Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2017 декабрь

Ҫак брошюрӑра 2017 ҫулхи январӗн 29 — 2018 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗчченхи вӗренмелли статьясем пур.

«Эпӗ пӗлетӗп... чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл»

Вилнисем пуласлӑхра чӗрӗлсе тӑрасси пирки эпир мӗншӗн иккӗленместпӗр?

«Турра шанса тӑратӑп»

Вилнисем чӗрӗлесси пирки калакан вӗрентӳ мӗншӗн пирӗншӗн хаклӑ?

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир юлашки брошюрӑсене тимлӗ вуласа тухрӑр-и? Аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине хӑвӑр хуравлама пултарнипе пултарайманнине тӗрӗслесе пӑхӑр.

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Мессия ҫуралмалли йӑхри пур арҫыннӑн та малтанхи ывӑл тивӗҫӗ пулнӑ-и?

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Христиансен ҫие юласран спиральпе усӑ курма юрать-и?

Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсене ҫӑлӑнмашкӑн ӑслӑлӑх илме пулӑшӑр

Ывӑлӗ е хӗрӗ шыва кӗме шут тытсан ашшӗ-амӑшӗсем пӑшӑрханма пултараҫҫӗ. Хӑйсен ачине ҫӑлӑнӑҫ илме вӗсем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

Ҫамрӑксем, хӑвӑра ҫӑлас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр

Шыва кӗни питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ утӑм тата пирӗн ҫине яваплӑх хурать. Анчах та ҫак утӑма тума хӑрамалла мар.

БИОГРАФИ

Иисус йӗрӗпе утас тесе эпӗ нумай мӗн хӑвартӑм

Феликс Фахардо Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑнӑ чухне 16-ра ҫеҫ пулнӑ. Ҫавӑнтанпа 70 ҫул ытла иртнӗ ӗнтӗ, анчах та вӑл Ҫӳлхуҫа ӑна ӑҫта янӑ, ҫавӑнта утнишӗн пӗртте ӳкӗнмест.

Ҫӑлӑнӑҫ паракан Иегова Турӑ ҫине шанӑр

123-мӗш псаломри сӑмахсем хальхи вӑхӑтри асапланса пурӑнакан Туррӑн ӗҫлекенӗсен чунӗсене лӑплантарма пултараҫҫӗ.