲТӖЛЕТ

12. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни пире мӗнле хӳтӗлет?

12 Пирӗн Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене хӳтӗлемелле. Пӗтӗм ҫӗр Сатана Шуйттан аллинче пулнӑран, хамӑр та ҫитменлӗхлӗ пулнӑран эпир ҫӑмӑллӑнах ҫак тӗнчери ҫынсем шухӑшланӑ пек шухӑшлама тата вӗсем тунӑ пек тума тытӑнма пултаратпӑр. Ҫак тӗнчен шухӑш-кӑмӑлне вӑйлӑ шыв юхӑмӗпе танлаштарма пулать. Шыв юххи пире илсе ан кайтӑр тесен пирӗн юхӑма хирӗҫ пӗтӗм вӑйран ишмелле. Ҫавӑн пекех Сатанан тӗнчи те пире чӑнлӑхран пӑрса ан ятӑр тесен пирӗн унӑн шухӑш-кӑмӑлне хирӗҫ тӑмалла. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир хамӑр ӗненӗве мӗн хавшатма пултарасси ҫинчен мар, Библири хаклӑ чӑнлӑхсем ҫинчен шухӑшлатпӑр (Флп. 4:8). Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни пире ҫирӗп шухӑшлӑ пулма тата Турӑ сӑмах панисене, унӑн нормисене яланах асра тытма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, ҫак ӗҫ пире Сатанапа унӑн тӗнчинчен хӳтӗлекен паха енсене ҫухатасран та пулӑшать. (Эфес 6:14—17 вуласа пар.)

13. Австралире пурӑнакан пӗр арҫын тӑван ырӑ хыпар сарас ӗҫ пирки мӗн шутлать?

13 Ырӑ хыпар сарса ҫӳренипе тата пухура ыттисене пулӑшнипе эпир хамӑра хӳтӗлетпӗр, мӗншӗн тесен пирӗн хамӑрӑн йывӑрлӑхсемшӗн ытлашши пӑшӑрханма вӑхӑт юлмасть. Австралире пурӑнакан Джоуэл ятлӑ арҫын тӑван калать: «Ырӑ хыпар сарни пурнӑҫ ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшать. Эпӗ ҫынсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине куратӑп, ҫавӑнпа Библири принципсем тӑрӑх пурӑнни мана мӗнле усӑ панине тата лайӑхрах ӑнланатӑп. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни хама кӗҫӗне хума, Иеговӑна тата пухури тӑвансене шанма пулӑшать».

14. Нумай ҫул хушши ырӑ хыпара хастарлӑн пӗлтерсе ҫӳрени пирӗн святой сывлӑш пуррине мӗнле ҫирӗплетсе парать?

14 Ҫавӑн пекех ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни Турӑ пире святой сывлӑш парса  тӑнине ҫирӗп ӗненме пулӑшать. Калӑпӑр, сире хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти ҫынсене тутлӑ ҫӑкӑр валеҫсе пама хушнӑ. Ҫак ӗҫшӗн тӳлемеҫҫӗ, сирӗн тӑкаксене те никам та саплаштармасть. Кӗҫех эсир нумайӑшӗ ҫӑкӑра илесшӗн маррине, хӑшӗ-пӗрисем вара сире курайми пулнине асӑрхатӑр. Эсир ҫак ӗҫе мӗн вӑхӑт хушши тунӑ пулӑттӑр? Ҫынсем ҫапла хӑтланни сире аптратса ӳкернӗ пулӗччӗ, вара сирӗн ҫак ӗҫе малалла тӑвас та килмӗ. Пирӗнтен нумайӑшӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫе нумай ҫул хушши туса тӑрать, ҫавна вӗсем тӳлевсӗрех, пархатарсӑр ҫынсем кулни-мӑшкӑлланине пӑхмасӑрах тӑваҫҫӗ. Ҫакӑ пирӗн святой сывлӑш пуррине ҫирӗплетсе памасть-и вара?

ТУРӐПА ПӖРЛЕ ӖҪЛЕНИПЕ ЭПИР ӐНА ТА, ҪЫНСЕНЕ ТЕ ЮРАТНИНЕ КӐТАРТАТПӐР

15. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ Турӑ этемлӗх пирки мӗн шухӑшласа хунипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

15 Ырӑ хыпар сарни Турӑ ҫынсем пирки мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫа кӗртме мӗнле пулӑшать? Иегова ҫынсене ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Адам ҫылӑха кӗнӗ пулсан та, Иегова хӑйӗн тӗллевне улӑштарман (Ис. 55:11). Вӑл ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарма мӗн кирлине тунӑ. Шӑп ҫавӑншӑн Иисус ҫӗр ҫине килнӗ тата хӑйӗн пурнӑҫне Турра итлекен ҫынсемшӗн панӑ. Анчах та Турра итлес тесен вӑл пирӗнтен мӗн кӗтнине пӗлмелле. Ҫавӑнпа Иисус ҫынсене Туррӑн саккунӗсене вӗрентнӗ тата хӑйӗн вӗренекенӗсене те ҫакнах тума хушнӑ. Ҫынсене Турӑпа килӗштерме пулӑшнипе эпир Турӑ ҫынсем пирки мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫа кӗртес ӗҫе хутшӑнатпӑр.

16. Эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни икӗ чи аслӑ ӳкӗтпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

16 Ыттисене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пыма пулӑшса эпир ҫывӑх ҫынсене те, ҫавӑн пекех «пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» тӑрӑшакан Иеговӑна та юратнине кӑтартатпӑр (1 Тим. 2:4). Израиль халӑхне панӑ Саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ тесе ыйтсан Иисус хуравланӑ: «„Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат“: ҫакӑ — чи аслӑ та тӗп ӳкӗт; иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: „ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“» (Матф. 22:37—39). Ҫак икӗ ӳкӗт тӑрӑх пурӑннине эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑннипе кӑтартатпӑр. (Апостолсен ӗҫӗсем 10:42 вуласа пар.)

17. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе шанса панипе сире чыс туни пирки эсир мӗн шутлатӑр?

17 Иеговӑран эпир мӗн тери нумай пиллӗх илнӗ! Вӑл пире телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма, хӑйӗнпе тата ыттисемпе ҫывӑхланма, ҫавӑн пекех хамӑрпа ун хушшинчи хутшӑнусене хӳтӗлеме пулӑшакан ӗҫ шанса панӑ. Ҫак ӗҫ пире Турра та, ҫывӑх ҫынсене те юратнине кӑтартма май парать. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен кашнин хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ пулин те, христиансем пурте: ҫамрӑккисем-и е ваттисем-и, пуяннисем-и е чухӑннисем-и, вӑйлисем-и е вӑйсӑррисем-и — хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа пама майсем шыраҫҫӗ тата тупаҫҫӗ. Эсир Францире пурӑнакан Шантель ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн сӑмахӗсемпе килӗшетӗр пулӗ. Вӑл каланӑ: «Ҫӳт тӗнчере чи хӑватлӑ, пурне те Пултаракан, телейлӗ Турӑ мана чӗнсе калать: „Кай! Ман ҫинчен каласа пар! Чӗререн кала. Эпӗ сана вӑй, хамӑн Сӑмаха, Библи, парӑп, сана пулӑшма ангелсене тата ҫынсене ярӑп. Эпӗ сана вӗрентсе тӑрӑп тата хӑҫан мӗн тумаллине калӑп“. Иегова мӗн ыйтнине туни тата унпа пӗрле ӗҫлесе тӑни — мӗн тери пысӑк чыс!»