Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 июнь

Пиҫиххийӗ ҫумне ҫыруҫӑ хатӗрне ҫакнӑ ҫын пӗлӗтри Иисус Христоса сӑнарлать, вӑл ҫӑлӑнма тивӗҫлӗ ҫынсен ҫамки ҫине паллӑ лартӗ

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Иезекииле кӑтартнӑ курӑнури пиҫиххийӗ ҫумне ҫыруҫӑ хатӗрне ҫакнӑ ҫын тата вӑрҫӑ кӑралне тытнӑ ултӑ ҫын кама сӑнарласа параҫҫӗ?

Вӗсем Иерусалима аркатнӑ чухне хутшӑннӑ пӗлӗтри ҫара сӑнарласа параҫҫӗ, ҫав ҫар Армагеддонра Сатанан йӗркесӗр тӗнчине те тӗп тӑвӗ. Ҫапла калани тӗрӗсрех тесе мӗншӗн калама пулать?

Малтан курӑнура Иезекииль Иерусалима пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта вавилонянсем аркатиччен унта израильтянсем мӗнле ирсӗр ӗҫсем тунине курнӑ. Унтан пророка хулана аркатас умӗн мӗн-мӗн пулса иртмеллине кӑтартнӑ. Вӑл «вӗлерекен кӑралне» алра тытнӑ ултӑ ҫынна курнӑ. Вӗсемпе пӗрле «йӗтӗн тум тӑхӑннӑ» пӗр ҫын пулнӑ, пиҫиххийӗ ҫумне вӑл «ҫыруҫӑ хатӗрне» ҫакнӑ (Иез. 8:6—12; 9:2, 3). Ҫав ҫынна Иерусалим варрипе «утса тух, ҫакӑнта тӑвакан ирсӗр ӗҫсемшӗн хуйхӑракан, пӑшӑрханакан ҫынсен ҫамки ҫине паллӑ лартса тух» тенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑрал тытнӑ ултӑ арҫынна хулари паллӑ лартман ҫынсене пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ (Иез. 9:4—7). Ҫак курӑну пире мӗне вӗрентет тата пиҫиххийӗ ҫумне ҫыруҫӑ хатӗрне ҫакнӑ ҫын кама сӑнарласа парать?

Ҫак курӑнӑва Иезекииле пирӗн эрӑчченхи 612 ҫулта панӑ пулнӑ. Пиллӗк ҫул иртсен Вавилон ҫарӗ Иерусалима аркатнӑ чухне ҫав курӑну пӗрремӗш хут пурнӑҫланнӑ. Иегова суя тӗнлӗ вавилонянсене хулана ҫӗнсе илме ирӗк панӑ, ҫапла майпа вӗсем унӑн приговорне пурнӑҫа кӗртнӗ (Иер. 25:9, 15—18). Вӗсемпе усӑ курса Иегова чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ халӑха наказани панӑ. Анчах та Иегова йӗркесӗр ҫынсемпе пӗрле хӑйне шанчӑклӑ ҫынсене пӗтермен. Ирсӗр ӗҫсене хутшӑнман иудейсене вӑл ҫӑлӑнма май панӑ.

Иезекииль хӑй никам ҫине те паллӑ лартман, усал ҫынсене пӗтернӗ чухне те хутшӑнман. Иеговӑн приговорне пурнӑҫа кӗртес ӗҫре ангелсен ертсе пымалла пулнӑ. Ҫапла майпа, ҫак курӑну пире пӗлӗтре мӗн пулса иртнине «курма» пулӑшать. Иегова хӑйӗн ангелӗсене йӗркесӗр ҫынсене тӗп тӑвас ӗҫре ертсе пыма анчах мар, ҫӑлӑнма тивӗҫлӗ ҫынсене уйӑрса илме те хушнӑ *.

Унччен пирӗн публикацисенче пиҫиххийӗ ҫумне ҫыруҫӑ хатӗрне ҫакнӑ ҫын хальхи вӑхӑтра ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене сӑнарласа парать тесе ӑнлантарнӑччӗ. Анчах та халӗ ҫак пророкла каланине тӗрӗсрех ӑнлантарса памалли курӑнать. Матфей 25:31—33-мӗшӗсем тӑрӑх, ҫынсене суд тӑвас ӗҫе Иисуса шанса панӑ. Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче вӑл татӑклӑ приговор йышӑнӗ, ун чухне сӑнарлӑ сурӑхсене (ҫӑлӑнма тивӗҫлӗ ҫынсене) сӑнарлӑ качакасенчен (пӗтерме тивӗҫлӗ ҫынсенчен) уйӑрӗ.

Ҫак тӗрӗсрех ӑнлантарса панине шута илсен Иезекииле кӑтартнӑ курӑнуран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

  1. Иерусалима аркатиччен Иезекииль Иеремияпа пӗрле, унччентерех Исаия пророк пекех, хуралҫӑ вырӑнӗнче пулнӑ. Пирӗн вӑхӑтра Иегова хӑйӗн халӑхне вӗрентме тата ҫывхарса килекен хӑрушла асап пирки асӑрхаттарма святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пӗчӗк ушкӑнӗпе усӑ курать. Анчах та пӗтес вӑхӑт ҫитесси пирки Христосӑн тарҫисем пурте пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ (Матф. 24:45—47).

  2. Иезекииль пекех, пирӗн вӑхӑтри Иеговӑн  ӗҫлекенӗсем ҫӑлӑнма тивӗҫлӗ ҫынсем ҫине паллӑ лартмаҫҫӗ. Вӗсем ангелсем ертсе пынипе Иеговӑн хыпарне пӗлтереҫҫӗ кӑна (Ӳлӗм. 14:6).

  3. Иезекииль вӑхӑтӗнче пулнӑ пекех, хальхи вӑхӑтра та никам ҫамки ҫине те куҫа курӑнакан паллӑ лартман. Анчах та ҫынсен сӑнарлӑ паллӑ илес тата ҫӑлӑнас тесен мӗн тумалла? Вӗсен ырӑ хыпара йышӑнмалла, ҫӗнӗ этем пулса тӑмалла, хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халалламалла тата Христосӑн тӑванӗсене пулӑшса тӑмалла (Матф. 25:35—40). Вара хӑрушла асап вӑхӑтӗнче вӗсем ҫине сӑнарлӑ паллӑ лартӗҫ, ҫапла майпа вӗсем ҫӑлӑнса юлма пултарӗҫ.

  4. Пиҫиххийӗ ҫумне ҫыруҫӑ хатӗрне ҫакнӑ ҫын Иисус Христоса сӑнарлать, вӑл ҫӑлӑнма тивӗҫлӗ ҫынсен ҫамки ҫине паллӑ лартаканӗ. Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Иисус темӗн чухлӗ этем ҫине эсир манӑн сурӑхӑмсем тесе паллӑ лартӗ. Вара вӗсем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнма пултарӗҫ (Матф. 25:34, 46) *.

  5. Алра кӑрал тытнӑ ултӑ ҫын Иисусӑн пӗлӗтри ҫарне сӑнарлать, вӑл ҫав ҫара ертсе пырать. Кӗҫех вӗсем йӗркесӗр ҫынсене тӗп тӑвӗҫ (Иез. 9:2, 6, 7; Ӳлӗм. 19:11—21).

Ҫак хаклӑ шухӑшсем Турӑ йӗркесӗр ҫынсемпе пӗрле хӑйне шанчӑклӑ ҫынсене пӗтерес ҫуккине ҫирӗп ӗненме пулӑшаҫҫӗ (2 Петр 2:9, 10; 3:9). Ҫавӑн пекех ҫак курӑну ырӑ хыпар сарас ӗҫ хальхи вӑхӑтра питӗ кирли ҫинчен аса илтерет. Пӗтес вӑхӑт ҫывхарса килесси ҫинчен пурин те илтмелле! (Матф. 24:14.)

^ 6 абз. Иеремийӑн ҫыруҫин Варухӑн, Эфиоп ҫыннин Авдемелехӑн тата рехавитсен ҫамки ҫине нимле паллӑ та лартман пулин те, вӗсем ҫӑлӑннӑ (Иер. 35:1—19; 39:15—18; 45:1—5). Вӗсем ҫине сӑнарлӑ паллӑ лартнӑ, ҫавӑнпа вӗсем чӗрӗ юлнӑ.

^ 12 абз. Ҫӑлӑнас тесен святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансене ҫав сӑнарлӑ паллӑ кирлӗ мар. Вӗсем ҫине хӑйсем вилес умӗн кӑшт маларах е хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланас умӗн юлашки хут яланлӑхах пичет лартӗҫ (Ӳлӗм. 7:1, 3).