Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  1№, 2017

Ҫакӑ кӑштах ӑнланманни кӑна-и?

Ҫакӑ кӑштах ӑнланманни кӑна-и?

Пӗчӗк хӗрача фабрика тӑрписенчен тухакан тӗтӗм кӑпӑшка пӗлӗт пулса тӑнине курнӑ. Вӑл вара фабрика пӗлӗтсем тума кирлӗ тесе шутланӑ. Пӗчӗк ачасен айванлӑхӗ кулӑшла пек курӑнать. Анчах ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын тӗрӗс мар ӑнланни япӑххи патне илсе ҫитерме пултарать. Сӑмахран, эмель пачки ҫине мӗн кирлине мар, урӑххине ҫырса хучӗҫ пулсан, ҫакӑ питӗ начар вӗҫленме пултарӗ.

Турра мӗнле ӗненмеллипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗрӗс мар ӑнланни тата хӑрушӑрах пулма пултарать. Сӑмахран, пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ хӑш-пӗр ҫынсем Иисусӑн вӗрентӗвӗсене ӑнланса пӗтереймен пулнӑ (Иоанн 6:48—68). Вӗсем ытларах пӗлес вырӑнне Иисус мӗне вӗрентнине пурне те сирсе янӑ. Чӑнах та, вӗсем нумайӑшне ҫухатнӑ!

Эсир мӗн тумаллине пӗлес тата канашсем тупас тесе Библи вулатӑр-и? Ку ҫапла пулсан, сире ҫакӑншӑн мухтаса илме юрать. Анчах та ӑна вуланӑ чухне сирӗн хӑш-пӗр япаласене ӑнланманни пулать-и? Кун пекки нумай ҫынпа пулкалать. Айтӑр ҫынсем час-часах ӑнлансах кайман виҫӗ тӗслӗхе пӑхса тухар.

  •  Хӑш-пӗр ҫынсем Библире «Турӑран хӑра» тесе каланине тӗрӗс мар ӑнланаҫҫӗ (Екклесиаст 12:13). Вӗсем ҫакӑнта Турӑран вилсе каясла хӑрани ҫинче сӑмах пырать тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Турӑ ҫынсене хӑйӗнчен ҫавӑн пек хӑраттарса пурӑнтарасшӑн мар. Вӑл калать: «Ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп» (Исаия 41:10). Турӑран хӑрасси вӑл ӑна чун-чӗререн тата тарӑннӑн хисеплессине пӗлтерет.

  • Ҫӗре вут-ҫулӑмпа пӗтерӗҫ-ши?

     Хӑш-пӗр ҫынсем Библири ҫак вырӑна тӗрӗс мар ӑнланаҫҫӗ: «Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ... пур... ҫуралмалли вӑхӑт, вилмелли вӑхӑт» (Екклесиаст 3:1, 2). Вӗсем Турӑ кашни ҫын хӑҫан вилессине малтанах палӑртса хунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та ҫав вырӑнта пурнӑҫ йӗркине кӑна сӑнласа панӑ тата вилӗм вӑл кашни ҫыннӑн тӳпи тесе палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех Библире эпир мӗнле йышӑну туни пирӗн пурнӑҫа е кӗскетме, е вӑрӑмлатма пултарать тесе каланӑ. Сӑмахран, эпир унта вулатпӑр: «Ҫӳлхуҫаран хӑракан кунҫулне тӑсать» (Ытарӑшсем 10:27; Псалом 90:10; Исаия 55:3). Мӗнле майпа? Эпир Турӑ Сӑмахне хаклатпӑр пулсан, сывлӑха сиен кӳрекен ӗҫсене тумӑпӑр, сӑмахран, ӗҫкӗпе иртӗхмӗпӗр тата аскӑнланса пурӑнмӑпӑр (1 Коринф 6:9, 10).

  •  Хӑш-пӗрисем Библире тӳпепе ҫӗр «вут-ҫулӑм валли... упранаҫҫӗ» тенине тӳррӗн ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа Турӑ пирӗн планетӑна тӗп тӑвӗ тесе шутлаҫҫӗ (2 Петр 3:7). Анчах та Турӑ ҫӗр чӑмӑрӗ нихӑҫан та пӗтмӗ тесе сӑмах парать. Турӑ «ҫӗре тӗреклӗ никӗс ҫине вырӑнаҫтарнӑ: вӑл ӗмӗр-ӗмӗрне те хускалмӗ» (Псалом 104:5; Исаия 45:18). Пирӗн планетӑна мар, ҫак ирсӗрленсе кайнӑ йӗркесӗр тӗнчене — вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ пекех — тӗппипех пӗтерӗҫ. Тӳпе текен сӑмаха илес пулсан, унӑн тӳрӗ пӗлтерӗшӗ ахаль тӳпене, Ҫут тӗнчене е Турӑ пурӑнакан вырӑна пӗлтерме пултарать, ҫаксене вара нихӑҫан та пӗтермӗҫ.

МӖНШӖН БИБЛИЕ ХӐШ-ПӖР ЧУХНЕ ТӖРӖС МАР ӐНЛАНАҪҪӖ?

Ҫак тӗслӗхсем ҫынсем час-часах Библири хӑш-пӗр вырӑнсене тӗрӗс мар ӑнланнине кӑтартса параҫҫӗ. Анчах та мӗншӗн Турӑ ҫавӑн пеккине пулма парать? Хӑш-пӗрисем ҫапла шутлаҫҫӗ: «Туррӑн ӑслӑлӑхӗпе пӗлӗвӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр пулсан, вӑл пире ӑнланма ҫӑмӑл кӗнеке пама пултарнӑ. Мӗншӗн-ха вӑл ҫавна туман?» Мӗншӗн Библие час-часах тӗрӗс мар ӑнланнине кӑтартакан виҫӗ сӑлтава пӑхса тухар.

  1. Библие хӑйсене кӗҫӗне хуракан тата вӗренесшӗн ҫунакан ҫынсем ҫеҫ ӑнланма пултараҫҫӗ. Иисус хӑйӗн Ашшӗне ҫапла каланӑ: «Эй  Аттем, эй тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи! Эсӗ ҫакна ӑсчахсенчен, ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарнӑшӑн, ӑна пӗчӗк ачасене пӗлтернӗшӗн Сана мухтатӑп!» (Лука 10:21.) Библие ҫырасса та тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем кӑна ӑнланма пултарччӑр тесе ҫырнӑ. Мӑнкӑмӑллӑх — ҫак япӑх ен уйрӑмах «ӑсчахсенче, ӑслӑ-тӑнлисенче» палӑрса тӑрать — Библие ӑнланма чӑрмантарать. Анчах та Библие «пӗчӗк ачасем» пек хӑйсене кӗҫӗне хурса тата вӗренесшӗн ҫунса вулакан ҫынсем Туррӑн шухӑшӗсене тӗрӗс ӑнланма пултараҫҫӗ. Чӑнах та, Турӑ Библие питӗ пысӑк ӑсталӑхпа хатӗрленӗ иккен!

  2. Библи вӑл — ӑна ӑнланас тесе Турӑран чун-чӗререн пулӑшу ыйтакансем валли. Иисус хӑй мӗне вӗрентнине ҫынсем пӗтӗмпех ӑнланма пултарччӑр тесен, вӗсене пулӑшу кирлӗ пулӗ тесе каланӑ. Вӗсем ҫав пулӑшӑва мӗнле илме пултарнӑ? Иисус ҫапла ӑнлантарнӑ: «Аттем Ман ятӑмпа Ярасси, Лӑплантаракан [«пулӑшакан», ҪТ], Святой Сывлӑш... сире пӗтӗмпе вӗрентсе ҫитерӗ» (Иоанн 14:26, ҪС). Апла пулсан, Турӑ ҫынсене Библире мӗн вуланине ӑнланма пулӑшас тесе хӑйӗн святой сывлӑшне — витӗм кӳрсе тӑракан хӑватлӑ вӑйне — ярса парать. Анчах та вӑл хӑйӗн сывлӑшне хӑйӗнчен пулӑшу ыйтман ҫынсене памасть, ҫавӑнпа та Библи час-часах вӗсемшӗн ӑнланмалла мар вӑрттӑнлӑх. Ҫавӑн пекех святой сывлӑш вӗренсе ҫитнӗ христиансене Библие лайӑхрах ӑнланас текенсене пулӑшма хавхалантарать (Апостолсен ӗҫӗсем 8:26—35).

  3. Библири хӑш-пӗр вырӑнсене историри пӗр-пӗр тапхӑрта ҫеҫ ӑнланма пулать. Сӑмахран, Даниил пророка пуласлӑх пирки калакан хыпара ҫырса хума хушнӑ пулнӑ. Ангел ӑна каланӑ: «Ҫакӑ сӑмахсене юлашки вӑхӑт ҫитиччен пытарса усра, ҫакӑ кӗнекене пичет пусса хур». Ӗмӗрсем хушши нумай ҫын Библире Даниил кӗнекине вуланӑ, анчах та ӑна ӑнланма пултарайман. Хӑй ҫырнӑ пророкла сӑмахсенчен хӑш-пӗрисене Даниил хӑй те ӑнланса ҫитереймен. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса ҫапла каланӑ: «Илтме илтрӗм эпӗ, анчах ӑнланаймарӑм». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Даниил ҫырса хунӑ Туррӑн пророкла сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ҫынсем ӑнланнӑ пулӗччӗҫ, анчах та ҫакӑ историри пӗр-пӗр тапхӑрта, Турӑ палӑртса хунӑ тапхӑрта, ҫеҫ пулса иртмелле пулнӑ. Ангел ҫапла ӑнлантарнӑ: «Ҫакӑ сӑмахсене юлашки вӑхӑтчен пытарса, пичет пусса хунӑ». Даниил кӗнекинчи пророкла сӑмахсене кам ӑнланӗ-ши? Библире каланӑ: «Йӗркесӗррисенчен ҫакна нихӑшӗ те ӑнланаймӗ, ӑсчахсем кӑна ӑнкарса илӗҫ» (Даниил 12:4, 8—10). Эппин, Библире каланӑ хӑш-пӗр пророкла сӑмахсен пӗлтерӗшне Турӑ вӑхӑт ҫитмесӗр уҫса памасть.

Иегова Свидетелӗсен Библири хӑш-пӗр вырӑнсене тӗрӗс мар ӑнланни пулкаланӑ-и? Ҫапла. Анчах та палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫитсен Турӑ вӗсене тӗрӗс ӑнланма пулӑшнӑ, вара Свидетельсем хӑйсен шухӑшӗсене хаваспах улӑштарнӑ. Ҫапла вӗсем Иисусӑн апостолӗсенчен тӗслӗх илетпӗр тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Иисус хӑйӗн апостолӗсене тӳрлетнӗ чухне вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хунӑ та хӑйсен шухӑшӗсене улӑштарнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 1:6, 7).

Пӗчӗк хӗрача пӗлӗтсем ӑҫтан пулса кайни пирки айванла шухӑшлани кулӑшла пек курӑнать. Анчах та Библи мӗне вӗрентни вӑл пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Апла-тӑк Библие вуланӑ чухне хамӑр ӑс-тӑна шанни тӗрӗсех мар пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа мӗн вуланине ӑнланас тесе пулӑшу шырӑр. Библие хӑйсене кӗҫӗне хурса вӗренекенсене, Библие ӑнланас тесе Туррӑн святой сывлӑшне шанакансене тата Турӑ шӑп пирӗн вӑхӑтра пире хӑйӗн Сӑмахне лайӑх ӑнланма пулӑшасшӑн пулнине ӗненекенсене шырӑр. Иегова Свидетелӗсемпе калаҫса пӑхӑр. Библире каланӑ: «Пӗлӳшӗн ӑнтӑлсассӑн... Турра пӗлме пуҫлӑн» (Ытарӑшсем 2:3—5).