Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 апрель

 БИОГРАФИ

Манашкӑсем чӑнлӑха йышӑннӑ

Манашкӑсем чӑнлӑха йышӑннӑ

«„ЧАРӐН! — кӑшкӑрчӗ ман ҫине Арасели йӑмӑк.— Хӑвӑн тӗн ҫинчен тек ан кала мана. Йӑлӑхтарса ҫитертӗн ӗнтӗ. Кураймастӑп сана!“ Паян кун та, 91 ҫула ҫитсен те, ҫав сӑмахсем манӑн чӗрене мӗн тери ыраттарнине питӗ лайӑх астӑватӑп. Анчах та Екклесиаст 7:8-мӗшӗнче каланӑ пек „ӗҫӗн вӗҫӗ — пуҫламӑшӗнчен лайӑхрах“. Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать» (Фелиса).

Фелиса: Эпӗ Турра хытӑ ӗненекен ҫемьере ҫуралнӑ. Манӑн хурӑнташсенчен вунвиҫҫӗшӗ е священниксем, е чиркӳре ӗҫлекенсем пулнӑ. Рим папи Иоанн Павел II манӑн куккана, католик шкулӗнче вӗрентекене, «сӑваплисен» шутне те кӗртнӗ. Пирӗн ҫемье пуян пулман. Атте тимӗрҫӗ пулнӑ, анне вара уй-хирте ӗҫленӗ. Сакӑр ачаран эпӗ чи асличчӗ.

Эпӗ 12-ре чухне Испанире граждан вӑрҫи пуҫланчӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн аттене тӗрмене лартрӗҫ, мӗншӗн тесен правительствӑна вӑл политика ыйтӑвӗсем ҫине мӗнле пӑхни килӗшмен. Аннене ҫемьене тӑрантарма питӗ йывӑр пулнӑ, ҫавӑнпа унӑн юлташӗ кӗҫӗн виҫӗ хӗрне — Араселие, Лаурие тата Рамоние — вӗсем выҫса ан вилччӗр тесе Бильбао (Испани) монастырьне яма сӗннӗ.

Арасели: Ҫавӑн чухне эпӗ 14 ҫулта ҫеҫ пулнӑ, Лаури — 12, Рамони вара — 10. Ҫемьерен уйрӑлма питӗ йывӑрччӗ. Бильбао монастырӗнче эпир тирпей тытса тӑраттӑмӑрччӗ. Икӗ ҫул иртсен манашкӑсем пире Сарагосӑри пысӑк монастыре куҫарчӗҫ, унта ватӑ ҫынсене пӑхатчӗҫ. Пирӗн тӗпеле ҫуса тасатмаллаччӗ. Пирӗншӗн, ҫамрӑк хӗрсемшӗн, ку ӗҫ шутсӑр йывӑрччӗ!

Фелиса: Йӑмӑка Сарагоса хулинчи монастыре ярсан анне тата священник пулса ӗҫлекен унӑн шӑллӗ манӑн та унтах ӗҫлемелле тесе шутларӗҫ. Ҫавна вӗсем мана килӗштерсе пӑрахнӑ каччӑран аяккарах ярас шутпа тунӑ. Эпӗ, Турра хытӑ ӗненекенскер, пӗр вӑхӑт хушши монастырьте ӗҫлеме килӗшрӗм. Кашни кун чиркӗве ҫӳреме хӑнӑхнӑччӗ эпӗ тата Африкӑра манашка пулнӑ мӑнакка пекех, миссионер пулса тӑрасси ҫинчен те шухӑшлаттӑмччӗ.

Сарагоса хулинчи (Испани) монастырь (сулахай енче); Накара — Калунги ятлӑ Библи куҫарӑвӗ (сылтӑм енче)

Манӑн урӑх ҫӗршывра Турӑшӑн ӗҫлес килни монастырьте никама та интереслентермен. Эпӗ  хама тӗрмери пекех туяттӑмччӗ. Ҫавӑнпа ҫулталӑкран эпӗ священник пулнӑ куккана пӑхса пурӑнма киле таврӑнма шут тытрӑм. Эпӗ килти ӗҫсене тӑваттӑмччӗ, каҫсерен вара кӗлӗ шутламалли шӑрҫана алра тытса куккапа пӗрле кӗлӗсем вулаттӑмччӗ. Ҫавӑн пекех мана чиркӳре чечексемпе аппаланма тата Таса Хӗр Марийӑпа «сӑваплисен» кӗлеткисене илемлетме килӗшетчӗ.

Арасели: Кӗҫех монастырьти пурнӑҫ улшӑнчӗ. Манашка пулма эпӗ пирвайхи йӑла-йӗркесене тусан, пире уйӑрса ячӗҫ. Рамони Сарагосӑра юлчӗ, Лаури Валенсие кайрӗ, мана вара Мадрида ячӗҫ, унта эпӗ манашка пулма юлашки йӑла-йӗркесене турӑм. Мадридри монастырьте студентсем те, ватӑ ҫынсем те, тата ыттисем те пурӑнма пултарнӑ, ҫавӑнпа ӗҫ унта пайтахчӗ. Эпӗ монастырьти больницӑра ӗҫлеттӗм.

Тӗрӗссипе каласан, манашка пурнӑҫӗ урӑхларах пуласса кӗтнӗччӗ. Библи вулама тата ӑна вӗренме нумай вӑхӑт пулать тесе шутланӑччӗ. Анчах та монастырьте Турӑ ҫинчен те, Иисус ҫинчен те никам та калаҫмастчӗ, Библие вара эпир алла тытса та курман. Майӗпен эпӗ латин чӗлхине вӗренеттӗмччӗ, «сӑваплисен» пурнӑҫӗ ҫинчен вулаттӑмччӗ, Таса Хӗре Марийӑна кӗлтӑваттӑмччӗ, ытти вӑхӑта вара йывӑр ӗҫлесе ирттереттӗмччӗ.

Эпӗ хуйха ӳкрӗм, ҫавӑнпа хӗрарӑм монастырӗн пуҫлӑхӗпе калаҫса пӑхма шутларӑм. Эпӗ унран хамӑн ҫемье выҫӑ ларнӑ вӑхӑтра мӗншӗн манӑн ыттисем хӑйсен кӗсйисене укҫапа тултарассишӗн ҫакӑнта ӗҫлемелле тесе ыйтрӑм. Эпӗ хамӑн шухӑшсене улӑштарса монастырьтех юласса шаннипе вӑл мана уйрӑм пӳлӗме хупса хучӗ.

Манашкӑсем мана виҫӗ хутчен пӳлӗмрен кӑларнӑччӗ, анчах та ҫавна вӗсем эпӗ халӗ те монастырьтен тухса каяс шухӑшлӑ пулнине тӗрӗслес тесе тунӑ. Эпӗ хамӑн шухӑша пӑрахӑҫламаннине кура вӗсем мана ҫакӑн пек заявлени ҫырма хушрӗҫ: «Эпӗ Турӑшӑн мар, Сатанашӑн ӗҫлесшӗн, ҫавӑнпа монастырьтен тухса каятӑп». Ҫапла ҫырма хушни мана шалт аптратса ӳкерчӗ. Монастырьтен тухса кайма ӗмӗтленнӗ пулин те, эпӗ ҫавна ҫырма пултараймарӑм. Юлашкинчен эпӗ священника чӗнме ыйтрӑм та ӑна веҫех каласа патӑм. Вӑл епископпа калаҫнӑ хыҫҫӑн мана Сарагоса хулинчи монастыре каялла ячӗҫ. Темиҫе уйӑхран вара монастырьтен тухса кайма ирӗк пачӗҫ. Кӗҫех Лаурипе Рамони те ҫавнах турӗҫ.

ПИРЕ «ВУЛАМА ЮРАМАН» КӖНЕКЕ УЙӐРЧӖ

Фелиса

Фелиса: Вӑхӑт иртсен эпӗ качча тухрӑм та Кантабрия провинцине куҫса кайрӑм. Унчченхи пекех эпӗ пӗрмаях чиркӗве ҫӳреттӗмччӗ. Пӗррехинче  шӑматкун священник тӗлӗнмелле пӗлтерӳ турӗ. «Ҫак кӗнекене куратӑр-и?— тарӑхса каларӗ вӑл „Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан чӑнлӑх“ кӗнекене алра тытса.— Кам та пулин сире ҫак кӗнекене тыттарсан, мана парӑр е кӑларса пӑрахӑр ӑна!»

Манӑн ҫак кӗнеке ҫукчӗ, анчах та ӑна тӳрех шыраса тупас килсе кайрӗ. Икӗ кунран алӑка икӗ хӗрарӑм шаккарӗҫ те «вулама юраман» кӗнекене сӗнчӗҫ. Вӗсем Иегова Свидетелӗсем пулчӗҫ. Эпӗ ӑна ҫав каҫах вуласа тухрӑм. Ҫав хӗрарӑмсем тепӗр хут килсен вӗсемпе Библи вӗренме килӗшрӗм.

«Вулама юраман» кӗнеке

Манӑн яланах Турра юраса пурӑнас килетчӗ. Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлсе пынӑ май эпӗ ӑна хытӑ юратма пуҫларӑм. Эпӗ Турӑшӑн хастарлӑн ӗҫлеме тытӑнтӑм, 1973 ҫулта вара шыва кӗтӗм. Хурӑнташсене чӑнлӑха каласа пама сахал май пулнӑ пулин те, хам мӗн тума пултарнине пурне те турӑм. Пуҫламӑшӗнче каланӑччӗ ӗнтӗ, малтанах вӗсем манӑн ӗненӗве хаяррӑн хирӗҫ тӑратчӗҫ, уйрӑмах Арасели.

Арасели: Монастырьти пурнӑҫ мана усаллантарса ячӗ. Апла пулин те, эпӗ малалла та кашни кун кӗлӗ шутламалли шӑрҫана илсе кӗлӗсем вулаттӑмччӗ, вырсарникун вара чиркӗве ҫӳреттӗмччӗ. Унчченхи пекех манӑн Библие ӑнланас килетчӗ, ҫавӑнпа эпӗ Турӑран пулӑшу ыйтаттӑмччӗ. Анчах та Фелиса хӑйӗн ҫӗнӗ ӗненӗвӗ ҫинчен питӗ хавхалануллӑн каласа панӑ пирки вӑл ухмаха ернӗ тесе шутлаттӑмччӗ тата унпа хӗрсе кайсах тавлашаттӑмччӗ.

Арасели

Темиҫе ҫултан эпӗ ӗҫ пирки Мадрида таврӑнтӑм, унта качча тухрӑм. Ҫулсем иртнӗҫемӗн эпӗ чиркӗве тӑтӑшах ҫӳрекен ҫынсем Иисусӑн вӗрентӗвӗсем тӑрӑх пурӑнманнине асӑрхарӑм. Ҫавна пула чиркӗве ҫӳреме пӑрахрӑм. «Сӑваплисене» те, вутлӑ тамӑка та ӗненме, ҫавӑн пекех священниксем ҫылӑхсене каҫарттарма пултараҫҫӗ тесе шутлама пӑрахрӑм. Эпӗ пур йӗрӗхе те кӑларса ывӑтрӑм. Анчах та тӗрӗсех тӑватӑп-ши тесе шутлаттӑмччӗ. Кӑмӑл пусӑрӑннӑран эпӗ Турра: «Манӑн сан ҫинчен пӗлес килет. Пулӑшсамччӗ мана!» — тесе кӗлтӑваттӑмччӗ. Астӑватӑп, Иегова Свидетелӗсем ман пата киле пырса темиҫе  хутчен те шакканӑччӗ, анчах эпӗ алӑка нихӑҫан та уҫман. Эпӗ нимӗнле тӗне те шанман.

1980 ҫулсен пуҫламӑшӗнче Лаурипе Рамони, ҫав вӑхӑтра пӗри Францире, тепри вара Испанире пурӑннӑ, Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫларӗҫ. Вӗсем те Фелиса пекех йӑнӑшаҫҫӗ тесе шутларӑм. Каярахпа эпӗ юнашар пурӑнакан Анхелинеспа туслашса кайрӑм. Вӑл та Иегова Свидетелӗ пулнӑ. Анхелинеспа унӑн упӑшки мана пӗрмаях Библи вӗренме сӗнетчӗҫ. Мана тӗн интереслентермест тесе калаттӑм пулин те, вӗсем эпӗ Библири чӑнлӑха пӗлесшӗн ҫуннине курнӑ. Юлашкинчен эпӗ: «Юрать. Вӗренетӗп, анчах манӑн Библипе ҫеҫ усӑ куратпӑр»,— терӗм. Манӑн Накара — Колунги ятлӑ Библи куҫарӑвӗ пурччӗ.

БИБЛИ ПИРЕ ПӖРЛЕШТЕРЧӖ

Фелиса: 1973 ҫулта, эпӗ шыва кӗнӗ ҫулта, Кантабрири (Испани) Сантандер ятлӑ тӗп хулара 70-е яхӑн Свидетель пулнӑ. Ырӑ хыпар сармалли территори пирӗн питӗ пысӑкчӗ, ҫавӑнпа эпир малтан автобуссемпе, унтан вара машинсемпе пӗр ялтан тепӗр яла ҫӳрерӗмӗр. Ҫапла эпир ҫӗр-ҫӗр яла ҫитрӗмӗр.

Ҫулсем иртнӗҫемӗн эпӗ тӗрлӗ ҫынпа Библи вӗрентӗм, 11-ӗшӗ вара шыва кӗчӗҫ. Вӗсенчен нумайӑшӗ католиксем пулнӑ. Католиксен вӗрентӗвӗсене хам та хытӑ ӗненнӗ, ҫавӑнпа ҫынсемпе тӳсӗмлӗ пулмаллине ӑнланаттӑмччӗ. Ӑс-тӑна ҫирӗп кӗрсе ларнӑ вӗрентӳсене тӳрех улӑштараймӑн. Чӑнлӑха йышӑнас тесен ҫынсен чӗрисем ҫине Иеговӑн Сӑмахӗ тата унӑн святой сывлӑшӗ витӗм кӳмелле (Евр. 4:12). Манӑн упӑшка Бьенвенидо, полицейски пулнӑскер, 1979 ҫулта шыва кӗчӗ, анне те виличчен кӑшт маларах Библи вӗренме пуҫларӗ.

Арасели: Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗреннӗ чухне малтанах вӗсене шанмастӑмччӗ. Анчах та темиҫе эрнерен ман чӗрери усаллӑх таҫта кайса кӗнине асӑрхарӑм. Иегова Свидетелӗсем мӗне вӗрентнине хӑйсем те тытса тӑнине курсан эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм. Иеговӑна та, Библие те эпӗ хытӑрах та хытӑрах ӗненме тытӑнтӑм, вара эпӗ хама телейлӗрех туйма пуҫларӑм. Кӳршӗсем те мана: «Арасели, эсӗ тӗрӗс ҫулпа пыратӑн!» — тетчӗҫ.

Астӑватӑп, эпӗ кӗлтурӑм: «Иегова, мана хӑварманшӑн тав сана. Эпӗ мӗн шыранине — Библири чӑнлӑха — тупма эсӗ мана мӗн чухлӗ май панӑ». Эпӗ Фелисӑран кӳрентерекен сӑмахсем каланӑшӑн каҫару ыйтрӑм. Халӗ хӗрсе кайса тавлашас вырӑнне эпир унпа Библири шухӑшсене сӳтсе яватпӑр. 1989 ҫулта шыва кӗтӗм, ҫавӑн чухне эпӗ 61 ҫултаччӗ.

Фелиса: Халӗ эпӗ 91 ҫулта. Манӑн упӑшка вилчӗ, вӑй-хал та пӗтсе пырать. Анчах та эпӗ малалла та кашни кун Библи вулатӑп, хама лайӑх туйнӑ чухне пухӑва ҫӳретӗп тата ырӑ хыпар сарас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑватӑп.

Арасели: Хам унччен манашка пулнӑран пуль мана священниксемпе манашкӑсене ырӑ хыпар калама килӗшет. Эпӗ вӗсене Библи ҫинче никӗсленнӗ нумай публикаци парса хӑварнӑ тата вӗсемпе питӗ лайӑх калаҫусем пулчӗҫ. Пӗр священникпа темиҫе хут та калаҫнине астӑватӑп. Юлашкинчен вӑл мана каларӗ: «Арасели, эпӗ санпа йӑлтах килӗшетӗп. Анчах та манӑн ҫулсенче пурнӑҫа мӗнле улӑштарайӑн? Чиркӗве ҫӳрекенсемпе килтисем мӗн калӗҫ?» Эпӗ вара: «Турӑ мӗн калӗ-ши?» — терӗм. Вӑл салхуллӑн пуҫне сулчӗ, анчах та ҫавӑн чухне чӑнлӑха малалла та шырама хӑюлӑх ҫитереймерӗ.

Манӑн упӑшка пухӑва каяс килни ҫинчен пӗрремӗш хут каланине нихӑҫан та манмӑп. Ун чухне вӑл 80 ҫултан иртнӗ пулин те, ҫавӑнтанпа нихӑҫан та тӗлпулусене сиктермен. Вӑл Библи вӗренсе шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑчӗ. Унпа пӗрле ырӑ хыпар сарса ҫӳренине эпӗ ӑшӑ туйӑмпа аса илетӗп. Вӑл шыва кӗриччен икӗ уйӑх маларах вилчӗ.

Фелиса: Виҫӗ йӑмӑк, унччен мана хирӗҫ тӑнӑскерсем, чӑнлӑха йышӑннӑшӑн чунтан савӑнтӑм. Пӗрле пуҫтарӑнса Иегова Туррӑмӑр ҫинчен тата унӑн Сӑмахӗ ҫинчен калаҫма пире питӗ килӗшет! Халӗ эпир пурте пӗрле Иеговӑна пуҫҫапатпӑр *.

^ 29 абз. Рамони халӗ 83 ҫулта, Фелиса — 91, Арасели — 87. Вӗсем паянхи кунчченех Иеговӑшӑн хастарлӑ ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Лаури 1990 ҫулта вилнӗ. Вӑл мӗн виличченех Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑ.