Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иегова Свидетелӗсен ӗҫ укҫи илекен духовенство пур-и?

Иегова Свидетелӗсен ӗҫ укҫи илекен духовенство пур-и?

Иегова Свидетелӗсем пӗрремӗш ӗмӗрти христиансенчен тӗслӗх илеҫҫӗ, вӗсен духовенство ҫук, вӗсем пурте пӗр тан. Пухӑва ҫӳрекен, шыва кӗнӗ христиансем пурте Туррӑн ӗҫлекенӗсем шутланаҫҫӗ, вӗсем ырӑ хыпар сарас тата ҫынсене вӗрентес ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр пуху 100-е яхӑн ҫынран тӑрать. Кашни пухурах Библие лайӑх пӗлекен опытлӑ арҫынсем старейшина тивӗҫлӗхне туса тӑраҫҫӗ (Тит 1:5). Вӗсене уншӑн укҫа тӳлемеҫҫӗ.