Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  5№, 2017

Пӗтӗм хӗҫ-пӑшал тӗп пулӗ

Библи мӗн калать?

Библи мӗн калать?

Ҫӗр ҫинче хӑҫан та пулин тӑнӑҫлӑх, е мир, пулӗ-ши?

Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

  •  Пулать.

  •  Пулмасть.

  •  Пӗлместӗп.

Библи мӗн калать?

Иисус Христос ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче «уйӑх ҫухаличченех» — урӑхла каласан, ӗмӗр-ӗмӗрех — «тулли тӑнӑҫлӑх пулӗ» (Псалом 71:7).

Библирен тата мӗн пӗлме пулать?

  •  Усал ҫынсем тек пулмӗҫ; ырӑ ҫынсем «тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ» (Псалом 36:10, 11).

  •  Турӑ ҫӗр ҫинчи вӑрҫӑсене пӗтерӗ (Псалом 45:9, 10).

Хальхи вӑхӑтра чун канӑҫлӑхне тупма пулать-и?

Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, тӗрӗсмарлӑхпа тата хӗн-асаппа тулнӑ тӗнчере чун канӑҫлӑхне тупма май ҫук. Эсир мӗн шутлатӑр?

Библи мӗн калать?

Хальхи вӑхӑтра та, камӑн Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пур, ҫавсем «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» туяҫҫӗ (Филиппӑ 4:6, 7).

Библирен тата мӗн пӗлме пулать?

  •  Турӑ тӗрӗсмарлӑхпа хӗн-асапа пӗтерме тата «пурне те ҫӗнӗ» тума сӑмах парать (Ӳлӗмхине 21:4, 5).

  •  Чун канӑҫлӑхне тупас тесен, пирӗн Турӑпа ҫывӑхланмалла (Матфей 5:3, ҪТ).

Ытларах пӗлӗр

ХУРАЛ БАШНИ

Кӗлӗ. Вӑл сире мӗн пама пултарать

Эсир кашни кун кӗлтӑватӑр пулсан, ҫакӑ сире мӗнле усӑ парӗ?