Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

Чӗлхене суйласа илӗр чӑвашла

Иеговӑн ҫывӑх тусӗсенчен тӗслӗх илӗр

Иеговӑн ҫывӑх тусӗсенчен тӗслӗх илӗр

«Ҫӳлхуҫанӑн вӑрттӑнлӑхӗ — Унран хӑракансем валли, Вӑл Хӑйӗн халалне ҫавсене пӗлтерет» (ПС. 24:14).

ЮРӐСЕМ: 27, 21

1—3. а) Пирӗнтен кашни Туррӑн тусӗ пулса тӑма пултарасси пирки мӗншӗн иккӗленмелле мар? ӑ) Ҫак статьяра эпир камӑн тӗслӗхӗсене пӑхса тухатпӑр?

БИБЛИРЕ Авраам Туррӑн тусӗ тесе виҫӗ хутчен каланӑ (2 Ҫулс. 20:7; Ис. 41:8; Иак. 2:23). Сӑваплӑ Ҫырура ун ҫинчен ҫеҫ ҫапла ҫырнӑ. Ҫакӑ ҫынсем хушшинчен Авраам ҫеҫ Иеговӑн тусӗ пулнине пӗлтерет-и? Ҫук. Библи кашни ҫынах Турӑпа туслашма пултарнине кӑтартса парать.

2 Сӑваплӑ Ҫыруран Турӑран хӑраса пурӑннӑ нумай арҫынпа хӗрарӑм ҫинчен пӗлетпӗр, вӗсем Иеговӑна хытӑ ӗненнӗ тата Иегова вӗсене хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ, урӑхла каласан, ҫак ҫынсем унӑн ҫывӑх тусӗсем пулнӑ. (Псалом 24:14 вуласа пар.) Павел апостол «кӳнтеленсем пӗлӗт пек» нумай тесе ҫырнӑ, вӗсем пурте Туррӑн тусӗсем пулнӑ паллах (Евр. 12:1, 2). Вӗсем хушшинче вара тӗрлӗ ҫынсем пулнӑ.

3 Айтӑр Иеговӑпа хӑйсен хушшинче ҫирӗп туслӑх аталантарнӑ виҫӗ ҫыннӑн тӗслӗхне пӑхса тухар: 1) Руфӗн — ҫамрӑклах упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ тата Иеговӑна чунтан парӑннӑ моавитянкӑн тӗслӗхне; 2) Езекийӑн — Иудӑн тӳрӗ патшин тӗслӗхне; 3) Марийӑн — Иисусӑн амӑшӗн тӗслӗхне. Вӗсем Турӑпа хӑйсем хушшинчи туслӑха мӗнле аталантарни пире мӗне вӗрентет?

 ВӐЛ ЧУНТАН ПАРӐНСА ЮРАТНӐ

4, 5. Руфӗн мӗнле йышӑну тумалла пулнӑ тата мӗншӗн ҫакна тума ҫӑмӑлах пулман? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Моав тӳремлӗхӗ тӑрӑх виҫӗ хӗрарӑм утнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Вӗсен тумтирне ҫил тӑрмалать. Ҫак хӗрарӑмсем виҫҫӗшӗ те — тӑлӑх арӑмсем. Вӗсенчен пӗри Ноеминь ятлӑ, тепӗр иккӗшӗ — унӑн кинӗсем Руфь тата Орфа. Акӑ Орфа Моав ҫӗрӗнчи тӑван килне таврӑнма шут тытать те каялла каять. Ноеминь вара хӑйӗн тӑван ҫӗршывне, Израиле, ҫитесшӗн. Унпа юнашар Руфь, унӑн вара хӑйӗн пурнӑҫӗнче, тен, чи пӗлтерӗшлӗ йышӑну тумалла: тӑван Моав ҫӗрне таврӑнмалла-и е хӑйӗн хунямӑшӗпе, Ноеминьпе, пӗрле Вифлеема каймалла? (Руфь 1:1—8, 14.)

5 Руфь ҫапла шутлама пултарнӑ: Моавра манӑн ҫемье, аннепе ытти тӑвансем юлнӑ. Вӗсем мана, ҫамрӑк тӑлӑх арӑма, хӑйсем патне илсе маншӑн тӑрӑшӗҫ. Моавра вӑл ӳссе ҫитӗннӗ. Унти чӗлхе те, йӑла-йӗрке те, халӑх та уншӑн ҫывӑх. Вифлеемра вара веҫех урӑхла. Ҫавӑнпа та Ноеминь Руфе килне таврӑнма ӳкӗтленӗ. Ноеминь ӑна упӑшка тата кил-ҫурт тупса параймасран хӑранӑ. Руфь мӗн тӑвӗ-ши? Хӑйӗн халӑхӗпе хӑйӗн туррисем патне таврӑннӑ Орфа пекех тӑвӗ-ши? (Руфь 1:9—15.) Ҫук. Руфь хӑйӗн халӑхӗн суя туррисене урӑх пуҫҫапасшӑн пулман.

6. а) Руфь мӗнле тӗрӗс йышӑну тунӑ? ӑ) Мӗншӗн Вооз Руфь пирки Иеговӑн ҫунатти айӗнче хӳтлӗх шыранӑ тенӗ?

6 Руфь Иегова ҫинчен пӗлнӗ пулмалла. Ун ҫинчен ӑна упӑшки е хунямӑшӗ каласа панӑ пулӗ. Моав туррисемпе танлаштарсан, Иегова пачах урӑхла Турӑ иккенне вӑл курнӑ. Чунтан парӑнса юратнине тата пуҫҫапнине Иегова кӑна тивӗҫлине Руфь ӑнланса илнӗ. Анчах та пӗлӳ ҫеҫ ҫителӗклӗ пулман. Руфӗн йышӑну тумалла пулнӑ. Иегова унӑн Турри пулса тӑрӗ-ши? Вӑл тӗрӗссине суйласа илнӗ. «Санӑн халӑху — манӑн халӑхӑм, санӑн Турру манӑн Туррӑм пулӗ»,— тенӗ вӑл Ноемине (Руфь 1:16). Паллах, Руфь Ноемине хытӑ юратни пирӗн туйӑмсене хускатмасӑр хӑвармасть, анчах та вӑл Иеговӑна мӗнле юратни пире унтан та ытларах тӗлӗнтерет. Каярахпа Вооз Руфе Иеговӑн ҫунатти айӗнче хӳтлӗх шыранӑшӑн мухтанӑ. (Руфь 2:12 вуласа пар.) Ҫак сӑмахсем пире хӳтлӗх шыраса амӑшӗн ҫунатти айне чупакан чӗпӗ ҫинчен аса илтереҫҫӗ (Пс. 35:8; 90:1—4). Иегова Руфьшӗн шӑпах ҫакӑн пек хӳтлӗх пулса тӑнӑ та. Хытӑ ӗненнӗшӗн Турӑ ӑна пилленӗ. Руфь хӑй мӗнле йышӑну тунишӗн пӗртте шеллемен.

7. Хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллама васкаман ҫынсен мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?

7 Нумайӑшӗ Иегова ҫинчен пӗлӳ илет, анчах та унра хӳтлӗх шырамасть. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫне Турра халаллама тата шыва кӗме тӑхтаса тӑраҫҫӗ. Сирӗн пирки те ҫапла калама пулать пулсан, хӑвӑра мӗн чӑрмантарса тӑни ҫинчен эсир шухӑшласа пӑхнӑ-и? Чӑннипе каласан, кашни ҫын мӗнле те пулин турӑшӑн ӗҫлет (Иис. Н. 24:15). Апла пулсан, мӗншӗн-ха Иеговӑра хӳтлӗх шырас мар? Пуҫҫапнине вӑл анчах тивӗҫлӗ вӗт. Хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласан эсир ӑна ӗненнине кӑтартатӑр. Вӑл сире ҫак йышӑнупа килӗшӳллӗ пурӑнма тата кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшӗ. Шӑп ҫапла Иегова Руфе пулӑшнӑ.

«ВӐЛ ҪӲЛХУҪА ҪУМНЕ ҪЫПӐҪӐННӐ»

8. Езекия ачалӑхӗ ҫинчен каласа парӑр.

8 Руфьпе танлаштарсан, Езекия патша Иеговӑна халалланӑ халӑхра ҫуралса ӳснӗ. Анчах та израильтянсем пурте Турра халалланипе килӗшӳллӗ пурӑнман. Ҫакна Ахазӑн,  Езекия ашшӗн, тӗслӗхӗ уҫҫӑн кӑтартса парать. Ҫав йӗркесӗр патша Иерусалимри Иеговӑн храмне ирсӗрлетнӗ. Ӑна пула Иуда патшалӑхӗ суя турӑсене пуҫҫапасси ӑшне путнӑ. Ача чухне Езекийӑн мӗн курма тивни ҫинчен шухӑшлама та йывӑр. Унӑн пӗртӑванӗсенчен хӑш-пӗрисем тискер вилӗмпе вилнӗ: вӗсене чӗрӗллех ҫунтарса суя турра парнене панӑ! (4 Патш. 16:2—4, 10—17; 2 Ҫулс. 28:1—3.)

9, 10. а) Мӗншӗн Езекия усалланса кайма пултарнӑ? ӑ) Мӗншӗн пирӗн Иегова ҫине тарӑхма сӑлтавсем ҫук? б) Мӗншӗн ҫыннӑн пурнӑҫӗ вӑл мӗнле ҫемьере ҫуралса ӳснинчен килет тесе шутламалла мар?

9 Ашшӗн ӗҫӗсене курса Езекия хӑй те усалланса кайма тата Турра пӑрахма пултарнӑ. Хӑш-пӗрисем ҫав таранах пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулман пулин те, вӗсен Иегова ҫине тата унӑн организацийӗ ҫине тарӑхма витӗмлӗ сӑлтавсем пур тесе шутлаҫҫӗ (Ытар. 19:3). Ыттисем эпир япӑх ҫемьере ҫуралса ӳснӗ пулсан, пирӗн те ҫавӑн пекех пурӑнма, ҫав йӑнӑшсенех тума тивет теҫҫӗ (Иез. 18:2, 3). Анчах та ҫапла шутлани тӗрӗс-ши?

10 Езекия тӗслӗхӗ ҫапла шутлани пачах тӗрӗс маррине кӑтартса парать! Пирӗн Иегова ҫине тарӑхма пӗр сӑлтав та ҫук, мӗншӗн тесен ҫак усал тӗнчере пулса иртекен ӗҫсемшӗн вӑл яваплӑ мар (Иов 34:10). Паллах ӗнтӗ, ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен ачисем ҫине лайӑх та, япӑх та витӗм кӳме пултараҫҫӗ (Ытар. 22:6; Кол. 3:21). Анчах та ҫакӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ вӑл мӗнле ҫемьере ҫуралса ӳснинчен килнине пӗлтермест. Пачах урӑхла, Иегова пире хаклӑ парне панӑ — мӗн-мӗн тумаллине тата мӗнле ҫын пулмаллине эпир хамӑр суйласа илме пултаратпӑр (Сак. аст. 30:19). Езекия ҫак парнепе мӗнле усӑ курнӑ?

Яшсемпе хӗрсенчен нумайӑшӗ япӑх ҫемьере ҫуралса ӳснӗ пулсан та чӑнлӑх енне тӑнӑ (9, 10 абзацсене пӑхӑр.)

11. Мӗне пула Езекия Иудея патшисенчен чи лайӑх патша пулса тӑнӑ?

11 Езекия Иудея патшисенчен чи йӗркесӗр патшан ывӑлӗ пулнӑ пулин те, вӑл лайӑх, тӳрӗ ҫын пулса тӑнӑ. (4 Патшасен 18:5, 6 вуласа пар.) Ашшӗ Езекийӑна питӗ япӑх тӗслӗх кӑтартнӑ, анчах та унпа юнашар лайӑх ҫынсем те пулнӑ, вӑл вӗсенчен тӗслӗх илме пултарнӑ. Ҫав кунсенче Исаия, Михей тата Осия пророксем пулнӑ. Турӑ ҫав шанчӑклӑ ҫынсем урлӑ каланӑ сӑмахсене Езекия питӗ тимлӗ итленӗ курӑнать. Ҫапла майпа Иегова панӑ канашсемпе  ӳкӗтсем унӑн чӗрине кӗрсе юлнӑ. Ҫавӑнпа Езекия хӑйӗн ашшӗн усал ӗҫӗсене хастарлӑн тӳрлетме пуҫланӑ. Вӑл храма тасатнӑ, ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн парне кӳнӗ тата Иудея ҫӗрӗнчи пур суя турӑсен кӗлеткисене ҫапса аркатнӑ (2 Ҫулс. 29:1—11, 18—24; 31:1). Езекия питӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ пулсан та, сӑмахран, Иерусалим ҫине Ассири патши Сеннахирим тапӑнсан та, хӑйне питӗ хӑюллӑ тытнӑ тата Турра ҫирӗп ӗненнӗ. Вӑл Иегова ҫӑласса шаннӑ тата хӑйӗн сӑмахӗсемпе те, ӗҫӗсемпе те ҫынсене тӗреклетнӗ (2 Ҫулс. 32:7, 8). Каярахпа, Езекийӑн чӗри мӑнаҫланса кайнӑ, анчах та Иегова ӑна тӳрлетсен вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ та ӳкӗннӗ (2 Ҫулс. 32:24—26). Езекия хӑйӗн кил-йышӗнчисене хӑйӗн пурнӑҫне аркатма паман. Вӑл Иегова хӑйӗн тусӗ пулнине кӑтартнӑ, ҫапла пирӗншӗн чаплӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ.

12. Езекия пекех, паян нумай ҫын Иеговӑн тусӗсем пулса тӑнине мӗнле кӑтартать?

12 Эпир усал та юратма пӗлмен тӗнчере пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа паян ашшӗпе амӑшӗ юратнине тата тӑрӑшнине нумай ача курманни пире тӗлӗнтермест (2 Тим. 3:1—5). Христиансенчен нумайӑшӗ япӑх ҫемьере ӳснӗ пулсан та, вӗсем Иеговӑпа хӑйсем хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ. Езекийӑн пурнӑҫӗ пекех, вӗсен пурнӑҫӗ те ҫыннӑн пуласлӑхӗ вӑл мӗнле ҫемьере ҫуралса ӳснинчен килменнине кӑтартса парать. Иегова пире суйласа илмелли ирӗк панӑ. Ҫак парнепе усӑ курса эпир Езекия пекех Иегова ҫумне ҫыпҫӑнасшӑн тата ӑна мухтава кӑларасшӑн.

«ЭПӖ — ТУРӐ ЧУРИ»

13, 14. Мӗншӗн хӑйне шанса панӑ ӗҫ Марийӑшӑн питӗ йывӑр пек туйӑнма пултарнӑ, анчах вӑл Гавриила мӗн хуравланӑ?

13 Езекия пурӑннӑ вӑхӑтран ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен Назарет хулинче Илийӑн хӗрӗ Мария пурӑннӑ. Ҫак йӑваш кӑмӑллӑ хӗршӗн Иегова питӗ ҫывӑх тус пулнӑ. Турӑ ӑна питӗ пысӑк ӗҫ шанса панӑ. Унӑн йывӑр ҫын пулса Туррӑн Ывӑлне ҫуратса ӳстермелле пулнӑ! Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Иегова ҫак еврей хӗрне ҫакӑн пек ӗҫ хушнӑ пулсан, вӑл ӑна мӗн тери шаннӑ пулӗ! Анчах та Мария хӑйӗн мӗн тумаллине пӗлсен мӗн туйнӑ-ши?

«Эпӗ — Турӑ чури» (13, 14 абзацсене пӑхӑр.)

14 Паллах ӗнтӗ, Марийӑшӑн ку питӗ пысӑк чыс пулнӑ. Анчах та хӑш-пӗр сӑлтавсене пула ҫак ӗҫ хӑратса ӳкерме те пултарнӑ. Гавриил ангел каланӑ тӑрӑх, Мария арҫынпа ҫывӑрмасӑрах тӗлӗнмелле майпа йывӑр ҫын пулса тӑмалла. Гавриил Марийӑна мӗн пулса иртни ҫинчен сан кил-йышна тата кӳршӳсене хамах каласа ӑнлантарӑп темен. Вӗсем вара мӗн шутланӑ пулӗччӗҫ-ши? Мария хӑйне ҫураҫса хунӑ каччи пирки те пӑшӑрханма пултарнӑ. Ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлни пирки унӑн мӗн каласа ӗнентермелле-ши? Унсӑр  пуҫне, Ҫӳлти Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратса ӑна вӗрентсе ӳстересси — ҫав тери пысӑк яваплӑх-ҫке! Гавриил Марийӑпа калаҫнӑ чухне вӑл мӗн ҫинчен шухӑшлама пултарнине эпир веҫех ӑнланса ҫитереес те ҫук. Апла пулин те, эпир вӑл мӗн хуравланине пӗлетпӗр: «Эпӗ — Турӑ чури; эсӗ каланӑ пек пултӑр Мана» (Лука 1:26—38).

15. Мӗне пула Мария питӗ хытӑ ӗненнӗ?

15 Ҫак хӗр Турра питӗ хытӑ ӗненнӗ! Мария хӑйӗн Хуҫине, Иеговӑна, пӗтӗм чӗререн шаннӑ тата яланах унӑн ирӗкне пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Вӑл Турӑшӑн ӗҫлес тенӗ, Иегова хушнӑ кирек мӗнле ӗҫе те тума хатӗр пулнӑ. Мӗне пула вӑл питӗ хытӑ ӗненнӗ? Эпир ӗненӳпе ҫуралмастпӑр. Ӗненӳ пултӑр тесен пирӗн хамӑрӑн вӑй хумалла, святой сывлӑша та хамӑр ҫине витӗм кӳме памалла (Эф. 2:8). Мария хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетме нумай вӑй хунӑ. Эпир ҫавна ӑҫтан пӗлетпӗр? Айтӑр вӑл мӗнле итлени ҫинчен тата мӗн калани ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

16. Мария итлеме пӗлни ӑҫтан курӑнать?

16 Мария мӗнле итленӗ? Библи пире итлеме хатӗр пулӑр, хуравлама ан васкӑр тесе ӳкӗтлет (Иак. 1:19). Мария итлеме пӗлнӗ-и? Паллах пӗлнӗ. Лука ҫырнӑ Евангелие вуланӑ чухне Мария хӑйне мӗн каланине, уйрӑмах Иегова ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшакан сӑмахсене, тимлӗ итлени тата ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ япаласем ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрни курӑнать. Иисус ҫуралнӑ хыҫҫӑнах йӑваш кӑмӑллӑ кӗтӳҫсем ангелсем каланӑ хыпара Марийӑна пӗлтернӗ. 12 ҫул иртсен вара ҫамрӑк Иисус та Марийӑна пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем каланӑ. Ҫак икӗ хутӗнче те Мария тимлӗ итленӗ, мӗн илтнине пӗтӗмпех хӑйӗн чӗринче упранӑ тата вӗсем ҫинчен тарӑннӑн шухӑшланӑ. (Лука 2:16—19, 49, 51 вуласа пар.)

17. Марийӑн сӑмахӗсенчен мӗн пӗлме пулать?

17 Мария мӗн каланӑ? Библире Мария каланӑ сӑмахсем нумаях мар. Ытти вырӑнсемпе танлаштарсан, Лука 1:46—55-мӗшӗсенче Марийӑн сӑмахӗсене нумайрах илсе панӑ. Ҫав сӑмахсенчен Мария Сӑваплӑ Ҫырӑва лайӑх пӗлни курӑнать. Вӑл мӗн калани Самуил пророк амӑшӗн Аннӑн кӗлтунӑ чухнехи сӑмахӗсене аса илтерет (1 Патш. 2:1—10). Пӗр тӗпчевҫӗ каланӑ тӑрӑх, Еврей Ҫырӑвӗсенче ҫырнӑ шухӑшсене вӑл 20 хутчен илсе панӑ. Мария хӑйӗн чи лайӑх Тусӗнчен, Иеговӑран, тата унӑн Сӑмахӗнчен пӗлнӗ чӑнлӑхсем ҫинчен калаҫма юратни уҫҫӑн курӑнать.

18. Мария ӗненнӗ пек ӗненес тесен пирӗн мӗн тумалла?

18 Хӑш-пӗр чухне Иегова шанса панӑ ӗҫе пурнӑҫлама Марийӑна йывӑр туйӑннӑ пекех пире те йывӑр пек туйӑнма пултарать. Айтӑр ҫак йӑваш кӑмӑллӑ хӗртен тӗслӗх илсе хамӑра Иеговӑн аллине парар. Вӑл яланах пире лайӑх пултӑр тесе тӑрӑшни пирки нихӑҫан та иккӗленер мар. Иегова ҫинчен тата вӑл мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен мӗн пӗлсе пыни пирки тӗплӗн шухӑшласан, ҫавӑн пекех хамӑр мӗн пӗлни ҫинчен ыттисене каласа парсан, эпир те Мария пекех Турра хытӑ ӗненме пултарӑпӑр (Пс. 76:12, 13; Лука 8:18; Рим 10:15).

19. Библире асӑннӑ шанчӑклӑ ҫынсем ӗненнӗ пек ӗненсен эпир мӗне ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

19 Авраам пекех Руфь те, Езекия та, Мария та Туррӑн тусӗсем пулни пирки иккӗленмелли ҫук. Туррӑн ытти нумай шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен те Турӑпа хӑйсен хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулнӑ. Вӗсем пирки Библире «кӳнтеленсем пӗлӗт пек» тенӗ. Айтӑр ҫав ҫынсем ӗненнӗ пек ӗненер (Евр. 6:11, 12). Вара эпир ӗмӗр-ӗмӗрех Иеговӑн ҫывӑх тусӗсем пулатпӑр. Ку вара питӗ пысӑк чыс!