Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Скай Тауэр ҫинче ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ

Скай Тауэр ҫинче ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ

Оклендра (Ҫӗнӗ Зеланди) психика чирӗпе аптракан пӗр ҫын 328 метр ҫӳллӗш башня (Скай Тауэр) ҫинчен сикесшӗн пулнӑ, ӑна вара Грэм Браун, 80 ҫулхи Иегова Свидетелӗ, хӑйӗн шухӑшне пӑрахма ӳкӗте кӗртнӗ. Грэм калать: «Ҫак арҫын Иегова Свидетелӗсенчен кампа та пулин калаҫасшӑн пулнӑ, вара ман пата полицирен шӑнкӑравларӗҫ те пулӑшма ыйтрӗҫ.

Башньӑра ӗҫлекенсем мана ӳкесрен сыхланмалли пиҫиххипе ҫавӑрса ҫыхрӗҫ тата вӑрӑм кантрапа Библи ҫыхса пачӗҫ. Кайран вара полицейскисем мана тулаш енчи пӑхмалли площадка ҫине илсе килчӗҫ. Унта, 192 метр ҫӳллӗшӗнче, шӑмшака витерекен ҫил кассӑн-кассӑн вӗретчӗ. Манран инҫех мар ансӑр ҫул ҫинче, площадка хӗрринчех, унтан сикме хатӗрленнӗ арҫын урине аялалла усса ларатчӗ.

Эпӗ хам Иегова Свидетелӗ пулни ҫинчен тата ӑна пулӑшас килни ҫинчен кӑшкӑрса каларӑм. Ӑшра кӗлтунӑ хыҫҫӑн эпӗ Библие уҫрӑм та унпа калаҫма пуҫларӑм.

Пурнӑҫ питӗ хаклӑ терӗм эпӗ ӑна. Нумаях пулмасть Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче эпӗ ҫав темӑпа доклад туса панӑччӗ.

Эпӗ ӑна ҫапла ӳкӗтлесе каларӑм: „Турӑшӑн эсир хаклӑ ҫын. Ҫавӑнпа вӑл сире тӗлӗнмелле чаплӑ парне — пурнӑҫ — панӑ. Ҫав парнене хакланине сирӗн мӗншӗн кӑтартас мар-ха? Карта шал енне кӗрӗр-ха, тархасшӑн“.

Ҫавӑн пекех эпӗ ӑна Библирен темиҫе сӑвӑ йӗрки вуласа патӑм, ҫав шутра Иоанн 3:16. Унта ҫырнӑ: „Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ“.

Эпӗ ӑна каларӑм: „Турӑ сире юратать тата вӑл сире пурӑнтарасшӑн“.

Чи малтанах арҫын мана пачах итлемен пек туйӑнчӗ. Эпӗ Иеговӑна ҫав арҫынна хӑйӗн шухӑшне пӑрахма ӳкӗте кӗртме пулӑш-ха тесе шӑппӑн кӗлтурӑм. Юлашкинчен вара, ҫав ҫын васкамасӑр тӑчӗ те ман ҫывӑхарах пычӗ. Вӑл питӗ пӑлханчӑк сӑнлӑччӗ.

— Иегова Свидетелӗсем нумаях пулмасть ман пата киле пынӑччӗ,— терӗ вӑл,— анчах та эпӗ вӗсене хӑваласа ятӑм. Мана питӗ намӑс. Каҫарӑр мана, тархасшӑн.

— Ан пӑшӑрханӑр, Свидетель пуличчен пирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем те ҫапла тунӑ,— шантарса каларӑм эпӗ ӑна.— Ан иккӗленӗр, Иегова сире каҫаратех.

— Тавтапуҫ, халӗ чӗре лӑштах пулчӗ.

— Итлӗр-ха, эпӗ сирӗншӗн питӗ пӑшӑрханатӑп. Эпӗ сыхланмалли пиҫиххипе, эсир вара, ӳкес пулсан, хаклӑ парнене — пурнӑҫа — ҫухататӑр. Ҫакӑ Иеговӑна питӗ кулянтарӗ. Тархасшӑн, карта шал енне кӗрӗр.

Унӑн сӑн-пичӗ ҫемҫелчӗ. Вӑл каларӗ: „Юрать, эпӗ ҫапла тӑвӑп“.

Вӑл пӑхмалли площадка ҫине кӗчӗ, полицейскисем вара ӑна тӳрех хӑрушӑ мар вырӑна илсе кайрӗҫ. Эпир унпа пӗр сехет ытла калаҫрӑмӑр».

Иегова Свидетелӗсем ҫынсемшӗн пӗтӗм чӗререн тӑрӑшаҫҫӗ, уйрӑмах хуйха ӳкнисемшӗн е асапланакансемшӗн. Вӗсем пӗтӗм тӗнчипех ҫынсене Библири шанчӑк паракан хыпара пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ, вӗсене йӑпатма тата Турӑ юратни ҫинчен шантарма тӑрӑшаҫҫӗ.