Тӗп матералсем патне куҫӑр

Халӗ jw.org сайта 300 ытла чӗлхепе вулама пулать!

Халӗ jw.org сайта 300 ытла чӗлхепе вулама пулать!

Ҫак сайтра чӗлхесен списокне уҫсассӑн унта 300 ытла чӗлхе пуррине курма пулать. Ҫакӑн пек сайтсем вара сахал!

Ытти паллӑ сайтсенчи информацие вара миҫе чӗлхепе вулама пулать-ха? 2013 ҫулхи июльти даннӑйсене танлаштарӑр: ПНОн (ООН) официаллӑ сайтӗнчи информацие 6 чӗлхепе вулама пулать; «Европа» сайта, Евросоюзӑн официаллӑ сайтне,— 24 чӗлхепе; шырамалли «Гугл» системӑна — 71 чӗлхепе, «Википедие» — 287 чӗлхепе.

Сайтри материала 300 ытла чӗлхене куҫарма шутсӑр нумай вӑхӑт кирлӗ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесе тӗрлӗрен ҫӗршывсенче ҫӗр-ҫӗр Иегова Свидетелӗ вӑй хурать, вӗсем Иегова Турра мухтав кӳме тӑрӑшаҫҫӗ. Сайтри материала акӑлчан чӗлхинчен ытти чӗлхесене куҫарма ятарлӑ ушкӑнсем йӗркеленӗ.

jw.org сайтра информаци питӗ нумай, ӑна 300 ытла чӗлхене куҫараҫҫӗ, сайтӑн страницисен хисепӗ — 200 000 ытла!

jw.org сайта нумай ҫын вулама пултарать ҫеҫ мар, ҫав сайтпа чылайӑшӗ усӑ кураҫҫӗ те. Ҫакна «Алекса» (Alexa) рейтинг системи ҫирӗплетсе парать, вӑл сайтсене пӗтӗм тӗнчипе мӗн чухлӗ ҫын кӗнине шута илсе хак парать. Пӗр категори («Религия и духовность») списокне, сӑмахран, 87 000-е яхӑн сайт кӗрет, вӗсен шутӗнче: пӗтӗм тӗнчери тӗнсен сайчӗсем, ҫавӑн пекех тӗн издательствисемпе ҫавнашкал ытти организацисем. 2013 ҫулхи июльти даннӑйсем тӑрӑх, jw.org сайт ҫав списокра иккӗмӗш вырӑнта тӑрать. Пӗрремӗш вырӑнта — суту-илӳ сайчӗ, унта тӗрлӗрен Библи куҫарӑвӗсене вулама пулать.

2013 ҫулхи октябрьте jw.org сайта кашни кун 890 000 ытла ҫын кӗнӗ. Эпир интересленекен ҫынсен малалла та Библи ҫинче никӗсленнӗ хаклӑ информацие ҫак сайта кӗрсе кирек хӑш вӑхӑтра та пӗлме май пултӑр тесе тӑрӑшӑпӑр.