Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 март

Христиансем хушшинчи пӗрлӗхе эпир мӗнле ҫирӗплетме пултаратпӑр?

Христиансем хушшинчи пӗрлӗхе эпир мӗнле ҫирӗплетме пултаратпӑр?

«Пӗтӗм Тӑл-пӳ Ӑна пӑхӑнса тӑрать, вӑл пӗр-пӗринпе тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсенчен пулнӑ, кашни пайӗ... пӗр-пӗриншӗн юратса ӗҫленипе ӳссех пырать» (ЭФ. 4:16).

ЮРӐСЕМ: 53, 16

1. Турӑ мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫламашкӑн чи пуҫламӑшӗнченех мӗн кирлӗ пулнӑ?

ЧИ ПУҪЛАМӐШӖНЧЕНЕХ Иеговӑпа Иисус хушшинче пӗрлӗх пулнӑ. Иегова Иисуса пур пултарнисенчен чи малтан тунӑ. Каярахпа Иисус хӑйӗн Ашшӗпе ӗҫленӗ, вӑл «Ун [Иегова] ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ» (Ытар. 8:30). Ашшӗпе Ывӑлӗ пӗрле килӗштерсе ӗҫлесе пирӗн таврари шучӗ ҫук нумай чӗрӗ япалана тунӑ. Каярахпа та Турӑ мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫлас тесе унӑн ӗҫлекенӗсен пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлемелле пулнӑ. Ҫакӑ Ной вӑхӑтӗнче ковчега мӗнле тунинчен; Турӑ халӑхӗ пушхирте ҫӳренӗ чухне сӑваплӑ чатӑра мӗнле пуҫтарнинчен, мӗнле сӳтнинчен, мӗнле йӑтса ҫӳренинчен; ҫавӑн пекех храмра Иеговӑна аслӑланӑ чухне юрӑҫсен сассисемпе кӗвӗ хатӗрӗсен сассисем пӗрлешсе кайса янӑранинчен те уҫҫӑн курӑнать. Пӗрле килӗштерсе ӗҫлемесӗр ҫавна тӑвайман пулӗччӗҫ (Пулт. 6:14—16, 22; Йыша шутл. 4:4—32; 1 Ҫулс. 25:1—8).

2. а) Малтанхи христиансен пухӑвӗ мӗнпе палӑрса тӑнӑ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

 2 Иисус Христос ертсе пынӑ малтанхи христиансем те пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленипе палӑрса тӑнӑ. Павел апостол ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен тӗрлӗрен пултарулӑхсем пулнӑ, Турӑшӑн ӗҫлеме вӗсем тӗрлӗ майсемпе усӑ курнӑ тата вӗсене тӗрлӗ ӗҫсем шанса панӑ, апла пулин те вӗсем «пӗр ӳт-пӗвӗн пайӗсем» пулнӑ. (1 Коринф 12:4—6, 12 вуласа пар.) Хальхи вӑхӑт пирки вара мӗн калама пулать? Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Ҫавӑн пекех пухури тата ҫемьери пӗрлӗхе эпир мӗнле упрама пултаратпӑр?

ЫРӐ ХЫПАРА ПӖРЛЕ САРАТПӐР

3. Иоанн апостол мӗнле курӑну курнӑ?

3 Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗр вӗҫӗнче Иоанн апостола курӑну кӑтартнӑ, унта вӑл трупа кӑшкӑртакан ҫичӗ ангела курнӑ. Пиллӗкмӗш ангел трупа кӑшкӑртса ярсан Иоанн «тӳперен ҫӗр ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑра» курнӑ. Ҫав ҫӑлтӑра тӗпсӗр шӑтӑк уҫҫине панӑ. Шӑтӑкран тӗтӗм палкаса тухнӑ, тӗтӗм ӑшӗнчен вара хӗрлӗ шӑрчӑксем тухнӑ. Ҫак сӑнарлӑ хӗрлӗ шӑрчӑксем ӳсентӑрана сӑтӑр туман, вӗсем «ҫамки ҫине Турӑ пичечӗ пусман ҫынсене» тапӑннӑ (Ӳлӗм. 9:1—4). Хӗрлӗ шӑрчӑк мӗн тери пысӑк сиен тума пултарнине Иоанн пӗлнӗ паллах. Моисей вӑхӑтӗнче ҫакӑ Иегова Египет ҫине янӑ асапсенчен пӗри пулнӑ (Тух. 10:12—15). Иоанн курнӑ хӗрлӗ шӑрчӑк святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене сӑнарлать, вӗсем суя тӗне айӑплакан хӑрушӑ хыпара пӗлтереҫҫӗ. Пирӗн вӑхӑтра, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан миллион-миллион христианин пулӑшса тӑрать. Вӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренине пула нумай-нумай ҫын суя тӗне хӑварать. Ҫапла вӗсем Сатанана хӑйсемпе хуҫаланма памаҫҫӗ.

4. Туррӑн халӑхне мӗнле ӗҫ шанса панӑ тата ҫак ӗҫ ӑнӑҫлӑ пуласси мӗнрен килет?

4 Иеговӑн халӑхне питӗ пысӑк ӗҫе — ҫак тӗнче пӗтиччен пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе ырӑ хыпар сарас ӗҫе — шанса панӑ (Матф. 24:14; 28:19, 20). Эпир камӑн «ӑшӗ хыпн[ӑ]», ҫавсене пурне те «чӗрӗлӗх шывне ахалех» илме чӗнетпӗр (Ӳлӗм. 22:17). Ҫак ӗҫ ӑнӑҫлӑ пултӑр тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пирӗн пухури тӑвансемпе малалла та пӗр шухӑшлӑ пулса, килӗштерсе ӗҫлемелле (Эф. 4:16).

5, 6. Пире мӗнле ӗҫ пӗрлештерет?

5 Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара май килнӗ таран нумай ҫын илтме пултартӑр тесен ҫак ӗҫе йӗркелесе пымалла. Ҫавӑнпа пӗтӗм тӗнчипе пухусем урлӑ пире ҫак ӗҫе лайӑхрах тума вӗрентеҫҫӗ. Ҫакӑн пек вӗрентсе тӑни хамӑра шанса панӑ ӗҫе пӗрлӗхре туса тӑма пулӑшать. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем хыҫҫӑн эпир ҫынсем патне Патшалӑх хыпарне пӗлтерме каятпӑр. Ҫавӑн пекех эпир Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацисене миллионӗ-миллионӗпех салататпӑр. Ырӑ хыпар сармалли ятарлӑ кампанисене хутшӑнма тӑрӑшатӑр-и эсир? Ҫапла пулсан, эсир миллион-миллион ытти хыпарҫӑсемпе пӗрле тата вӗсене ырӑ хыпара пӗлтерме пулӑшакан ангелсемпе пӗрле ӗҫлетӗр (Ӳлӗм. 14:6).

6 Пӗрле ӗҫлесе тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинчен «Ежегодникра» вулани пире ҫав тери савӑнтарать! Унсӑр пуҫне, пире пухури тӑвансемпе пӗрле регион конгресӗсене, ятарлӑ тата пӗтӗм тӗнчери конгрессене пыма ытти ҫынсене чӗнме питӗ килӗшет. Ҫак тӗлпулусенче эпир Библи ҫинче никӗсленнӗ кӑмӑла ҫӗклекен докладсене итлеме, интереслӗ демонстрацисене тата постановкӑсене курма пултаратпӑр. Конгресс программин ҫак пайӗсем Иеговӑшӑн чуна  парса ӗҫлени питӗ кирлине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне паллӑ туни те пире пӗрлештерет. Кашни ҫул нисанӑн 14-мӗшӗнче, хӗвел аннӑ хыҫҫӑн пухӑнса эпир ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ куна паллӑ тӑватпӑр, ҫапла тунипе Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗшӗн пархатарлӑ пулнине тата Иисус хушнине итленине кӑтартатпӑр (1 Кор. 11:23—26). Унта шыва кӗнӗ Иегова Свидетелӗсем ҫеҫ пымаҫҫӗ. Каҫхи апат уявӗ умӗн темиҫе эрне хушши эпир хамӑр пухӑвӑн территорийӗнче пурӑнакансене пурне те чӗнме тӑрӑшатпӑр.

7. Пӗрле ӗҫлесен эпир мӗн тума пултаратпӑр?

7 Пӗртен-пӗр хӗрлӗ шӑрчӑк темех тӑваймасть. Ҫавӑн пекех пирӗнтен кашни хӑйӗн пирки питӗ сахал тӑватӑп тесе шухӑшлама пултарать. Анчах та эпир пӗрле ӗҫлесе пӗтӗм чыс-мухтава тивӗҫлӗ Иегова ҫинчен миллион-миллион ҫынна каласа пама пултаратпӑр! Анчах та Туррӑн халӑхне ырӑ хыпар сарас ӗҫ кӑна пӗрлештермест. Айтӑр халӗ хамӑра пӗрлештерсе тӑракан ытти ӗҫсене пӑхса тухар.

ПУХУРА ПӖРЛЕ ӖҪЛЕСЕ ТӐРАТПӐР

8, 9. а) Христиансем хушшинче пӗрлӗх пулмаллине кӑтартас тесе Павел мӗнле тӗслӗхпе усӑ курнӑ? ӑ) Пухури тӑвансемпе килӗштерсе ӗҫлес тесен пирӗн мӗн тумалла?

8 Эфес ҫыннисем патне янӑ ҫырура Павел пухӑва мӗнле йӗркелени ҫинчен тата «пур тӗлӗшпе те... ӳссе» ҫитӗнмелли ҫинчен калать. (Эфес 4:15, 16 вуласа пар.) Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама пирӗнтен кашнине мӗн пулӑшма пултарать? Иисус Христос ертсе пыракан пухура пӗрлӗх пултӑр тесе мӗн-мӗн тумаллине ӑнлантарса памашкӑн Павел пухӑва этем кӗлеткипе танлаштарнӑ. Вӑл «пӗр-пӗринпе тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсем» ҫинчен каланӑ. Эпир пурте — ҫамрӑккисем те, ваттисем те, вӑйлисем те, вӑйсӑррисем те — пухура пӗрлӗх пултӑр тесе мӗн тума пултаратпӑр?

9 Чи малтан пирӗн старейшинӑсене хисеплемелле тата вӗсене пӑхӑнса тӑмалла, мӗншӗн тесен Иисус вӗсем урлӑ пире вӗрентсе тӑрать (Евр. 13:7, 17). Тен, хӑш-пӗр чухне ҫавна тума ҫӑмӑлах мар. Анчах та эпир Иеговӑран пулӑшу ыйтма пултаратпӑр. Туррӑн сывлӑшӗ пире старейшинӑсем тунӑ йышӑнусене хатӗр пулсах пурнӑҫлама пулӑшӗ. Ҫавӑнпа старейшинӑсем мӗн тума ыйтни килӗшсех каймасть пулсан, хамӑра кӗҫӗне хуни тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлени пухури пӗрлӗхе упрама мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшламалла. Унсӑр пуҫне, эпир ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме хатӗр пулсан, ҫакӑ пухури тӑвансене тата хытӑрах юратма пулӑшӗ.

10. Пулӑшакан ӗҫченсем пухури пӗрлӗхе упрама мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

10 Пулӑшакан ӗҫченсем те пухури пӗрлӗхе упрама питӗ пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем кирек миҫере пулсан та хӑйсене шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак тӑвансем старейшинӑсене пулӑшса тӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем хыпарҫӑсен ырӑ хыпар сарма литература ҫителӗклӗ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, пулӑшакан ӗҫченсем Патшалӑх залне тӑтӑшах тасатса тирпейлеҫҫӗ тата юсав ӗҫӗсене тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем пухӑва килекенсене те ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Эпир ҫак тӑвансемпе килӗштерсе ӗҫлетпӗр пулсан, пухури пур ӗҫ те йӗркеллӗ пулса пырӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 6:3—6 танлаштарӑр.)

11. Ҫамрӑк арҫын тӑвансем пухура пӗрлӗх пултӑр тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

11 Старейшинӑсем нумайӑшӗ чылай ҫул хушши пухусемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та ҫулӗсем кайнӑ май, тен, вӗсем унчченхи чухлех тӑваймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫамрӑк арҫын тӑвансем пулӑшни питӗ кирлӗ. Ҫак ҫамрӑк тӑвансене хальлӗхе опыт ҫитсех каймасан та пултарать, анчах та вӗрентнине пула каярахпа вӗсене пысӑкрах ӗҫсем шанса пама пулать. Пулӑшакан ӗҫченсем старейшинӑсем  пулма юрӑхлӑ пулас тесе тӑрӑшни питӗ савӑнтарать! (1 Тим. 3:1, 10.) Хӑш-пӗр ҫамрӑк старейшинӑсене район надзирателӗн ӗҫне шанса панӑ, ҫапла вӗсем нумай пухура тӑвансене пулӑшаҫҫӗ. Ҫамрӑксем хатӗр пулсах ытти тӑвансемшӗн тӑрӑшса ӗҫленишӗн эпир питӗ пархатарлӑ! (Псалом 109:3; Екклесиаст 12:1 вуласа пар.)

ҪЕМЬЕРИ ПӖРЛӖХ

12, 13. Ҫемьерисене пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах пулма мӗн пулӑшать?

12 Халӗ айтӑр хамӑр ҫемьере пӗрлӗх пултӑр тесе мӗн тумаллине пӑхса тухар. Нумайӑшӗ асӑрханӑ тӑрӑх, ҫак тӗлӗшрен кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни пулӑшма пултарать. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисемпе пӗрле Иегова ҫинчен пӗлсе пыма вӑхӑт уйӑраҫҫӗ пулсан вӗсем пӗр-пӗрне хытӑрах юратма пуҫлаҫҫӗ, ҫемьери пӗрлӗх те ҫирӗпленет. Сӑмахран, ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗн каламаллине репетици туса пӑхни ҫемьерисене ӑста хыпарҫӑсем пулма пулӑшӗ. Библири чӑнлӑх ҫинчен калаҫни ҫемьене пӗрлештерет, мӗншӗн тесен ҫакнашкал ҫемьере пурте Иеговӑна юратаҫҫӗ тата унӑн ирӗкне пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ.

Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни ашшӗ-амӑшӗсемпе ачисене ҫывӑхрах пулма пулӑшать (12, 15 абзацсене пӑхӑр.)

13 Упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен хушшинчи пӗрлӗхпе мӗнле майпа Иеговӑна мухтав кӳме пултараҫҫӗ? Иккӗшӗ пӗрле Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑни вӗсене пуринчен ытла пӗрлештерсе тӑрать. Авраампа Сарра, Исаакпа Ревекка, Елканӑпа Анна — вӗсем пурте пӗр-пӗрне юратнине ӗҫсемпе кӑтартнӑ. Эсир ҫемьеллӗ ҫын пулсан сирӗн те вӗсем пек тума тӑрӑшмалла (Пулт. 26:8; 1 Патш. 1:5, 8; 1 Петр 3:5, 6). Ҫакӑ сире хӑвӑр мӑшӑрпа та, ҫӳлти Аттепе те ҫывӑхрах пулма пулӑшӗ. (Екклесиаст 4:12 вуласа пар.)

14. Мӑшӑр Иеговӑшӑн ӗҫлемест пулсан ҫемьери пӗрлӗхе упрама мӗн пулӑшать?

14 Паллах ӗнтӗ, христиансен Иеговӑна ӗненмен ҫынпа мӑшӑрланса «ют сӳсмен» тӑхӑнмалла мар (2 Кор. 6:14). Анчах та хӑш-пӗр Свидетельсем чӑнлӑха пӗличченех мӑшӑрланнӑ пулнӑ, вӗсен мӑшӑрӗ вара чӑнлӑха йышӑнман. Апла пулин те, ҫак тӑвансем Библири принципсем тӑрӑх пурӑнсан вӗсен ҫемйи телейлӗрех пулӗ. Ҫакӑн пек лару-тӑрура Библири ӳкӗтсене пӑсмасӑр ҫемьери пӗрлӗхе май килнӗ таран ҫирӗплетме тӑрӑшни питӗ кирлӗ. Паллах, ҫакна тума ҫӑмӑлах мар, анчах та ҫакӑ мӗнле пиллӗхсем пама пултарасси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Унсӑр пуҫне, упӑшки е арӑмӗ пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ чухне те Библири принципсем тӑрӑх пурӑнма йывӑр пулма пултарать. Мэри ятлӑ тӑван шӑп ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лекнӗ. Хӑйӗн упӑшкипе, Дейвидпа, вӑл 25 ҫула яхӑн Иеговӑшӑн ӗҫленӗ. Анчах та кайран Дейвид пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ. Мэри вара малалла та пухусемпе конгрессене пӗр сиктермесӗр ҫӳренӗ, килте Библири принципсемпе усӑ курма тӑрӑшнӑ тата хӑйӗн ултӑ ачине чӑнлӑха вӗрентсе тӑнӑ. Ачисем ӳссе ҫитӗнсе тӑван килтен тухса кайсан Мэри хӑйне тӑр пӗччен юлнӑ пекех туйнӑ. Ҫавӑн чухне Дейвид хӑйӗн арӑмӗ хурса хӑварнӑ журналсене вулама пуҫланӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл каллех Патшалӑх залне ҫӳреме тытӑннӑ, ултӑ ҫулхи мӑнукӗ ун валли унта вырӑн йышӑннӑ. Дейвид пухӑва килмен чухне арҫын ача ӑна каярахпа ҫапла каланӑ: «Асаттем, эсӗ пухӑва килмерӗн... Эпӗ сансӑр питӗ тунсӑхларӑм». Хальхи вӑхӑтра Дейвид Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлет, Мэри вара вӗсен ҫемйи каллех пӗрле Турра пуҫҫапма пуҫланишӗн питӗ хӗпӗртет.

15. Нумай ҫул хушши ҫемьеллӗ пурнӑҫпа пурӑнакан тӑвансем ҫамрӑк мӑшӑрсене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

15 Сатана паян ҫемьесем ҫине тапӑнать, ҫавӑнпа Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракан упӑшкасемпе арӑмсен пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнмалла. Эсир мӑшӑрланнӑранпа кирек мӗн чухлӗ  вӑхӑт иртсен те, хӑвӑрӑн сӑмахсемпе те, ӗҫсемпе те ҫемьене мӗнле ҫирӗплетме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Аслӑраххисем пухури ҫамрӑк мӑшӑрсене пулӑшма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, хӑвӑр ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма вӗсене хӑвӑр пата чӗнме пулать. Нумай ҫул хушши ҫемьеллӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ тӑвансем ҫине пӑхса ҫамрӑк мӑшӑрсем упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне юратни тата пӗр шухӑшлӑ пулни питӗ кирлине асӑрхӗҫ (Тит 2:3—7).

«ҪӲЛХУҪА ТӐВӖ ҪИНЕ... УЛӐХАР»

16, 17. Турра пӗрлӗхре пуҫҫапакансем мӗне чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ?

16 Ӗлӗк-авал израильтянсем уявсем тунӑ чухне Иеговӑна Иерусалим храмӗнче чыс-мухтав кӳнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Унта кайма вӗсен маларах хатӗрленмелле тата ҫул ҫинче пӗр-пӗрне пулӑшмалла пулнӑ (Лука 2:41—44). Хальхи вӑхӑтра вара эпир ҫӗнӗ тӗнчене илсе каякан ҫулпа пыратпӑр, ҫавӑнпа пирӗн те хамӑр хушӑри пӗрлӗхе упрамалла тата ҫума-ҫумӑн ӗҫлемелле. Ҫапла пултӑр тесе яланах вӑй хумалла. Ҫак тӗлӗшрен лайӑхланас тесе эпир мӗнле те пулин улшӑнусем тума пултаратпӑр-и?

17 Мӗн тери чаплӑ пиллӗхсем пире кӗтеҫҫӗ! Эпир ҫак пайланса кайнӑ тӗнченӗн мар ӗнтӗ, ҫавӑншӑн питӗ савӑнатпӑр. Исаия тата Михей пророксем мӗн калани пирӗн куҫ умӗнче пурнӑҫланса пырать — Туррӑн халӑхӗ пӗр пулса «Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине» улӑхать (Ис. 2:2—4; Михей 4:2—4 вуласа пар). Чӑнах та, ҫак «юлашки кунсенче» Иеговӑн халӑхне Турра пуҫҫапни нихҫанхинчен хытӑ пӗрлештерсе тӑрать. Пуласлӑхра вара пӗтӗм этемлӗх хушшинче чӑн-чӑн пӗрлӗх пулӗ, ҫынсем пурте «пӗр-пӗриншӗн юратса» ӗҫлӗҫ. Ҫав вӑхӑта эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр!