Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2017 июль

«Йӗрекенпе йӗрӗр»

«Йӗрекенпе йӗрӗр»

«Пӗр-пӗрне йӑпатӑр, пӗр-пӗрне тӗреклӗлентерӗр» (1 ФЕС. 5:11, ҪТ).

ЮРӐСЕМ: 90, 111

1, 2. Кам та пулин вилсен ҫынна мӗнле йӑпатмаллине пӗлни мӗншӗн питӗ кирлӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

«ЫВӐЛ вилнӗ хыҫҫӑн ҫулталӑк хушши тенӗ пекех пирӗн чӗре калама ҫук хытӑ ырататчӗ»,— тесе каланӑ Сузи ятлӑ хӗрарӑм тӑван. Тепӗр арҫын тӑван каласа панӑ тӑрӑх, кӗтмен ҫӗртен арӑмӗ вилсен унӑн «пӗтӗм ӳт-пӗвӗ чӑтма ҫук ыратнӑ». Шел пулин те, ҫакӑн пеккипе чылайӑшӗ тӗл пулать. Христиансем нумайӑшӗ юратнӑ ҫыннисенчен хӑшӗ те пулин Армагеддонччен вилессе шутламан та, тен. Эсир хӑвӑр е тусӑрсенчен хӑшӗ те пулин ҫак инкеке тӳссе ирттернӗ пулсан, сирӗн ыйту сиксе тухма пултарать: «Хуйхӑракан ҫынна мӗнле пулӑшма пулать?»

2 Вӑхӑт сурансене тӳрлетет тенине эсир илтнӗ пулӗ. Анчах та вӑхӑт чун ыратнине чӑнах ирттерсе яма пултарать-ши? Пӗр тӑлӑх арӑм акӑ мӗн каланӑ: «Ҫынна вӑхӑт мар, вӑхӑтпа мӗнле усӑ курни сыватма пултарать тени тӗрӗсрех пек туйӑнать». Ахаль сурана тӳсӗмлӗн сиплесен вӑл майӗпен тӳрленет. Чӗрери сурансем ҫинчен те ҫаплах калама пулать — вӑхӑт иртнӗҫемӗн чун ыратӑвӗ лӑпланать. Ҫывӑх ҫын вилнишӗн хуйхӑракансен чӗрисене лӑплантарма мӗн пулӑшма пултарать?

 ИЕГОВА — «КИРЕК ХӐҪАН ТА ЛӐПЛАНТАРАКАН ТУРӐ»

3, 4. Иегова хуйхӑракансен туйӑмӗсене ӑнланать тесе мӗншӗн ҫирӗппӗн калама пулать?

3 Паллах, пирӗн Ҫӳлти Аттемӗр Иегова, хӗрхенекен Турӑ, никамран та лайӑхрах йӑпатма пултарать. (2 Коринф 1:3, 4 вуласа пар.) Хуйхӑракансен туйӑмӗсене питӗ лайӑх ӑнланнипе вӑл хӑйӗн халӑхне ҫапла шантарса калать: «Эпӗ, Эпӗ Хам — сире Лӑплантараканӗ» (Ис. 51:12, 13; Пс. 118:50, 52, 76).

4 Иегова, хӗрхенекен Атте, хӑй юратнӑ ҫынсем — Авраам, Исаак, Иаков, Моисей тата Давид патша — вилсен питӗ куляннӑ (Йыша шутл. 12:6—8; Матф. 22:31, 32; Ап. ӗҫ. 13:22). Библирен Иегова вӗсемшӗн питӗ тунсӑхлани тата вӗсене чӗртсе тӑратас вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтни курӑнать (Иов 14:14, 15). Вӗсене райра чаплӑ пурнӑҫ кӗтет, унта вӗсем ҫирӗп сывлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех Иеговӑн савнӑ Ывӑлӗ асапланса вилни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр (Матф. 3:17). Ҫакӑ Иеговӑн чӗрине калама ҫук хытӑ ыраттарнӑ пулӗ (Иоанн 5:20; 10:17).

5, 6. Иегова пире мӗнле йӑпатать?

5 Иегова пире пулӑшатех, ҫакӑн пирки пӗртте иккӗленмелле мар. Ҫавӑнпа пирӗн ӑна хамӑрӑн хуйхӑ-суйхӑ ҫинчен каласа парса чӗрене уҫса памалла. Иегова пирӗн туйӑмсене ӑнланнине пӗлни тата кирлӗ вӑхӑтра пире йӑпатма пултарнине пӗлни пирӗн чуна мӗн тери ӑшӑтать! Иегова пире мӗнле майпа лӑплантарать-ха?

6 Сӑмахран, Иегова пире хӑйӗн святой сывлӑшӗ, чи хӑватлӑ вӑйӗ, урлӑ йӑпатать (Ап. ӗҫ. 9:31). Пирӗн Ҫӳлти Аттемӗр «ыйтакансене Таса Сывлӑшне паратех» тесе шантарнӑ Иисус (Лука 11:13). Ҫӳлерех асӑннӑ Сузи каласа парать: «Иегова пире йӑпаттӑр тесе чӗркуҫленсе ларса мӗн чухлӗ ыйтман пуль эпир. Турӑ панӑ канӑҫлӑх пирӗн чун-чӗрене тата ӑстӑна хӳтӗленине кашнинчех туйса тӑраттӑмӑр». (Филиппӑ 4:6, 7 вуласа пар.)

ИИСУС ХРИСТОС — ПИРЕ ХӖРХЕНЕКЕН АСЛӐ СВЯЩЕННИК

7, 8. Иисус пире йӑпатма пултарасси пирки мӗншӗн иккӗленмелле мар?

7 Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне пур тӗлӗшрен те Иегова пек пулма тӑрӑшнӑ: ҫынсене сӑмахпа йӑпатнӑ тата вӗсене хӗрхенсе ӗҫпе те пулӑшнӑ (Иоанн 5:19). Турӑ Иисуса ҫӗр ҫине «хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма» тата «пур кулянакана та йӑпатма» янӑ (Ис. 61:1, 2; Лука 4:17—21). Ҫынсем Иисус вӗсен хуйхи-суйхине ӑнланнине тата пулӑшасшӑн пулнине курса тӑнӑ (Евр. 2:17).

8 Ҫамрӑк чухне Иисус, паллах, ҫывӑх ҫыннисем е тусӗсем вилнине курнӑ. Хӑйӗн усрав ашшӗ Иосиф вилнӗ чухне Иисус ҫамрӑк пулнӑ пулмалла *. Ҫавӑн чухне Иисусӑн чӗри мӗн тери хытӑ ыратнӑ пулӗ тата хӑйӗн амӑшӗпе шӑллӗ-йӑмӑкӗсем питӗ хуйхӑрнине курма мӗн тери йывӑр пулнӑ пулӗ ӑна.

9. Лазарь вилнӗ хыҫҫӑн Иисус ҫын хуйхине ӑнланни ӑҫтан курӑннӑ?

9 Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Иисус ҫынсене питӗ лайӑх ӑнланнине тата хӗрхеннине  кӑтартнӑ. Унӑн тусӗ Лазарь вилсен мӗн пулса иртнине аса илер. Иисус ӑна хӑй чӗртсе тӑратассине пӗлнӗ пулсан та, унӑн чӗри Марийӑпа Марфӑнни пекех чӑтма ҫук хытӑ ыратнӑ. Вӗсем ҫав тери хытӑ хуйхӑрнине курсан вӑл чӑтаймасӑр хӑй те макӑрма пуҫланӑ (Иоанн 11:33—36).

10. Иисус пирӗн туйӑмсене ӑнланасси пирки эпир мӗншӗн иккӗленместпӗр?

10 Иисус ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине тата вӗсене йӑпатнине пӗлни пире мӗнле пулӑшма пултарать? Библире «Иисус Христос ӗнер те, паян та, ӗмӗр-ӗмӗрех ҫав-ҫавах» тенӗ (Евр. 13:8). Иисус, «пурӑнӑҫ Пуҫлӑхӗ», хӑй те ҫывӑх ҫынсем вилсен хуйхӑ тӳссе курнӑ, «ҫавӑнпа асапланакансене пулӑшма пултарать» (Ап. ӗҫ. 3:15; Евр. 2:10, 18). Акӑ мӗншӗн эпир вӑл хуйхӑракан ҫынсене хӗрхенессе, вӗсен туйӑмӗсене ӑнланасса тата вӗсене «кирлӗ вӑхӑтра» лӑплантарасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр. (Еврейсем 4:15, 16 вуласа пар.)

«ҪЫРНИНЧЕ ТӲСӖМЛӖХПЕ ЛӐПЛАНУ» ТУПАТПӐР

11. Библири хӑш сӑвӑ йӗркисем сире уйрӑмах йӑпатаҫҫӗ?

11 Лазарь вилсен Иисусӑн чунӗ питӗ ыратни ҫинчен каласа пани — пире йӑпатакан тӗслӗхсенчен пӗри. Библире вара ҫакӑн пек тӗслӗхсем нумай. Ҫакӑнтан тӗлӗнмелле мар, мӗншӗн тесен «Ҫырнинче авалах мӗн каланине пире ӑс памашкӑн ҫырнӑ: эпир, Ҫырнинче тӳсӗмлӗхпе лӑплану тупса, шанчӑка ҫухатмастпӑр» (Рим 15:4, ҪХ). Эсир хуйхӑратӑр пулсан, сире Турӑ Сӑмахӗнчи ҫак сӑвӑ йӗркисем йӑпатма пултараҫҫӗ:

  • «Ҫӳлхуҫа хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать, Вӑл йӑваш кӑмӑллисене ҫӑлать» (Пс. 33:19, 20).

  • «Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать» (Пс. 93:19).

  • «Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Хӑй те тата пире савакан, Хӑйӗн тивлечӗпе пире ӗмӗрлӗх лӑпланӑҫпа шанчӑк панӑ Атте Туррӑмӑр сирӗн чӗрӗре лӑплантарччӑр» (2 Фес. 2:16, 17) *.

ПУХУ — ЧУН КАНӐҪЛӐХНЕ ТУПМАЛЛИ ВЫРӐН

12. Эпир ыттисене мӗнле йӑпатма пултаратпӑр?

12 Хуйхӑракан ҫынсем христиансен пухӑвӗнче те йӑпату тупма пултараҫҫӗ. (1 Фессалоника 5:11 вуласа пар.) «Пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ» ҫынсене пулӑшас тата йӑпатас тесе мӗн тума пулать? (Ытар. 17:22.) «Шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт» пурри ҫинчен манса ан кайӑр (Еккл. 3:7). Далин ятлӑ тӑлӑх арӑм ӑнлантарса парать: «Ҫывӑх ҫынна ҫухатнӑ ҫыннӑн каламалли нумай. Ҫавӑнпа вӗсемшӗн чи кирли — хӑйсене ыттисем пӳлмесӗр итлени». Юния вара (унӑн пиччӗшӗ хӑй ҫине ал хунӑ пулнӑ) ҫапла хушса калать: «Вӗсене мӗн таран йывӑр пулнине ӑнлансах пӗтерейместӗр пулсан та, эсир вӗсен туйӑмӗсене ӑнланасшӑн пулни вӗсемшӗн питӗ кирлӗ».

13. Эпир кама та пулин йӑпатасшӑн пулсан мӗн асра тытмалла?

13 Ҫакна та асра тытӑр: хуйхӑ-суйхӑ тӳссе ирттернӗ чухне кашни ҫын хӑйне тӗрлӗрен тытать. Хушӑран чӗри мӗн таран хытӑ ыратнине ҫын хӑй кӑна пӗлет тата мӗн туйнине каласа пама ӑна йывӑр пулма пултарать. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Этем хуйхине унӑн чӗри ҫеҫ пӗлет, унӑн савӑнӑҫне те  ютти хутшӑнаймасть» (Ытар. 14:10). Ҫавӑн пекех ҫын хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен каласа парать пулин те, вӑл мӗн калас тенине ӑнланма яланах ҫӑмӑл мар.

14. Хуйха ӳкнӗ ҫынна мӗнле сӑмахсемпе йӑпатма пулать?

14 Паллах ӗнтӗ, хуйхӑ ҫапса антарнӑ ҫынна тепӗр чухне мӗн каламаллине те пӗлместӗн. Анчах та Библире «ӑслӑ ҫыннӑн чӗлхи — сиплет» тенӗ (Ытар. 12:18). Нумайӑшӗ ыттисене лӑплантармалли шухӑшсене «Когда умер близкий тебе человек» брошюрӑра тупнӑ *. Йӗрекенпе пӗрле йӗни час-часах ытларах пулӑшать (Рим 12:15). «Манӑн чӗре мӗн тери ыратни хӑш-пӗр чухне куҫҫульрен кӑна курӑнма пултарать,— тет упӑшки вилнӗ Габи.— Акӑ мӗншӗн туссем манпа пӗрле йӗрсен мана ҫӑмӑлтарах пулса каять. Ун чухне эпӗ хама хамӑн хуйхӑпа пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туймастӑп».

15. Ҫынпа курса калаҫма йывӑр пулсан эпир ӑна мӗнле йӑпатма пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех «Мӗн каласа йӑпатма пулать?» рамкӑна пӑхӑр.)

15 Хуйхӑракан ҫынпа калаҫма йывӑр пулсан, сире открытка е ҫыру ҫырса пама, смс е электронлӑ ҫыру яма ҫӑмӑлтарах пулӗ, тен. Унта Библири йӑпатакан сӑмахсене ҫырма, е вилнӗ ҫыннӑн лайӑх енӗсенчен пӗрне аса илсе ҫырса пама, е унпа ҫыхӑннӑ савӑнӑҫлӑ самант ҫинчен каласа кӑтартма пулать. Юния калать: «Мана хавхалантарса кӗске ҫыру ҫырса ярсан е вӑхӑта ытти христиансемпе пӗрле ирттерме чӗнсен, ҫакӑ маншӑн мӗн тери пысӑк пулӑшу пулнине сӑмахпа каласа пӗтереес те ҫук. Ҫавӑн чухне эпӗ ыттисем мана юратнине тата хакланине туятӑп».

16. Ыттисене тата мӗн йӑпатма пултарать?

 16 Кӗлтуни питӗ хытӑ пулӑшма пултарни ҫинчен те манса каймалла мар. Эпир ҫывӑх ҫынсӑр тӑрса юлнӑ тӑваншӑн хамӑр тӗллӗн те, унпа пӗрле те кӗлтума пултаратпӑр. Паллах ӗнтӗ, ҫавнашкал лару-тӑрура кӗлтунӑ чухне шухӑшсене майлаштарса калама йывӑр пулма пултарать. Анчах та эсир чӗререн кӗлтусан, чӗтрекен сасӑпа куҫҫуль витӗр пулсан та, ҫакӑ хуйхӑракан ҫыншӑн суран ҫине ҫу сӗрнӗ пекех пулӗ. Далин аса илсе ҫапла калать: «Мана йӑпатма хӗрарӑм тӑвансем килсен хӑш-пӗр чухне эпӗ вӗсене кӗлтума ыйтатӑп. Кӗлтума пуҫлама вӗсене час-часах йывӑр, анчах та тепӗртакранах тӑвансен сасси ҫирӗппӗн илтӗнме пуҫлать, вара мӗн калани чуна пырсах тивет. Тӑвансен ҫирӗп ӗненӗвӗ, юратӑвӗ тата тимлӗ пулни манӑн ӗненӗве питӗ ҫирӗплетет».

ЙӐПАТМА АН ПӐРАХӐР

1719. Юратнӑ ҫыннисӗр тӑрса юлнӑ ҫынна мӗншӗн малалла та пулӑшма пӑрахмалла мар?

17 Ҫынна инкек хыҫҫӑн вӑй илме мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлине пӗлме ҫук. Ҫывӑх ҫын вилсен малтанлӑха тус-тӑвансем килсех тӑраҫҫӗ. Анчах та каярахпа вӗсен кулленхи ӗҫсем патне таврӑнма тивет. Ҫавӑнпа та хуйхӑракан ҫынна малтанхи темиҫе кун кӑна мар, темиҫе уйӑх хушши те пулӑшма хатӗр пулӑр. «Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет» (Ытар. 17:17). Пирӗн хуйхӑ-суйхӑпа кӗрешекен ҫынна яланах пулӑшса йӑпатса тӑмалла. (1 Фессалоника 3:7 вуласа пар.)

18 Асаилӳсем капланса килнине пула хуйхӑракан ҫынна чӑтма ҫук йывӑр пулма пултарать. Ҫав асаилӳсене е пурнӑҫри пӗр-пӗр паллӑ кун, е юрӑ-кӗвӗ, е ӗҫ, е сӑнӳкерчӗк, е шӑршӑсем, е сасӑсем, е ҫанталӑк вӑратма пултараҫҫӗ. Мӑшӑрсӑр тӑрса юлнӑ ҫынна ялан пӗрле тунӑ ӗҫе пӗрремӗш хут пӗччен тума, сӑмахран, Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне кайма, уйрӑмах ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Пӗр арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Арӑм вилнӗ хыҫҫӑн хамӑр мӑшӑрланнӑ кун мана питӗ йывӑр пулать тесе шутланӑччӗ. Чӑнах та йывӑр пулчӗ. Анчах та манӑн ҫывӑх туссем ҫав кун эпӗ пӗччен юласран пӗрле пуҫтарӑнма шут тытрӗҫ».

19 Юратнӑ ҫыннисӗр тӑрса юлнӑ ҫынна паллӑ кунсенче ҫеҫ йӑпатмалла мар. Юния каласа парать: «Ыттисем мана ятарлӑ кунсенче кӑна мар пулӑшни тата юнашар пулни питӗ пысӑк усӑ парать. Эпӗ ҫавӑн пек самантсене питӗ хаклатӑп, вӗсем мана вӑй параҫҫӗ». Паллах, хуйхӑракан ҫыннӑн йывӑр шухӑшӗсене е пӗчченлӗх туйӑмне пӗтӗмпех сирсе яма тата унӑн чӗринчи пушӑ вырӑна тултарма ҫук. Ҫапах та ӗҫсемпе пулӑшнипе эпир ӑна йӑпатма пултаратпӑр (1 Иоанн 3:18). Габи аса илет: «Тимлӗ старейшинӑсем мана йывӑр вӑхӑтра пулӑшса тӑнӑшӑн эпӗ Иеговӑна питӗ пархатарлӑ. Вӗсемпе калаҫнӑ чухне эпӗ хама Иеговӑн ҫепӗҫ аллинчи пек туяттӑм».

20. Иегова сӑмах панисем мӗншӗн чӑннипех лӑплантараҫҫӗ?

20 Иегова, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ, вилнисене чӗртсе тӑратсан пур хуйхӑ-суйха та яланлӑхах тӗп тӑвӗ (Иоанн 5:28, 29). Библи ҫапла шантарса калать: «Вилӗме ӗмӗрлӗхе ҫӗнтерӗ, Ҫӳлхуҫа Турӑ пурин куҫҫульне те шӑлса типӗтӗ» (Ис. 25:8). Вара ун чухне йӗрекенпе йӗмелле пулмӗ, ҫӗр ҫинче пурте савӑнакансемпе пӗрле савӑнӗҫ (Рим 12:15).

^ 8 абз. Библире Иосиф пирки юлашки хут Иисус 12-ре пулнӑ чухне асӑннӑ. Иисус пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫе туни ҫинчен, шывран эрех туни ҫинчен, ҫырса панӑ сӑвӑ йӗркисенче Иосиф пирки нимӗн те каламан. Асап юпи ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ чухне Иисус Марийӑна пӑхма Иоанн апостола ыйтнӑ. Иосиф чӗрӗ пулнӑ пулсан Иисус ҫавна тума ыйтман пулӗччӗ (Иоанн 19:26, 27).

^ 11 абз. Нумайӑшӗ ҫак сӑвӑ йӗркисенче те йӑпатакан шухӑшсем тупнӑ: Псалом 19:2, 3; 30:8; 37:9, 10, 16; 54:23; 120:1, 2; Исаия 57:15; 66:13; 1 Петр 5:7; Филиппӑ 4:13.

^ 14 абз. Ҫавӑн пекех 2010 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Утешайте скорбящих, как это делал Иисус» ятлӑ статьяна пӑхӑр.