Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 февраль

Иегова ӑна «манӑн тусӑм» тенӗ

Иегова ӑна «манӑн тусӑм» тенӗ

«Эсӗ вара, Израиль, Манӑн чурам, Эпӗ суйласа илнӗ Иаков, Манӑн тусӑмӑн, Авраамӑн, вӑрлӑхӗ» (ИС. 41:8).

ЮРӐСЕМ: 51, 22

1, 2. а) Ҫынсем Туррӑн тусӗсем пулма пултарни ҫинчен эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

ҪУРАЛСАН мӗн виличченех ҫынна хӑйне ыттисем юратни кирлӗ. Ҫынсем юратусӑр пурӑнаймаҫҫӗ. Сӑмах кунта арҫынпа хӗрарӑма пӗр-пӗрин патне туртакан туйӑм ҫинчен ҫеҫ пымасть. Пирӗн чун-чӗре яланах ыттисемпе хутшӑнма тата туслашма туртӑнать. Анчах та ҫынсене пуринчен ытла Иегова юратни кирлӗ. Нумайӑшӗ Турӑ патне ҫывхарма тата унӑн тусӗсем пулма пултарасса ӗненмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Турра куҫпа курма ҫук тата вӑл питӗ хӑватлӑ. Эпир те ҫапларах шутлатпӑр-и? Ҫук паллах!

2 Библире ҫылӑхлӑ ҫынсем Туррӑн тусӗсем пулса тӑни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Ҫав ҫынсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлани питӗ усӑллӑ, мӗншӗн тесен Туррӑн тусӗ пуласси — пурнӑҫри чи лайӑх тӗллев. Ҫак тӗлӗшрен Авраам пирӗншӗн чаплӑ тӗслӗх. (Иаков 2:23 вуласа пар.) Иеговӑпа хӑйӗн хушшинче питӗ ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Пуринчен  ытла — ӗненӳ. Библире Авраам пирки «пур ӗненекенӗн те ашшӗ» тенӗ (Рим 4:11). Айтӑр Авраама Туррӑн ҫывӑх тусӗ пулма ӗненӳ мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. Пирӗн хамӑртан ҫапла ыйтсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Авраам ӗненнӗ пек ӗненес тесе тата хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе манӑн мӗн тумалла?»

МӖНЛЕ МАЙПА АВРААМ ИЕГОВӐН ТУСӖ ПУЛСА ТӐНӐ?

3, 4. а) Хӑҫан Авраамӑн ӗненӗвӗ нихҫанхинчен те хытӑ тӗрӗсленнӗ? ӑ) Мӗншӗн Авраам Исаака парнене пама хатӗр пулнӑ?

3 Куҫ умне ту ҫине йывӑррӑн утса хӑпаракан ватӑ ҫынна кӑларса тӑратӑр-ха. Тен, ҫак ҫулпа утни унӑн пурнӑҫӗнчи чи йывӑрри, анчах та сӑлтавӗ ҫав ҫын ватӑ пулнинче мар. Вӑл 125 ҫулсенче пулсан та халӗ те вӑйпитти. Ҫак ҫын Авраам ятлӑ 1. Ун хыҫҫӑн 25 ҫулхи ҫамрӑк утать. Ку Авраам ывӑлӗ Исаак. Вӑл пӗр ҫӗклем вутӑ йӑтнӑ. Авраам вара хӑйпе пӗрле пысӑк ҫӗҫӗпе вутчуль илнӗ. Иегова Авраама хӑйӗн ывӑлне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме хушнӑ! (Пулт. 22:1—8.)

4 Ҫав вӑхӑтра Авраамӑн ӗненӗвӗ нихҫанхинчен те хытӑ тӗрӗсленнӗ. Хӑш-пӗрисем Турӑ Авраама ҫакӑн пек парне кӳме хушни ытла та тискер ӗҫ теҫҫӗ. Авраам Турра суккӑрла пӑхӑннӑ тата хӑйӗн ывӑлне юратман текенсем те пур. Ҫавӑн пек ҫынсен ӗненӳ ҫук тата ӗненӳ мӗнне те вӗсем ӑнланмаҫҫӗ (1 Кор. 2:14—16). Авраам Турра суккӑрла ӗненмен. Вӑл хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗ, Иегова, юсама ҫук инкек патне илсе ҫитерекен ӗҫе тума нихӑҫан та ыйтас ҫуккине ӗненӳ куҫӗпе курнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл Турра пӑхӑнса пурӑннӑ. Турра итлесен ӑна та, унӑн юратнӑ ывӑлне те пиллессе вӑл пӗлнӗ. Унӑн ӗненӗвӗ мӗн ҫинче тытӑнса тӑнӑ-ши? Пӗлӳ ҫинче тата пурнӑҫӗ тӑршшӗпе пухнӑ опыт ҫинче.

5. Авраам Иегова ҫинчен ӑҫтан пӗлме пултарнӑ тата ҫав пӗлӳсем ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

5 Пӗлӳ. Авраам халдейсен Ур ятлӑ хулара, йӗрӗхсене пуҫҫапасси анлӑ сарӑлнӑ хулара, ӳссе ҫитӗннӗ. Апла пулин те, вӑл Иегова ҫинчен пӗлнӗ. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарнӑ, Авраамӑн ашшӗ Фарра та суя турӑсене пуҫҫапнӑ вӗт? (Иис. Н. 24:2.) Библире ҫакӑн ҫинчен ҫырман, анчах та Авраам Сим ӑрӑвӗнчи тӑххӑрмӗш сыпӑкри ҫын пулни паллӑ. Сим Ной ывӑлӗ пулнӑ тата Турра хытӑ ӗненнӗ. Вӑл Авраам 150 ҫулсенче чухне вилнӗ. Авраам Иегова ҫинчен Симран пӗлнӗ тесе ҫирӗппӗн калама ҫук. Анчах та Сим хӑйӗн кил-йышне Иегова ҫинчен каласа панӑ тесен йӑнӑш пулмасть. Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, Авраам мӗн пӗлсе пыни унӑн чӗрине пырса тивнӗ, вара вӑл Иеговӑна юратма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ ҫинчен пӗлни Авраама Турра хытӑ ӗненме пулӑшнӑ.

6, 7. Авраампа мӗн пулса иртни унӑн ӗненӗвне мӗнле ҫирӗплетнӗ?

6 Опыт. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем Авраама Иеговӑна ҫирӗп ӗненме мӗнле пулӑшнӑ? Шухӑшсем туйӑмсене вӑратнине, туйӑмсем вара ӗҫсем тума хистесе тӑнине эпир пӗлетпӗр. Авраам Иегова ҫинчен мӗн пӗлни ӑна савӑнтарса-хумхантарса янӑ тата «Ҫӳлти Ҫӳлхуҫа Турра», «тӳпепе ҫӗр Патшине», чӗререн хисеплеме хавхалантарнӑ (Пулт. 14:22). Библире ҫак туйӑм пирки Турӑран хӑрани тенӗ, вӑл Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аталантарма питӗ кирлӗ (Пс. 25:14, ҪТ). Турӑран ҫапла хӑрани Авраама Иегова хушнине пурнӑҫлама хавхалантарнӑ.

7 Авраампа Сарра ватӑлса ҫитсен Турӑ вӗсене Ур хулинчен тухса ют ҫӗре кайма хушнӑ. Мӗн виличченех вӗсен чатӑрсенче пурӑнмалла пулнӑ. Турра итленипе Авраам  хӑйне пиллеме тата хӳтӗлеме Иеговӑна май панӑ. Тӗслӗхрен, Авраам хӑйӗн хитре арӑмне Саррӑна туртса илесрен, хӑйне вара вӗлересрен хӑранӑ. Хӑрама сӑлтавӗ пулнӑ пулин те, вӑл Иеговӑна пӑхӑнса пурӑнма ҫирӗп шут тытнӑ. Турӑ вара хӑй енчен Авраампа Саррӑна пӗрре анчах мар хӳтӗленӗ, хушӑран вӑл ҫавна тӗлӗнмелле майпа та тунӑ (Пулт. 12:10—20; 20:2—7, 10—12, 17, 18). Ҫакнашкал лару-тӑрусенче мӗн пулса иртни Авраамӑн ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ.

8. Турӑпа хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетме пулӑшакан пӗлӳпе опыт эпир мӗнле пухма пултаратпӑр?

8 Эпир Туррӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр-и? Паллах, пултаратпӑр. Ҫавна валли пирӗн кирлӗ пӗлӳ илме те, опыт пухма та майсем нумай. Пирӗнпе танлаштарсан, Авраам Библири хаклӑ чӑнлӑхсенчен сахалӑшне кӑна пӗлнӗ (Дан. 12:4; Рим 11:33). Туррӑн Сӑмахӗ мул тултарнӑ арча пекех. Унти хаклӑ пӗлӳсем пире «тӳпепе ҫӗр Патши» ҫинчен ытларах пӗлме, ӑна чун-чӗререн хисеплеме тата юратма пулӑшаҫҫӗ. Ҫак туйӑмсем пире Иеговӑна итлеме хавхалантараҫҫӗ. Ӑна итлесе пурӑннӑ чухне эпир вӑл пире мӗнле хӳтӗленине тата пилленине курса тӑратпӑр. Ҫапла вара хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшакан опыт пухӑнса пырать. Ҫавӑн пекех Турӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑни телей, савӑнӑҫ тата канӑҫлӑх панине те эпир куратпӑр (Пс. 33:9; Ытар. 10:22). Ҫапла, пӗлӳ илсе тӑнӑ май тата опыт пухса пынӑ май пирӗн ӗненӳ тата Турӑпа хамӑр хушӑри туслӑх ҫирӗпленсе пырать.

АВРААМ ХӐЙӖНПЕ ТУРӐ ХУШШИНЧИ ТУСЛӐХА МӖНЛЕ ҪИРӖПЛЕТНӖ?

9, 10. а) Туслӑх ҫирӗп пултӑр тесен мӗн тумалла? ӑ) Авраам хӑйӗнпе Турӑ хушшинчи туслӑха хаклани ӑҫтан курӑнать?

9 Туслӑх чӑн-чӑн мул пулса тӑма пултарать. (Ытарӑшсем 17:17 вуласа пар.) Анчах та ӑна укҫа парса илеймӗн, ҫавӑн пекех вӑл ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртакан япала та мар. Туслӑх ҫирӗпленсе пытӑр тесе, ӑна чечеке пӑхнӑ пекех пӑхмалла. Авраам Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи туслӑха питӗ хакланӑ тата ҫирӗплетме тӑрӑшнӑ. Вӑл ҫавна мӗнле тунӑ?

10 Турӑран хӑранине тата ӑна итленине унччен кӑтартни те ҫителӗклӗ тесе Авраам нихӑҫан та шутламан. Хӑйӗн кил-йышӗпе Ханаана кайнӑ чухне вӑл пӗчӗк ӗҫсене те, пысӑккисене те Иегова каланӑ пек тума пӑрахман. Исаак ҫураличчен пӗр ҫул маларах Иегова 99 ҫулхи Авраама хӑйӗн кил-йышӗнчи пур арҫыннӑн та ӳт кастармалла тенӗ. Авраам ҫакна тумалла-и, тумалла мар-и тесе иккӗленсе тӑнӑ-ши? Ҫав ӗҫе тӑвас мар тесе вӑл сӑлтав шыранӑ-и? Ҫук, вӑл Турра шаннӑ та вӑл хушнине «ҫав кунах» пурнӑҫланӑ (Пулт. 17:10—14, 23).

11. Содомпа Гоморра хулисен шӑпине пӗлсен Авраам мӗншӗн пӑшӑрханнӑ тата Иегова ӑна мӗнле пулӑшнӑ?

 11 Авраам вак-тӗвек ӗҫсенче те Иеговӑна итлеме хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа Турӑпа унӑн хушшинчи туслӑх кунран кун ҫирӗпленсе пынӑ. Вӑл хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен Иеговӑна уҫҫӑн каласа панӑ тата йывӑр ыйтусене татса памалла пулнӑ чухне унран пулӑшу ыйтнӑ. Тӗслӗхрен, Турӑ Содомпа Гоморра хулисене тӗп тума шут тытсан вӑл тӳрӗ ҫынсем йӗркесӗр ҫынсемпе пӗрле вилме пултарасси пирки пӑшӑрханнӑ. Тен, Авраам ҫав вӑхӑтра Содомра пурӑннӑ пӗртӑванӗн ывӑлӗ Лот ҫинчен тата унӑн ҫемьи ҫинчен шутланӑ. Турра шанса тата хӑйне кӗҫӗне хурса Авраам Иеговӑна, «пӗтӗм ҫӗр Тӳрине», ыйтусем панӑ. Иегова Авраампа тӳсӗмлӗ пулнӑ тата ӑна Хӑй мӗн тери хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине курма пулӑшнӑ (Пулт. 18:22—33).

12, 13. а) Авраама пӗлӗвӗпе опычӗ мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) Авраам Иеговӑна шаннине мӗн кӑтартса парать?

12 Паллах ӗнтӗ, пухнӑ пӗлӳпе опыт Авраама Иеговӑпа хӑй хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме пулӑшса тӑнӑ. Каярахпа Авраамӑн ӗненӗвӗ нихҫанхинчен хытӑ тӗрӗсленнӗ — Иегова ӑна хӑйӗн ывӑлне Исаака пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне пек пама ыйтнӑ. Ҫав вӑхӑтра Авраам Иегова — хӑйӗн пӗлӗтри Тусӗ — мӗнле Турӑ пулни ҫинчен шухӑшлама пултарнӑ. Айтӑр ҫак ватӑ арҫын Мориа ҫӗрӗнче ту ҫине йывӑррӑн утса хӑпарнине тепӗр хут куҫ умне кӑларса тӑратар. Иегова пӗр самантрах хаяр та хӗрхенмен Турӑ пулса тӑнӑ тесе шухӑшланӑ-и вӑл? Авраамӑн унашкал шухӑш пулма та пултарайман! Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр?

13 Хӑйсемпе ҫула тухнӑ тарҫисене Авраам каланӑ: «Эсир ҫакӑнта ашакпа пӗрле юлӑр; эпир, ывӑлӑмпа иксӗмӗр, ҫавӑнта кайса Турра пуҫҫапӑпӑр та сирӗн пата таврӑнӑпӑр» (Пулт. 22:5). Авраам ҫакӑнпа мӗн каласшӑн пулнӑ? Вӑл Исаака парнене кӳмеллине пӗлнӗ. Исаак таврӑнать тесе вӑл хӑйӗн тарҫисене суйнӑ-ши? Ҫук. Библирен эпир вӑл ҫав самантра мӗн ҫинчен шутлама пултарнине пӗлетпӗр. (Еврейсем 11:19 вуласа пар.) Авраам «Турӑ хӑватлӑ, Вӑл [Исаака] вилӗмрен те чӗртме пултарать тесе шухӑшланӑ». Ҫапла, Авраам вилнисем чӗрӗлсе тӑма пултарасса ӗненнӗ! Саррӑпа иккӗшӗ те питӗ ватӑ пулнӑ пулсан та, Иегова пулӑшнипе вӗсем ача ҫуратма пултарни ҫинчен вӑл манман (Евр. 11:11, 12, 18). Иегова тума пултарайман ӗҫ ҫуккине Авраам ӑнланнӑ. Акӑ мӗншӗн ҫав йывӑр кун кирек мӗн пулса тухсан та, Иегова унӑн ывӑлне чӗртсе тӑратасси пирки тата Хӑй сӑмах панисене пурнӑҫласси пирки Авраам пӗртте иккӗленмен. Ахальтен мар Авраам пирки «пур ӗненекенӗн те ашшӗ» тенӗ!

14. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ май эсир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатӑр? Авраам тӗслӗхӗ сире мӗнле пулӑшма пултарать?

14 Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Паллах ӗнтӗ, паян Иегова пирӗнтен ҫав  таран йывӑр ӗҫ тума ыйтмасть. Апла пулин те, вӑл пирӗнтен хӑйӗн ӳкӗчӗсене тытса тӑма ыйтать, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене ӑнланма е пурнӑҫлама ҫӑмӑлах мар пулсан та. Турӑ хушнӑ ӗҫсенчен хӑшне те пулин пурнӑҫлама йывӑр-и сире? Пӗрисемшӗн ҫакӑн пек ӗҫ вӑл — ырӑ хыпар сарасси. Вӑтанчӑк пулнӑран ҫак христиансене палламан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Теприсемшӗн ӗҫре е шкулта ыттисенчен уйрӑлса тӑма йывӑр (Тух. 23:2; 1 Фес. 2:2). Питӗ йывӑр ӗҫ тумалла чухне эсир хӑвӑра Мориа ҫӗрӗнчи ту ҫине аран-аран хӑпарнӑ Авраам пекех туймастӑр-и? Ҫапла пулсан, Авраам тӗслӗхӗ сире хӑюллӑ пулма пулӑшӗ! Унсӑр пуҫне, Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсен тӗслӗхсем нумай, вӗсем ҫинчен шухӑшлани сире вӗсем пек пулма хавхалантарӗ тата Иеговӑн ҫывӑх тусӗсем пулма пулӑшӗ (Евр. 12:1, 2).

ПИЛЛӖХСЕМ ПАРАКАН ТУСЛӐХ

15. Ӗмӗр тӑршшӗпе Иеговӑна итлесе пурӑннишӗн Авраам шеллеменни пирки эпир мӗншӗн иккӗленместпӗр?

15 Ӗмӗр тӑршшӗпех Иеговӑна итлесе пурӑннишӗн Авраам ӳкӗннӗ-ши? Библире акӑ мӗн каланӑ: «Авраам ватӑлса ҫитсе, [пурӑнӑҫпа] тӑраниччен пурӑнса вилнӗ» (Пулт. 25:8). Авраам 175 ҫула ҫитсен унӑн вӑй-халӗ самаях чакнӑ, анчах та вӑл хӑйӗн кунҫулӗ ҫине пӑхса пурнӑҫа ахаль пурӑнса ирттерменнине уҫҫӑн курса тӑнӑ. Иеговӑпа туслӑ пуласси уншӑн яланах чи кирли пулнӑ. Авраам пирки «ватӑлса ҫитсе, [пурӑнӑҫпа] тӑраниччен пурӑнса вилнӗ» тенӗ пулин те, вӑл ҫителӗклӗ пурӑннӑ тесе тата унӑн малалла пурӑнас килмен тесе шутлама кирлӗ мар.

16. Райра Авраама мӗн савӑнтарӗ?

16 Библире Авраам «Турӑ Хӑй тунӑ хулана — ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана — кӗтсе пурӑннӑ» тесе ҫырнӑ (Евр. 11:10). Авраам ҫак хула — Турӑ Патшалӑхӗ — пӗтӗм ҫӗрпе ертсе пынине хӑй куҫӗпе курасса ӗненнӗ. Вӑл ҫакна куратех! Ҫӗр ҫинче райра пурӑнса Иеговӑпа хӑй хушшинчи туслӑха малалла та ҫирӗплетме май пурри Авраама савӑнтарсах ярӗ! Хӑй кӑтартнӑ тӗслӗх пин-пин ҫул хушши Иеговӑн ӗҫлекенӗсене пулӑшса тӑни ҫинчен пӗлни унӑн кӑмӑлне ҫӗклентерсе ярӗ! Ҫавӑн пекех Райра вӑл хӑйпе тата унӑн ывӑлӗпе мӗн пулса иртни темскер пысӑкраххине сӑнласа панине пӗлӗ (Евр. 11:19). Исаака парнене пама хатӗрленнӗ чухне ашшӗн чӗри ҫурӑлса тухасла ыратни Иегова хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, тӳлесе илмелли парне пек панӑ чухне мӗн туйнине миллион-миллион ҫынна ӑнланма пулӑшни ҫинчен пӗлӗ Авраам (Иоанн 3:16). Унӑн тӗслӗхӗ пире Иегова тӳлесе илме панӑ парнене — вӑл ҫынсене питӗ хытӑ юратнине кӑтартакан парнене — хытӑрах хаклама пулӑшать.

17. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ? Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

17 Айтӑр Авраам ӗненнӗ пек ӗненер. Иегова ҫинчен лайӑхрах пӗлсе пырсан эпир ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма тата хаклӑран та хаклӑ опыт пухма пултарӑпӑр. Вара пуласлӑхра эпир Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене мӗнле пилленине куратпӑрах. (Еврейсем 6:10—12 вуласа пар.) Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑх ӗмӗрлӗхех пытӑр! Тепӗр статьяра эпир Туррӑн виҫӗ шанчӑклӑ тусӗ ҫинчен калаҫӑпӑр.

^ 1 3-мӗш абзац. Малтанах ҫак арҫынна Аврам тесе чӗннӗ, унӑн арӑмне вара — Сара. Анчах ҫак статьяра эпир Иегова вӗсене каярахпа панӑ ятсемпе усӑ курӑпӑр — Авраам тата Сарра.