Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 март

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Туррӑн халӑхӗ Аслӑ Вавилон тыткӑнне хӑҫан лекнӗ?

Туррӑн халӑхӗ Аслӑ Вавилон тыткӑнне пирӗн эрӑри II ӗмӗрте лекнӗ, 1919 ҫулта вара ирӗке тухнӑ. Мӗншӗн ҫапла калани унччен ҫакна мӗнле ӑнланнинчен тӗрӗсрех?

Фактсем Туррӑн халӑхӗ Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен 1919 ҫулта ирӗке тухнине кӑтартса параҫҫӗ, ҫав ҫулта святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене тасатнӑ пухӑва пуҫтарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: 1914 ҫулта Турӑ Патшалӑхӗ пӗлӗтре ертсе пыма пуҫланӑ хыҫҫӑнхи темиҫе ҫул хушшинче Турӑ хӑйӗн халӑхне тӗрӗсленӗ тата тасатнӑ (Мал. 3:1—4) *. Ҫавӑн хыҫҫӑн, 1919 ҫулта, Туррӑн тасалнӑ халӑхне «вӑхӑтра апат парса тӑма» Иисус «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» лартнӑ (Матф. 24:45—47). Ҫав ҫулах Туррӑн халӑхӗ, сӑнарлӑ каласан, Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен ирӗке тухса хӑйсен тӑван ҫӗршывне таврӑнма пуҫланӑ (Ӳлӗм. 18:4). Анчах та хӑҫан вӑл тыткӑна лекнӗ?

Нумай ҫул хушши пирӗн публикацисенче Туррӑн халӑхӗ Аслӑ Вавилон тыткӑнне 1918 ҫулта пӗр вӑхӑтлӑха лекнӗ тесе ӑнлантарнӑ. Сӑмахран, 1992 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла каланӑ пулнӑ: «Авалхи вӑхӑтра Туррӑн халӑхӗ Вавилон тыткӑнне лекнӗ пекех хальхи вӑхӑтри Иеговӑн ӗҫлекенӗсем те 1918 ҫулта Аслӑ Вавилон тыткӑнне лекнӗ». Анчах та ҫак ыйтӑва тӗплӗнрех пӑхса тухни Туррӑн халӑхӗ 1918 ҫулччен чылай маларах тыткӑна лекнине кӑтартса парать.

Айтӑр Иезекииль 37:1—14-мӗшӗсенче Туррӑн халӑхӗ тыткӑна лекни тата ирӗке тухни ҫинчен пророкла каланине пӑхса тухар. Ҫав курӑнура Иезекииль шӑмӑсемпе тулнӑ хир варринче пулнӑ. Иегова ӑна шӑмӑсем «пӗтӗм Израиль халӑхне» сӑнарласа параҫҫӗ тесе ӑнлантарнӑ. Ҫак пророкла сӑмахсем Израиль халӑхӗпе те, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ «Туррӑн Израилӗпе» те ҫыхӑннӑ (Гал. 6:16; Ап. ӗҫ. 3:21). Унтан Иезекииль шӑмӑсем чӗрӗлсе сумсӑр йышлӑ эшкер, е ҫар, пулса тӑнине курать. Ҫакӑ Турӑ халӑхӗ 1919 ҫулта Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен мӗнле майпа ирӗке тухнине ӑнланма пулӑшать. Анчах та ҫак курӑну Турӑ халӑхӗ хӑҫантанпа тыткӑнра пулни пирки мӗн кӑтартса парать?

Пӗрремӗшӗнчен, шӑмӑсем пирки «ҫав тери типсе хӑрса кайнӑ» тенине асӑрхама пулать (Иез. 37:2, 11). Апла пулсан, ҫав ҫынсем  тахҫанах вилнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, курӑнура шӑмӑсем тӳрех мар, майӗпен чӗрӗлнӗ. Малтан шав илтӗнсе кайнӑ тата пӗтӗмпех хускалнӑ, вара «шӑмӑсем, шӑмӑпа шӑмӑ, пӗр-пӗрин патне ҫывӑхара» пуҫланӑ. Унтан шӑмӑсен «шӑнӑрӗ те... ӳчӗ те ӳссе ҫитӗн[нӗ], вӗсене ҫиелтен тир карса ил[нӗ]». Ҫавӑн хыҫҫӑн вилнӗ ҫынсене «чӗм кӗ[нӗ] те, вӗсем чӗрӗл[нӗ], ура ҫине тӑ[нӑ]». Юлашкинчен вара, Иегова чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсене хӑйсен тӑван ҫӗршывне тавӑрнӑ. Ҫак ӗҫсем кӗске вӑхӑт хушшинче пулса иртме пултарайман (Иез. 37:7—10, 14).

Ӗлӗк-авал израильтянсем тыткӑнра сахал мар пурӑннӑ. Малтан пирӗн эрӑчченхи 740 ҫулта вун йӑхран тӑракан ҫурҫӗр патшалӑха ҫӗнсе илнӗ те унти пурӑнакансенчен нумайӑшне ирӗксӗрлесех урӑх ҫӗре куҫарса кайнӑ. Каярахпа пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта Иерусалима аркатсан Иудейӑра, кӑнтӑр патшалӑхра, пурӑнакан ҫынсене те тыткӑна илсе кайнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 537 ҫулта тин иудейсен пӗчӗк ушкӑнӗ тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ та ҫӗнӗрен храм туса лартнӑ, вара Иерусалимра каллех Иеговӑна пуҫҫапма пуҫланӑ.

Ҫаксене пурне те шута илсен, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнче 1918 ҫултан пуҫласа 1919 ҫулччен кӑна пулманни курӑнать. Ҫавӑн пекех Иисус каланӑ ытарӑша аса илме пулать, унта вӑл пукран, суя христиансен, ырӑ вӑрлӑхпа танлаштарнӑ «Патшалӑх ачисемпе» пӗрле нумай вӑхӑт хушши ӳсмелле тенӗ (Матф. 13:36—43). Ҫав тапхӑрта Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсем, суя христиансемпе танлаштарсан, пит сахал пулнӑ. Хӑйсене христиансем текенсенчен нумайӑшӗсем суя тӗн вӗрентӗвӗсене йышӑнса чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ. Акӑ мӗншӗн христиансен пухӑвӗ Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнче пулнӑ теме пулать. Ҫак тапхӑр пирӗн эрӑри II ӗмӗрте пуҫланнӑ та юлашки кунсенче Туррӑн сӑнарлӑ храмне тасатнӑ вӑхӑтчен тӑсӑлнӑ (Ап. ӗҫ. 20:29, 30; 2 Фес. 2:3, 6; 1 Иоанн 2:18, 19).

Ӗмӗрсем хушши тӗн пуҫлӑхӗсем политика ертӳҫисемпе пӗрле ҫынсене хӑйсен аллинче тытса тӑма тӑрӑшнӑ тата халӑхӑн Библи ан пултӑр тесе тем те тунӑ. Ӑнланмалла чӗлхепе ҫырнӑ Библие вуланӑшӑн хаса та панӑ. Хӑш-пӗрисене ҫавӑншӑн юпа ҫинче ҫунтарса янӑ. Чиркӳ вӗрентӗвӗсемпе килӗшменнисене хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Ҫапла вӗсем чӑнлӑх ҫутине ҫутатма парас мар тесе пӗтӗм вӑя хунӑ.

Туррӑн халӑхӗ суя тӗн тыткӑнӗнчен ирӗке тухни ҫинчен вара мӗн калама пулать? Ҫакӑ хӑҫан тата мӗнле пулса иртнӗ? Ку ӗҫ майӗпен пулса  пынӑ. Юлашки кунсем пуҫланиччен темиҫе ӗмӗр хушши, сӑнарлӑ каласан, «шав илтӗнсе» тӑнӑ. Ҫак тапхӑрта суя вӗрентӳсем анлӑ сарӑлнӑ пулин те, чӑнлӑха шыракан тата Турӑшӑн ӗҫлес текен тӳркӑмӑллӑ ҫынсем те пулнӑ. Вӗсем Библи вӗреннӗ тата хӑйсем мӗн пӗлнине ҫынсене каласа пама пӗтӗм вӑя хунӑ. Хӑшӗ-пӗрисем Библие ахаль ҫынсем калаҫакан чӗлхе ҫине куҫарма тӑрӑшнӑ.

Кайран XIX ӗмӗр вӗҫӗнче Чарлз Тейз Расселл хӑйпе пӗр шухӑшлӑ юлташӗсемпе пӗрле Библири чӑнлӑхсене тӗплӗн тишкерме пуҫланӑ. Ҫакна Иезекииле панӑ курӑнури шӑмӑсем ӳтленнипе танлаштарма пулать. «Сион хурал башни» журнал, ҫавӑн пекех ытти публикацисем те тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене чӑнлӑха пӗлме пулӑшнӑ. Каярахпа, 1914 ҫулта тухнӑ «Пултарни ҫинчен фотодрама» тата 1917 ҫулта кӑларнӑ «Завершенная тайна» кӗнеке Турӑ халӑхӗн ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. Юлашкинчен вара, 1919 ҫулта, Туррӑн халӑхне, сӑнарлӑ каласан, чӗм кӗнӗ, вӑл чӗрӗлнӗ тата ӑна ҫӗнӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пӗчӗк ушкӑнӗпе пӗрле ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан ҫынсем те Иеговӑна пуҫҫапма пуҫланӑ. Вӗсем «сумсӑр йышлӑ эшкер» пулса тӑнӑ (Иез. 37:10; Зах. 8:20—23) *.

Ҫапла вара, Туррӑн халӑхӗ Аслӑ Вавилон тыткӑнне пирӗн эрӑри II ӗмӗрте лекнӗ, ҫав тапхӑрта христиансем нумайӑшӗ суя тӗн вӗрентӗвӗсене йышӑнса чӑнлӑхран пӑрӑнса кайма пуҫланӑ. Христиансене сӗмлӗх хупласа илнӗ, урӑхла каласан, тыткӑнра пулнӑ израильтянсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме йывӑр пулнӑ пекех, чӑн христиансене те ҫавна тума питӗ йывӑр пулнӑ. Халӗ вара сӗмлӗх тапхӑрӗ вӗҫленнишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр! Эпир чӑнлӑха ӑнланакансем «тӳпери ҫутӑ пек» ялкӑшса тӑнӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Унсӑр пуҫне, тата нумай ҫын тасалма тата чӑнлӑха йышӑнма пултарать (Дан. 12:3, 10).

Сатана Иисуса илӗртнӗ чухне чӑннипех ӑна храм тӑррине тӑратнӑ-ши?

Кӗскен каласан, Иисус храм тӑрринче чӑннипе тӑнӑ-и е ҫавӑ курӑнура пулнӑ-и, эпир пӗлместпӗр. Пирӗн публикацисенче ун пек те, кун пек те пулма пултарнӑ тесе каланӑ.

Малтанах ҫакӑн пирки Библире мӗн каланине пӑхса тухар. Турӑ хавхалантарнипе Матфей апостол ҫак ӗҫ пирки ҫапла ҫырса панӑ: «Унтан шуйттан Ӑна [Иисуса] сӑваплӑ хулана илсе каять те Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса ҫапла калать: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, аялалла сик» (Матф. 4:5, 6). Ҫакӑн ҫинчен тепӗр вырӑнта, Лука ҫырнӑ Евангелире, акӑ мӗн каланӑ: «Унтан шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, ҫакӑнтан аялалла сик» (Лука 4:9).

Унччен пирӗн публикацисенче ҫакӑ курӑнура ҫеҫ пулса иртнӗ тесе каланӑччӗ. Сӑмахран, 1961 ҫулта мартӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла палӑртнӑ: «Иисуса пушхирте илӗртнӗ чухне кашни ӗҫ пиркиех вак-тӗвек таран чӑннипе пулса иртнӗ тесе шутламалла мар. Паллах „тӗнчери мӗнпур патшалӑха, вӗсенӗн чапне“ курмашкӑн унашкал ту ҫук. Акӑ мӗншӗн  Сатана Иисуса чӑннипе мар, курӑнура „сӑваплӑ хулана“ илсе кайса „Турӑ Ҫурчӗн тӑррине“ тӑратнӑ теме пулать. Ҫакӑ ахаль те пысӑк илӗртӳ пулнӑ». Анчах та «Хурал башнин» кайранхи кӑларӑмӗсенче Иисус Сатана каланине итлесе аялалла сикнӗ пулсан, ҫакӑ хӑйне хӑй вӗлернипе пӗрех пулнӑ пулӗччӗ тенӗ.

Хӑшӗ-пӗрисем каланӑ тӑрӑх, Иисус храмӑн «сӑваплӑ пӳлӗм» тӑрринче тӑма пултарайман, мӗншӗн тесен вӑл левит пулман. Ҫавна шута илсе, Иисуса храма чӑннипе мар, курӑнура илсе кайнӑ тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ. Унччен Иезекииль пророкпа та ҫавӑн пекки пулнӑ (Иез. 8:3, 7—10; 11:1, 24; 37:1, 2).

Анчах та Иисуспа мӗн пулса иртни курӑнура ҫеҫ пулнӑ пулсан, ҫак ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ:

  • Иисусӑн храм тӑрринчен чӑннипех сикмелле пулнӑ-и?

  • Ытти чухне Сатана чееленсе Иисуса хӑш-пӗр ӗҫсене тутарасшӑн пулнӑ, сӑмахран, чулсенчен ҫӑкӑр тума е хӑйне пуҫҫапма. Ҫав ӗҫсене курӑнура мар, чӑннипе тумалла пулнӑ. Апла пулсан, Сатана Иисуса Иерусалимри храм тӑрринчен курӑнура мар, чӑннипе сикме хистенӗ тени тӗрӗс мар-и вара?

Анчах та Иисус храм тӑрринче чӑннипех тӑнӑ пулсан, ҫакӑ та ыйтусем кӑларса тӑратать:

  • Иисус Саккуна пӑссах храмӑн сӑваплӑ пӳлӗм тӑрринче пулнӑ-ши?

  • Иисус пушхиртен Иерусалима мӗнле лекнӗ?

Тӗплӗнрех тӗпчени юлашки икӗ ыйту ҫине хуравлама пулӑшма пултарать.

Доналд Карсон профессор палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ Евангелире те «Турӑ Ҫурчӗ» тесе куҫарнӑ хиеро́н грек сӑмахӗ «сӑваплӑ пӳлӗме ҫеҫ мар, храм таврашӗнчи пӗтӗм хуралтӑсене те пӗлтернӗ пулас». Ҫавӑнпа Иисус сӑваплӑ пӳлӗм тӑрринче мар, урӑх вырӑнта тӑма пултарнӑ. Тӗслӗхрен, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчи храмӑн хуралтисен кӗтессинчи лаптак тӑрри ҫинче, унта йӗри-тавра карлӑк тытнӑ пулнӑ. Ҫав енчи храмӑн хуралтисем Кедрон айлӑмӗнчен пӗр 140 метр ҫӳлерех пулнӑ. Храм территорийӗнче ҫав вырӑн чи ҫӳллӗ вырӑн пулнӑ. Авалхи историк Иосиф Флавий ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав вырӑн ытла ҫӳллӗ пулнӑран унта тӑракансен пурин те «пуҫ ҫаврӑннӑ». Иисус левит пулман пулсан та, вӑл ҫав вырӑнта тӑма пултарнӑ. Ҫавӑншӑн Иисуса никам та айӑплайман пулӗччӗ.

Иисус пушхирте пулнӑ пулсан, мӗнле майпа вара Сатана ӑна храм тӑррине илсе кайма пултарнӑ? Ҫак ыйту ҫине эпир ҫирӗппӗн хуравлама пултараймастпӑр. Пӗр илӗртӳпе тепӗр илӗртӳ хушшинче мӗн чухлӗ вӑхӑт иртни ҫинчен тата пушхирте Иисус Иерусалимран аякра пулни-пулманни ҫинчен Библире нимӗн те каламан. Иерусалима ҫитме вӑхӑт нумай кирлӗ пулнӑ пулсан та, Иисус унта ҫуран кайма пултарнӑ. Иисуса илӗртнӗ чухне вӑл пушхиртен ниҫта та кайман тесе Библире ҫырман. Сатана ӑна Иерусалима илсе кайнӑ тесе ҫеҫ ҫырнӑ.

Иисуса «тӗнчери мӗнпур патшалӑха» кӑтартса илӗртни ҫинчен вара мӗн калама пулать? Тӗнчери мӗнпур патшалӑха Иисус чӑннипе курма пултарайман, мӗншӗн тесен унашкал ту ҫук. Ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ вырӑнсен ӳкерчӗкӗсене проекторпа экран ҫинче кӑтартнӑ пек Сатана та Иисуса курӑну кӑтартнӑ пулас. Сатана ҫапла тума пултарнӑ пулин те, Иисуса вӑл чӑннипе ҫӗре ӳксе пуҫҫаптарасшӑн пулнӑ (Матф. 4:8, 9). Иисуса храм тӑррине илсе кайсан Сатана ӑна чӑннипех унтан сиктересшӗн пулнӑ, ҫапла тусан Иисус вилме те пултарнӑ. Анчах та Иисус ҫавна тума килӗшмен. Ҫавӑ курӑнура анчах пулса иртнӗ пулсан, илӗртӳ ытла пысӑк пулман пулӗччӗ.

Статья пуҫламӑшӗнче каланӑччӗ ӗнтӗ, ҫак сӳтсе явнӑ ыйту ҫине татӑклӑ хурав пама ҫук. Тен, Иисус чӑнах та Иерусалима кайса храм тӑрринче тӑнӑ пулӗ. Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, эпир пӗр иккӗленмесӗр ҫакна калама пултаратпӑр: Сатана Иисуса чӑннипех илӗртнӗ, Иисус вара кашнинчех ҫирӗппӗн Сатанана хирӗҫ тӑнӑ.

^ 2 абз. 2013 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнине» пӑхӑр, 4—7 страницӑсем, 5—8, 12-мӗш абзацсем.

^ 1 абз. Иезекииль 37:1—14-мӗшӗсенче те, Ӳлӗмхине 11:7—12-мӗшӗсенче те 1919 ҫулта мӗн пулса иртни ҫинчен пророкла каланӑ. Иезекииль пророкла каланинче Туррӑн пӗтӗм халӑхӗ нумай вӑхӑт хушши тыткӑнра пулнӑ хыҫҫӑн каллех Турра тӗрӗс пуҫҫапма пуҫлани ҫинчен каланӑ. Ӳлӗмхине кӗнекере вара святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пӗчӗк ушкӑнӗ ҫинчен каланӑ, вӗсем 1919 ҫулта Туррӑн халӑхне ертсе пыма пуҫланӑ.