Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  5№, 2017

 ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | АНГЕЛСЕМ. ВӖСЕМ ЧӐНАХ ТА ПУР-И?

Ангелсем — камсем вӗсем?

Ангелсем — камсем вӗсем?

Ангелсем камсем пулни ҫинчен, вӗсем мӗнле пулса кайни ҫинчен тата вӗсем мӗн туни ҫинчен пӗлес килет-и сирӗн? Хуравӗсене тупас тесен Библие, Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ кӗнекене, пӑхмалла (2 Тимофей 3:16). Библи пире мӗн уҫса парать?

  •  Турӑ вӑл — сывлӑш, ангелсем те куҫа курӑнман сывлӑшсем, вӗсен «ӳт те, шӑмӑ та» ҫук. Туррӑн шанчӑклӑ ангелӗсем пӗлӗтре пурӑнаҫҫӗ тата вӗсем Турра кураҫҫӗ (Лука 24:39; Матфей 18:10; Иоанн 4:24).

  •  Хӑш-пӗр чухне ангелсем Турӑ хушнӑ ӗҫсене тӑвас тесе ҫын кӗлеткиллӗ пулса тӑнӑ, кайран вара каялла пӗлӗте таврӑннӑ (Тӳресен 6:11—23; 13:15—20).

  •  Библире ангелсене арҫынсем пек кӑтартнӑ, ҫын кӗлеткиллӗ пулса тӑрсан вӗсем яланах арҫынсем пек курӑннӑ пулсан та вӗсем хушшинче хӗрарӑмсемпе арҫынсем ҫук. Вӗсем мӑшӑрланма тата хӑйсем евӗрлисене ҫуратма пултараймаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ангелсем — ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫынсем мар, урӑхла каласан, ҫын вилсен ангел пулса тӑмасть. Ангелсене Иегова тунӑ, ҫавӑнпа Библире вӗсем пирки «Турӑ ывӑлӗсем» тенӗ (Иов 1:6; Псалом 148:2, 5).

  •  Библире этемсен те, ангелсен те хӑйсен чӗлхи пур тесе каланӑ, апла пулсан ангелсем калаҫма пултараҫҫӗ. Турӑ хӑйӗн хыпарне ангелсем урлӑ пӗлтернӗ пулсан та, вӑл ҫынсем ангелсене кӗлтунине тата пуҫҫапнине сивлет (1 Коринф 13:1; Ӳлӗмхине 22:8, 9).

  •  Библире ҫырнӑ тӑрӑх, ангелсен шучӗ «вунӑ пиншерӗн вунӑ пин». Ҫакӑ миллиард-миллиард ангел пуррине пӗлтерет пулмалла (Даниил 7:10; Ӳлӗмхине 5:11).

  •  Ангелсем — «вӑй-хӑватлисем» — ҫынсенчен чылай вӑйлӑрах. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫынсенчен чылай ӑслӑрах. Вӗсем питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа куҫса ҫӳреме пултараҫҫӗ, ҫак хӑвӑртлӑхпа тӗнчере никам та е нимӗн те куҫса ҫӳреме пултараймасть (Псалом 102:20; Даниил 9:20—23).

  •  Ангелсем питӗ ӑслӑ тата питӗ вӑйлӑ пулсан та, вӗсем пурне те тума пултараҫҫӗ тата веҫех пӗлеҫҫӗ теме май ҫук (Матфей 24:36; 1 Петр 1:12).

  •  Ангелсем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӗсен, Туррӑн пекех, лайӑх енсем пур тата суйласа илмелли ирӗк пур. Ҫавӑнпа вӗсем, ҫынсем пекех, Турра итлессипе итлес маррине суйласа илме пултараҫҫӗ. Шел те, хӑш-пӗр ангелсем Турра хирӗҫ кайнӑ (Иуда 6).