Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  5№, 2017

 ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | АНГЕЛСЕМ. ВӖСЕМ ЧӐНАХ ТА ПУР-И?

Ангелсем. Вӗсем сирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳме пултараҫҫӗ-и?

Ангелсем. Вӗсем сирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳме пултараҫҫӗ-и?

Пӗррехинче вырсарникун Кюрасао утравӗ ҫинче пурӑнакан Кеннетпа Филомена хӑйсем Библи вӗреннӗ пӗр мӑшӑр патне кайнӑ.

«Унта ҫитсен,— каласа парать Кеннет,— эпир алӑк хупӑ пулнине тата машинӗ кил умӗнче пулманнине асӑрхарӑмӑр. Анчах манӑн темшӗн хамӑр вӗренекен хӗрарӑма шӑнкӑравлас килсе кайрӗ».

Хӗрарӑм телефона тытса упӑшки ӗҫре тесе каланӑ. Кеннетпа Филомена алӑк умӗнче тӑнине пӗлсен вара вӑл алӑка уҫса вӗсене кӗме сӗннӗ.

Кӗрсенех вӗсем хӗрарӑм унччен макӑрнине асӑрханӑ. Библи вӗренӗвне пуҫличчен Кеннет кӗлтума тытӑнсан хӗрарӑм каллех макӑрса янӑ. Вара Кеннетпа Филомена унран мӗн пулчӗ тесе ыррӑн ыйтнӑ.

Хӗрарӑм хӑй ҫине ал хума шутлани ҫинчен тата Кеннет шӑнкӑравланӑ чухне упӑшки валли пӗчӗк ҫыру ҫырни ҫинчен каланӑ. Вӑл депрессипе хытӑ асапланни ҫинчен каласа панӑ, вара мӑшӑр ӑна Библири темиҫе йӑпатакан шухӑша вуласа панӑ. Ҫапла вӗсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.

«Эпир ҫак хӗрарӑма йывӑр вӑхӑтра пулӑшма пултарнӑшӑн Иеговӑна тав турӑмӑр,— калать Кеннет,— уйрӑмах вӑл пире, тен, хӑйӗн ангелӗ е хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ, шӑнкӑравлама хавхалантарнӑшӑн!» *

Ҫакӑ Турӑ хӑйӗн ангелӗ е святой сывлӑшӗ, урӑхла каласан, унӑн ӗҫ тӑвакан вӑйӗ, урлӑ пулӑшнипе пулса иртнӗ-и? Е Кеннет кирлӗ вӑхӑтра шӑнкӑравлани ӑнсӑртран пулса иртнӗ?

Ҫакӑн пирки эпир ҫирӗппӗн калама пултараймастпӑр. Анчах Турӑ хӑй ҫинчен ҫынсем пӗлме пултарччӑр тесе ангелсене ярса тӑнине эпир пӗлетпӗр. Сӑмахран, Библире Турӑ ангелпа усӑ курса Филипп хыпарҫӑна Сӑваплӑ Ҫырӑва лайӑхрах ӑнланас текен Эфиопи улпучӗ патне яни ҫинчен каласа панӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 8:26—31).

Тӗрлӗ тӗнсенче ангелсем пуррине, сӑмахран, Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑракан ырӑ сывлӑшсем е кашни ҫыннӑн хӑйне сыхласа усракан сывлӑш пуррине, ӗненеҫҫӗ. Нумай ҫын ҫак ангелсем пуррине кӑна мар, вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳнине те ӗненет. Анчах ангелсем пуррине ӗненмен ҫынсем те пур.

Ангелсем чӑнах та пур-и? Пур пулсан, вӗсем мӗнле пулса кайнӑ? Камсем вӗсем? Вӗсем сирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳме пултараҫҫӗ-и? Айтӑр пӗлер.

^ 8 абз. Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова — Турӑ ячӗ (Псалом 83:18, ҪТ).