Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 май

 Пирӗн архивсенчен

«Ӗҫе кама шанса панӑ?»

«Ӗҫе кама шанса панӑ?»

ТЕМИҪЕ кун хушши йӗпе-сапа, ҫиллӗ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн 1919 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче, тунтикун, тӗлӗнмелле ӑшӑ та уяр ҫанталӑк тӑнӑ. Ҫав кун Сидар-Пойнтра (АПШ, Огайо штачӗ) конгресс иртнӗ. Кӑнтӑрлапа унта, 2500 ҫын вырнаҫмалӑх аудиторире, 1 000-е яхӑн ҫын пуҫтарӑннӑ. Анчах та каҫ еннелле параходсемпе, машинсемпе тата ятарлӑ поездсемпе тепӗр 2 000 делегат килсе ҫитнӗ. Ытларикун вара делегатсем ҫав тери нумай пулнӑран программӑн юлашки пайне уҫӑ сывлӑшра, сарӑлса ларакан ӗмӗрхи йывӑҫсем айӗнче итлеме тивнӗ.

Хӗвел пайӑркисем йывӑҫ ҫулҫисем хушшипе тухса арҫынсен типтерлӗ фракӗсем ҫине ӳксе чӗнтӗрлӗ-чӗнтӗрлӗ ӳкерчӗксем тунӑ. Ҫилӗ вара хӗрарӑмсен шлепкисем ҫинчи тӗксене вӗлкӗштерсе вылянӑ. «Парк евӗрлӗ хитре вырӑнта, кивӗ тӗнчен шавӗпе хӗвӗшӗвӗнчен аякра, эпир хамӑра райри пекех туйрӑмӑр»,— аса илсе калать пӗр арҫын тӑван.

Анчах та ҫавӑн чухне ҫутҫанталӑк илемӗ те конгресри тӑвансен пичӗ ҫинче ҫиҫсе тӑракан савӑнӑҫран тӗксӗмрех курӑннӑ. Вырӑнти пӗр хаҫатра ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Унта пуҫтарӑннӑ ҫынсем Турра хытӑ ӗненни, ҫав вӑхӑтрах вӗсем хаваслӑ та пурнӑҫпа савӑнма пӗлекен ҫынсем пулни курӑнать». Юлашки вӑхӑтра Библи Тӗпчекенсен тӳссе ирттермелли нумай пулнӑ: вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӗсӗрленине те, пухусенчи пысӑк хирӗҫӳсене те, Бруклинри Вефиле хупнине те. Унсӑр пуҫне, Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне сарнӑшӑн сахал мар христианина тӗрмене хупнӑ, сакӑр арҫын тӑвана вара, ырӑ хыпар сарас ӗҫре ертсе пыракансене, 20 ҫуллӑха лартнӑ *.

Хӑранипе тата хуйха ӳкнипе хӑш-пӗр Библи Тӗпчекенсем ҫав йывӑр ҫулсенче ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ. Нумайӑшӗ вара, влаҫсем хӗсӗрленине пӑхмасӑрах, пӗтӗм вӑя хурса ҫак ӗҫе туса тӑнӑ. Библи Тӗпчекенсене допрос тунӑ пӗр следователь пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене хытӑ асӑрхаттарсан та «эпир малалла та, мӗн вӗҫне ҫитичченех Турӑ сӑмахне пӗлтерсе тӑратпӑр» тенӗ. Ҫавӑн пек тӗслӗхсем нумай пулнӑ.

Ҫак тӗрӗслев тапхӑрӗнче шанчӑклӑ Библи Тӗпчекенсем «Ҫӳлхуҫа ертсе пынине курма тӑрӑшнӑ... хӑйсене Ашшӗ ҫул кӑтартса пытӑр тесе вӗсем яланах кӗлтунӑ». Халӗ вара вӗсем каллех пӗрле пуҫтарӑнса Сидар-Пойнтра конгреспа киленсе савӑннӑ. Пӗр хӗрарӑм тӑван «ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн кустӑрмисем каллех хӑвӑрт ҫаврӑнма пуҫлаччӑр тесе мӗн тумалла-ши» тесе шутланӑ. Нумайӑшӗ ҫавнашкалах пӑшӑрханнӑ. Пуринчен ытла вӗсен хӑвӑртрах ӗҫе пуҫӑнас килнӗ!

 «ЫЛТӐН ӖМӖР» — ЫРӐ ХЫПАР САРМАЛЛИ ҪӖНӖ ХАТӖР!

Эрнипех тӑвансем GA (джи эй) саспаллисем мӗне пӗлтерни ҫинчен шутласа пуҫа ватнӑ. Ҫав саспаллисене программкӑсем, саламлӑ открыткӑсем тата конгресс ирттермелли вырӑн тавра лартса тухнӑ тӗрлӗрен паллӑсем ҫине пичетлесе хунӑ пулнӑ. Эрнекун, «Пӗрле ӗҫлекенсен кунӗнче», Джозеф Рутерфорд 6 000 делегат умӗнче пуҫватмӑшӑн тупсӑмне уҫса панӑ. Ҫав саспаллисем «Ылтӑн ӗмӗр» (акӑлчанла Golden Age) журналӑн — ырӑ хыпар сармалли ҫӗнӗ хатӗрӗн — ятне пӗлтернӗ *.

Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ҫинчен Рутерфорд тӑван акӑ мӗн каланӑ: «Тӗрӗслев вӑхӑчӗ хыҫӗнче вӗсем пуласлӑхра Мессия мухтавлӑн ертсе пырас чухнехи Ылтӑн ӗмӗре ӗненӳ куҫӗпе курса тӑнӑ... Ылтӑн ӗмӗр ҫывхарса килни ҫинчен тӗнчене пӗлтересси вӗсемшӗн — пысӑк чыс тата пысӑк яваплӑх. Ҫак ӗҫ Турӑ вӗсене шанса панӑ ӗҫсенчен пӗри».

«Тӗрӗс информаци паракан тата шанчӑкпа ӗненӗве ҫирӗплетекен» «Ылтӑн ӗмӗр» журналпа усӑ курса ырӑ хыпара ҫӗнӗ майпа пӗлтерме пуҫламалла пулнӑ — килрен киле ҫӳресе ҫынсене ҫак журнала ҫырӑнса илме сӗнмешкӗн кампани ирттермелле пулнӑ. Унта пухӑннисенчен ҫак кампание камӑн хутшӑнас килет тесе ыйтсан пурте хӑйсен вырӑнӗсенчен тӑнӑ. Унтан вара вӗсем «Иисус йӗрӗпе пыракансен ҫеҫ пулакан хастарлӑхпа тата савӑнӑҫпа» юрласа янӑ: «Эй, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн ҫуттупа чӑнлӑхна ярсамччӗ». Джадж Норрис тӑван аса илсе каланӑ: «Эпир юрланипе йывӑҫсем чӗтренсе ларнине нихӑҫан та манассӑм ҫук».

Программӑн ҫав пайӗ хыҫҫӑн делегатсем ҫӗнӗ журнала ҫырӑнса илес тесе темиҫе сехет черетре тӑнӑ. Нумайӑшӗн туйӑмӗсем Мейбел Филбрик хӗрарӑм тӑван каланӑ пекех пулнӑ: «Пирӗн каллех нумай ӗҫ тумалли ҫинчен пӗлсен калама ҫук савӑнтӑм!»

«ӖҪЕ КАМА ШАНСА ПАНӐ»

7 000-е яхӑн Библи Тӗпчекен ӗҫе пуҫӑнма хатӗр пулнӑ. «Йӗркелемелли мел» листовкӑра тата «Ӗҫе кама шанса панӑ» брошюрӑра ырӑ хыпар сарас ӗҫе тӗп управленири ҫӗнӗ уйрӑм — сӑваплӑ ӗҫ уйрӑмӗ — йӗркелесе тӑрӗ тесе ӑнлантарнӑ. Ҫак уйрӑм парса тӑракан хушусене пухури тӑвансене пӗлтермешкӗн кашни пухурах сӑваплӑ ӗҫре ертсе пыракан тӑвана лартмалла тата Пухӑвӑн комитетне йӗркелемелле пулнӑ. Ҫавӑн пекех ырӑ хыпар сармалли территорие 150—200 ҫуртран тӑракан участоксем ҫине пайласа тухмалла пулнӑ. Кӗҫнерникун каҫхине тӑвансем сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвне ирттернӗ, унта ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен каланӑ тата отчетсем ҫырса панӑ.

«Киле таврӑнсан эпир пурте ҫӗнӗ журнал ҫырӑнса илме ҫынсене хастарлӑн сӗнме пуҫларӑмӑр»,— каласа парать Херман Филбрик. Ҫынсем пур ҫӗртре те ырӑ хыпара хапӑл тусах итленӗ. «Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче нумай хуйхӑ курнӑ ҫынсене ылтӑн ӗмӗр ҫинчен илтниех чунӗсене лӑплантарнӑ пек туйӑнатчӗ»,— каланӑ Бьюла Кови. Артур Клаус вара ҫапла ҫырнӑ: «Журнал ҫырӑнса илес текенсем ҫав тери нумай пулнӑран пухура пурте тӗлӗннӗччӗ». «Ылтӑн ӗмӗр» журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа икӗ уйӑх хушшинче ҫур миллиона яхӑн экземпляр салатнӑ, ҫырӑнса илекенсен шучӗ вара 50 000-е ҫитнӗ.

1920 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчи «Хурал башнинче» «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Евангели» ятлӑ статья тухнӑ. Каярахпа Александр Макмиллан унта «пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫе паян мӗнле туса тӑни пирки пӗрремӗш хут ҫырса кӑтартнӑ» тенӗ. Ҫав статьяра святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене пурне те «пӗлӗтри Патшалӑх ҫывхарчӗ тесе тӗнчене пӗлтерме» чӗнсе каланӑ. Христосӑн тӑванӗсене «питӗ кирлӗ ӗҫ шанса панӑ». Паян вӗсемпе пӗрле Мессианла Патшалӑх ертсе пырас чухнехи ылтӑн ӗмӗре кӗтекен миллион-миллион хастарлӑ хыпарҫӑ ырӑ хыпара пӗлтереҫҫӗ.

^ 5 абз. «Свидетели Иеговы — возвещатели Царства Бога» кӗнекери «Время испытаний (1914—1918)» ятлӑ 6-мӗш сыпӑка пӑхӑр.

^ 9 абз. «Ылтӑн ӗмӗр» журналӑн ятне 1937 ҫулта «Лӑплантару» ятпа, 1946 ҫулта вара «Вӑранӑр!» ятпа улӑштарнӑ.