Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 апрель

Яланах тӳсӗмлӗ пулар

Яланах тӳсӗмлӗ пулар

«Пур тӗлӗшпе те ырӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулас тесессӗн, сирӗн яланах тӳсӗмлӗ пулмалла» (ИАК. 1:4).

ЮРӐСЕМ: 24, 139

1, 2. а) Гедеонпа унӑн 300 ҫар ҫынни тӳсӗмлӗ пулнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Матфей 24:13-мӗшӗ тӑрӑх, тӳсӗмлӗ пулни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

ҪАПӐҪУ питӗ хӗрӳ пулнӑ. Израильтянсем Гедеон судья ертсе пынипе тӑшмансене — мадиансен тата вӗсемпе пӗрле ҫапӑҫӑва тухнӑ халӑхсен ҫарне — ҫӗрӗпех хӑваласа пынӑ. Вӗсем пӗр 30 ҫухрӑм кайнӑ та ӗнтӗ! Библире малалла мӗн пулнине каласа панӑ: «Гедеон Иордан хӗррине аннӑ, хӑй те, хӑйпе пӗрле пынӑ виҫҫӗр ҫын та тепӗр енне каҫнӑ. ...Вӗсем ӗшенсе... ҫитнӗ пулнӑ». Анчах ҫапӑҫу вӗҫленмен-ха. Гедеонпа унӑн ҫыннисен пӗр вунпилӗк пинлӗ ҫарпа ҫапӑҫмалла пулнӑ. Мадиам пусмӑрӗ айӗнче израильтянсем темиҫе ҫул хушшиех пурӑннӑ, ҫавӑнпа халӗ алла усма юраманнине вӗсем ӑнланнӑ. Вӗсем тӑшмансене ҫӗнтерес тесе мадиансене малаллах «хӑваласа» кайнӑ. Юлашкинчен вара вӗсене парӑнтарнӑ (Тӳр. 7:22; 8:4, 10, 28).

2 Эпир те хаяр ҫапӑҫура кӗрешетпӗр. Пирӗн тӑшмансем вара — Сатана, унӑн тӗнчи тата хамӑрӑн ҫитменлӗхсем. Пирӗнтен хӑш-пӗрисем ҫак кӗрешӗве вун-вун ҫул хушши хутшӑнаҫҫӗ ӗнтӗ тата Иегова пулӑшнипе пирӗн ҫӗнтерӳсем те сахал мар пулнӑ. Хӑш-пӗр чухне хамӑр тӑшмансемпе кӗрешсе тата ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта кӗтсе эпир ӗшенсе те ҫитетпӗр. Анчах та хальлӗхе татӑклӑ ҫапӑҫу пулман-ха. Иисус юлашки кунсенче пурӑнакансен пысӑк  йывӑрлӑхсене тата хаяррӑн хӗсӗрленине тӳсме тивӗ тесе асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вӗҫне ҫитичченех тӳсекен ҫеҫ ҫӑлӑнӗ тесе каланӑ. (Матфей 24:13 вуласа пар.) Анчах та мӗн вӑл тӳсӗмлӗх? Тӳсӗмлӗ пулма мӗн пулӑшма пултарать? Тӳсӗмлӗхе кӑтартнисенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Тата «яланах тӳсӗмлӗ» пулас тесен мӗн тумалла? (Иак. 1:4.)

МӖН ВӐЛ ТӲСӖМЛӖХ?

3. Мӗн вӑл тӳсӗмлӗх?

3 Библи тӑрӑх, тӳсӗмлӗ пулни йывӑрлӑхсене е асапсене чӑтса ирттернине ҫеҫ пӗлтермест. Тӳсӗмлӗх пирӗн шухӑшсемпе тата туйӑмсемпе, ҫавӑн пекех ҫивӗч лару-тӑрура эпир хамӑра мӗнле тытнипе ҫыхӑнса тӑрать. Тӳсӗмлӗхе кӑтартакан ҫын хӑюллӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ тата чӑтӑмлӑ. Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, тӳсӗмлӗх вӑл — «йывӑрлӑхсене йӑвашшӑн ҫеҫ мар, ҫунса тӑракан шанчӑкпа та тӳссе ирттерме пулӑшакан шухӑш-кӑмӑл». Ҫавӑн пекех унта ҫырнӑ: «Ҫак паха ен ҫынна ҫиле хирӗҫ тӑнӑ чухне те ура ҫинче ҫирӗп тӑма пулӑшать. Ҫак паха енех ҫынна чи пысӑк йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулӑшать, мӗншӗн тесен вӑл асап хыҫӗнче тӗллевне курать».

4. Мӗншӗн тӳсӗмлӗ пулма юрату хавхалантарса тӑрать теме пулать?

4 Тӳсӗмлӗ пулма пире юрату хавхалантарать. (1 Коринф 13:4, 7 вуласа пар.) Иеговӑна юратнӑран эпир йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах унӑн ирӗкне тӳсӗмлӗн туса тӑратпӑр (Лука 22:41, 42). Тӑвансене юратни пире вӗсен ҫитменлӗхӗсене чӑтӑмлӑхпа тӳсме пулӑшать (1 Петр 4:8). Мӑшӑра юратни пире ҫемьене ҫирӗплетме тата кашни ҫемьере пулакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать (1 Кор. 7:28).

ТӲСӖМЛӖ ПУЛМА МӖН ПУЛӐШАТЬ?

5. Мӗншӗн тӳсӗмлӗ пулма Иегова пуринчен лайӑхрах пулӑшма пултарать?

5 Иеговӑран вӑй ыйтӑр. Иегова — «тӳсӗмлӗх паракан, лӑплантаракан Турӑ» (Рим 15:5). Пирӗн мӗнле йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тивнине те, пирӗн ҫине лару-тӑру, туйӑмсем тата генсем мӗнле витӗм кӳнине те Иегова кӑна пӗтӗмпех ӑнланать. Тӳсӗмлӗ пулма вӑл пуринчен лайӑхрах пулӑшма пултарать. «Вӑл Хӑйӗнчен хӑракансенӗн ӗмӗтне ҫитерет, вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтет те — ҫӑлать вӗсене»,— тенӗ Библире (Пс. 144:19). Анчах та эпир тӳсӗмлӗ пулма Турӑран вӑй ыйтнӑ чухне вӑл мӗнле хуравлать?

6. Библире каланӑ тӑрӑх, йывӑр килнӗ вӑхӑтра Иегова пире мӗнле майпа «ҫӑмӑллӑх» пама пултарать?

6 1 Коринф 10:13 вуласа пар. Йывӑр килнӗ чухне эпир Иеговӑран пулӑшу ыйтатпӑр пулсан, вӑл пире «ҫӑмӑллӑх» паратех. Вӑл пирӗн йывӑрлӑха тӳрех татса парӗ-ши? Тен, парӗ те. Анчах ытларах чухне Турӑ «чӑтса ирттермелӗх» вӑй парать. Ҫапла, Иегова пире тӗреклетет, ҫавӑнпа та эпир «чӑтӑмлӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулса... пурне те савӑнса чӑтса» ирттерме пултаратпӑр (Кол. 1:11). Иегова пирӗн вӑй-хала, ӑс-тӑна тата кӑмӑл-туйӑма кура эпир мӗн тума пултарнипе пултарайманнине пӗлет, ҫавӑнпа та шанчӑклӑ тӑрса юлма май ҫук таранах лару-тӑрӑва вӑл йывӑрланса кайма памасть.

7. Тӳсӗмлӗ пулма мӗншӗн шанчӑклӑ чура парса тӑракан апат кирлӗ? Тӗслӗхпе ӑнлантарса парӑр.

7 Шанчӑклӑ чура парса тӑракан апатпа ӗненӗве ҫирӗплетӗр. Эверест тӑвӗ ҫине — тӗнчери чи ҫӳллӗ ту ҫине — хӑпаракан альпинистсене кашни кун 6  000-е яхӑн калори кирлӗ, ҫакӑ вара этеме вӑтамран мӗн чухлӗ кирлинчен чылай ытларах. Ту тӑррине хӑпарса ҫитме альпинистӑн май килнӗ таран нумайрах калориллӗ апат ҫимелле. Ҫавӑн пекех пирӗн те христиансен ҫулӗнчен пӑрӑнса каяс мар тесен тата хамӑрӑн тӗллеве пурнӑҫа кӗртес тесен шанчӑклӑ чура парса тӑракан апата пӗрмаях ҫимелле. Библи вулама, тӗпчеме тата пухусене ҫӳреме вӑхӑт уйӑрма пирӗн ҫирӗп шут  тытмалла. Ӗненӗве ҫирӗплетекен ҫак ӗҫсене «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа пыракан апатпа» танлаштарма пулать (Иоанн 6:27).

8, 9. а) Иов 2:4, 5 тӑрӑх, йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернӗ чухне мӗн асра тытмалла? ӑ) Йывӑр лару-тӑрура эпир куҫ умне мӗн кӑларса тӑратма пултаратпӑр?

8 Тавлашуллӑ ыйтӑва асра тытӑр. Пирӗнтен хӑшӗ те пулин йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен сӑмах эпир асапланни ҫинчен ҫеҫ пымасть. Йывӑрлӑхсене мӗнле тӳссе ирттернинчен эпир Иеговӑна Чи Аслӑ Патша вырӑнне хунипе хуманни курӑнать. Туррӑн аслӑ влаҫне хирӗҫ тӑнӑ Сатана Иеговӑна ҫапла айӑпласа каланӑ: «Пурӑнас кунҫулӗшӗн вара этем хӑйӗн мӗн пуррине те пама хатӗр; Эсӗ аллуна тӑс-ха, унӑн [Иовӑн] шӑмми-шаккине, ӳтне-тирне сӗртӗн-ха, вӑл Сана мухтаса пурӑнӗ-и?» (Иов 2:4, 5.) Сатана никам та Иеговӑшӑн ахальтен ӗҫлемест тесе каланӑ. Унтанпа Сатана улшӑннӑ-и? Пӗртте улшӑнман! Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен ӑна пӗлӗтрен хӑваласа антарса янӑ хыҫҫӑн та вӑл «пирӗн тӑванӑмӑрсем ҫинчен Туррӑмӑр умӗнче кунӗн-ҫӗрӗн элек паракан элекҫех» тӑрса юлнӑ (Ӳлӗм. 12:10). Сатана ҫынсем Турӑшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесе тӑмаҫҫӗ тесе паян та калать. Вӑл эпир йывӑрлӑхсене парӑнса Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑма пӑрахасса хытӑ кӗтет.

9 Ҫавӑнпа йывӑрлӑхсем тӳснӗ вӑхӑтра куҫ умне ҫакна кӑларса тӑратӑр: пӗр енче Сатанапа унӑн демонӗсем тӑраҫҫӗ, вӗсем сирӗн ҫине тӗллесе кӑтартса эсир йывӑрлӑхсем айне пулса авӑнса ларатӑр теҫҫӗ. Тепӗр енче вара Иегова, пӗлӗтре патшара ларакан унӑн Ывӑлӗ, святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, чӗрӗлсе тӑнӑскерсем, тата нумай-нумай ангел тӑраҫҫӗ. Вӗсем сире хавхалантараҫҫӗ тата эсир кунран кун тӳсӗмлӗ пулса Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнишӗн хӗпӗртеҫҫӗ. Унтан Иегова сана хӑвна: «Эй ывӑлӑм, ӑслӑ пул, чӗреме савӑнтар — вара хама кӳрентерекене хуравлама пӗлӗп эпӗ»,— тесе калать (Ытар. 27:11).

10. Иисусран тӗслӗх илсе эпир мӗн ҫинчен пӗрмаях шухӑшлама пултаратпӑр?

10 Тӳсӗмлӗ пулнишӗн парне илесси пирки пӗрмаях шухӑшлӑр. Ҫакӑн пек тӗслӗх илер: эсир вӑрӑм тоннель тӑрӑх утатӑр, шӑп варрине ҫитсен чарӑнса тӑратӑр. Йӗри-тавра сӗм-тӗттӗм. Ҫав-ҫавах эсир малалла утсан кӗҫех ҫутӑ курасса ҫирӗп шанатӑр. Ҫавӑн пекех пире те йывӑрлӑхсем нихӑҫан пӗтмен пек туйӑнма пултарать. Тен, Иисусӑн та ҫакнашкал туйӑмсем пулнӑ. Унӑн «ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫав тӗрлӗ мӑшкӑл тунине» тӳсме тата юпа ҫинче асапланса вилме тивнӗ. Ҫакӑ Иисусӑн пурнӑҫӗнчи чи йывӑр вӑхӑт пулнӑ! Апла пулин те, Иисус «Хӑй валли хатӗрленӗ савӑнӑҫа курмашкӑн» пурне те тӳснӗ (Евр. 12:1—3). Вӑл тӳсӗмлӗ пулнишӗн хӑйне мӗнле парне кӗтни ҫинчен пӗрмаях шухӑшланӑ. Иисус хӑй шанчӑклӑ тӑрса юлни Иеговӑн ятне сӑваплӑ тума тата Иегова Чи Аслӑ Патша пулма тивӗҫлине кӑтартма пулӑшассине курса тӑнӑ. Иисус пӗр вӑхӑт хушши ҫеҫ асап курнӑ, анчах та вӑл пӗлӗтре илнӗ парне — ӗмӗрлӗхех пулӗ! Паян эпир питӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратпӑр, вӗсене чӑтса ирттерме ҫук пек туйӑнма та пултарать. Анчах та ҫакна ан манӑр: ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫул ҫинчи йывӑрлӑхсем кӗске вӑхӑтлӑха кӑна.

ТӲССЕ ПУРӐННИСЕМ

11. Тӳссе пурӑннисен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлани мӗншӗн усӑллӑ?

11 Йывӑрлӑхсем килсе ҫапсан эпир тӑр-пӗчченех мар. Сатана кӑларса тӑратнӑ йывӑрлӑхсене тӳсекен шанчӑклӑ христиансене хавхалантарас тесе Петр апостол ҫапла ҫырнӑ: «Тӑванӑрсем те тӗнчере ҫавӑн пек асапсем курнине пӗлсе, эсир ҫирӗп ӗненсе шуйттана хирӗҫ тӑрӑр» (1 Петр 5:9). Тӳссе пурӑннисен тӗслӗхӗсем пире ҫирӗп кӑмӑллӑ пулма, пуласлӑх ҫине шанӑҫпа пӑхма пулӑшаҫҫӗ тата шанчӑклӑ тӑрса юлсан парне илесси пирки аса  илтерсе тӑраҫҫӗ (Иак. 5:11). Айтӑр ҫав тӗслӗхсенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухар 1.

12. Эдем пахчине хӳтӗлеме тӑратнӑ херувимсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

12 Херувимсем. Ҫак ангелсем питӗ пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫынсем курнӑ ангелсенчен вӗсем чи пӗрремӗшсем пулнӑ. Пире йывӑр ӗҫ шанса пачӗҫ пулсан херувимсен тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлани ҫав ӗҫе тӳсӗмлӗхпе тума пулӑшӗ. Иегова Турӑ «чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне пыракан ҫула сыхламашкӑн Эдем пахчи умне, тухӑҫ енне, Херувима [«херувимсене», ҪТ] тӑратнӑ тата ҫавӑрӑнса тӑракан вутлӑ хӗҫ хунӑ» (Пулт. 3:24) 2. Херувимсене пултарнӑ чухне вӗсене ҫав ӗҫе тума пултарман, мӗншӗн тесен ҫынсем ҫылӑхлӑ пулса тӑрасси тата Туррӑн аслӑ влаҫне хирӗҫ каясси Иеговӑн шухӑшра та пулман. Апла пулин те, ҫав ангелсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫ пирки ӳпкелешнӗ тесе Библире ниҫта та каламан. Ҫав ӗҫ вӗсене йӑлӑхтарса ҫитермен тата вӗсем унтан пӑрахса кайман. Турра итлесе вӗсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе, тен, ҫӗре шыв иличченех, 1600 ҫул ытла, тӳсӗмлӗн туса тӑнӑ!

13. Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме Иова мӗн пулӑшнӑ?

13 Иов патриарх. Сире тус е килтисенчен кам та пулин каланӑ сӑмахсем кӳрентернӗ пулсан, е эсир йывӑр чирпе асапланатӑр пулсан, е ҫывӑх ҫын вилни пирки хуйхӑратӑр пулсан, Иовӑн тӗслӗхӗ сире лӑплантарма пултарать (Иов 1:18, 19; 2:7, 9; 19:1—3). Туррӑн ҫав ӗҫлекенӗ хӑй мӗншӗн асапланнине пӗлмен пулсан та, хуйхӑ ӑна хуҫса антарайман. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл «Турӑран хӑракан ҫын пулнӑ» (Иов 1:1). Вӑл лайӑх чухне те, япӑх чухне те Иеговӑна юрама ҫирӗп шут тытнӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова ӑна хӑйӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлама пулӑшнӑ. Ҫакӑ Иова Иегова унӑн пур йывӑрлӑхне те кирлӗ вӑхӑтра татса парасса тата хытӑрах ӗненме пулӑшнӑ (Иов 42:1, 2). Шӑпах ҫапла пулнӑ та. «Иова Ҫӳлхуҫа вӑл мӗн ҫухатнине каялла тавӑрса панӑ; Ҫӳлхуҫа Иова унчченхинчен икӗ хут нумайрах панӑ»,— тенӗ Библире. Иовӑн кунҫулӗ вӑрӑм пулнӑ, вӑл тулли пурнӑҫпа пурӑнса ирттернӗ (Иов 42:10, 17).

14. 2 Коринф 1:6 тӑрӑх, Павел тӳсӗмлӗ пулни ыттисене мӗнле пулӑшнӑ?

14 Павел апостол. Эсир хирӗҫ тӑнипе е тӑшмансем хӗсӗрленипе тӗл пулатӑр-и? Е, тен, эсир район надзирателӗ е старейшина пулса ӗҫлетӗр, ҫавӑнпа нумай яваплӑх пулнӑран сирӗн хулпуҫҫи ҫинче йывӑр ҫӗклем выртнине туятӑр. Апла пулсан, Павел тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вӑл хаяррӑн хӗсӗрленине тӳснӗ, ҫавӑн пекех пухури тӑвансемшӗн яланах  пӑшӑрханнӑ (2 Кор. 11:23—29). Ҫапах та Павел парӑнман, унӑн тӗслӗхӗ ыттисене ҫирӗплетнӗ. (2 Коринф 1:6 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ чухне сирӗн тӗслӗх ыттисене хавхалантарма пултарасси ҫинчен ан манӑр.

ЭСИР «ЯЛАНАХ ТӲСӖМЛӖ» ПУЛӐР-ШИ?

15, 16. а) Мӗншӗн пирӗн яланах тӳсӗмлӗ пулмалла? ӑ) Тӳсӗмлӗх лайӑх енсене аталантарма пулӑшма пултарнине кӑтартакан тӗслӗхсене илсе парӑр.

15 Турӑ хавхалантарнипе Иаков ҫырнӑ: «Сирӗн яланах тӳсӗмлӗ пулмалла». Ҫакӑ мӗншӗн кирлӗ? Ҫак сӑмахсем умӗн Иаков: «Пур тӗлӗшпе те ырӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулас тесессӗн»,— тенӗ (Иак. 1:4). Час-часах йывӑрлӑхсем пире хамӑрӑн ҫитменлӗхсене курма тата хӑш тӗлӗшрен улшӑнмаллине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ чухне эпир лайӑх енсене аталантаратпӑр. Тӗслӗхрен, йывӑрлӑхсем пире чӑтӑмлӑрах, пархатарлӑрах пулма е ыттисене ытларах хӗрхенме пулӑшаҫҫӗ.

Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ чухне эпир лайӑх енсене аталантаратпӑр (15, 16 абзацсене пӑхӑр.)

16 Тӳсӗмлӗх лайӑх енсене аталантарма пулӑшать, ҫавӑнпа эпир йывӑрлӑха татса парас тесе Библири принципсене пӑсмастпӑр. Сӑмахран, сирӗн пуҫра таса мар шухӑшсем явӑнма пуҫласан, вӗсене тӳрех пӗтерме тӑрӑшӑр. Иеговӑна кӗлтӑвӑр тата ирсӗр шухӑшсене пуҫран кӑларса пӑрахӑр. Ҫапла тусан эсир чаруллӑ пулма вӗренсе пыратӑр. Килтисем, Свидетель маррисем, хирӗҫ тӑраҫҫӗ пулсан алла ан усӑр, ан парӑнӑр. Малалла та Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлеме ҫирӗп шутлӑ пулӑр. Вара эсир Иеговӑна тата ытларах шанма пуҫлатӑр. Асра тытӑр: тӳсӗмлӗх пулмасан эпир Турра юрама пултараймастпӑр (Рим 5:3—5; Иак. 1:12).

17, 18. а) Мӗншӗн вӗҫне ҫитичченех тӳсӗмлӗ пулмалла? Тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) Пӗтес вӑхӑт ҫывхарса килнӗ май эпир мӗне ҫирӗп шанса тӑратпӑр?

17 Пирӗн пӗр вӑхӑт хушши ҫеҫ мар, вӗҫне ҫитичченех тӳсӗмлӗ пулмалла. Тӗслӗхшӗн, путма пуҫланӑ карапа илер. Чӗрӗ юлмашкӑн унти ҫынсен ҫыран хӗрне ишсе ҫитмелле. Вӗсенчен хӑшӗ те пулин ывӑннипе ҫырантан темиҫе метрта ишме пӑрахсан, мӗн пулать? Вӑл унран маларах путса вилнисем пекех путса вилӗ. Ҫавӑнпа эпир ҫӗнӗ тӗнчене кӗричченех тӳсӗмлӗ пулма ҫирӗп шут тытатпӑр. Пирӗн пурнӑҫ тӳсӗмлӗ пулнинчен килет. Пирӗн шухӑш-кӑмӑл Павел апостолӑнни пекех, вӑл ҫырнӑ: «Эпир... пуҫа усмастпӑр» (2 Кор. 4:1, 16).

18 Иегова пире вӗҫне ҫитичченех тӳсӗмлӗ пулма пулӑшасса эпир ҫирӗп шанса тӑратпӑр. Эпир Павел апостол Рим ҫыннисене каланӑ ҫак сӑмахсемпе килӗшетпӗр: «Эпир ҫакна пурне те хамӑра Юратаканӑн хӑвачӗпе ҫӗнтерсе тӑратпӑр. Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп: вилӗм те, пурӑнӑҫ та, ангелсем те, тӳпери пуҫлӑхсем те, хӑватсем те, хальхи те, малашнехи те, ҫӳлти те, тӗпӗнчи те — мӗн пултарнинчен нихӑшӗ те — пире Турӑ юратӑвӗнчен, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ кӑтартнӑ юратуран, уйӑраяс ҫук» (Рим 8:37—39). Паллах ӗнтӗ, хӑш-пӗр чухне эпир ывӑнма пултаратпӑр. Апла пулин те, айтӑр вӗҫне ҫитичченех тӳсӗмлӗ пулар, вара пирӗн пирки те, Гедеонпа унӑн ҫыннисем ҫинчен каланӑ пекех, малалла та «хӑваласа» кайнӑ теме май пулать (Тӳр. 8:4).

^ 1 11-мӗш абзац. Ҫавӑн пекех Туррӑн хальхи вӑхӑтри ӗҫлекенӗсем тӳсӗмлӗх кӑтартни ҫинчен вулани сире хавхалантарӗ, паллах. Тӗслӗхрен, 1992, 1999 тата 2008 ҫулхи «Ежегодниксенче» Эфиопири, Малавири тата Раҫҫейри тӑвансемпе мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пани сирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗ.

^ 2 12-мӗш абзац. Библире ҫав ӗҫе миҫе херувима шанса пани пирки каламан.