Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2017 январь

«Иеговӑна шан тата ырӑ ту»

«Иеговӑна шан тата ырӑ ту»

«Иеговӑна шан тата ырӑ ту» (Пс. 37:3, ҪТ).

ЮРӐСЕМ: 150, 124

1. Иегова ҫынсене мӗнле тӗлӗнмелле пултарулӑхсем панӑ?

ИЕГОВА ҫынна тӗлӗнмелле пултарулӑхсемпе тунӑ. Тӗслӗхрен, эпир шухӑшлама пӗлетпӗр, ҫакӑ пире йывӑрлӑхсене татса пама тата тӗллевсем лартма май парать (Ытар. 2:11). Ҫавӑн пекех Турӑ пире вӑй-хал панӑ, ҫавӑнпа эпир мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫа кӗртме пултаратпӑр (Флп. 2:13). Унсӑр пуҫне, пирӗн совесть пур — ырӑпа усала уйӑрса илме пулӑшакан шалти туйӑм. Вӑл пире тӗрӗс мар утӑм тӑвасран хӳтӗлет тата хамӑр йӑнӑшсене тӳрлетме пулӑшать (Рим 2:15).

2. Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет?

2 Иегова пирӗнтен хамӑр пултарулӑхсемпе тӗрӗс усӑ курасса кӗтет. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл пире юратать тата хамӑрӑн пултарулӑхсемпе усӑ курни пире пысӑк савӑнӑҫ тата телей кӳрессе пӗлет. Хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ Иегова пире пӗрре анчах мар хамӑр пултарулӑхсемпе усӑ курса ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарать. Тӗслӗхрен, Еврей Ҫырӑвӗсенче «уру пусас сукмак пирки тӗплӗ шухӑшла» тата «аллу мӗн тума пултарнине пурне те хӑвӑн вӑйна кура ту» тесе ҫырнӑ (Ытар. 4:26; Еккл. 9:10). Грек Ҫырӑвӗсенче  вара эпир ҫак сӑмахсене вулатпӑр: «Апла май пур чухне пурне те ырӑлӑх тӑвар»; «Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе тӗрӗс усӑ курса, хӑвӑра мӗн панипе пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр» (Гал. 6:10; 1 Петр 4:10). Ҫак сӑмахсенчен Иегова пирӗнтен хамӑра та, ыттисене те ырӑ тума пӗтӗм вӑйран тӑрӑшасса кӗтни курӑнать.

3. Эпир мӗн тума пултараймастпӑр?

3 Тепӗр енчен, Иегова эпир веҫех тума пултарайманнине те пӗлет. Сӑмахран, эпир ҫылӑха, вилӗме тата хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пурне те пӗтерме пултараймастпӑр. Ҫавӑн пекех эпир ытти ҫынсен пурнӑҫӗпе хуҫаланаймастпӑр, мӗншӗн тесен мӗнле пурӑнмаллине кашнин суйласа илме ирӗк пур (3 Патш. 8:46). Тата эпир кирек мӗн чухлӗ пӗлӳ е опыт пухнӑ пулсан та, Иеговӑпа танлаштарсан, ун умӗнче яланах ачасем пек пулатпӑр (Ис. 55:9).

Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан Иеговӑна шанӑр тата ырӑ тӑвӑр

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

4 Кирек мӗнле лару-тӑрура та Иегова пире пулӑшасса шанмалла тата хамӑр мӗн тӑвайманнине пирӗншӗн вӑл тӑвасса ҫирӗп ӗненмелле. Апла пулин те йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме тата ыттисене пулӑшма хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тумалла. (Псалом 37:3, ҪТ вуласа пар *.) Урӑхла каласан, пирӗн Иегова ҫине те шанмалла, ырӑ та тумалла. Айтӑр Иегова ҫине шанса пурӑннӑ Ной, Давид тата ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухар. Ҫав ҫынсем хӑйсем мӗн тума пултарайманнине те, мӗн тума пултарнине те питӗ лайӑх ӑнланнӑ, ҫавна шута илсе хӑйсенчен мӗн килнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшнӑ.

ЙӖРИ-ТАВРА ЙӖРКЕСӖРЛӖХ ЧУХНЕ

5. Ной мӗнле тӗнчере пурӑнни ҫинчен каласа парӑр.

5 Ной пурӑннӑ вӑхӑтри тӗнче «ирсӗрленсе ҫитнӗ... усал ӗҫпе тулнӑ» пулнӑ (Пулт. 6:4, 9—13). Ҫав тӳрӗ ҫын Иегова йӗркесӗр тӗнчене пӗтерессе пӗлнӗ. Апла пулин те йӗри-таврари ҫынсем мӗн хӑтланни ӑна хытӑ пӑшӑрхантарнӑ пулӗ. Вӑл ҫав лару-тӑрура хӑй мӗн тума пултарайманнине пӗлнӗ, анчах та мӗн тума пултарнине те ӑнланнӑ.

Эсир калакан хыпара итлесшӗн мар пулсан (6—9 абзацсене пӑхӑр)

6, 7. а) Ной мӗн тума пултарайман? ӑ) Ной пурӑннӑ вӑхӑтри лару-тӑрупа хальхи лару-тӑру хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пур?

6 Ной мӗн тума пултарайман. Туррӑн  асӑрхаттаракан хыпарне Ной шанчӑклӑн пӗлтерсе тӑнӑ, анчах та вӑл ҫынсене ҫав хыпара вӑйпах итлеттереймен. Пӗтӗм ҫӗре шыв илес вӑхӑта та ҫывхартас тесе ним те тӑвайман. Нойӑн Иегова йӗркесӗрлӗхе тӗп тума сӑмах панине шӑп палӑртса хунӑ вӑхӑтра пурнӑҫласса ҫирӗп ӗненмелле пулнӑ (Пулт. 6:17).

7 Хальхи вӑхӑтра та тӗнче йӗркесӗрлӗхпе тулса ҫитнӗ. Эпир Иегова ҫак тӗнчене пӗтерессе пӗлетпӗр (1 Иоанн 2:17). Анчах та ҫынсене «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» калакан хыпара вӑйпа йышӑнтарайманнине те ӑнланатпӑр. Тата эпир «хӑрушла асап вӑхӑт» хӑвӑртрах килтӗр тесе ним те тума пултараймастпӑр (Матф. 24:14, 21). Пирӗн Ной пекех Турӑ кӗҫех пӗтӗм усаллӑха пӗтерессе ҫирӗп ӗненмелле (Пс. 36:10, 11). Ҫак йӗркесӗр тӗнчене Иегова хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтран пӗр кун та ытлашши тытӑнса тӑма памӗ. Эпир ҫакӑн пирки пӗртте иккӗленместпӗр (Аввак. 2:3).

8. Ной мӗн тума тӑрӑшнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

8 Ной мӗн тума пултарнӑ. Хӑй веҫех тума пултарайманшӑн Ной алла усман. Вӑл хӑй мӗн тума пултарнине тума тӑрӑшнӑ. «Тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен» пулса Ной асӑрхаттаракан хыпара шанчӑклӑн пӗлтерсе тӑнӑ (2 Петр 2:5). Ҫавна пула унӑн ӗненӗвӗ хавшаман. Унсӑр пуҫне, вӑл Турӑ хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлама — ковчег туса пӗтерме — пӗтӗм вӑя хунӑ тата ӑс-тӑнне ӗҫлеттернӗ. (Еврейсем 11:7 вуласа пар.)

9. Нойран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

9 Ной пекех эпир Турӑ хушнӑ «ӗҫе яланах тӑрӑшса» туса тӑратпӑр (1 Кор. 15:58). Тен, эпир Патшалӑх залӗсемпе Конгресс залӗсене туса лартма тата вӗсене юсавлӑ тытса тӑма пулӑшатпӑр, конгрессем вӑхӑтӗнче доброволецсем пулса ӗҫлетпӗр, филиалта е куҫаракансен аякри офисӗнче вӑй хуратпӑр. Анчах та чи малтан эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастарлӑн хутшӑнатпӑр, ҫакӑ пире малашлӑха шанчӑкпа пӑхма пулӑшать. Турра шанчӑклӑ пӗр хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле пиллӗхсем илсе килесси ҫинчен каласа панӑ чухне итлекенсен пӗр шанчӑк та ҫуккине тата вӗсене хӑйсен хуйхи-суйхи нихӑҫан пӗтес ҫук пек  туйӑннине куратӑн». Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрени пире хамӑрӑн чаплӑ шанчӑка ҫирӗплетме тата малалла та ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесе чупма пулӑшать (1 Кор. 9:24).

ҪЫЛӐХ ТУСАН

10. Давид мӗнле лару-тӑрӑва лекнине каласа парӑр.

10 Иегова Давид патша ҫинчен: «Хамӑн кӑмӑлӑма килекен ҫынна... тупрӑм»,— тенӗ (Ап. ӗҫ. 13:22). Пӗтӗмӗшле илсен, Давид тӳрӗ ҫын пулнӑ. Анчах та вӑл йывӑр ҫылӑха кӗни те пулнӑ. Давид Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунӑ. Унтан та ытларах, хӑйӗн ҫылӑхне пытарас тесе вӑл унӑн упӑшкине Урийӑна ҫапӑҫура вӗлерттерме шут тытнӑ. Ҫавӑнпа Давид ҫар пуҫӗ патне Урийӑна мӗнле вӗлермелли пирки ҫыру ҫырнӑ, ҫав ҫырӑва вӑл Урия урлах парса янӑ! (2 Патш. 11:1—21.) Анчах та унӑн ҫылӑхӗсем ҫиеле тухнӑ (Марк 4:22). Ҫавӑн чухне Давид хӑйне мӗнле тытнӑ?

Унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн хуйхӑратӑр пулсан (11—14 абзацсене пӑхӑр)

11, 12. а) Ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн Давид мӗн улӑштарма пултарайман? ӑ) Йывӑр ҫылӑх тусан эпир мӗне ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

11 Давид мӗн тума пултарайман. Давид хӑй мӗн туса хунине тӳрлетме пултарайман, хӑш-пӗр ҫылӑхӗсемшӗн вара вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех асапланнӑ (2 Патш. 12:10—12, 14). Ҫавӑнпа Давида ӗненӳ кирлӗ пулнӑ. Чун-чӗререн ӳкӗнсессӗн Иегова каҫарасса тата ҫылӑхсене пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшасса унӑн ҫирӗп шанмалла пулнӑ.

12 Эпир пурте ҫитменлӗхлӗ ҫынсем, пурте ҫылӑха кӗретпӗр. Анчах та ҫылӑхсем пӗри тепринчен йывӑртарах пулма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне эпир хамӑрӑн йӑнӑшсене тӳрлетейместпӗр, вара пирӗн вӗсене пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсемпе пурӑнмалли ҫеҫ юлать (Гал. 6:7). Анчах та чунтан ӳкӗнсессӗн Иегова пире йывӑр вӑхӑтра пулӑшасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр, йывӑрлӑхсем хамӑр айӑппа сиксе тухнӑ пулсан та. (Исаия 1:18, 19; Апостолсен ӗҫӗсем 3:19, 20 вуласа пар.)

13. Давид хӑйпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем каллех лайӑх пулччӑр тесе мӗн тунӑ?

13 Давид мӗн тума пултарнӑ. Давид Иеговӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене каллех лайӑх тӑвасшӑн пулнӑ. Тӗслӗхрен, вӑл Иеговӑн пророкӗ Нафан тӳрлетсе каланине йышӑннӑ (2 Патш. 12:13). Ҫавӑн пекех Давид кӗлтуса хӑйӗн ҫылӑхӗсене уҫса панӑ тата Иегова ырланине каллех тивӗҫлӗ пулас килни ҫинчен каланӑ (Пс. 50:3—19). Давид ҫылӑх тунӑшӑн хуйхӑрнӑ, анчах та вӑл ҫав туйӑма хӑйне аптӑратса ӳкерме паман, хӑйӗн йӑнӑшӗсенчен ӑса вӗреннӗ. Вӑл чӑнах та унччен тунӑ ҫылӑхсене урӑх туман. Давид мӗн виличченех шанчӑклӑ пулнӑ, Иегова та ӑна шӑпах ҫапла астуса юлнӑ (Евр. 11:32—34).

14. Давид тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

14 Давид тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентме пултарать? Йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, пирӗн чӗререн ӳкӗнмелле тата Иеговӑран каҫару ыйтмалла. Ӑна хамӑрӑн ҫылӑхсем ҫинчен каласа памалла (1 Иоанн 1:9). Ҫавӑн пекех пирӗн старейшинӑсемпе калаҫмалла, мӗншӗн тесен вӗсем пире Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене каллех лайӑх пулччӑр тесе пулӑшма пултараҫҫӗ. (Иаков 5:14—16 вуласа пар.) Ҫак утӑмсене пурне те тунипе эпир Иегова пире каҫарасса шаннине кӑтартатпӑр. Унсӑр пуҫне, пирӗн хамӑрӑн йӑнӑшсенчен ӑса вӗренмелле, малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлемелле тата малашлӑха шанчӑкпа пӑхмалла (Евр. 12:12, 13).

ЫТТИ ЛАРУ-ТӐРУСЕНЧЕ

Чирлесе ӳксен (15-мӗш абзаца пӑхӑр)

15. Анна тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

15 Тен, эсир Турӑ ҫине шаннӑ ытти ҫынсене аса илетӗр. Тӗслӗхрен, Аннӑн ачасем пулман тата ҫак лару-тӑрӑва вӑл улӑштарма та пултарайман. Анчах та Анна хӑйне Иегова  йӑпатасса ҫирӗп шаннӑ, ҫавӑнпа ӑна пуҫҫапма сӑваплӑ чатӑра ҫӳреме пӑрахман. Унта вӑл Иеговӑна кӗлтуса хӑйӗн чунне уҫса панӑ (1 Патш. 1:9—11). Мӗн тери чаплӑ тӗслӗх! Чирлесе ӳксен е хамӑр вӑйпа татса памалла мар урӑх йывӑрлӑх сиксе тухсан, пирӗн Иегова ҫине шанмалла тата вӑл пирӗншӗн тӑрӑшасси пирки иккӗленмелле мар (1 Петр 5:6, 7). Ҫавӑн пекех христиансен тӗлпулӑвӗсенчен тата Иеговӑн организацийӗ мӗн парса тӑнинчен пуринчен те усӑ илес тесе хамӑртан мӗн килнине пурне те тумалла (Евр. 10:24, 25).

Ачасем чӑнлӑха хӑварсан (16-мӗш абзаца пӑхӑр)

16. Ватӑ Самуил тӗслӗхӗ ашшӗ-амӑшӗсене мӗне вӗрентет?

16 Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан ашшӗ-амӑшӗсен ачи тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрӑнса кайнӑ пулсан Самуилӑн тӗслӗхӗ пулӑшма пултарать. Ватӑ Самуил ӳссе ҫитнӗ ывӑлӗсене Турра чунтан парӑнса пурӑнччӑр тесе ирӗксӗрлеме пултарайман (1 Патш. 8:1—3). Унӑн пӗтӗмпех Иеговӑн аллине шанса памалла пулнӑ. Анчах та Самуил хӑй енчен мӗн те пулин тума пултарнӑ-и? Вӑл пӗлӗтри Ашшӗне, Иеговӑна, шанчӑклӑ тӑрса юлса унӑн чӗрине савӑнтарма пултарнӑ (Ытар. 27:11). Паянхи вӑхӑтра та нумай ашшӗ-амӑшӗ ҫавӑн пекрех лару-тӑрупа тӗл пулнӑ. Анчах вӗсем ҫакна та пӗлеҫҫӗ: аскӑн ывӑл пирки каланӑ ытарӑшри ашшӗ пекех, Иегова ҫылӑх тунисем ӳкӗнсе хӑй патне таврӑнасса кӗтет (Лука 15:20). Ҫав вӑхӑтрах ҫак христиансем Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ тата хӑйсен тӗслӗхӗ ачисене пухӑва таврӑнма хавхалантарасса шанаҫҫӗ.

Укҫа-тенкӗ ҫитмен чухне (17-мӗш абзаца пӑхӑр)

17. Чухӑн тӑлӑх арӑмӑн тӗслӗхӗ пире мӗне шантарать?

17 Иисус вӑхӑтӗнче пурӑннӑ чухӑн тӑлӑх арӑмӑн тӗслӗхне те аса илме пулать. (Лука 21:1—4 вуласа пар.) Храмра ыттисем тӑвакан йӗркесӗр ӗҫсене вӑл чарса лартма пултарайман (Матф. 21:12, 13). Тата ҫав чухӑн хӗрарӑмӑн хӑйӗн пурнӑҫне лайӑхлатма май та пулман пулӗ. Анчах та вӑл пӗтӗм чунтан «икӗ вак укҫа» — «хӑйӗн мӗн пуррине, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине» — храма кайса панӑ. Ҫав шанчӑклӑ хӗрарӑм пӗтӗм чун-чӗрепе Иегова ҫине шаннӑ. Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хурсан пурӑнмалӑх мӗн кирли пурте пуласса вӑл пӗлнӗ. Эпир те пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шыратпӑр пулсан Иегова пире мӗн кирлине пӗтӗмпех парасси пирки иккӗленместпӗр (Матф. 6:33).

18. Пӗр арҫын тӑван тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

18 Пирӗн вӑхӑтра та тӑвансем нумайӑшӗ Иегова ҫине шанса тӑнине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Малком ятлӑ арҫын тӑван. Вӑл 2015 ҫулта виличченех Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫленӗ. Хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле вӑл вун-вун ҫул хушши Иеговӑн ӗҫне туса тӑнӑ. Вӗсен пурнӑҫӗнче савӑнӑҫӗ те, хуйхи-суйхи те нумай пулнӑ. «Хӑш-пӗр чухне малашне мӗн кӗтмеллине те пӗлместӗн, йывӑр лару-тӑрӑва лексен вара мӗн тумаллине те ӑнланмастӑн. Анчах та Иегова хӑй ҫине шанса пурӑнакансене пиллет»,— тенӗ Малком. Тата вӑл ҫапла канаш панӑ: «Иеговӑшӑн май килнӗ таран нумайрах тата ӑнӑҫлӑрах ӗҫлес тесе кӗлтӑвӑр. Хӑвӑр мӗн тума пултарайманни ҫинчен мар, мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлӑр» *.

19. а) 2017 ҫулхи текст ҫинчен мӗншӗн шухӑшламалла? ӑ) 2017 ҫулхи текст сире мӗн тума хавхалантарать?

19 Тӗнчери лару-тӑру япӑхлансах пырать, ҫавӑнпа эпир пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратпӑр (2 Тим. 3:1, 13). Айтӑр йывӑрлӑхсене хамӑра аптӑратса ӳкерме парар мар! Пӗтӗм чун-чӗререн Иегова ҫине шанар тата мӗн тума пултарнине пурне те тӑвар. Ҫакна тума пире 2017 ҫулхи текст пулӑшӗ: «Иеговӑна шан тата ырӑ ту»! (Пс. 37:3, ҪТ.)

2017 ҫулхи ҫулталӑк тексчӗ: «Иеговӑна шан тата ырӑ ту» (Пс. 37:3, ҪТ).

^ 4 абз. Псалом 37:3, ҪТ: «Иеговӑна шан тата ырӑ ту, ҫӗр ҫинче пурӑн тата ӗҫӳсене шанчӑклӑн туса тӑр».

^ 18 абз. «Творения свидетельствуют о живом Боге» (bw539) брошюрӑна пӑхӑр, 17—20 страницӑсем.