Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2017 сентябрь

«Турӑ Сӑмахӗ... витӗмлӗ»

«Турӑ Сӑмахӗ... витӗмлӗ»

«Турӑ Сӑмахӗ чӗрӗ те витӗмлӗ» (ЕВР. 4:12, ҪТ).

ЮРӐСЕМ: 96, 94

1. Мӗншӗн эпир Турӑ Сӑмахӗ витӗмлӗ пулни пирки иккӗленместпӗр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ИЕГОВӐН ӗҫлекенӗсем унӑн Сӑмахӗ, ҫынсем валли янӑ ҫыру, «чӗрӗ те витӗмлӗ» пулни пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ (Евр. 4:12, ҪТ). Библи хамӑрӑн пурнӑҫа та, ыттисен пурнӑҫне те мӗнле улӑштарнине эпир хамӑр куҫпа куртӑмӑр. Пирӗн тӑвансенчен хӑш-пӗрисем унччен вӑрӑсем пулнӑ, наркотиксемпе иртӗхнӗ е аскӑнланса пурӑннӑ. Теприсем вара паллӑ е пуян ҫынсем пулнӑ, анчах та ҫав-ҫавах хӑйсене тем ҫитмен пек туйнӑ (Еккл. 2:3—11). Телее, шанчӑка ҫухатнӑ ҫынсем нумайӑшӗ Турӑ Сӑмахӗ пулӑшнипе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пултарнӑ, халӗ вӗсен каллех шанчӑк пур. Сире «Библи пурнӑҫа улӑштарать» ятлӑ статьясене вулама килӗшет пулӗ. Христиансем пулса тӑнӑ хыҫҫӑн та ҫынсем Турӑ Сӑмахӗ пулӑшнипе малалла та Иеговӑпа ҫывӑхланса пыраҫҫӗ.

2. Турӑ Сӑмахӗ пӗрремӗш ӗмӗрти ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

2 Ҫынсем нумайӑшӗ Библи вӗреннине пула хӑйсен пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем тума пултарнинчен тӗлӗнмелле-и вара? Паллах, ҫук! Ҫакӑн пек тӗслӗхсем пӗлӗтре пурӑнма шанса тӑнӑ пӗрремӗш христиансене аса илтереҫҫӗ. (1 Коринф 6:9—11 вуласа пар.) Туррӑн Патшалӑхне как-кам кӗреес ҫукки ҫинчен ҫырнӑ чухне Павел тата ҫапла хушса ҫырнӑ:  «Эсир те хӑшӗсем ҫавсем пек пурӑнаттӑр». Вӗсем Библи тата святой сывлӑш пулӑшнипе улшӑнма пултарнӑ. Анчах та чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑнӑ хыҫҫӑн хӑш-пӗрисем йывӑр ҫылӑх туса Турӑпа хӑйсем хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене ҫухатнӑ. Сӑмахран, Библире пӗрремӗш ӗмӗрти пӗр христианина, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑскере, пухуран кӑларса яни ҫинчен тата каярахпа ӑна пухӑва каялла йышӑнни ҫинчен ҫырса панӑ (1 Кор. 5:1—5; 2 Кор. 2:5—8). Пирӗн тӑвансем Туррӑн Сӑмахӗ пулӑшнипе хӑйсен пурнӑҫне тӗпрен улӑштарма пултарни питӗ хавхалантарать.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

3 Турӑ пире Библи парнеленӗ. Унӑн Сӑмахӗ ҫынсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳрет, ҫавӑнпа эпир унпа туллин усӑ курасшӑн (2 Тим. 2:15). Ҫак статьяра эпир 1) хамӑрӑн пурнӑҫра, 2) ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата 3) сцена ҫинчен вӗрентнӗ чухне Библипе туллин усӑ курас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухатпӑр. Ҫакӑ пире Ҫӳлти Аттемӗре пирӗншӗн тӑрӑшнӑшӑн тата ырра вӗрентнӗшӗн пархатарлӑ пулнине тата ӑна юратнине кӑтартма пулӑшӗ (Ис. 48:17).

ХАМӐРӐН ПУРНӐҪРА

4. а) Туррӑн Сӑмахӗ пирӗн ҫине витӗм кӳтӗр тесен мӗн тумалла? ӑ) Библи вулама вӑхӑт тупас тесе эсир мӗн тӑватӑр?

4 Туррӑн Сӑмахӗ пирӗн ҫине витӗм кӳтӗр тесен пирӗн ӑна май пур таран кашни кун вуламалла (Иис. Н. 1:8). Паллах, ӗҫсем пирӗн питӗ нумай. Ҫапах та кашни кун Библи вулама ниме те, питӗ кирлӗ ӗҫсене те, чӑрмантарма памалла мар. (Эфес 5:15, 16 вуласа пар.) Иеговӑн ӗҫлекенӗсем кашни кун Библи вулама тӗрлӗ майсем тупаҫҫӗ: пӗрисем ӑна ирхине вулаҫҫӗ, теприсем — каҫхине, ыттисем — кӑнтӑрла. Вӗсен туйӑмӗсем псалом юрлаканӑнни пекех: «Санӑн саккунна эпӗ епле юрататӑп! Кунӗпех ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп» (Пс. 118:97).

5, 6. а) Библире мӗн вулани ҫинчен мӗншӗн шухӑшламалла? ӑ) Шухӑшлани ытларах усӑ патӑр тесен мӗн тума пулать? б) Турӑ Сӑмахне вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани сире хӑвӑра мӗнле усӑ парать?

5 Библие вуланисӗр пуҫне пирӗн мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла (Пс. 1:1—3). Ҫапла тусан ҫеҫ эпир Библири ӑслӑ канашсемпе пурнӑҫра усӑ курма пултарӑпӑр. Пичетленӗ Библие вулатпӑр-и е электронлӑ хатӗр ҫинче-и, эпир Туррӑн Сӑмахне хамӑр чӗре ҫине витӗм кӳртересшӗн.

6 Библири сӑмахсем ҫинчен шухӑшлама вӗренес тесен мӗн тумалла? Христиансем нумайӑшӗ вуланӑ май чарӑнса тӑрса ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ: эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗм? Ҫак сӑвӑ йӗркисенчи принциппа эпӗ хамӑрӑн пурнӑҫра усӑ куратӑп-и? Хӑш енчен манӑн лайӑхланмалла? Эпир Библири сӑмахсем ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан тата мӗн вулани ҫинчен кӗлтӑватпӑр  пулсан, пирӗн унти канашсемпе усӑ курас килсе тӑрӗ. Вара Туррӑн Сӑмахӗ пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗн тери вӑйлӑ витӗм кӳнине туйса тӑрӑпӑр (2 Кор. 10:4, 5).

ЫРӐ ХЫПАР САРНӐ ЧУХНЕ

7. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Турӑ Сӑмахӗпе ӑнӑҫлӑн усӑ курас тесен мӗн тумалла?

7 Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Библипе ӑнӑҫлӑн усӑ курма пире мӗн пулӑшӗ? Пӗрремӗшӗнчен, ҫынсемпе калаҫнӑ чухне е вӗсене вӗрентнӗ чухне пирӗн Библипе час-часах усӑ курма тӑрӑшмалла. Пӗр арҫын тӑван акӑ мӗн каланӑ: «Эпир килрен киле Иеговӑпа пӗрле ҫӳренӗ пулсан хамӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑмӑр: яланах хамӑр калаҫнӑ пулӑттӑмӑр-и е Иеговӑна калаҫтарнӑ пулӑттӑмӑрччӗ-и?» Чӑнах та, ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир Библи уҫса вуласа паратпӑр пулсан Иеговӑна ҫынсемпе калаҫма май паратпӑр. Ытларах чухне тӗплӗн суйласа илнӗ сӑвӑ йӗркине вуласа пани хамӑр каланӑ сӑмахсенчен вӑйлӑрах витӗм кӳрет (1 Фес. 2:13). Хӑвӑртан ыйтӑр: «Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Турӑ Сӑмахӗнчен вуласа пама май килсен яланах вуласа паратӑп-и?»

8. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Библири сӑвӑ йӗркисене вуласа пани мӗншӗн ҫителӗксӗр?

8 Паллах, ҫынна Библири сӑвӑ йӗркине вуласа пани ҫеҫ ҫителӗксӗр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен, пӗрремӗш ӗмӗрти пекех, хальхи вӑхӑтра та нумайӑшне Библире мӗн ҫырнине ӑнланма йывӑр, хӑш-пӗрисем вара пачах ӑнланмаҫҫӗ (Рим 10:2). Ҫавӑнпа эпир сӑвӑ йӗркине вуласа панипех ҫын унӑн пӗлтерӗшне тӳрех ӑнланать тесе шутламалла мар. Пирӗн сӑвӑ йӗркинчи кирлӗ шухӑша палӑртмалла, тӗслӗхрен, тӗп сӑмахсене тепӗр хут вуласа парса вӗсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса памалла. Ҫапла тусан Библири хыпар пире итлекенсен ӑс-тӑнне тата чӗрисене пырса тивме пултарать. (Лука 24:32 вуласа пар.)

9. Ҫынна Турӑ Сӑмахне хисеплеме пулӑшас тесен Библири сӑвӑ йӗркисене вулас умӗн мӗн калама пулать?

 9 Сӑвӑ йӗркине вуласа парас умӗн эпир мӗн калани ҫынсене Библие хисепе хума пулӑшма пултарать. Сӑмахран эпир ҫапла калама пултаратпӑр: «Айтӑр пирӗн Пултаракан ҫакӑн ҫинчен мӗн каланине пӑхар». Христиан тӗнне тытса тӑман ҫынна вара ҫапла калама пулать: «Сӑваплӑ Ҫырура мӗн ҫырнине пӑхӑр-ха». Турӑпа интересленмен ҫынна тӗл пулсан ҫакӑн пек ыйту пама пулать: «Эсир хӑҫан та пулин ҫак ӗлӗк-авалах ҫырнӑ ӑслӑ сӑмахсене илтнӗ-и?» Ҫынсем тӗрлӗрен пулнине эпир ӑнланатпӑр, ҫавӑнпа кашнинпе мӗнле калаҫсан лайӑхрах-ши тесе тӗплӗн шухӑшлатпӑр (1 Кор. 9:22, 23).

10. а) Пӗр тӑванпа мӗн пулса иртнӗ? ӑ) Библири сӑвӑ йӗркине вуласа пани ҫын чӗрине пырса тивни ҫинчен хӑвӑрӑн тӗслӗхе каласа парӑр.

10 Библири сӑмахсем ҫынсем ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳме пултарнине хыпарҫӑсем нумайӑшӗ хӑйсен куҫӗпе курнӑ. Акӑ пӗр тӗслӗх. Пирӗн арҫын тӑван ватӑ ҫын патне кайса ҫӳренӗ, вӑл нумай ҫул хушши пирӗн журналсене вуласа тӑнӑ. Пӗррехинче пирӗн тӑван ҫав арҫынна юлашки кӑларӑма пама килсен журнал темипе ҫыхӑннӑ сӑвӑ йӗркине вуласа кӑтартас тенӗ. Вӑл 2 Коринф 1:3, 4 сӑвӑ йӗркисене вуласа панӑ: «Хӗрхенекен Атте, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ... ...Пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать». Ҫак сӑмахсем арҫыннӑн чӗрине ҫав тери пырса тивнӗрен вӑл ҫавнах тепӗр хут вуласа пама ыйтнӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра вӗсене арӑмӗпе иккӗшне те чуна йӑпатакан сӑмахсем питӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫав арҫыннӑн Библири хыпар ҫинчен ытларах пӗлес килсе кайнӑ. Чӑнах та, ырӑ хыпар сарнӑ чухне Библирен вуласа пани ҫынсем ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳрет (Ап. ӗҫ. 19:20).

СЦЕНА ҪИНЧЕН ВӖРЕНТНӖ ЧУХНЕ

11. Сцена ҫинчен вӗрентес ӗҫе шанса панӑ арҫын тӑвансен мӗнле яваплӑх пур?

11 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тата конгрессенче пулма пире пурне те питӗ килӗшет. Унта эпир Иеговӑна пуҫҫапатпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫак тӗлпулусенче илнӗ пӗлӳсем пире нумай усӑ параҫҫӗ. Сцена ҫинчен вӗрентесси пирки арҫын тӑвансем пысӑк чыс тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫак ӗҫ питӗ яваплӑ ӗҫ пулнине ӑнланаҫҫӗ (Иак. 3:1). Арҫын тӑвансен хӑйсем мӗне вӗрентни Турӑ Сӑмахӗ ҫинче никӗсленсе тӑнипе тӑманнине тӗрӗслесе тӑмалла. Сире сцена ҫинчен вӗрентес ӗҫе шанса панӑ пулсан, Библипе туллин усӑ курас тесен эсир мӗн тума пултаратӑр?

12. Арҫын тӑван хӑйӗн доклачӗ Библи ҫинче никӗсленсе тӑнине мӗнле тӗрӗслеме пултарать?

12 Хӑвӑр тумалли доклад Сӑваплӑ Ҫыру ҫинче никӗсленсе тӑнине тӗрӗслесе пӑхӑр (Иоанн 7:16). Ҫакна мӗнле тума пулать? Пӗрремӗшӗнчен, хӑвӑр илсе панӑ тӗслӗхсем тата хӑвӑр мӗнле калаҫни Библири сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшлама ан чӑрмантарччӑр тесе тӑрӑшӑр. Ҫавӑн пекех ҫакна асра тытӑр: Библири сӑвӑ йӗркисене вуласа парассипе Библи тӑрӑх вӗрентесси хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх пур. Чӑннипе каласан, ытлашши нумай сӑвӑ йӗрки вуласа парсан нумайӑшӗ вӗсене астуса юлаймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хӑш сӑвӑ йӗркисене вуласа памалли пирки тӗплӗн шухӑшлӑр, вӗсене вуласа пама, ӑнлантарма, тӗслӗх илсе пама тата ҫав сӑвӑ йӗркисемпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине кӑтартма вӑхӑт уйӑрӑр (Неем. 8:8). Доклада организаци панӑ план тӑрӑх тумалла пулсан, ҫав плана тата унта илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене тишкерӗр. Планри шухӑшсем Библири сӑвӑ йӗркисемпе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине ӑнланма тӑрӑшӑр. Унтан  ҫав шухӑшсене уҫса паракан сӑвӑ йӗркисене суйласа илӗр. Анчах та чи малтан Иеговӑран унӑн Сӑмахӗнчи хаклӑ шухӑшсене уҫса пама кӗлӗре пулӑшу ыйтӑр. (Ездра 7:10; Ытарӑшсем 3:13, 14 вуласа пар.)

13. а) Библири сӑвӑ йӗркисем пӗр хӗрарӑм тӑван ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? ӑ) Пухура Библири пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркине ӑнлантарса пани сирӗн ҫине вӑйлӑ витӗм кӳни пулнӑ-и? Каласа парӑр.

13 Австралире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑванӑн чӗрине пухура вуласа панӑ сӑвӑ йӗркисем хускатнӑ. Ача чухне унӑн нумай хӗн-хур тӳсме тивнӗ. Библири хыпара илтсен вӑл ӑна йышӑннӑ та шыва кӗнӗ. Ҫапах та ҫав тӑвана хӑйне Иегова юратнине ӗненме йывӑр пулнӑ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл ҫавӑн пирки иккӗленме пӑрахнӑ. Ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Пӗррехинче пухура илтнӗ сӑвӑ йӗркисем ун ҫине пысӑк витӗм кӳнӗ. Вӑл ҫав сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшласа вӗсене ытти сӑвӑ йӗркисемпе ҫыхӑнтарнӑ *. Пухура е конгресра илтнӗ сӑвӑ йӗркисем сирӗн ҫине те ҫавнашкал вӑйлӑ витӗм кӳни хӑҫан та пулин пулнӑ-и? (Неем. 8:12.)

14. Иеговӑна пире хӑйӗн Сӑмахне парнеленӗшӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

14 Иегова пире хӑйӗн Сӑмахне, Библие, парнеленӗшӗн эпир мӗн тери пархатарлӑ! Анчах та вӑл ӑна парнеленӗ ҫеҫ мар, ӑна ӗмӗрлӗхех упраса хӑварма сӑмах панине те пурнӑҫланӑ (1 Петр 1:24, 25). Пирӗн тӑтӑшах Турӑ Сӑмахне вуламалла, унти канашсене пурнӑҫра тытса тӑмалла тата ыттисене пулӑшас тесе унпа усӑ курмалла. Ҫакӑнтан эпир Библие хаклани курӑнӗ. Унтан та ытларах, ҫапла тунипе эпир унӑн Авторне, Иегова Турра, юратнине тата ҫак хаклӑ парнене панӑшӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартӑпӑр.