Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 май

Эсир йышӑнусем мӗнле тӑватӑр?

Эсир йышӑнусем мӗнле тӑватӑр?

«Турӑ ирӗкне пӗлсе пырӑр» (ЭФ. 5:17).

ЮРӐСЕМ: 11, 22

1. Библири хӑш-пӗр саккунсене илсе парӑр. Вӗсене тытса тӑни пире мӗнле усӑ парать?

ИЕГОВА пире Библи урлӑ мӗн тума юранипе юраманнине уҫҫӑн кӑтартакан ӳкӗтсене нумай панӑ. Тӗслӗхрен, вӑл аскӑн ӗҫсем тунине, йӗрӗхсене пуҫҫапнине, вӑрланине тата ӗҫке ернине сивлет (1 Кор. 6:9, 10). Унсӑр пуҫне, Туррӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫӑмӑлах мар, анчах та интереслӗ ӗҫ хушнӑ: «Кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе тӗне кӗртӗр, Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене; Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп» (Матф. 28:19, 20). Туррӑн саккунӗсемпе ӳкӗчӗсем пире хӳтӗлеҫҫӗ. Вӗсене пӑхӑнса тӑнипе эпир хамӑра хисеплеме пуҫларӑмӑр, сывлӑха лайӑхлатрӑмӑр тата ҫавна пула пирӗн ҫемьесем телейлӗрех. Эпир Иегова хушнине пурнӑҫлатпӑр пулсан, ҫав шутрах ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнатпӑр пулсан, вӑл пире ырлать тата пиллет. Ҫакӑ вара пуринчен те кирлӗрех.

2, 3. а) Мӗншӗн Библире кашни лару-тӑрура пирӗн мӗн-мӗн тумалли пирки тӳррӗн каламан? ӑ) Ҫак статьяра мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

2 Анчах та чылай лару-тӑрура пирӗн мӗн тумалли пирки Библире тӳррӗн каламан. Тӗслӗхрен, унта христиансен мӗнле тумтир тӑхӑнса ҫӳремелли пирки вак-тӗвек таранах ҫырса  паман. Ҫакӑ Иеговӑн ӑслӑлӑхне кӑтартмасть-и вара? Ҫынсем тӗрлӗ ҫӗршывра тӗрлӗрен тӑхӑнаҫҫӗ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн мода та улшӑнать. Библире христиансене юрӑхлӑ тумтирӗн е прическӑсен списокне ҫырса панӑ пулсан вӑл тахҫанах кивелсе кайнӑ пулӗччӗ. Ҫак сӑлтава пулах Туррӑн Сӑмахӗнче христиансен ӑҫта ӗҫлемелли, мӗнле сипленмелли тата мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйласа илмелли пирки саккунсем ҫук. Ҫакӑн пек лару-тӑрусенче Турӑ христиансене тата ҫемье пуҫӗсене хӑйсене йышӑну тума ирӗк парать.

3 Ҫакӑ эпир кирек мӗнле йышӑну тусан та Иеговӑшӑн пурпӗрех пулнине пӗлтерет-и? Хӑш-пӗр чухне пирӗн йышӑнусем хамӑр пурнӑҫ ҫине питӗ пысӑк витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Библири саккунсене пӑсмастпӑр пулсан та, эпир тунӑ пур йышӑнӑва та пирӗн Ҫӳлти Атте ырлӗ-ши? Пӗр-пӗр ыйту пирки Библире тӳррӗн нимӗн те каламан пулсан, пирӗн йышӑну Иеговӑна савӑнтарнипе савӑнтарманнине мӗнле пӗлме пулать?

ПИРӖН ЙЫШӐНУСЕМ ХАМӐР ҪИНЕ ТЕ, ЫТТИСЕМ ҪИНЕ ТЕ ВИТӖМ КӲРЕҪҪӖ

4, 5. Пирӗн йышӑнусем пирӗн ҫине тата ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултараҫҫӗ?

4 Хӑшӗ-пӗрисем мӗн тӑвас килет, ҫавна тума пултаратпӑр тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Иеговӑна юрӑхлӑ тӗрӗс йышӑну тӑвас тесен, унӑн Сӑмахӗнчи саккунсемпе принципсене шута илмелле тата вӗсене тытса тӑмалла. Сӑмахран, Турӑ пире ырлатӑр тесен юн пирки панӑ саккуна тытса тӑмалла (Пулт. 9:4; Ап. ӗҫ. 15:28, 29). Кӗлтуни пире Библири принципсемпе тата саккунсемпе килӗшсе тӑракан йышӑну тума пулӑшӗ.

5 Эпир тунӑ хӑш-пӗр йышӑнусем пирӗн ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Лайӑх йышӑнусем Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ, япӑх йышӑнусем вара унпа хамӑр хушӑри туслӑха аркатма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, тӗрӗс мар йышӑну тусан, эпир пухури тӑвансен ӗненӗвне хавшатма, хӑшӗ-пӗрисене такӑнтарма тата пухури пӗрлӗхе пӗтерсе хума пултаратпӑр. Ҫавӑнпа йышӑну тӑвас умӗн тӗплӗн шухӑшламалла. (Рим 14:19; Галати 6:7 вуласа пар.)

6. Йышӑнусем тунӑ чухне пирӗн мӗне шута илмелле?

6 Пӗр-пӗр лару-тӑрура мӗн тумалли пирки Библире тӳррӗн каламан пулсан, мӗн тумалла? Ҫавӑн чухне пирӗн веҫех лайӑх тӗпчемелле те йышӑнӑва хамӑра килӗшнӗ пек тӑвас вырӑнне Иеговӑна юрӑхлӑ тумалла. Вара Иегова пире пиллессе эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр. (Псалом 36:5 вуласа пар.)

ИЕГОВӐН ИРӖКНЕ ПӖЛСЕ ПЫРӐР

7. Пӗр-пӗр лару-тӑрура мӗн тумаллине кӑтартакан саккун Библире ҫук пулсан мӗн тумалла?

7 Эсир ҫапла ыйтма пултаратӑр: «Пӗр-пӗр лару-тӑрура мӗн тумалли пирки Библире ҫырман пулсан, ҫавӑн ҫинчен Иегова мӗн шутланине пӗлме пулать-и вара?» Эфес 5:17-мӗшӗнче каланӑ: «Турӑ ирӗкне пӗлсе пырӑр». Библире мӗн тумаллине кӑтартакан саккун ҫук пулсан, Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине мӗнле пӗлмелле? Пирӗн Иеговӑна кӗлтумалла тата святой сывлӑш ертсе пыни тӑрӑх йышӑну тумалла.

8. Хӑйӗнчен Иегова мӗн кӗтнине пӗлме Иисуса мӗн пулӑшнӑ? Тӗслӗх илсе парӑр.

8 Иисус пӗлӗтри Ашшӗ унран мӗн кӗтнине пӗлме тӑрӑшнӑ. Библире Иисус кӗлтунӑ хыҫҫӑн икӗ хутчен нумай ҫынна тӗлӗнмелле майпа тӑрантарни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ (Матф. 14:17—20; 15:34—37). Анчах та Шуйттан Христоса пушхирте илӗртнӗ чухне мӗн пулса иртнине аса илӗр-ха. Выҫӑ пулнӑ пулсан та, Иисус чулсенчен ҫӑкӑр тума килӗшмен. (Матфей 4:2—4 вуласа пар.) Ашшӗ ҫакӑн ҫинчен мӗн шутланине вӑл питӗ лайӑх  пӗлнӗ, ҫавӑнпа ҫав тӗлӗнмелле ӗҫе тумалла маррине ӑнланнӑ. Ҫапла, Турӑ панӑ вӑйпа харпӑр хӑйӗн ырӑлӑхӗшӗн усӑ курни Туррӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑманнине Иисус пӗлнӗ. Чулсенчен ҫӑкӑр тума килӗшменнипе вӑл Иегова пулӑшасса шаннине кӑтартнӑ.

9, 10. Тӗрӗс йышӑнусем тума пире мӗн пулӑшӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

9 Иисус пек тӗрӗс йышӑнусем тӑвас килет пулсан Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине пӗлме тӑрӑшмалла. Пирӗн ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла: «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан. Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ. Хӑвна ху ӑсчах вырӑнне ан хур; Ҫӳлхуҫаран хӑра, усалтан сыхлан» (Ытар. 3:5—7). Библи вӗренсе Иеговӑн шухӑшӗсене пӗлме тӑрӑшсан тӗрлӗ лару-тӑрура вӑл пирӗнтен мӗн кӗтнине ӑнланма пултарӑпӑр тата ӑна юрӑхлӑ йышӑнусем тума пире ҫӑмӑлтарах пулӗ. Унӑн шухӑшӗсене лайӑхрах пӗлсе пынӑ май ӑна ытларах та ытларах итлес килсе тӑрӗ (Иез. 11:19, 20).

10 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, качча кайнӑ хӗрарӑм лавккасем тӑрӑх ҫӳрет. Вӑл питӗ хитре туфли курать те унӑн ӑна туянас килсе каять, анчах та туфлийӗ питӗ хаклӑ. Вара вӑл хӑйӗнчен ыйтать: «Ку хаклӑ япалана илсен упӑшкам мӗн калӗ-ши?» Упӑшки юнашар ҫук пулсан та, вӑл хуравне пӗлетех ӗнтӗ. Нумай ҫул унпа пӗрле пурӑннӑскер, ҫемье укҫине тӑкакласси пирки упӑшки мӗн шутланине вӑл пӗлет. Ҫавӑнпа ҫак хаклӑ япалана илсен, упӑшки мӗн калассине ӑнланать. Ҫавӑн пекех, эпир Иеговӑн шухӑшӗсене тата унӑн ҫулӗсене тӗплӗнрех пӗлме тӑрӑшатпӑр пулсан, ҫӳлти Аттемӗр тӗрлӗ лару-тӑрура пирӗнтен мӗн кӗтнине лайӑхрах ӑнланма пуҫлатпӑр.

ИЕГОВӐН ШУХӐШӖСЕНЕ МӖНЛЕ ПӖЛМЕ ПУЛАТЬ

11. Библие вуланӑ е тӗпченӗ чухне хамӑра мӗнле ыйтусем пама пулать? («Туррӑн Сӑмахне вӗреннӗ чухне хӑвӑртан ыйтӑр...» рамкӑна пӑхӑр.)

11 Иеговӑн шухӑшӗсене пӗлес тесен Библие хамӑр тӗллӗн вӗренмелле. Туррӑн Сӑмахне вуланӑ е тӗпченӗ чухне хамӑртан ҫапла ыйтсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Ҫакӑнтан эпӗ Иегова ҫинчен, унӑн тӳрӗ ҫулӗсем ҫинчен тата унӑн шухӑшӗсем ҫинчен мӗн пӗлме пултаратӑп?» Псалом юрлакан Давид пекех пирӗн те Иеговӑран хӑв ҫинчен ытларах пӗлме пулӑш тесе ыйтмалла. Давид ҫапла ҫырнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана, Хӑвӑн сукмакусене вӗрент мана. Хӑвӑн чӑнлӑху енне яр мана, вӗрентсе ҫитер мана: Эсӗ — мана ҫӑлакан Турӑ; кирек хӑҫан та Сана шанса тӑратӑп» (Пс. 24:4, 5). Библири сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшласа эсир хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратӑр: «Эпӗ ҫак шухӑшсемпе мӗнле тата ӑҫта усӑ курма пултаратӑп? Ҫемьере, ӗҫре, шкулта е ырӑ хыпар сарнӑ чухне усӑ курма пулать-и?» Мӗн пӗлни ӑҫта пулӑшма пултарнине ӑнлансан, ҫав пӗлӳсемпе мӗнле усӑ курмаллине те ӑнланса илӗпӗр.

12. Пирӗн публикацисем тата тӗлпулусем Иегова тӗрлӗ лару-тӑру пирки мӗн шухӑшланине пӗлме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

12 Унсӑр пуҫне, Иеговӑн шухӑшӗсене ӑнланас тесен, вӑл пире хӑйӗн организацийӗ урлӑ мӗн вӗрентнине тимлӗн итлемелле. Тӗслӗхрен, пӗр-пӗр лару-тӑрура мӗн тумалли пирки йышӑну тунӑ чухне «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» тата «Индекс публикаций Сторожевой Башни» ятлӑ публикацисем Иегова мӗн шутланине пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрени тата унта хутшӑнни те  пире пысӑк усӑ парать. Эпир унта мӗн вӗренни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, Иегова мӗнлерех шухӑшланине, вӑл пирӗнтен мӗн кӗтнине лайӑхрах пӗлсе пыратпӑр. Иегова хӑйӗн организацийӗ урлӑ мӗн парса тӑнипе пуринпе те усӑ курсан, эпир унӑн ҫулӗсемпе ҫӳреме вӗренетпӗр. Вара Турра юрӑхлӑ йышӑнусем тума ҫӑмӑлтарах пулӗ.

ЙЫШӐНУ ТӐВИЧЧЕН ИЕГОВӐН ШУХӐШӖСЕНЕ ПӖЛМЕ ТӐРӐШӐР

13. Иегова мӗнлерех шухӑшланине пӗлни пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

13 Иегова мӗнлерех шухӑшланине пӗлни тӗрӗс йышӑнусем тума мӗнле пулӑшнине кӑтартакан пӗр тӗслӗхе пӑхса тухар. Тен, сирӗн пионер пулса ӗҫлес килет. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесе эсир майӗпен пурнӑҫа ансатлатма тытӑнатӑр. Анчах та эсир ӑшра: «Сахалрах укҫапа пурӑнма пуҫласан эпӗ хама телейсӗртерех туймӑп-ши?» — тесе пӑшӑрханатӑр. Паллах ӗнтӗ, Библире пирӗн пионерсем пулса ӗҫлемелле тесе каламан; эпир малалла та ахаль хыпарҫӑсем пулса Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлеме пултаратпӑр. Анчах та Иисусӑн сӑмахӗсем ҫакӑн пирки шантараҫҫӗ: Турӑ Патшалӑхне пурнӑҫра пуринчен мала хурсан эпир нумай пиллӗх илетпӗр. (Лука 18:29, 30 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне, Библире каланӑ тӑрӑх, эпир Иеговӑна мухтава кӑларас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр пулсан, вӑл савӑнать тата ҫак ӗҫ пире те савӑнтартӑр тет (Пс. 118:108; 2 Кор. 9:7). Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласан тата Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтсан, унӑн шухӑшӗсем мӗнлерех пулнине пӗлме пултарӑпӑр. Вара эпир тӗрӗс йышӑну тума пултарасса тата пире ҫӳлти Атте пиллесси пирки иккӗленместпӗр.

14. Пӗр-пӗр тумтир пирки Иегова мӗн шутланине мӗнле пӗлме пулать?

14 Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, сире килӗшекен тумтир пухура кама та пулин такӑнтарма пултарать. Апла пулин те, Библире ҫавнашкал тумтир тӑхӑнма юрамасть текен саккун ҫук. Иегова ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхать-ши? Турӑ сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ Павелӑн канашне аса илер: «Хӗрарӑмсем ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ тумланччӑр, хӑйсене вӗсем ҫӳҫне-пуҫне тем тӗрлӗ тирпейленипе мар, ылтӑн та ӗнчӗ ҫакнипе мар, хаклӑ тум тӑхӑннипе мар, ырӑ ӗҫ туса капӑрлатчӑр — Турра юраса пурӑнма пулнӑ хӗрарӑмсене ҫавӑ килӗшет»  (1 Тим. 2:9, 10). Ҫак сӑмахсем, паллах, арҫынсене те пырса тивеҫҫӗ. Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалланӑран эпир ытларах хамӑра мӗн килӗшни ҫинчен мар, пирӗн тумтир тата ҫи-пуҫ ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарасси ҫинчен шутлатпӑр. Сӑпайлӑ пулни тата тӑвансене юратни пире вӗсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене шута илме пулӑшӗ (1 Кор. 10:23, 24; Флп. 3:17). Сӑваплӑ Ҫырури принципсене асра тытса, эпир Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренетпӗр тата хамӑр тунӑ йышӑнусемпе ӑна савӑнтаратпӑр.

15, 16. а) Пирӗн пуҫра аскӑн шухӑшсем явӑнаҫҫӗ пулсан Иегова ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхать? ӑ) Вӑйӑ-кулӑ суйласа илнӗ чухне Иегова ҫав тӗлӗшрен мӗн шутланине мӗнле пӗлме пулать? б) Пысӑк пӗлтерӗшлӗ йышӑнусене мӗнле тумалла?

15 Библире каланӑ тӑрӑх, ҫынсем йӗркесӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ пулсан, «вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ... усал» пулсан, Иегова хытӑ кулянать. (Пултарни 6:5, 6 вуласа пар.) Апла пулсан, аскӑн шухӑшсем ҫине вӑл ирсӗр япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхать. Ҫав шухӑшсем ҫынна йывӑр ҫылӑхсем патне илсе пыраҫҫӗ. Иеговӑн вара пире мӗн таса, мӗн ырӑ, ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаттарас килет. Христосӑн вӗренекенӗ Иаков ҫырнӑ: «Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх вӑл таса, тата вӑл лӑпкӑ, сӑпайлӑ, кӳнтем, вӑл питӗ хӗрхенет, ырӑ ӗҫ нумай тӑвать, тӳррипе пырать, икӗ питлӗ хӑтланмасть» (Иак. 3:17). Ҫакна асра тытса эпир таса мар шухӑшсене вӑратакан тата усал ӗҫсем тума хистекен кирек мӗнле вӑйӑ-кулӑран та пӑрӑнатпӑр. Иегова мӗне юратнине тата мӗне курайманнине пӗлекен христиансен мӗнле кӗнеке вуламалли пирки, мӗнле фильм пӑхмалли пирки е мӗнле вӑйӑ суйласа илмелли пирки ыйтусем сиксе тухмӗҫ. Мӗншӗн тесен ҫак тӗлӗшрен Иегова мӗн шутлани Библирен уҫҫӑн курӑнать.

16 Чылай лару-тӑрура Иеговӑна юрӑхлӑ тӗрлӗрен йышӑну тума пулать. Апла пулин те, пысӑк пӗлтерӗшлӗ йышӑну тумалла пулсан хӑш-пӗр чухне старейшинӑсемпе е ытти ҫитӗннӗ тӑвансемпе канашласан лайӑх (Иак. 5:13—15; Тит 2:3—5). Паллах ӗнтӗ, вӗсенчен мӗн тумалла тесе ыйтни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Христиансен хӑйсен чӗрине ырӑпа усала уйӑрма хӑйсенех хӑнӑхтармалла (Евр. 5:14). Турӑ хавхалантарнипе Павел ҫырнӑ: «Кирек кам та хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ» (Гал. 6:5). Йышӑнусене пирӗн ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн тумалла.

17. Иеговӑна савӑнтаракан йышӑнусем тусан мӗнле пиллӗхсем илетпӗр?

17 Йышӑну тунӑ чухне хамӑр лару-тӑру ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшатпӑр пулсан унпа ытларах ҫывӑхланатпӑр (Иак. 4:8). Ҫавӑн пекех вӑл пире ырланине тата пилленине туятпӑр, вара ӑна хытӑрах ӗненме пуҫлатпӑр. Айтӑр, малалла та йышӑнусем тунӑ чухне Библири саккунсемпе принципсене шута илер, мӗншӗн тесен вӗсем пире Иеговӑн шухӑшӗсене пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Паллах, Иегова ҫинчен пӗр вӗҫӗмех пӗлсе пыма пулать (Иов 26:14). Ҫапах та эпир ун ҫинчен пӗлме ытларах вӑй хурсассӑн ӑслӑлӑх илетпӗр те тӗрӗс йышӑнусем тума пултаратпӑр (Ытар. 2:1—5). Ҫитменлӗхлӗ ҫынсен шухӑшӗсемпе тӗллевӗсем самантлӑха ҫеҫ. Иегова ҫинчен вара псалом юрлакан питӗ лайӑх каланӑ: «Ҫӳлхуҫа канашӗ вара ӗмӗрех тӑрать; Унӑн чӗринчи шухӑш сыпӑкран сыпӑка пырать» (Пс. 32:11). Эпир хамӑрӑн ӑслӑран та ӑслӑ Турӑ шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренетпӗр пулсан тата ӑна юрӑхлӑ ӗҫсем тӑватпӑр пулсан, пирӗн йышӑнусем чи лайӑх йышӑнусем пулӗҫ!