Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иегова Свидетелӗсене ҫутҫанталӑка хӳтӗлес ӗҫе хутшӑннӑшӑн награда панӑ

Иегова Свидетелӗсене ҫутҫанталӑка хӳтӗлес ӗҫе хутшӑннӑшӑн награда панӑ

Юлашки ҫичӗ ҫул хушшинче Мексикӑри Иегова Свидетелӗсен типографине кашни ҫулах «Экологи тӗлӗшӗнчен таса предприяти» дипломпа наградӑлаҫҫӗ.

2012 ҫулхи сентябрӗн 26-мӗшӗнче Мексика правительстви Иегова Свидетелӗсене «ҫутҫанталӑка хӳтӗлес тесе нумай тӑрӑшнӑшӑн» ятарлӑ диплом панӑ.

«Экологи тӗлӗшӗнчен таса предприяти» программа ҫутҫанталӑка вараламан производствӑна аталанса пыма пулӑшать. Иегова Свидетелӗсен организацийӗ суту-илӳ организацийӗ мар пулсан та, кашни ҫулах ҫав программӑна хутшӑнать. Мексикӑри Свидетельсен типографийӗн представителӗ каланӑ: «Экологи тӗлӗшӗнчен таса предприяти» диплома илмешкӗн пирӗн хамӑрӑн технологи процесӗсем тата промышленность каяшӗсем хамӑр вырӑнта йышӑннӑ экологи нормисемпе ҫичӗ енчен килӗшсе тӑнине ҫирӗплетсе памалла: сывлӑш, шыв, хытӑ каяшсем, сиенлӗ каяшсем, хӑрушсӑрлӑх, электроэнерги тата ҫутҫанталӑка упрама вӗрентес енчен. Промышленность предприятийӗсем ҫак программӑна хутшӑнмасан та пултараҫҫӗ. Эпир ҫакна хамӑр ирӗкпе тӑватпӑр».

Иегова Свидетелӗсем пӗтӗм тӗнчипех хамӑрӑн планетӑна сиен кӳрес мар тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ.