Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 май

Хирӗҫӳсене юратупа татса парӑр

Хирӗҫӳсене юратупа татса парӑр

«Пӗр-пӗрин хушшинче килӗшӳ пултӑр» (МАРК 9:50).

ЮРӐСЕМ: 39, 35

1, 2. Пултарни кӗнекере мӗнле харкашусем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ тата ҫавӑн ҫинчен вуласа пӗлни мӗншӗн усӑллӑ?

АВАЛХИ вӑхӑтра пурӑннӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хушшинче сиксе тухнӑ хирӗҫӳсем ҫинчен эсир хӑҫан та пулин шухӑшласа пӑхнӑ-и? Пултарни кӗнекери темиҫе сыпӑкра мӗн каланине аса илер. Каин Авеле вӗлерет (Пулт. 4:3—8); Ламех ҫамрӑк каччӑна хӑйне ҫапнӑшӑн вӗлерет (Пулт. 4:23); Авраамӑн (Аврамӑн) тата Лотӑн кӗтӳҫисем хирӗҫсе каяҫҫӗ (Пулт. 13:5—7); Агарь Саррӑна (Сарӑна) курайми пулать, Сарра вара ҫавӑншӑн Авраама айӑплать (Пулт. 16:3—6); Измаил алли пурне те хирӗҫ пулӗ, пурин алли те ӑна хирӗҫ пулӗ тенӗ (Пулт. 16:12).

2 Мӗншӗн Библире ҫакӑн пек хирӗҫӳсем ҫинчен ҫырса панӑ? Ҫавсем ҫинчен вулани пире, ҫитменлӗхлӗ ҫынсене, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнни мӗн таран паха пулнине тата мире упраса хӑварма мӗн тумаллине кӑтартать. Ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсем хӑйсен йывӑрлӑхӗсене мӗнле татса пани ҫинчен тата вӗсем вӑй хуни мӗнле усӑ пани ҫинчен вуласан эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Вӗсен тӗслӗхӗсем пире те пӗр-пӗрне ӑнлансах кайман чухне мӗн тумаллине е мӗн тумалла маррине пӗлме пулӑшаҫҫӗ (Рим 15:4).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

 3 Ҫак статьяра эпир мӗншӗн Иегова Свидетелӗсен хӑйсен хушшинчи хирӗҫӳсене татса памаллине тата ҫакна мӗнле тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир хирӗҫӳсене татса пама тата ытти ҫынсемпе лайӑх хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшакан Библири принципсене аса илӗпӗр.

ХИРӖҪӲСЕНЕ МӖНШӖН ТАТСА ПАМАЛЛА?

4. Сатанан шухӑш-кӑмӑлӗ пӗтӗм тӗнчипе мӗнле сарӑлнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

4 Ҫынсем хушшинче килӗшӳ ҫуккишӗн тата вӗсен йывӑрлӑхсем нумай пулнишӗн пуринчен ытла Сатана айӑплӑ. Эдем пахчинче вӑл кашни ҫын, Туррӑн шухӑшӗсене шута илмесӗрех, мӗн ырӑ тата мӗн усал пулни пирки хӑй йышӑну тума пултарать тата ҫыннӑн ҫавна тумаллах тенӗ (Пулт. 3:1—5). Ҫакӑн пек шухӑшлани йывӑрлӑхсем патне ҫеҫ илсе ҫитернине куратпӑр. Паян нумайӑшӗ мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки хӑйсем йышӑну тума пултаратпӑр тесе шутлаҫҫӗ. Ҫак ҫынсем мӑнкӑмӑллӑ, хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшаҫҫӗ, яланах малта пуласшӑн тата вӗсем хӑйсене мӗнле тытни ыттисене сиен кӳни ҫинчен пачах та шутламаҫҫӗ. Ҫапла тунипе вӗсем Сатанапа пӗр шухӑшлӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ. Ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл харкашасси патне илсе ҫитерет. Ҫакна асра тытмалла: «Хаяр ҫын харкашу тапратать, авӑк [е хӑвӑрт ҫилленекен] ҫын нумай ҫылӑх тӑвать» (Ытар. 29:22).

5. Хирӗҫӳсене мӗнле татса памалли пирки Иисус мӗн каланӑ?

5 Ыттисемпе килӗшӳ тупма ҫӑмӑл пулмасан та, Иисус ҫавна тума тӑрӑшмаллах тенӗ. Хирӗҫӳсем ан пулччӑр тесе е вӗсене татса парас тесе мӗн тумалли пирки Иисус Ту ҫинче вӗрентнӗ чухне питӗ лайӑх канашсем панӑ. Тӗслӗхрен, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене йӑваш кӑмӑллӑ пулма, килӗшӳ кӳрекенсем пулма, ҫилле чарма, тӑшмансене юратма тата тӑванпа ҫийӗнчех килӗштерме хавхалантарнӑ (Матф. 5:5, 9, 22, 25, 44).

6, 7. а) Хирӗҫӳ сиксе тухсан мӗншӗн тӳрех килӗшӳ тупма тӑрӑшмалла? ӑ) Иеговӑшӑн ӗҫлекенсен кашнин хӑйне мӗнле ыйтусем памалла?

6 Эпир килӗштерсе пурӑнмастпӑр пулсан, сӑваплӑ ӗҫре мӗн туни пурте — кӗлтуни, пухусене ҫӳрени, ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни тата ытти те — усӑсӑр пулать (Марк 11:25). Ыттисен пӗчӗк йӑнӑшӗсене каҫарма хатӗр пулмасан, эпир Туррӑн тусӗсем пулма пултараймастпӑр. (Лука 11:4; Эфес 4:32 вуласа пар.)

7 Кашни христианинӑн пӗр ултавсӑр хӑйне тӗрӗслесе пӑхмалла. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ пухури тӑвансене тӳрех каҫарма хатӗр-и? Вӗсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма хавас-и?» Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пӗр-пӗрне каҫарма хушать. Хӑвӑрӑн совесть сире улшӑнмалла тет пулсан, Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтӑр! Ҫапла хамӑра кӗҫӗне хурса кӗлтунине пӗлӗтри Атте илтӗ те хуравлӗ (1 Иоанн 5:14, 15).

ХӐВӐРА КӲРЕНТЕРНИНЕ МАНМА ПУЛТАРАТӐР-И?

8, 9. Пире кӳрентерсен мӗн тумалла?

8 Эпир пурте ҫитменлӗхлӗ, ҫавӑнпа та пире халӗ-и е каярахпа-и кам та пулин сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентерме пултарать (Еккл. 7:20; Матф. 18:7). Ҫавӑн чухне эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр? Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗррехинче пухури тӑвансем туслӑ тӗлпулӑва пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Пӗр хӗрарӑм тӑван мӗнле саламлани икӗ арҫын тӑванран пӗрне кӳрентернӗ. Ҫак арҫын тӑвансем иккӗшӗ ҫеҫ юлсан кӳренекенни ҫав сӑмахсемшӗн хӗрарӑм тӑвана критиклеме пуҫланӑ. Анчах та тепӗр арҫын тӑван ҫав хӗрарӑм тӑван йывӑр  лару-тӑрура 40 ҫул хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑни ҫинчен аса илтернӗ. Вӑл ҫав хӗрарӑм тӑванӑн кӳрентерес шухӑш пачах пулманни пирки иккӗленмен. Кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш арҫын тӑван: «Эсӗ тӗрӗс калатӑн»,— тенӗ. Вара ҫав калаҫу патне урӑх таврӑнман та.

9 Ҫак пулса иртни пире мӗне вӗрентме пултарать? Кӳренмелле-и е ҫук — кашни хӑй йышӑну тӑвать. Юрату пур ҫылӑха та каҫарать. (Ытарӑшсем 10:12; 1 Петр 4:8 вуласа пар.) Иеговӑшӑн ҫыннӑн «мухтавӗ — ҫын айӑпне каҫарма пӗлни» (Ытар. 19:11; Еккл. 7:9). Ҫавӑнпа та кам та пулин хӑйне сирӗнпе япӑх е хисепсӗр тытнӑ пек туйӑнсан, тӳрех хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ ҫакӑн ҫинчен манма пултаратӑп-и? Ҫакӑншӑн кӳренмеллех-ши?»

10. а) Хӑйӗн ҫинчен тиркесе калаҫнине илтсенех пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйне мӗнле туйнӑ? ӑ) Библири мӗнле шухӑшсем ҫак хӗрарӑм тӑвана канӑҫлӑха упраса хӑварма пулӑшнӑ?

10 Кам та пулин пирӗн ҫинчен тиркесе калаҫнӑ чухне вӗсен сӑмахӗсене манма йывӑр пулма пултарать. Пионер пулса ӗҫлекен пӗр хӗрарӑм тӑванпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Вӑл Луси ятлӑ тейӗпӗр. Такам вӑл ырӑ хыпара мӗнле сарни пирки тиркесе калаҫнӑ тата вӑхӑтпа тӗрӗс мар усӑ курать тенӗ. Ҫавӑншӑн Луси пӑшӑрханма пуҫланӑ, ҫавӑнпа вӑл опытлӑ арҫын тӑвансенчен канаш ыйтнӑ. Вӑл каласа парать: «Библи ҫинче никӗсленнӗ канаш мана ыттисем мӗн шутлани ҫине тӗрӗс пӑхма тата кирлӗреххи ҫинчен — Иегова мӗн шутлани ҫинчен — шухӑшлама пулӑшрӗ». Луси тӑвана Матфей 6:1—4-мӗшӗсенчи (вуласа пар) сӑмахсем хавхалантарнӑ. Ҫак сӑвӑ йӗркисем ӑна чи малтанах унӑн Иеговӑна савӑнтармалли пирки аса илтернӗ. «Кам та пулин ман ҫинчен япӑх калать пулсан та,— тет Луси,— эпӗ савӑнӑҫа ҫухатмастӑп, мӗншӗн тесен Иеговӑна юрӑхлӑ пулма пӗтӗм вӑя хуратӑп». Ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ туса Луси ыттисен шутламасӑр каланӑ сӑмахӗсене чӗре патне илес мар тенӗ.

ХИРӖҪӲСЕНЕ МӖНЛЕ ТАТСА ПАМАЛЛА

11, 12. а) Христианинӑн хӑйне кам та пулин кӳренни ҫинчен аса илсен мӗн тумалла? ӑ) Авраам йывӑрлӑха мӗнле татса панинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

11 «Эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр» (Иак. 3:2). Калӑпӑр, эсир тӑвана сӑмахпа е мӗн те пулин туса кӳрентерни ҫинчен пӗлтӗр. Ун чухне сирӗн мӗн тумалла? Иисус каланӑ: «Парне вырӑнӗ патне парнӳне илсе пырсан, ҫавӑнта эсӗ тӑвану хӑвна кӳреннине асна илсен, парнӳне ҫавӑнта парне вырӑнӗ умне хӑварса, малтан тӑванупа кайса килӗштер, унтан каялла килсе парнӳне кӳр» (Матф. 5:23, 24). Ҫак канаш тӑрӑх, хӑвӑрӑн тӑванпа калаҫса пӑхмалла. Анчах та ҫакна асра тытӑр: сирӗн тӗллев — ӑна айӑпласси мар. Сирӗн хӑвӑрӑн айӑпа йышӑнса тӑванпа килӗшӳ тупма тӑрӑшмалла. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнасси пирӗншӗн пуринчен те хаклӑ.

12 Айтӑр Авраам тата унӑн пиччӗшӗн ывӑлӗ Лот харкашӑва мирлӗ татса пама пултарни ҫинчен Библире мӗн каланине тепӗр хут аса илер. Иккӗшӗн те кӗтӳсем пулнӑ. Вӗсен кӗтӳҫисем кӗтӳ ҫӳремелли вырӑнсемшӗн вӑрҫса кайнӑ пулас. Ҫак лару-тӑрӑва майлаштарса ярас тесе Авраам Лота хӑйне кайса вырнаҫмалли вырӑна пӗрремӗш суйласа илме ирӗк панӑ (Пулт. 13:1, 2, 5—9). Мӗн тери лайӑх тӗслӗх! Авраам хӑйӗншӗн мӗн лайӑхрах пуласси ҫинчен мар, мире упраса хӑварасси ҫинчен шухӑшланӑ. Авраам уҫӑ кӑмӑллӑ пулнишӗн тӑкак тӳснӗ-и? Ҫук, паллах. Ҫакӑн хыҫҫӑнах Иегова Авраама пысӑк  пиллӗхсем паратӑп тесе сӑмах панӑ (Пулт. 13:14—17). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Мире упраса хӑварма ҫӑмӑл мар чухне те хирӗҫӳсене юратупа татса паратпӑр пулсан, Иегова пире нумай пиллӗх парӗ 1.

13. Пӗр арҫын тӑванӑн йӗплӗ сӑмахӗсене илтсен надзиратель хӑйне мӗнле тытнӑ тата унӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

13 Хальхи вӑхӑтри тӗслӗхе пӑхса тухар. Пӗррехинче конгресӑн уйрӑмӗнчи ҫӗнӗ надзиратель пӗр арҫын тӑван патне шӑнкӑравланӑ та эсӗ конгресра доброволец пулса ӗҫлеймӗн-ши тесе ыйтнӑ. Лешӗ ӑна йӗплӗ сӑмахсем каланӑ та трубкӑна пӑрахнӑ. Малтанхи надзиратель ӑна кӳрентернӗ пулнӑ иккен. Ҫӗнӗ надзиратель унӑн сӑмахӗсене чӗрене илмен пулин те, вӑл ҫакна ним пулман пек ирттерсе ярас темен. Пӗр сехет иртсен вӑл ун патне каллех шӑнкӑравланӑ та эпир пӗр-пӗрне пачах пӗлместпӗр, ҫавӑнпа тӗл пулса калаҫар тенӗ. Тепӗр эрнерен вӗсем Патшалӑх залӗнче тӗл пулнӑ. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӗсем пӗр сехет патнеллех калаҫнӑ. Ҫав арҫын тӑван хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине надзирателе каласа панӑ. Лешӗ ӑна питӗ тимлӗ итленӗ, унпа Библири хӑш-пӗр шухӑшсене сӳтсе явнӑ. Вӗсем туслӑн сывпуллашнӑ. Арҫын тӑван вара конгресра доброволец пулса ӗҫленӗ. Надзиратель хӑйпе чӑтӑмлӑ та ырӑ пулнишӗн вӑл питӗ пархатарлӑ.

ХАРКАШУ ҪИНЧЕН СТАРЕЙШИНӐСЕНЕ КАЛАМАЛЛА-И?

14, 15. а) Матфей 18:15—17-мӗшӗсенчи канашсемпе хӑҫан усӑ курмалла? ӑ) Иисус мӗнле виҫӗ утӑм пирки каланӑ тата ҫав утӑмсене мӗнле тӗллевпе тумалла?

14 Икӗ христианин хушшинчи харкашусене ытларах чухне вӗсем хӑйсемех татса пама пултараҫҫӗ тата ҫапла тумалла та. Анчах та Иисус каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр чухне пуху пулӑшни те кирлӗ. (Матфей 18:15—17 вуласа  пар.) Кӳрентерекен ҫын хӑйӗн тӑванне, свидетельсене тата пухӑва итлесшӗн мар пулсан, ҫакӑн пек ҫынпа «суя тӗнлӗ ҫын пекех, куланай пухакан пекех» пулмалла. Хальхи вӑхӑтра ҫакӑн пек ҫынна пухуран кӑларса ямалла тесе каланӑ пулӑттӑмӑр. Апла пулсан, Иисус пӗчӗк йӑнӑшсем ҫинчен каламан. Вӑл каланӑ виҫӗ утӑма хӑҫан тумалла? 1) Ҫылӑх пирки сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене хирӗҫсе каякансем хӑйсемех татса пама пултарнӑ чухне тата 2) ӗҫе татса параймасан ҫав ҫылӑх пухуран кӑларса ярасси патне илсе ҫитерме пултарнӑ чухне. Ҫакӑн пек ҫылӑхсем шутне, сӑмахран, ҫыннӑн пурлӑхне улталаса туртса илни е камӑн та пулин ятне варалас тесе элек сарни кӗрет. Кунта мӑшӑра улталани ҫинчен, гомосексуализм ҫинчен, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайни ҫинчен, йӗрӗхсене пуҫҫапни ҫинчен е ытти йывӑр ҫылӑхсем ҫинчен сӑмах пымасть. Ҫакӑн пек ҫылӑхсене старейшинӑсен татса памалла.

Тӑвана тупас тесессӗн кӳрентерекенпе, тен, пӗрре ҫеҫ мар калаҫма тивӗ (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15 Ҫылӑха кӗнӗ тӑвана юратупа мӗнле пулӑшмаллине кӑтартас тесе Иисус канаш панӑ (Матф. 18:12—14). Пӗрремӗшӗнчен, сиксе тухнӑ йывӑрлӑха ыттисене хутшӑнтармасӑр татса памалла. Тен, ҫылӑх тӑваканпа пӗрре ҫеҫ мар калаҫма тивӗ. Ҫакӑ ӑнӑҫлӑ пулмасан кӳрентернӗ тӑванпа ыттисемпе пӗрле — хирӗҫӳ мӗнле пулса тухнине курса тӑнӑ ҫынсемпе е чӑнах та ҫылӑх тунипе туманнине ӑнланма пултаракан тӑвансемпе пӗрле — пырса калаҫма пулать. Ҫакӑ тӑванпа килӗшӳ тупма пулӑшсассӑн «ку... тӑвана тупниех пулать». Ҫылӑх тӑвакана темиҫе хут пулӑшса пӑхнӑ хыҫҫӑн та усси пулмасан ҫеҫ старейшинӑсем патне пымалла.

16. Иисусӑн канашӗ усӑллӑ тата хирӗҫӳсене юратупа татса пама пулӑшать тесе мӗншӗн калама пулать?

16 Матфей 18:15—17-мӗшӗсенче каланӑ виҫӗ утӑма тӑвасси сайра хутра ҫеҫ пулкалать. Ҫакӑ савӑнтарать, мӗншӗн тесен ытларах чухне ҫылӑх тӑвакан хӑйӗн йӑнӑшне йышӑнать те тӳрленме тӑрӑшать. Вара ӑна пухуран кӑларса ямалла та пулмасть. Тепри вара вӗсем хушшинче килӗшӳ пултӑр тесе ӑна каҫарма пултарать. Кирек мӗнле пулсан та Иисусӑн сӑмахӗсенчен ҫакна курма пулать: хирӗҫӳллӗ лару-тӑрӑва пухӑвӑн вӑхӑтсӑр хутшӑнмалла мар. Ҫак малтанхи икӗ утӑма тунӑ хыҫҫӑн тата ҫак ӗҫ чӑнах та пулса иртнине уҫҫӑн кӑтартса паракан ҫирӗплетӳсем пулсан ҫеҫ старейшинӑсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

17. Пӗр-пӗринпе килӗшӳ тупма тӑрӑшатпӑр пулсан мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр?

17 Ҫак тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ хальлӗхе ҫитеймен-ха, ҫавӑнпа та эпир, ҫитменлӗхлӗ ҫынсем, пӗр-пӗрне кӳрентерме пултаратпӑр. Кунта Иаков Ҫырӑвӗнчи сӑмахсене аса илни вырӑнлӑ: «Сӑмахпа ҫылӑха кӗмен ҫын — пур тӗлӗшрен те ырӑ ҫын, вӑл пӗтӗм ӳтне те чарма пултарать» (Иак. 3:2). Ҫавӑнпа та хирӗҫӳсене татса парас тесен пирӗн килӗшӳ кӳрекенсем пулмалла, урӑхла каласан, мире шыракансем тата упракансем пулмалла (Пс. 33:15). Ҫавна пула пирӗн пухури тӑвансемпе лайӑх хутшӑнусем пулӗҫ, пухура вара пӗрлӗх пулӗ (Пс. 132:1—3). Унтан та ытла, эпир «Канӑҫлӑх Туррипе», Иеговӑпа, ҫывӑхланса пырӑпӑр (Рим 15:33). Ҫак пиллӗхсене хирӗҫӳсене юратупа татса паракансем курӗҫ.

^ 1 12-мӗш абзац. Иаковпа Исав та (Пулт. 27:41—45; 33:1—11); Иосифпа унӑн пӗртӑванӗсем те (Пулт. 45:1—15); Гедеонпа Ефрем ҫыннисем те (Тӳр. 8:1—3) харкашусене тавлашмасӑр-вӑрҫмасӑр татса панӑ. Тен, эсир Библири ытти ҫынсен тӗслӗхӗсене аса илетӗр.