Тӗп матералсем патне куҫӑр

Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшакан нумай ӳкерчӗклӗ брошюра

Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшакан нумай ӳкерчӗклӗ брошюра

Одвал Монголире пурӑнать. Вӑл хӑй миҫе ҫултине пӗлмест, анчах та 1921 ҫулта ҫуралнӑ тесе шутлать. Ача чухнех вӑл ашшӗ-амӑшӗн выльӑх-чӗрлӗхне пӑхнӑ, шкулта вара пӗр ҫул ҫеҫ вӗреннӗ. Вӑл вулама пӗлмест. Апла пулин те вӑл нумаях пулмасть пӗр илемлӗ брошюра пулӑшнипе Турӑ ҫинчен тата Турра итлекен пур ҫын та пуласлӑхра телейлӗ пуласси ҫинчен пӗлнӗ. Ҫакӑ унӑн чӗрине пырса тивнӗ.

Иегова Свидетелӗсем 2011 ҫулта пӗр брошюрӑнах икӗ тӗрлӗ кӑларнӑ. Иккӗшне те хитре ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, анчах та пӗринче текст сахалрах.

«Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑра текст нумайрах, ӑна кӗҫех 583 чӗлхепе вулама пулать, тепри вара, «Турра итле» ятли, 483 чӗлхепе пулӗ. Танлаштармашкӑн: 2013 ҫулхи октябрь уйӑхӗ тӗлне Этем прависен пӗтӗмӗшле декларацине (ПНО) 413 чӗлхене куҫарнӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, ҫак икӗ брошюра 80 миллиона яхӑн тухнӑ ӗнтӗ.

Бразилире ватӑ хӗрарӑм «Турра итле» брошюрӑна хаваспах илнӗ те каланӑ: «Ман пеккисемшӗн тӑрӑшакан ҫынсем пуррине пӗлме питӗ кӑмӑллӑ. Унччен эпӗ сирӗн журналсене нихӑҫан та илмен, мӗншӗн тесен эпӗ вулама пӗлместӗп. Анчах та ку брошюрӑна манӑн илес килет».

Бригитта, Францири хут пӗлмен хӗрарӑм, каланӑ: «Брошюрӑри ӳкерчӗксене эпӗ кашни кунах пӑхатӑп».

Кӑнтӑр Африка Республикинчи Свидетель ҫырать: «Ман шутпа, китайла калаҫакан ҫынсене Библири чӑнлӑхпа паллаштармашкӑн ку брошюрӑран лайӑхраххине тупма ҫук. Эпӗ тӗрлӗрен ҫынсемпе калаҫса курнӑ: университет пӗтернӗ питӗ ӑслӑ ҫынсемпе те, аран-аран вулаканнисемпе те. „Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн“ брошюрӑпа усӑ курса Библин тӗп вӗрентӗвӗсене ӑнлантарса пама мана нумай вӑхӑт кирлӗ мар. Ҫур сехет — чи кирлине каларӑм та».

Германире икӗ Свидетель аслӑ пӗлӳ илнӗ мӑшӑрпа Библи вӗренет. Брошюра упӑшкине питӗ килӗшнӗ. Вӑл каланӑ: «Мӗншӗн эсир мана ҫак брошюрӑна маларах паман-ха? Вӑл мана Библири событисене тата шухӑшсене лайӑхрах ӑнланма пулӑшать».

Австралири хӑлхи илтмен хӗрарӑм каланӑ: «Эпӗ нумай ҫул хушши монастырьте манашкӑсемпе пурӑнтӑм. Эпӗ яланах чиркӳ пуҫлӑхӗсемпе юнашар пулнӑ, анчах та вӗсенчен нихӑшӗ те мана Турӑ Патшалӑхӗ мӗнне ӑнлантарса паман. Ҫак брошюрӑри ӳкерчӗксем мана Матфей 6:10-мӗшӗнче ҫырни чӑннипе мӗне пӗлтернине ӑнланма пулӑшрӗҫ».

Канадӑри Иегова Свидетелӗсен филиалӗ ҫырать: «„Турра итле“ брошюрӑна крио чӗлхипе курсан, Сьерра-Леоне ятлӑ ҫӗршывран килнисенчен нумайӑшӗ Иегова Свидетелӗсем Библири ырӑ хыпара пӗлтерес тесе питӗ нумай тӑрӑшни пирки ырласа калаҫҫӗ. „Эсир ыттисене пулӑшатӑр, чылайӑшӗ вара ҫавна тумасть“,— теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем».