Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иегова Свидетелӗсен чӑнах та хӑйсен Библийӗ пур-и?

Иегова Свидетелӗсен чӑнах та хӑйсен Библийӗ пур-и?

Библи вӗреннӗ чухне Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗрен куҫарусемпе усӑ кураҫҫӗ. Анчах та вӗсене «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» (тӑван чӗлхепе пур пулсан) уйрӑмах килӗшет, мӗншӗн тесен ӑна тӗп-тӗрӗс, ӑнланмалла куҫарнӑ тата унта Турӑ ячӗ пур.

  • Турӑ ячӗ пур. Библи пичетлесе кӑларакансенчен хӑшӗ-пӗрисем унӑн Авторне тав тумаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Библин пӗр куҫарӑвӗнче ӑна туса кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ 70-е яхӑн ҫыннӑн ятне ҫырнӑ. Анчах та ҫав Библире унӑн Авторӗн ятне — Иегова Туррӑн ятне — пачах та асӑнман!

    «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» вара Турӑ ячӗ пин-пин хут тӗл пулать — пирвайхи алҫырӑвӗнче тӗл пулакан кашни вырӑнтах. Ҫавӑн пекех ҫав куҫарура ӑна куҫаракансен ятне кӑтартман.

  • Тӗп-тӗрӗс куҫарнӑ. Библин пирвайхи алҫырӑвӗнчи шухӑша тӗрӗс куҫарнӑ куҫарусем нумай мар. Сӑмахран, пӗр куҫарура Матфей 7:13-мӗшне ҫапла куҫарнӑ: «Тӑвӑр хапхапа кӗрӗр, мӗншӗн тесен пысӑк хапхапа аслӑ ҫул тамӑка илсе каяҫҫӗ». Анчах пирвайхи алҫырӑвӗнче ҫак сӑвӑ йӗркинче «тамӑк» сӑмах мар, «пӗтме» сӑмах тӑрать. Тен, куҫаракансем япӑх ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр вут-ҫулӑмпа асаплантараҫҫӗ тесе вӗрентнине ӗненнӗрен «тамӑк» сӑмахпа усӑ курнӑ. Анчах та ҫак вӗрентӳ Библи ҫинче никӗсленмен. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» ҫак сӑвӑ йӗркине тӗрӗс куҫарнӑ: «Тӑвӑр хапхапа кӗрӗр, мӗншӗн тесен сарлака та анлӑ ҫул пӗтме илсе каять».

  • Ӑнланмалла куҫарнӑ. Лайӑх куҫарӑвӑн тӗп-тӗрӗс ҫеҫ пулмалла мар, унӑн уҫӑмлӑ та ӑнланма ҫӑмӑл пулмалла. Тӗслӗх пӑхса тухар. 1 Петр 1:13-мӗшӗнче Петр апостол «ӑсӑр пилӗкне ҫыхса» сӑмахсемпе усӑ курать. Анчах паянхи ҫынсем ҫав сӑмахсене ӑнланмасан та пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» ӑна ӑнланмалларах куҫарнӑ: «Ӗҫе тытӑнма ӑс-тӑна ҫивӗчлетӗр».

«Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» тӗп-тӗрӗс, ӑнланмалла куҫарнӑ тата унта Турӑ ячӗ ҫеҫ мар, тепӗр уйрӑмлӑх та пур: ӑна тӳлевсӗр илме пулать. Ҫавӑнпа миллион-миллион ҫын Библие хӑйӗн тӑван чӗлхипе вулама пултарать, ҫав шутра Библи туянма пултарайманнисем те.

Ытларах пӗлӗр

ИЕГОВӐН ИРӖКНЕ ПАЯН КАМ ТУСА ТӐРАТЬ?

Эпир мӗншӗн «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» кӑлартӑмӑр?

Мӗншӗн Турӑ Сӑмахӗн ҫак куҫарӑвӗ пекки урӑх ҫук теме пулать?