Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2016 ноябрь

«Ӗҫӗ ку вара аслӑ»

«Ӗҫӗ ку вара аслӑ»

ДАВИД патша пуҫлӑхсене, хӑй таврашӗнчи ҫынсене тата паттӑр арҫынсене пухать. Вӗсем пурте патша темӗнле питӗ кирлӗ пӗлтерӳ тӑвасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑраҫҫӗ. Иегова Давидӑн ывӑлне, Соломона, чӑн Турра пуҫҫапмашкӑн питӗ чаплӑ храм туса лартма хушнӑ. Израилӗн ватӑлнӑ патшине, Давида, Турӑ чертежсем панӑ, лешӗ вара вӗсене Соломона тыттарнӑ. «Ӗҫӗ ку вара аслӑ: Ҫурчӗ этем валли мар-ҫке, Ҫӳлхуҫа Турӑ валли»,— тет Давид (1 Ҫулс. 28:1, 2, 6, 11, 12; 29:1).

Ун хыҫҫӑн Давид ыйтать: «Камӑн та пулсан Ҫӳлхуҫана парне кӳме кӑмӑл пур-и?» (1 Ҫулс. 29:5.) Эсир ҫак сӑмахсене илтсен мӗн тунӑ пулӑттӑр? Ҫак пысӑк проекта пурнӑҫлама пулӑшӑттӑрччӗ-и? Израиль ҫыннисем тӳрех парнесем пама пуҫланӑ. «Халӑх ҫав тери савӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн... Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чӗререн парне кӳнӗ» (1 Ҫулс. 29:9).

Ҫӗршер ҫул иртсен Иегова Соломон туса лартнӑ храмран чылай ирттерекен храм туса лартнӑ. Ҫав питӗ чаплӑ сӑнарлӑ храм — Иегова хунӑ йӗрке, ҫак йӗрке ҫынсене Иисус Христосӑн каҫарттаракан парнине пула Турӑ патне ҫывхарма пулӑшать (Евр. 9:11, 12). Иегова ҫынсене хӑйпе мирлешме мӗнле пулӑшать? Вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ урлӑ (Матф. 28:19, 20). Ҫак ӗҫе пула кашни ҫул миллионшар ҫын Библи вӗренет, пин-пин вӗренекен шыва кӗрет тата ҫӗр-ҫӗр пуху йӗркеленет.

Туррӑн ӗҫлекенӗсен шучӗ ӳссе пынине пула Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацисене ытларах пичетлемелле, Патшалӑх залӗсем туса юсаса тӑмалла, ҫавӑн пекех конгрессем ирттерме ҫуртсем туянмалла е тара илмелле. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ — питӗ пысӑк та пиллӗх паракан ӗҫ пулнипе эсир килӗшетӗр пулӗ (Матф. 24:14).

Турра тата ҫывӑх ҫынна юратни, ҫавӑн пекех Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпар сарас ӗҫе вӑраха ямасӑр тума кирлине ӑнланни Туррӑн халӑхне харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ пама хавхалантарать. Эпир Иеговӑна хамӑр пурлӑхран парне парса хисеплеме питӗ хавас. Ҫавӑн пекех харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе чи пысӑк ӗҫе тума пирӗн организаци ӑслӑ-тӑнлӑ та перекетлӗ усӑ курни пире питӗ савӑнтарать! (Ытар. 3:9.)