Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 апрель

Турӑ хӑйне шанчӑклисене пиллет

Турӑ хӑйне шанчӑклисене пиллет

«Хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек пулӑр» (ЕВР. 6:12).

ЮРӐСЕМ: 3, 54

1, 2. Иеффайпа унӑн хӗрӗн мӗнле ҫӑмӑл мар йышӑну тумалла пулнӑ?

ТИНЕХ канӑҫсӑр шухӑшсем сирӗлсе кайрӗҫ. Ҫамрӑк хӗр вӑрҫӑран чӗрӗ-сывӑ таврӑнакан ашшӗне курма питӗ хавас. Ашшӗ тӑшмансене ҫӗмӗрсе аркатнишӗн вӑл савӑннипе юрласа ташлать. Ашшӗ вара хӗрӗпе пӗрле савӑнас вырӑнне вӑрҫӑ шӑрши ҫапнӑ тумтирне туртса ҫурать те калать: «Ах, хӗрӗм, хӗрӗм! Эсӗ мана ҫапсах хуҫрӑн!» Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӗрӗн пурнӑҫне яланлӑхах улӑштаракан сӑмахсем каланӑ. Ҫак хӗрӗн ҫемьеллӗ пулма ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗ пӗр самантрах хуҫӑлнӑ. Анчах та вӑл ҫухалса кайман, хӑйӗн ашшӗне Иеговӑна панӑ сӑмаха тытма хавхалантарнӑ. Унӑн сӑмахӗсенчен вӑл хытӑ ӗненни курӑннӑ. Иегова кирек мӗн тума ыйтсан та, ҫакӑ уншӑн чи лайӑххи пулнине вӑл ҫирӗп ӗненнӗ (Тӳр. 11:34—37). Хӗрӗ ашшӗ мӗн каланине пурнӑҫлама хатӗр пулни Иеговӑна савӑнтарнӑ паллах, ҫавӑнпа Иеффай та питӗ хӗпӗртенӗ.

2 Иеффай та, унӑн хӗрӗ те Иеговӑна чун-чӗререн шаннӑ. Иегова кӑтартакан ҫулпа пыма хӑш-пӗр чухне йывӑр пулсан та, ҫак  ҫул чи лайӑх ҫул пулни пирки вӗсем пӗртте иккӗленмен. Хӑйсене Турӑ ырлани вӗсемшӗн чи хакли пулнӑ, ҫавӑншӑн кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме хатӗр тӑнӑ.

3. Иеффайпа унӑн хӗрӗн тӗслӗхӗ пирӗншӗн мӗнпе усӑллӑ?

3 Хӑш-пӗр чухне Иеговӑшӑн шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Анчах та Библи пире «ӗненӳшӗн кӗрешме ӳкӗтлесе» калать (Иуда 3, ҪХ). Ҫак ӳкӗт тӑрӑх пурӑнма Иеффайпа унӑн хӗрӗн тӗслӗхӗ пулӑшма пултарать. Айтӑр вӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине тата ҫав йывӑрлӑхсене мӗнле тӳссе ирттернине пӑхса тухар. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма вӗсене мӗн пулӑшнӑ-ши?

ҪАК ТӖНЧЕ ВИТӖМ КӲНИНЕ ПӐХМАСӐРАХ ШАНЧӐКЛӐ ТӐРСА ЮЛӐР

4, 5. а) Израильтянсем Пама пулнӑ ҫӗре кӗнӗ чухне Иегова вӗсене мӗнле хушу панӑ? ӑ) 105-мӗш Псалом тӑрӑх, израильтянсем итлеменнине пула мӗн пулса тухнӑ?

4 Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлманни мӗн патне илсе ҫитернине Иеффайпа унӑн хӗрӗ кашни кун курса тӑнӑ. Пӗр 300 ҫул маларах, вӗсен мӑнаслашшӗсем Пама пулнӑ ҫӗре кӗрес умӗн, Турӑ унта пурӑнакан суя тӗнлӗ халӑхсене пурне те пӗтерме хушнӑ (Сак. аст. 7:1—4). Анчах та израильтянсем Турӑ хушнине пурнӑҫламан. Ҫавна пула вӗсенчен нумайӑшӗ хананейсен йӑли-йӗркине тытса тӑма пуҫланӑ, вара суя турӑсене пуҫҫапасси тата аскӑн ӗҫсем тӑвасси ӑшне путнӑ. (Псалом 105:34—39 вуласа пар.)

5 Израильтянсем шанчӑклӑ тӑрса юлманни Иеговӑна питӗ кӳрентернӗ, ҫавӑнпа вӑл вӗсене хӳтӗлеме пӑрахнӑ (Тӳр. 2:1—3, 11—15; Пс. 105:40—43). Израильте Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ ҫемьесене ҫав вӑхӑтра мӗн тери йывӑр пулнӑ пулӗ! Ҫапах та Турӑран хӑракан ҫынсем, тӗслӗхрен, Иеффайпа унӑн хӗрӗ, Елкана, Анна тата Самуил ниме пӑхмасӑр Турра юраса пурӑнма ҫирӗп шут тытнӑ (1 Патш. 1:20—28; 2:26).

6. Ҫак тӗнчери ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнлерех тата пирӗн мӗн тумалла?

6 Паянхи тӗнчери ҫынсенчен нумайӑшӗ, авалхи хананейсем пекех, аскӑнланса пурӑннипе, пусмӑрла ӗҫсем тунипе тата пурлӑх пухнипе мухтанаҫҫӗ. Авалхи Израиль вӑхӑтӗнчи пекех, паян та Иегова асӑрхаттарусем парать, вӗсем пире ҫак тӗнче япӑх витӗмӗнчен хӳтӗленме пулӑшаҫҫӗ. Ӗлӗк-авал израильтянсемпе мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (1 Кор. 10:6—11.) Айтӑр ҫак тӗнчери ҫынсен шухӑшӗсем пирӗн ҫине витӗм ан кӳччӗр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшар (Рим 12:2). Турра шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе эпир мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр-и?

ӖМӖТ ТАТӐЛСАН ТА ШАНЧӐКЛӐ ТӐРСА ЮЛӐР

7. а) Тӑван халӑхӗ Иеффайпа хӑйне мӗнле тытнӑ? ӑ) Иеффай хӑйне мӗнле тытнӑ?

7 Иеффай пурӑннӑ чухне израильтянсем шанчӑклӑ пулманнине пула филистимсемпе аммонсем вӗсене пусмӑрланӑ (Тӳр. 10:7, 8). Анчах та ҫав халӑх ҫыннисем ҫеҫ мар, тӑван-пӗтенӗсем те, Израиль пуҫлӑхӗсем те Иеффай умне йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ. Кӗвӗҫнипе тата курайманнипе тӑван мар шӑллӗсем Иеффая килӗнчен хӑваласа кӑларса янӑ та малтанхи ывӑла паракан еткерлӗхсӗр тӑратса хӑварнӑ (Тӳр. 11:1—3). Вӗсем хӑйпе хаяррӑн тытни Иеффая усаллантарса яман. Халӑх пуҫлӑхӗсем унран пулӑшу ыйтсан вӑл вӗсене хӑваласа ярас вырӑнне пулӑшма килӗшнӗ (Тӳр. 11:4—11). Мӗншӗн Иеффай хӑйне ҫапла тытнӑ?

8, 9. а) Моисей саккунӗнчи мӗнле принципсем Иеффая пулӑшнӑ? ӑ) Иеффайшӑн чи кирли мӗн пулнӑ?

8 Иеффай хастар ҫар ҫынни кӑна пулман,  вӑл Израиль халӑхӗн историне те, Моисей саккунне те питӗ лайӑх пӗлнӗ. Турӑ хӑйне Израиль халӑхӗпе мӗнле тытнине кура Иеффай Иеговӑшӑн мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине вӗренсе пынӑ (Тӳр. 11:12—27). Моисей саккунӗнчи Туррӑн принципӗсем унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ ҫине витӗм кӳнӗ тата унӑн чӗрине пырса тивнӗ. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен кӳренсе ҫӳрес вырӑнне пӗр-пӗрне юратасса кӗтнине Иеффай пӗлнӗ. Саккун тӑрӑх, ҫынна пулӑшу кирлӗ пулсан, вӑл тӑшманла тӑраканскер пулсан та, ӑна пулӑшмалла пулнӑ. (Тухни 23:5; Левит 19:17, 18 вуласа пар.)

9 Иеффай ҫине Иосиф тӗслӗхӗ те витӗм кӳме пултарнӑ. Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене, вӗсем «ӑна курайми пулнӑ» пулин те, хӗрхенсе каҫарнӑ (Пулт. 37:4; 45:4, 5). Ҫакнашкал тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшлани Иеффая хӑйӗн ӗҫӗсемпе Иеговӑна савӑнтарма пулӑшса тӑнӑ пулӗ. Хӑйӗн тӑванӗсем мӗн туни Иеффайӑн чӗрине амантнӑ паллах, анчах та вӑл Иеговӑшӑн тата хӑйӗн халӑхӗшӗн ӗҫлеме пӑрахман (Тӳр. 11:9). Иеговӑн ятне хӳтӗлессине вӑл хӑйӗн туйӑмӗсенчен мала хунӑ. Иеффай Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлни ӑна та, ыттисене те нумай усӑ кӳнӗ (Евр. 11:32, 33).

10. Библири принципсем христиансене Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

10 Иеффайӑн тӗслӗхӗ сирӗн чӗрене пырса тивет-и? Тен, сирӗн ӗмӗт татӑлнӑ е пухура эсир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ. Ун пек пулса тухсан та, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме, Иеговӑна пуҫҫапма тата пухупа пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахмалла мар. Айтӑр Иеффай пек Библири принципсемпе усӑ курар. Ҫакӑ пире йывӑр туйӑмсене ҫӗнтерме тата хамӑра мӗнле тытнипе ыттисене тӗслӗх кӑтартма пулӑшӗ (Рим 12:20, 21; Кол. 3:13).

ТУРӐШӐН ХАМӐРА ШЕЛЛЕМЕСӖР ӖҪЛЕНИ ӖНЕНӲ ПУРРИНЕ КӐТАРТАТЬ

11, 12. Иеффай Иеговӑна мӗн тума сӑмах панӑ тата ҫакӑ мӗне пӗлтернӗ?

11 Турӑ пулӑшмасан Израиль халӑхне аммонсен пусмӑрлӑхӗнчен хӑтарма ҫуккине Иеффай ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Иегова аммонсене ҫӗнтерме пулӑшсассӑн тӑван килӗм хапхинчен хирӗҫ кам тухӗ, «ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗп» тесе сӑмах панӑ (Тӳр. 11:30, 31). Иеффай мӗн каласшӑн пулнӑ?

12 Ҫынна парне пек кӳресси Иеговӑшӑн йӗркесӗр япала, ҫавӑнпа Иеффай хӑйӗн килӗнчисенчен кама та пулин ҫунтарса парне кӳме шутламан паллах (Сак. аст. 18:9, 10). Моисей саккунӗ тӑрӑх, чӗрчуна «пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парнене» панӑ чухне ӑна пайӑн мар, ним хӑвармасӑр ҫунтармалла пулнӑ. Апла пулсан, Иеффай ҫав ҫынна Турра халалласси пирки, вӑл пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлесси пирки каланӑ пулас. Иегова Иеффай мӗн каланипе килӗшнӗ, вӑл ӑна чаплӑ ҫӗнтерӳ парса пилленӗ (Тӳр. 11:32, 33). Анчах та Иеффай «пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне» пек парӑп тенӗ ҫын кам пулӗ-ши?

13, 14. Тӳресен 11:35-мӗшӗнчи Иеффай сӑмахӗсем унӑн ӗненӗвӗ ҫинчен мӗн кӑтартаҫҫӗ?

13 Статья пуҫламӑшӗнче мӗн каланине аса илер. Иеффай вӑрҫӑран таврӑнсан ӑна кӗтсе илме чи пӗрремӗшӗ кам тухнӑ? Хӑйӗн пӗртен-пӗр юратнӑ хӗрӗ! Халӗ вара ҫӑмӑл мар йышӑну тума вӑхӑт ҫитнӗ. Иеффай хӑйӗн сӑмахне тытать-ши? Хӑйӗн хӗрне сӑваплӑ чатӑрта пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ӗҫлеме парӗ-ши?

14 Турӑ панӑ принципсем ҫак лару-тӑрура та Иеффая тӗрӗс йышӑну тума пулӑшнӑ. Тен, вӑл Тухни 23:19-мӗшӗнчи сӑмахсене аса илнӗ, унта израильтянсене хатӗр пулсах Иеговӑна чи лайӑххине пама хавхалантарнӑ. Ҫавӑн пекех Саккунра та сӑмаха тытмалла  тенӗ. Йыша шутлани 30:2-мӗшӗнче: «Кам та кам Ҫӳлхуҫана сӑмах парас пулсассӑн... унӑн хӑй сӑмахне пӑсмалла мар, унӑн хӑй мӗн каланине пурне те тӑвасах пулать»,— тесе ҫырнӑ. Хӑйпе пӗр вӑхӑтрах пурӑнма пултарнӑ Анна пекех Иеффай хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫламаллине пӗлнӗ. Ҫакӑ хӑйӗншӗн те, хӗрӗшӗн те мӗне пӗлтернине вӑл ӑнланнӑ. Иеффайӑн урӑх ача пулман, ҫавӑнпа унӑн ӑрӑвне тӑсакан ачана унӑн хӗрӗ ҫеҫ ҫуратма пултарнӑ, ҫав ача вара Израильте унӑн ятне тата еткерлӗхне упраса хӑварӗччӗ (Тӳр. 11:34). Ҫапах та Иеффай каланӑ: «Эпӗ сан ҫинчен Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнтӑм, ӗнтӗ ӑна каялла тӑваймӑп» (Тӳр. 11:35). Хӑйне темле йывӑр килсен те, Иеффай Турра шанчӑклӑ тӑрса юласшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа Иегова унӑн парнине йышӑннӑ тата ӑна пиллесе тӑнӑ. Иеффай вырӑнӗнче пулсан эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр?

15. Пирӗнтен нумайӑшӗ мӗн тума сӑмах панӑ тата Турра шанчӑклӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

15 Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалланипе эпир унӑн ирӗкне яланах пурнӑҫлама сӑмах панӑ. Ҫакна эпир Турӑшӑн хамӑра шеллемесӗр ӗҫлемелле пуласса ӑнлансах турӑмӑр. Анчах та пире килӗшмен ӗҫе тума ыйтнӑ чухне эпир Турра шанчӑклӑ пулни уйрӑмах тӗрӗсленме пултарать. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах тата хамӑра шеллемесӗр Иеговӑшӑн ӗҫлеме хатӗр пулнипе эпир ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас килнине кӑтартатпӑр. Иегова паракан пиллӗхсем вара кирек мӗнле йывӑрлӑхсенчен те ирттереҫҫӗ (Мал. 3:10). Халӗ айтӑр Иеффай хӗрӗнчен эпир мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар?

Иеффайпа унӑн хӗрӗ пек хытӑ ӗненнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (16, 17 абзацсене пӑхӑр.)

16. Иеффай мӗн тума сӑмах панине пӗлсен унӑн хӗрӗ мӗн каланӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

16 Иеффай хӗрӗ ашшӗ мӗн тума йышӑнни хӑйшӗн мӗне пӗлтернине ӑнланнӑ. Тен, ҫакӑнпа килӗшме ӑна ҫӑмӑлах пулман та пулӗ. Ашшӗ сӑмах пани Анна сӑмах панинчен уйрӑлса тӑнӑ. Анна хӑйӗн ывӑлне Самуила сӑваплӑ чатӑрта назорей пулса ӗҫлеме парӑп тенӗ (1 Патш. 1:11). Назорейсем ҫемье  ҫавӑрма пултарнӑ. Анчах та Иеффай хӑйӗн хӗрне «пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне» пек парӑп тенӗ, урӑхла каласан, унӑн хӗрӗн ҫемье ҫавӑрма тата ача-пӑча ҫуратса ӳстерме ӗмӗтленнине пӑрахӑҫлама тивнӗ (Тӳр. 11:37—40). Ашшӗ хастар ҫар ҫынни тата Израиль пуҫлӑхӗ пулнӑран вӑл хӑйӗн ҫӗрӗнчи чи хисеплӗ арҫынна качча кайма пултарнӑ. Анчах та халӗ унӑн хӑйне кӗҫӗне хурса сӑваплӑ чатӑрта Турӑшӑн ӗҫлемелле пулнӑ. Иеффай хӗрӗ мӗн хуравланӑ-ши? «Аттемҫӗм! Эсӗ мана Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче асӑннӑ... мӗн тума пултӑн, ӗнтӗ ҫавна ту»,— тенӗ вӑл ашшӗне (Тӳр. 11:36). Иеффай хӗрӗ Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе качча кайса ача ҫуратас шухӑша пуҫран кӑларса пӑрахнӑ. Ун пек хамӑра шеллемесӗр ӗҫлес тесен пирӗн мӗн тумалла?

17. а) Иеффай тата унӑн хӗрӗ пек хытӑ ӗненнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? ӑ) Еврейсем 6:10—12-мӗшӗсенчи сӑмахсем пире хамӑра шеллемесӗр ӗҫлеме мӗнле хавхалантараҫҫӗ?

17 Паян пин-пин ҫамрӑк христианин Иеговӑшӑн туллин ӗҫлесе тӑрасшӑн. Ҫавӑнпа вӗсем, сахалтан та пӗр вӑхӑтлӑха, мӑшӑрланмасӑр е ача ҫуратмасӑр пурӑнма шут тытаҫҫӗ. Хӑш-пӗр аслӑрах христиансем вара хӑйсен ачисемпе е мӑнукӗсемпе ытларах вӑхӑт ирттерес вырӑнне Турра пуҫҫапмалли вырӑнсене туса лартма пулӑшаҫҫӗ е Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнчен вӗренсе тухса хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнсенче ӗҫлеҫҫӗ. Теприсем Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче иртекен ятарлӑ кампание хутшӑнас тесе кулленхи ӗҫсене хӑварма хатӗр. Ҫак тӑвансем хӑйсене шеллемесӗр ӗҫлени Иеговӑна питӗ савӑнтарать, вӑл вӗсем мӗн тунине, юратнӑран тӑрӑшнине нихӑҫан та манмӗ. (Еврейсем 6:10—12 вуласа пар.) Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе эсир хӑвӑр пурнӑҫра мӗн те пулин улӑштарма пултаратӑр-и?

ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНТӖМӖР?

1819. Библире Иеффайпа унӑн хӗрӗ ҫинчен ҫырса панинчен эпир мӗн пӗлтӗмӗр тата вӗсенчен мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр?

18 Иеффай пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман пулин те, йышӑнусем тунӑ чухне вӑл яланах Иеговӑн ирӗкне шута илнӗ. Вӑл тӗнче витӗмне хирӗҫ тӑнӑ тата ӗмӗт татӑлсан та Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫирӗп шут тытнӑ. Хӑйсене шеллемесӗр Иеговӑшӑн ӗҫленипе Иеффайпа унӑн хӗрӗ Турра тӗрӗс пуҫҫапассишӗн тӑнине кӑтартнӑ. Ыттисем Туррӑн саккунӗсемпе пурӑнман чухне те вӗсем унӑн саккунӗсене ҫирӗп тытса тӑнӑ. Ҫакӑ вӗсене иккӗшне те нумай пиллӗх кӳнӗ.

19 Библи пире «хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек пулӑр» тесе хавхалантарать (Евр. 6:12). Иеффайпа унӑн хӗрӗн тӗслӗхӗ пире ҫак улшӑнми чӑнлӑхпа пурӑнма пулӑшать: Иегова хӑйне шанчӑклисене пиллет.