Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 июнь

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир брошюрӑсен юлашки кӑларӑмӗсене тимлӗ вуласа тухрӑр-и? Аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине хӑвӑр хуравлама пултарнипе пултарайманнине тӗрӗслесе пӑхӑр:

Ӗлӗк-авал Израиль халӑхӗ вӑрҫӑ вӑрҫнине Иегова мӗншӗн ырланӑ?

Иегова — юратакан Турӑ. Апла пулин те, хушӑран вӑл хӑйӗн халӑхне йӗркесӗр ӗҫсенчен тата хӗсӗрленинчен хӳтӗлес тесе вӗсене ытти халӑхсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма хушнӑ. Камӑн вӑрҫа каймалли тата вӑрҫа хӑҫан пуҫламалли пирки Иегова хӑй йышӑну тунӑ (bp164-U, 4—5 стр.).

Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ҫула ҫитмен ачисене Иеговӑшӑн ӗҫлеме тытӑнма пулӑшас тесен мӗн тумалла?

Вӗсен хӑйӗн ҫула ҫитмен ачине юратмалла тата хӑйсене кӗҫӗне хумалла. Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗсен ӑнкаруллӑ пулмалла, хӑйсен ачисене ӑнланма тӑрӑшмалла (bw564, 9—11 стр.).

Мӗншӗн Рим папи Петр апостол вырӑнне ларнӑ теме ҫук?

Матфей 16:17, 18-мӗшӗсенче Петр апостолӑн христиансен пухӑвӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑмалла тесе каламан. Библи кӑтартса панӑ тӑрӑх, пухӑвӑн никӗсӗ Петр пулман, пухӑвӑн «кӗтеслӗх чулӗ» Иисусӑн пулса тӑмалла пулнӑ (1 Петр 2:4—8) (bp165-U, 12—14 стр.).

Мӗн те пулин калас умӗн мӗн ҫинчен шухӑшламалла?

Пирӗн сӑмахсем ыттисене ырӑлӑх кӳччӗр тесен 1) хӑҫан калаҫмалли ҫинчен (Еккл. 3:7); 2) мӗн каламалли ҫинчен (Ытар. 12:18) тата 3) мӗнле калаҫмалли ҫинчен (Ытар. 25:15) шухӑшламалла (bw565, 19—22 стр.).

Христиансем мӗнле тӳрӗ мар ӗҫсене тумаҫҫӗ?

Христиансем суймаҫҫӗ тата элеклесе ҫӳремеҫҫӗ. Вӗсем ыттисен ятне варалас тесе суя сармаҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӑрламаҫҫӗ тата ҫынсен укҫине е пурлӑхне улталаса туртса илмеҫҫӗ (bp169, 5-мӗш стр.).

Библире асӑннӑ «аслӑ священниксем» камсем пулнӑ?

«Аслӑ священниксем» тени, тен, священниксен ушкӑнӗнчи паллӑ ҫынсене пӗлтерет, вӗсем шутне унччен чи аслӑ священниксем пулса ӗҫленӗ ҫынсем те кӗнӗ пулас (bp169, 10-мӗш стр.).

Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакан христиансем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

Христиансем каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансене асла хумаҫҫӗ. Чӑннипе святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем хӑйсем ҫине ытлашши пӑхтарма тӑрӑшмаҫҫӗ тата мана пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнӗ тесе ыттисене каласа ҫӳремеҫҫӗ (Матф. 23:8—12) (bw566, 23—24 стр.).

Авраам мӗне пула Туррӑн тусӗ пулса тӑнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

Авраам Турӑ ҫинчен Симран пӗлнӗ пулмалла. Ҫавӑн пекех хӑйӗншӗн тата ҫемйишӗн Турӑ тӑрӑшнине курнӑ, ҫакӑ ӑна хаклӑ опыт пухма пулӑшнӑ. Пирӗн те Авраам ӗненнӗ пек ӗненес килет (bw567, 9—10 стр.).

Библие сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫине мӗнле пайласа тухнӑ?

XIII ӗмӗрте Стефан Ленгтон священник Библие сыпӑксем ҫине пайласа тухнӑ. Еврей Ҫырӑвӗсене сӑвӑ йӗркисем ҫине чи малтан иудейсен ҫыруҫисем пайласа тухнӑ, XVI ӗмӗрте вара Робер Этьенн Грек Ҫырӑвӗсене сӑвӑ йӗркисем ҫине пайланӑ (bp169, 14—15 стр.).

Сатана Иисуса илӗртнӗ чухне чӑннипех ӑна храм тӑррине тӑратнӑ-ши?

Ҫак ыйту ҫине татӑклӑ хурав пама ҫук. Матфей 4:5-мӗшӗнчи тата Лука 4:9-мӗшӗнчи сӑмахсем Иисуса курӑнура храм тӑррине тӑратнине те, вӑл храм территорийӗнчи пӗр-пӗр ҫӳллӗ вырӑнта чӑннипе тӑнине те пӗлтерме пултараҫҫӗ (bw568, 31—32 стр.).

Христиансем ырӑ хыпар сарнине мӗншӗн сывлӑмпа танлаштарма пулать?

Сывлӑм сывлӑшри пӑсран майӗпен-майӗпен пулса пырать. Вӑл уҫӑлтарать тата чӗрӗлӗх парать. Чӑнах та, сывлӑм вӑл — Турӑ панӑ пиллӗх (Сак. аст. 33:13). Туррӑн ӗҫлекенӗсем пурте пӗрле ырӑ хыпар сарнине сывлӑмпа танлаштарма пулать (bw569, 4-мӗш стр.).