Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2017 сентябрь

«Ҫирӗп те хӑюллӑ пул»

«Ҫирӗп те хӑюллӑ пул»

«Ҫирӗп те хӑюллӑ пул, ан хӑра, ан сехӗрлен — Ҫӳлхуҫа Турӑ... санпа пӗрле пулӗ» (1 ҪУЛС. 28:20).

ЮРӐСЕМ: 38, 34

1, 2. а) Иегова Соломона мӗнле ӗҫ тума хушнӑ? ӑ) Мӗншӗн Давид Соломоншӑн пӑшӑрханнӑ?

СОЛОМОНА ятарлӑ ӗҫ хушнӑ. Иегова ӑна Иерусалимри храма тума — историри чи пӗлтерӗшлӗ проектра ертсе пыма — суйласа лартнӑ. Ҫав храм «капмар та чаплӑ пулмалла» пулнӑ тата «ытти ҫӗрсен умӗнче илемӗпе те, мухтавӗпе те палӑрса» тӑмалла пулнӑ. Унтан та ытларах, ҫав ҫурт Иеговӑн, чӑн Туррӑн, ҫурчӗ пулмалла пулнӑ (1 Ҫулс. 22:1, 5, 9—11).

2 Давид патша Соломона Иегова пулӑшасса ӗненнӗ. Анчах та Соломон «ҫамрӑк та хевтесӗр» пулнӑ, урӑхла каласан, унӑн опыт пулман. Храм туса лартас ӗҫе пуҫӑнма вӑл хӑюлӑх ҫитерӗ-ши? Ҫамрӑк пулни тата опыт ҫукки чӑрмантармӗ-ши ӑна? Ҫак ӗҫе ӑнӑҫлӑн туса пӗтерме Соломона хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ.

3. Соломон хӑюлӑх ҫинчен хӑйӗн ашшӗнчен мӗн пӗлме пултарнӑ?

3 Соломон Давидран хӑюлӑх ҫинчен нумай пӗлнӗ пулас. Ҫамрӑк чухне Давид хӑйӗн ашшӗн сурӑхӗсене тискер чӗрчунсенчен ҫӑлнӑ (1 Патш. 17:34, 35). Ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ улӑппа ҫапӑҫма тухса вӑл тӗлӗнмелле хӑюлӑх кӑтартнӑ. Давид Турӑ ҫине шаннӑ, вара Голиафа яка чулпа персе вӗлернӗ (1 Патш. 17:45, 49, 50).

4. Мӗншӗн Соломона хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ?

 4 Хӑюллӑ пулма тата храм тума пуҫлама Соломона Давид никамран та лайӑхрах хавхалантарма пултарнӑ курӑнать. (1 Ҫулсеренхи 28:20 вуласа пар.) Соломон хӑранипе храм тума пуҫламан пулсан, ҫакӑ пуҫӑннӑ ӗҫе туса пӗтерейменнинчен те япӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

5. Мӗншӗн пире хӑюлӑх кирлӗ?

5 Соломонпа пулнӑ пекех, пире те хӑюллӑ пулма тата хамӑра хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлама Иеговӑран пулӑшу кирлӗ. Ҫавӑнпа айтӑр Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсем хӑюлӑх мӗнле кӑтартнине пӑхса тухар. Ҫавӑн пекех хӑюллӑ пулас тесен тата Иегова пире шанса панӑ ӗҫсене пурнӑҫлас тесен мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑпӑр.

ХӐЮЛЛӐ ҪЫНСЕН ТӖСЛӖХӖСЕМ

6. Мӗншӗн Иосиф тӗлӗнмелле хӑюлӑх кӑтартнӑ теме пулать?

6 Потифар арӑмӗ аскӑн ӗҫ тума илӗртсен Иосиф хӑйне мӗнле тытнине аса илер. Ҫав хӗрарӑмпа ҫывӑрма килӗшмесен мӗн пуласса вӑл пӗлнӗ пулӗ. Ҫапах та вӑл хӑраса ӳкмен, хӑюллӑ пулса Потифар арӑмӗнчен тӳрех тухса тарнӑ (Пулт. 39:10, 12).

7. Раав хӑюлӑха мӗнле кӑтартни ҫинчен каласа парӑр. (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

7 Хӑюллӑ пулас тӗлӗшрен Раав та лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Израиль разведчикӗсем Иерихонра унӑн килне килсен вӑл хӑраса ӳкнипе вӗсене пулӑшмасан та пултарнӑ. Анчах та Раав Иеговӑна шанса разведчиксене хӑйӗн патӗнче пытарнӑ тата вӗсене тарма пулӑшнӑ (Иис. Н. 2:4, 5, 9, 12—16). Раав Иегова чӑн Турӑ пулнине тата Вӑл пама пулнӑ ҫӗре израильтянсене парасса ӗненнӗ. Ҫынсенчен, ҫав шутрах Иерихон патшипе унӑн тарҫисенчен, хӑранӑ пулин те, вӑл ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑман. Хӑюлӑх ҫитерсе разведчиксене пулӑшнине пула Раав хӑйне те, хӑйӗн тӑванӗсене те ҫӑлса хӑварма пултарнӑ (Иис. Н. 6:21, 22).

8. Иисус хӑюллӑ пулни апостолсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

8 Иисусӑн шанчӑклӑ апостолӗсем те пысӑк хӑюлӑх кӑтартнӑ. Вӗсем Иисусӑн хӑюлӑхне курса тӑнӑ, ҫакӑ вӗсене хӑйсене те хӑюллӑ пулма пулӑшнӑ (Матф. 8:28—32; Иоанн 2:13—17; 18:3—5). Саддукейсем хирӗҫ тӑрсан апостолсем Иисус ячӗпе вӗрентме чарӑнман (Ап. ӗҫ. 5:17, 18, 27—29).

9. 2 Тимофей 1:7 пире хӑюлӑха ӑҫта тупмаллине ӑнланма мӗнле пулӑшать?

9 Иосиф, Раав, Иисус тата апостолсем ҫирӗп шухӑш-кӑмӑллӑ пулнӑ тата ырӑ ӗҫсем тума хатӗр тӑнӑ. Вӗсем хӑюллӑ пулни хӑйсем ҫине ытлашши шаннине пӗлтермест, вӗсем Иегова ҫине шаннӑ. Пирӗн пурнӑҫра та тӗрлӗ лару-тӑрура хӑюлӑх кирлӗ пулма пултарать. Ун чухне пирӗн хамӑр ҫине мар, Иегова ҫине шанмалла. (2 Тимофей 1:7 вуласа пар.) Айтӑр ҫемьере тата христиансен пухӑвӗнче хӑюлӑха мӗнле кӑтартмаллине пӑхса тухар.

МӖНЛЕ ЛАРУ-ТӐРУСЕНЧЕ ХӐЮЛӐХ КИРЛӖ

10. Мӗншӗн ҫамрӑк христиансене хӑюлӑх кирлӗ?

10 Ҫамрӑк христиансене Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен час-часах хӑюлӑх кирлӗ. Вӗсем Соломонран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ, вӑл храм тунӑ вӑхӑтра хӑюлӑх ҫитерсе ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тунӑ. Паллах, ҫамрӑк христиансен ашшӗ-амӑшӗнчен канаш ыйтмалла, анчах та пысӑк йышӑнусене вӗсен хӑйсен тумалла (Ытар. 27:11). Туссене тата вӑйӑ-кулла тӗрӗс суйлама, нравственность тӗлӗшӗнчен таса пулма, ҫавӑн пекех шыва кӗме хӑюлӑх кирлӗ. Ҫапла тунипе ҫамрӑксем Сатанана, Иеговӑна хурлама майсем шыракана, хирӗҫ пыраҫҫӗ.

11, 12. а) Хӑюлӑх кӑтартас тӗлӗшрен Моисей чаплӑ тӗслӗх тесе мӗншӗн калама пулать? ӑ) Ҫамрӑк христиансем Моисей пек пулас тесен мӗн тума пултараҫҫӗ?

 11 Ҫамрӑк христиансен пурнӑҫра мӗнле тӗллевсем лартмалли пирки йышӑну тумалла. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫамрӑксене аслӑ пӗлӳ илме тата нумай укҫа ӗҫлесе илме май паракан ӗҫ тупма хавхалантараҫҫӗ. Экономика тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑхсем тӳсекен ҫӗршывсенче вара ҫамрӑксем хӑйсен ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтересси тӗп тӗллев тесе шутлаҫҫӗ. Сирӗн лару-тӑру кирек мӗнле пулсан та, Моисей тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлӑр. Ӑна фараон хӗрӗ пӑхса ӳстернӗ, ҫавӑнпа вӑл чаплӑ та пуян ҫын пулма тӗллев лартма пултарнӑ. Моисее усрава илнӗ ҫемье те, вӗрентекенсем те, канашҫӑсем те ӑна шӑпах ҫак тӗллевсене лартма хистенӗ пулӗ. Анчах та вӑл ӳкӗте кӗмен, чӑн Турӑ майлӑ тӑма шут тытнӑ. Египета тата унти пуянлӑха пӑрахса Моисей хӑюллӑн Иегова ҫине шаннӑ (Евр. 11:24—26). Турӑ ӑна нумай пиллӗх панӑ, пуласлӑхра вара тата ытларах парӗ.

12 Ҫамрӑк христиансем хӑюллӑ пулса Иеговӑн ӗҫӗнче тӗллевсем лартаҫҫӗ пулсан тата Туррӑн Патшалӑхне мала хураҫҫӗ пулсан Иегова вӗсене пиллет. Вӑл вӗсене хӑйсен ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтерме пулӑшать. Пӗрремӗш ӗмӗрте ҫамрӑк христианин Тимофей Турӑ ӗҫне хӑйӗн пурнӑҫӗнче мала хунӑ. Эсир те ҫапла тума пултараятӑр *. (Филиппӑ 2:19—22 вуласа пар.)

Пур лару-тӑрура та хӑюлӑх кӑтартма эсир хатӗр-и? (13—17 абзацсене пӑхӑр.)

13. Пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвана тӗллевсене пурнӑҫлама хаюлӑх мӗнле пулӑшнӑ?

13 Алабамӑра (АПШ) пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑвана ырӑ хыпар сарас ӗҫре тӗллевсем лартма хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ. Вӑл ҫырать: «Эпӗ питӗ вӑтанчӑк ачаччӗ. Мана пач палламан ҫынсен алӑкне шаккама мар, Патшалӑх залне килекенсемпе те калаҫма йывӑрччӗ». Анчах та ашшӗ-амӑшӗ тата пухури ытти тӑвансем пулӑшнипе вӑл хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама пултарнӑ — пионер пулса тӑнӑ. Вӑл акӑ мӗн калать: «Сатана тӗнчи аслӑ пӗлӳ илесси, чапа тухасси, укҫа пухасси тата ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ япаласем туянасси — лайӑх тӗллевсем тесе ӗнентересшӗн. Анчах та ытларах чухне ҫынсем ҫак тӗллевсене пурнӑҫлаймаҫҫӗ, вӗсем чун канӑҫлӑхне ҫухатаҫҫӗ, вӗсен ӗмӗчӗсем те татӑлаҫҫӗ. Иеговӑшӑн ӗҫлесси вара пире чӑн-чӑн савӑнӑҫ тата телей кӳрет».

14. Мӗнле лару-тӑрусенче ашшӗ-амӑшӗсене хӑюлӑх кирлӗ?

14 Ачаллӑ христиансене те хӑюлӑх кирлӗ. Тӗслӗхрен, начальник сире ӗҫ хыҫҫӑн е канмалли кунсенче ӗҫлеме тӑтӑшах ыйтма пултарать, анчах та ҫав вӑхӑтра эсир ялан тенӗ пекех ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттеретӗр, ырӑ хыпар сарма е пухӑва каятӑр. Начальника «ҫук» тесе калама тата ачӑрсене лайӑх тӗслӗх кӑтартма хӑюлӑх кирлӗ. Е, калӑпӑр, эсир хӑвӑр ачасене пӗр-пӗр ӗҫе тума чаратӑр, пухури хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем вара хӑйсен ачисене ҫав ӗҫех тума ирӗк параҫҫӗ. Ҫав ашшӗ-амӑшӗсем сирӗн ачасем мӗншӗн апла тумаҫҫӗ тесе ыйтма та пултараҫҫӗ. Хӑвӑрӑн шухӑша хисеплӗн ӑнлантарса пама хӑюлӑх кирлӗ.

15. Ашшӗ-амӑшӗсене Псалом 36:25-мӗшӗнчи тата Еврейсем 13:5-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

15 Ачасене сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫлама пулӑшма ашшӗ-амӑшӗсене хӑюлӑх кирлӗ. Хӑш-пӗрисем хӑйсен ачисене пионерсем пулса ӗҫлеме, хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайма  е Турра пуҫҫапмалли вырӑнсене туса лартнӑ ҫӗрте ӗҫлеме хавхалантармаҫҫӗ. Тен, вӗсем ватӑлсан ачисем вӗсемшӗн тӑрӑшма пултараймасран хӑраҫҫӗ. Анчах та ӑслӑ ашшӗ-амӑшӗсем Иегова сӑмах панисене ҫирӗп ӗненеҫҫӗ. (Псалом 36:25; Еврейсем 13:5 вуласа пар.) Хӑюлӑх кӑтартакан тата Иегова ҫине шанса тӑракан ашшӗ-амӑшӗсем ачисене те ҫавнах тума хавхалантараҫҫӗ (1 Патш. 1:27, 28; 2 Тим. 3:14, 15).

16. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартма мӗнле пулӑшнӑ тата ҫакӑ ачасене мӗнле усӑ кӳнӗ?

16 Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан пӗр мӑшӑр хӑйсен ачисене Иеговӑшӑн ӗҫлессине мала хума пулӑшнӑ. Ҫемье пуҫӗ акӑ мӗн калать: «Пирӗн ачасем утма тата калаҫма вӗреничченех эпир вӗсене пионер пулса ӗҫлени тата пухури тӑвансене пулӑшни мӗн тери нумай савӑнӑҫ парасси ҫинчен каласа параттӑмӑр. Халӗ вӗсен те ҫавнашкал тӗллевсем! Сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартни тата вӗсене пурнӑҫа кӗртме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшни пирӗн ачасене Сатана тӗнчине хирӗҫ тӑма тата Иеговӑн ӗҫне мала хума пулӑшать». Тепӗр тӑван, икӗ ачаллӑскер, ҫапла ҫырнӑ: «Ашшӗ-амӑшӗсем нумайӑшӗ хӑйсен ачисем спортра, искусствӑра е вӗренӳре ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшас тесе нумай вӑхӑт тата укҫа-тенкӗ пӗтереҫҫӗ. Анчах та ачасене Иеговӑпа ҫывӑхланма май паракан тӗллевсене лартма пулӑшасси чылай тӗрӗсрех. Эпир нумай савӑнӑҫ илтӗмӗр, мӗншӗн тесен ачасем сӑваплӑ ӗҫре хӑйсем лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫланине курса тӑтӑмӑр ҫеҫ мар, Иегова пире хамӑра та пилленӗ пек туяттӑмӑр». Хӑйсен ачисене сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартма тата вӗсене пурнӑҫлама пулӑшакан ашшӗ-амӑшӗсене Иегова пиллесси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук.

ПУХУРА ТА ХӐЮЛӐХ КИРЛӖ

17. Хӑҫан пухура хӑюлӑх кирлӗ?

17 Хӑюлӑх пухура та кирлӗ. Сӑмахран, йывӑр ҫылӑх тунӑ тӑванӑн ӗҫне пӑхса тухнӑ чухне тата кама васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ, ҫавсене пулӑшнӑ чухне старейшинӑсене хӑюлӑх кирлӗ. Хӑш-пӗр  старейшинӑсем тӗрмесенче ҫынсемпе Библи вӗренеҫҫӗ е унта тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Качча кайман хӗрарӑм тӑвансем ҫинчен вара мӗн калама пулать? Вӗсенчен нумайӑшӗ Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме шут тытса хӑюлӑх кӑтартаҫҫӗ, тӗслӗхрен, пионерсем пулса тӑраҫҫӗ, хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнсене куҫса каяҫҫӗ, Турра пуҫҫапмалли вырӑнсене туса лартас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ тата Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренме каяҫҫӗ. Хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансем вара Галаад Шкулӗнче те вӗренеҫҫӗ.

18. Ватӑ хӗрарӑм тӑвансем хӑюлӑха мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

18 Пухура ватӑ хӗрарӑм тӑвансем пулни пуриншӗн те пысӑк пиллӗх. Ҫак хаклӑ тӑвансене эпир питӗ юрататпӑр! Паллах, вӗсенчен хӑш-пӗрисем Иеговӑшӑн малтанхи чухлех ӗҫлесе тӑраймаҫҫӗ, ҫав-ҫавах вӗсем хӑюллӑ пулма пултараҫҫӗ. (Тит 2:3—5 вуласа пар.) Тӗслӗхрен, ватӑ хӗрарӑм тӑвана ҫамрӑк христианкӑпа унӑн ҫипуҫӗ пирки калаҫма ыйтма пултараҫҫӗ. Ҫакна тума хӑюлӑх кирлӗ паллах. Ватӑ хӗрарӑм тӑван ҫамрӑк тӑвана ятласа тӑкмӗ, ун вырӑнне вӑл ӑна унӑн ҫипуҫӗ ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарасси ҫинчен шухӑшлама пулӑшӗ (1 Тим. 2:9, 10). Ватӑ хӗрарӑм тӑвансем ыттисемшӗн ҫапла майпа тӑрӑшни нумай усӑ пама пултарать.

19. а) Шыва кӗнӗ арҫын тӑвансем хӑюлӑха мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? ӑ) Исаия 40:29-мӗшӗнчи тата Филиппӑ 2:13-мӗшӗнчи сӑмахсем арҫын тӑвансене хӑюллӑ пулма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

19 Шыва кӗнӗ арҫын тӑвансене те хӑюлӑх кирлӗ. Хӑйсем ҫине ытларах яваплӑх илме хатӗр тӑвансем пухӑва нумай усӑ пама пултараҫҫӗ (1 Тим. 3:1). Анчах та хӑш-пӗрисем ҫавна тума васкамаҫҫӗ. Тен, кам та пулин унччен пысӑк йӑнӑш тунӑран хӑй пирки пулӑшакан ӗҫчен е старейшина пулма тивӗҫлӗ мар тесе шутлать. Тепри вара манран пулмасть тет. Сирӗн те ҫакнашкал туйӑмсем пур пулсан, Иегова сире хӑюллӑ пулма пулӑшӗ. (Исаия 40:29; Филиппӑ 2:13 вуласа пар.) Моисей тӗслӗхне асра тытӑр. Пӗррехинче вӑл та Иегова хушнӑ ӗҫе тӑваймастӑп тенӗ (Тух. 3:11). Анчах та Иегова ӑна пулӑшнӑ, вара ҫав ӗҫе пурнӑҫлама Моисей хӑюлӑх ҫитернӗ. Шыва кӗнӗ арҫын тӑван Иеговӑран хӗрӳллӗн пулӑшу ыйтать пулсан тата кашни кун Библи вулать пулсан хӑюллӑ пулма пултарать. Унсӑр пуҫне, Туррӑн хӑюллӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлама пулать. Ҫавӑн пекех арҫын тӑван хӑйне кӗҫӗне хурса старейшинӑсене хӑйне вӗрентме ыйтма пултарать тата кирлӗ пулсан пухури ӗҫсене тума пулӑшу сӗнме пултарать. Эпир шыва кӗнӗ пур арҫын тӑвана та хӑюллӑ пулма тата пухура вӑй хурса ӗҫлеме чӗнетпӗр!

«ҪӲЛХУҪА... САНПА ПӖРЛЕ»

20, 21. а) Давид Соломона мӗн пирки аса илтернӗ? ӑ) Эпир мӗн пирки иккӗленместпӗр?

20 Давид патша Соломона храм туса пӗтеричченех Иегова санпа пӗрле пулӗ тесе аса илтернӗ (1 Ҫулс. 28:20). Ашшӗ сӑмахӗсем Соломонӑн чӗрине тата ӑс-тӑнне пырса тивнӗ, вара вӑл, ҫамрӑк та опытсӑр пулнине пӑхмасӑрах, ҫав ӗҫе пуҫӑннӑ. Соломон хӑюллӑн капмар храм тума пуҫланӑ та Иегова пулӑшнипе ӑна ҫичӗ ҫул ҫурӑ хушшинче туса пӗтернӗ.

21 Соломона пулӑшнӑ пекех, Иегова пире те хӑюллӑ пулма, ҫемьери тата пухури яваплӑхсене пурнӑҫлама пулӑшӗ (Ис. 41:10, 13). Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ май эпир хӑюлӑх кӑтартатпӑр пулсан вӑл пире халӗ те, пуласлӑхра та пиллесси пирки иккӗленмӗпӗр. Ҫавӑнпа та айтӑр «ҫирӗп те хӑюллӑ» пулар!

^ 12 абз. Сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсене пурнӑҫлас тӗлӗшрен усӑллӑ канашсене 2004 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» «Пусть твои духовные цели прославляют Создателя» ятлӑ статьяра тупма пулать.