Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 март

Иегова хӑйӗн халӑхне пурнӑҫ ҫулӗпе ертсе пырать

Иегова хӑйӗн халӑхне пурнӑҫ ҫулӗпе ертсе пырать

«Акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр» (ИС. 30:21).

ЮРӐСЕМ: 32, 48

1, 2. а) Мӗнле асӑрхаттару нумай ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Турӑ хӑйӗн халӑхне мӗнле ертсе пырать?

«ЧАРӐНСА ТӐР, ПӐХ, ИТЛЕ». Ҫак сӑмахсем нумай ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Пӗр ҫӗр ҫул каялла ҫак сӑмахсене ҫырнӑ пысӑк паллӑсене Ҫурҫӗр Америкӑри чугун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсенче лартнӑ. Мӗн тума? Вӗсем машинсемпе урапасем вӗҫтерсе пыракан поезд айне пуласран асӑрхаттарса тӑнӑ. Ҫак асӑрхаттарӑва пӑхӑнса ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пултарнӑ.

2 Иегова пире валли асӑрхаттаракан паллӑсем лартмасть, анчах та вӑл чылай ытларах тӑвать. Турӑ хӑйӗн халӑхне ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илсе каякан ҫула кӑтартса тӑрать. Иегова ырӑ кӗтӳҫӗ пекех хӑйӗн сурӑхӗсене тӗрӗс ҫулпа ертсе пырать тата хӑрушӑ сукмаксемпе каясран асӑрхаттарсах тӑрать. (Исаия 30:20, 21 вуласа пар.)

ИЕГОВА ХӐЙӖН ХАЛӐХНЕ ЯЛАНАХ ЕРТСЕ ПЫНӐ

3. Мӗнле майпа этемлӗх вилӗм патне илсе каякан ҫул ҫине тӑнӑ?

3 Мӗн авалтанпах Иегова лару-тӑрӑва кура саккунсемпе  ӳкӗтсем панӑ. Тӗслӗхрен, Эдем пахчинче Иегова пӗрремӗш мӑшӑра вӗсем хӑйсем те, вӗсен тӑхӑмӗсем те ӗмӗр-ӗмӗр телейлӗ пурӑнма пултарччӑр тесе мӗн тумаллине уҫҫӑн пӗлтернӗ (Пулт. 2:15—17). Адампа Ева Турра итленӗ пулсан, вӗсен пурнӑҫӗ пачах урӑхла пулнӑ пулӗччӗ — вӗсем ыратни мӗнне пӗлмӗччӗҫ, вилмӗччӗҫ тата шанӑҫа ҫухатмӗччӗҫ. Иеговӑна итлес вырӑнне Ева урӑххине — вӑл шутланӑ тӑрӑх, ҫӗлене итленӗ. Адам вара хӑйӗн арӑмӗ — ҫын — мӗн каланине тунӑ. Вӗсем иккӗшӗ те юратакан Ашшӗ кӑтартакан ҫул ҫинчен пӑрӑннӑ та ӑна итлеме пӑрахнӑ. Ҫапла вара пӗтӗм этемлӗх вилӗм патне илсе каякан ҫул ҫине тӑнӑ.

4. а) Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн мӗнле ҫӗнӗ саккунсем кирлӗ пулнӑ? ӑ) Ҫав ҫӗнӗ саккунсем Иеговӑн шухӑшӗсене лайӑхрах ӑнланма мӗнле пулӑшнӑ?

4 Ной пурӑннӑ вӑхӑтра Турӑ мӗн хушни пурнӑҫа упрама пулӑшнӑ. Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн Иегова юн ҫиме юрамасть тенӗ. Мӗншӗн вӑл ҫак саккуна панӑ? Мӗншӗн тесен лару-тӑру улшӑннӑ. Иегова ҫынсене аш-какай ҫиме ирӗк панӑ. Ҫавӑнпа та вӑл: «Анчах чунӗ-юнӗ пур ӳте ан ҫийӗр»,— тесе каланӑ (Пулт. 9:1—4). Ҫак ҫӗнӗ саккун Иегова пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхнине уҫҫӑн кӑтартнӑ. Иегова — пирӗн Пултаракан тата пурнӑҫӑн Ҫӑлкуҫӗ. Апла пулсан, мӗнле пурӑнмалли пирки хушусем пама унӑн право пур. Сӑмахран, Иегова ҫыннӑн ҫынна вӗлерме юрамасть тенӗ. Уншӑн пурнӑҫпа юн сӑваплӑ, ҫавӑнпа пурнӑҫа тата юна хисеплемен ҫынсене вӑл явап тыттарӗ (Пулт. 9:5, 6).

5. Эпир мӗн пӑхса тухатпӑр тата мӗншӗн?

5 Кайран та ӗмӗрсем хушши Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ертсе пыма пӑрахман. Айтӑр темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар. Ҫакӑ ҫӗнӗ тӗнчене кӗме пулӑшакан Туррӑн саккунӗсемпе ӳкӗчӗсем тӑрӑх пурӑнма пире ҫирӗп шут тытма пулӑшӗ.

ҪӖНӖ ХАЛӐХ — ҪӖНӖ ХУШУСЕМ

6. Мӗншӗн Турӑ израильтянсене Моисей саккунне панӑ тата вӗсен ҫав Саккун ҫине мӗнле пӑхмалла пулнӑ?

6 Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра та Туррӑн ӗҫлекенӗсене хӑйсене мӗнле тытмалли пирки тата Турра мӗнле пуҫҫапмалли пирки ҫӗнӗ хушусем кирлӗ пулнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен лару-тӑру каллех улшӑннӑ. Икҫӗр ҫул ытла Иаковӑн ӑрӑвӗ Египетра пурӑннӑ, египтянсем вара пурте вилнисене чысланӑ, йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ тата Турра чыссӑрлатакан ытти йӑла-йӗркесене тытса тӑнӑ. Израильтянсем Египет пусмӑрлӑхӗнчен ирӗке тухсан вӗсене ҫӗнӗ саккунсемпе ӳкӗтсем кирлӗ пулнӑ. Унччен вӗсем чуралӑхра пурӑннӑ, халӗ вара вӗсем ирӗклӗ халӑх пулса тӑнӑ, вӗсен Иеговӑн Саккунӗпе ҫеҫ пурӑнмалла пулнӑ. Хӑш-пӗр справочниксем тӑрӑх, авалхи еврей чӗлхинче «саккун» сӑмахӑн тымарӗ «ертсе пыма, вӗрентме, ӳкӗтлеме» тенине пӗлтернӗ. Моисей саккунӗ израильтянсене юнашар пурӑнакан халӑхсенчен йӗрӗхсене пуҫҫапма вӗренесрен тата вӗсен ирсӗр йӑли-йӗркисене тытса тӑма пуҫласран хӳме пек хӳтӗленӗ. Израильтянсем Турра итленӗ чухне вӑл вӗсене пилленӗ. Турӑ хушнине итлемен чухне вара вӗсен нумай хӗн-хур тӳсме тивнӗ. (Саккуна астутарни 28:1, 2, 15 вуласа пар.)

7. а) Мӗнле тепӗр сӑлтава пула Иегова хӑйӗн халӑхне саккунсемпе ӳкӗтсем панӑ? ӑ) Саккун Израиль халӑхне «ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе пынӑ» тенине мӗнле ӑнланмалла?

7 Ҫӗнӗ саккунсемпе ӳкӗтсем тепӗр сӑлтава пула та кирлӗ пулнӑ. Моисей саккунӗ Турӑ мӗн шухӑшласа хунипе ҫыхӑннӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ япала ҫине тимлеттернӗ — Мессия, Иисус Христос, килесси ҫине.  Саккун израильтянсене вӗсем ҫитменлӗхлӗ пулнине тата вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарттаракан парне питӗ кирлӗ пулнине уҫҫӑн кӑтартнӑ (Гал. 3:19; Евр. 10:1—10). Унсӑр пуҫне, Саккун Мессия ҫуралмалли йӑха упраса хӑварма тата ҫынсене Мессийӑна палласа илме пулӑшнӑ. Ҫапла вара, Моисей саккунӗ «ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе пынӑ» (Гал. 3:23, 24).

8. Мӗншӗн пирӗн Моисей саккунӗнчи принципсемпе интересленмелле?

8 Турӑ Израиль халӑхне панӑ саккунсем пирӗншӗн те, христиансемшӗн, усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ. Мӗнле майпа? Эпир, сӑнарлӑ каласан, чарӑнса тӑрса ҫав саккунсем мӗнле принципсем ҫинче никӗсленсе тӑнине пӑхма пултаратпӑр. Паян эпир Моисей саккунӗ тӑрӑх пурӑнмастпӑр пулин те, унта хамӑр кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан тата сӑваплӑ Иегова Турра тӗрӗс пуҫҫапма пулӑшакан принципсене тупма пултаратпӑр. Иегова хавхалантарнипе ҫав саккунсене Библире ҫырса хунӑ, халӗ эпир вӗсенчен вӗренме тата вӗсемпе ҫыхӑннӑ принципсем тӑрӑх пурӑнма пултаратпӑр, ҫавӑн пекех вӗсем ҫинчен шухӑшлани пире христиансене панӑ нормӑсене тата ытларах хаклама пулӑшать. Тӗслӗхрен, айтӑр Иисусӑн сӑмахӗсене итлесе пӑхар: «Эсир авалхисене „ан аскӑнлан“ тенине илтнӗ. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матф. 5:27, 28). Ҫапла вара, аскӑн ӗҫ туманни ҫеҫ ҫителӗклӗ мар, пирӗн кирек мӗнле аскӑн шухӑша та пӗтермелле.

9. Мӗншӗн Турӑ каллех ҫӗнӗ хушусем панӑ?

9 Мессия килсен лару-тӑру каллех улшӑннӑ, ҫавӑнпа Иегова ҫӗнӗ хушусем панӑ тата хӑй мӗн шухӑшласа хунине лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ. Пирӗн эрӑри 33 ҫулта Иегова Израиль халӑхӗ вырӑнне христиансен пухӑвне хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илнӗ.

ТУРРӐН ИЗРАИЛЬНЕ ПАНӐ ХУШУСЕМ

10. Мӗншӗн христиансене ҫӗнӗ хушусем панӑ тата вӗсем авалхи Израиле панӑ Саккунран мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

10 Пӗрремӗш ӗмӗрте Туррӑн ҫӗнӗ халӑхӗ, Туррӑн Израилӗ, христиансен пухӑвӗ пулса тӑнӑ. Ҫак халӑхпа Турӑ ҫӗнӗ килӗшӳ тунӑ, вӗсене хӑйсене мӗнле тытмалли пирки тата Хӑйне мӗнле пуҫҫапмалли пирки ҫӗнӗ саккунсемпе ӳкӗтсем панӑ. Моисей саккунне пӗр халӑха ҫеҫ, Иаковӑн йӑхне, панӑ пулнӑ. Туррӑн Израилӗ шутне вара тӗрлӗ халӑхран, тӗрлӗ йӑхран тухнӑ ҫынсем кӗнӗ. Чӑн та, «Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех, Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ» (Ап. ӗҫ. 10:34, 35). Пама пулнӑ ҫӗрте Израиль халӑхне пурӑнма пулӑшакан саккунсене чул ҫине ҫырса хунӑ. «Христос саккунӗ» вара, Туррӑн Израильне панӑ саккун, ытларах принципсем ҫинче тытӑнса тӑрать тата ӑна чӗресем ҫине ҫырса хунӑ. Кирек ӑҫта пурӑнакан христиансем те ҫак саккуна тытса тӑрса усӑ илме пултараҫҫӗ (Гал. 6:2).

11. «Христос саккунӗ» христиансен пурнӑҫӗ ҫине мӗнле икӗ енчен витӗм кӳрсе тӑрать?

11 Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ панӑ хушусем Туррӑн Израильне нумай усӑ кӳнӗ. Ҫӗнӗ килӗшӳ тӑвиччен кӑшт маларах Иисус икӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ хушу панӑ. Пӗрремӗшӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫпе ҫыхӑннӑ, иккӗмӗшӗ вара — Христосӑн вӗренекенӗсен хӑйсене мӗнле тытмаллипе тата пухури тӑвансем хушшинче мӗнле хутшӑнусем пулмаллипе. Ҫак хушусене христиансене пурне те панӑ, ҫавӑнпа Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсен пурин те, вӗсем пӗлӗтре пурӑнма шанаҫҫӗ-и е ҫӗр ҫинче-и, ҫав икӗ хушӑва пурнӑҫламалла.

12. Ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗнле улшӑну пулнӑ?

 12 Иисус ырӑ хыпара мӗнле сарма хушнине пӑхса тухар. Ҫак ӗҫе ҫӗнӗ мелсемпе тата пӗтӗм тӗнчипех сарма пуҫламалла пулнӑ. Унччен Иеговӑшӑн ӗҫлес тенӗ ҫынсен хӑйсен Израиле каймалла пулнӑ (3 Патш. 8:41—43). Иисус вара ҫӗнӗ хушу панӑ, ӑна эпир Матфей 28:19, 20-мӗшӗсенче (вуласа пар) тупма пултаратпӑр. Иисусӑн вӗренекенӗсен хӑйсен пур халӑх патне каймалла пулнӑ. Пирӗн эрӑри 33 ҫулта мӗн пулса иртнинчен Иегова ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарма шут тытни курӑннӑ. Христосӑн 120 вӗренекенӗ ырӑ хыпара еврейсемпе прозелитсене пӗлтерччӗр тесе святой сывлӑш вӗсене тӗлӗнмелле майпа тӗрлӗ чӗлхепе калаҫмалла тунӑ (Ап. ӗҫ. 2:4—11). Каярахпа ырӑ хыпар Самари тӑрӑхӗнче те сарӑлнӑ. Пирӗн эрӑри 36 ҫулта вара ытти халӑхсенчи ӳт кастарман ҫынсене те ырӑ хыпар пӗлтерме пуҫланӑ. Пӗчӗк юханшыв ҫырантан тухса кайса тинӗс пулса тӑнӑ пекех ырӑ хыпар Иудея ҫӗрӗнчен пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпех сарӑлнӑ.

13, 14. а) Иисус мӗнле «ҫӗнӗ ӳкӗт» панӑ? ӑ) Иисус тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

13 Халӗ вара пухури тӑвансем хушшинче мӗнле хутшӑнусем пулмаллине пӑхса тухар. Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене «ҫӗнӗ ӳкӗт» панӑ. (Иоанн 13:34, 35 вуласа пар.) Ҫак ӳкӗт тӑрӑх, христиансен пӗр-пӗрне юратмалла кӑна мар, пӗр-пӗриншӗн вилме те хатӗр пулмалла. Моисей саккунӗ вара ҫавна тума ыйтман (Матф. 22:39; 1 Иоанн 3:16).

14 Ҫак тӗлӗшрен Иисус пире чи чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗтӗм чун-чӗререн юратнӑ, хатӗр пулсах хӑйӗн пурнӑҫне вӗсемшӗн панӑ. Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансем пурте, ҫав шутрах эпир те, пӗр-пӗрне ҫапла юратасса кӗтет. Юратнӑ тӑвансемшӗн, тен, пирӗн хӗн-хур тӳсме те е вилме те тивӗ (1 Фес. 2:8).

ХАЛЬХИ ТАТА ПУЛАСЛӐХРИ ХУШУСЕМ

15, 16. Эпир мӗнле ҫӗнӗ лару-тӑрура пурӑнатпӑр тата Турӑ пире мӗнле ертсе пырать?

15 Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене вӑхӑтра апат парса тӑма «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» лартнӑ (Матф. 24:45—47). Ҫак апат шутне лару-тӑру улшӑннине кура ҫӗнӗ хушусем пани те кӗрет.

16 Библире каланӑ тӑрӑх, эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр. Кӗҫех нихӑҫан пулман «хӑрушӑ асап пулӗ» (2 Тим. 3:1; Марк 13:19). Унсӑр пуҫне, Сатанапа унӑн демонӗсене пӗлӗтрен ҫӗре хӑваласа антарса янӑ, ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинче пурӑнакансем нумай хуйхӑ кураҫҫӗ (Ӳлӗм. 12:9, 12). Тата пире нихҫан туман ӗҫе шанса панӑ: пӗтӗм тӗнчипе, ҫӗр ҫинчи чи аякри кӗтессенче те, ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтермелле. Ҫак хыпар ҫав таран нумай чӗлхепе янӑрани ку таранччен пулман та!

17, 18. Христиансен пухӑвӗнче панӑ канашсем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

17 Иеговӑн организацийӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫе туса тӑма панӑ хатӗрсемпе пирӗн усӑ курмалла. Эсир ҫакна тума тӑрӑшатӑр-и? Пухусенче час-часах ҫак хатӗрсемпе ӑнӑҫлӑрах усӑ курма пулӑшакан канашсене илтме пулать. Эсир вӗсене тимлӗ итлетӗр-и? Ҫав канашсем ҫине Турӑ панӑ канашсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑр-и?

18 Турӑ пире малалла та пиллетӗр тесен пирӗн пухура панӑ канашсене тимлӗ итлемелле. Эпир халех вӗсемпе усӑ курма хатӗр пулсан, ҫакӑ пире «хӑрушла асап вӑхӑтӗнче», Сатанан усал тӗнчи пӗтес вӑхӑтра, Турӑ мӗн хушнине тума пулӑшӗ (Матф. 24:21). Ҫӗр Сатана витӗмӗнчен тасалсан ҫӗнӗ тӗнчере пире ҫӗнӗ хушусем кирлӗ пулӗҫ.

Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма эпир ҫӗнӗ хушусем илӗпӗр (19, 20 абзацсене пӑхӑр.)

19, 20. Ҫӗнӗ тӗнчере мӗнле кӗнекесене уҫса хурӗҫ тата ҫакӑ мӗнле усӑ парӗ?

 19 Ҫӗнӗ хушусем кирлӗ пулнӑ чухне Турӑ Израиль халӑхне Моисей саккунне панӑ, каярахпа вара христиансен пухӑвне «Христос саккунне» панӑ. Ҫавӑн пекех Библире ҫӗнӗ тӗнчере кӗнекесене уҫса хурӗҫ тесе каланӑ. Унта ҫынсем валли ҫав вӑхӑтра кирлӗ ҫӗнӗ хушусем пулӗҫ. (Ӳлӗмхине 20:12 вуласа пар.) Ҫав хушусенчен пур ҫын та, ҫав шутра чӗрӗлсе тӑнисем те, Турӑ вӗсенчен мӗн кӗтнине пӗлме пултарӗҫ. Ҫав кӗнекесене тӗпчесе эпир Иеговӑпа тата ҫывӑхрах пулӑпӑр. Библие лайӑхрах ӑнланса пынине тата ҫӗнӗ кӗнекесенчи пӗлӳсене илнине пула Райра пурӑнакансем пурте пӗр-пӗрне юратса, хисеплесе пурӑнӗҫ (Ис. 26:9). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Христос Патша ертсе пынӑ чухне мӗн тери нумай япалана пирӗн хамӑрӑн та вӗренмелле пулӗ, ыттисене те вӗрентмелле пулӗ!

20 Ҫӗнӗ кӗнекесенче ҫырнине чӗре ӑшне кӗртсе хуракансене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ кӗтет. Юлашки тӗрӗслев вӑхӑтӗнче шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ ҫынсен ячӗсене Иегова ӗмӗрлӗхех «чӗрӗлӗх кӗнекине» ҫырса хурӗ. Унта сирӗн ят та пулма пултарать! Ҫавӑнпа эпир Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен шухӑшлас тесе ЧАРӐНСА ТӐРАТПӐР пулсан, унта мӗн ҫырнине ӑнланас тесе тимлӗ ПӐХАТПӐР пулсан, унтан вара Турӑ хушнине ИТЛЕТПӖР пулсан хӑрушла асап вӑхӑтӗнче чӗрӗ юлса ҫӗнӗ тӗнчене кӗме пултарӑпӑр. Эпир унта пире юратакан, ӑслӑран та ӑслӑ Иегова Турра кунран кун лайӑхрах пӗлсе пырӑпӑр! (Еккл. 3:11; Рим 11:33.)