Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иегова Свидетелӗсем ҫемьесене аркатаҫҫӗ-и?

Иегова Свидетелӗсем ҫемьесене аркатаҫҫӗ-и?

Эпир, Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май, хамӑрӑн ҫемьесене те, ытти ҫынсен ҫемйисене те ҫирӗплетме тӑрӑшатпӑр. Ҫемьене Никӗслекенӗ Турӑ тесе шутлатпӑр (Пулт. 2:21—24; Эф. 3:14, 15). Вӑл пӗтӗм тӗнчери ҫынсене телейлӗ те ҫирӗп ҫемье ҫавӑрма тата ҫемьене упраса хӑварма пулӑшакан принципсем ҫинчен Библи урлӑ пӗлме пулӑшать.

Иегова Свидетелӗсем ҫемьене ҫирӗплетме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

Эпир Библири канашсемпе усӑ курма тӑрӑшатпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем лайӑх упӑшка, лайӑх арӑм тата лайӑх ашшӗ-амӑшӗ пулма пулӑшаҫҫӗ (Ытар. 31:10—31; Эф. 5:22—6:4; 1 Тим. 5:8). Кил-йышра тӗрлӗрен тӗне тытса тӑраҫҫӗ пулсан та, Библири ӑслӑлӑх ҫав ҫемьесене те телейлӗ пулма пулӑшать (1 Петр 3:1, 2) Хӑш-пӗр ҫынсем, упӑшки е арӑмӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑнисем, акӑ мӗн калаҫҫӗ:

  • «Пӗрле пурӑнма пуҫласан малтанхи ултӑ ҫул хушшинче эпир пӗр-пӗринпе ялан тавлашаттӑмӑр, тарӑхаттӑмӑр. Анчах та Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн Ивети ытларах юрату кӑтартма тата чӑтӑмлӑрах пулма тӑрӑшма пуҫларӗ. Вӑл ҫавнашкал улшӑнни пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа упраса хӑварчӗ» (Клауир, Бразили).

  • «Манӑн упӑшка, Чанса, Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫласан эпӗ ҫакна хирӗҫ пултӑм, мӗншӗн тесен вӗсем ҫемьесене аркатаҫҫӗ тесе шутлаттӑм. Кайран вара Библи пире ҫемьене ҫирӗплетме пулӑшнине ӑнланса илтӗм» (Агнесс, Замби).

Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне эпир Библири ӑслӑ канашсене пурнӑҫра тытса тӑни ҫынсене мӗнле пулӑшма пултарнине кӑтартатпӑр:

  • Мӑшӑр суйласа илме

  • Туй хыҫҫӑн малтанхи ҫул пулакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме

  • Упӑшкин е арӑмӗн ашшӗ-амӑшӗпе килӗштерсе пурӑнма

  • Укҫа-тенкӗ тыткалама вӗренме

  • Тавлашма пӑрахма

  • Каҫарма вӗренме

  • Ачасене вӗрентсе ӳстерме

Урӑх тӗне йышӑнни ҫемьене харкаштарать-и?

Чӑнах та ҫавӑн пекки пулкалать. Тӗслӗхрен, общество пурнӑҫне тӗпчекен Sofres компанин 1998 ҫулхи отчетӗнче каланӑ тӑрӑх, 20 ҫемьерен 1 ҫемйинче мӑшӑрсенчен пӗри Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ.

Иисус унӑн вӗренекенӗсен хушӑран ҫемьере хирӗҫӳсем пулӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ (Матф. 10:32—36). Вил Дюрант историк Рим империйӗнче «ҫемьесем арканнӑшӑн христианствӑна айӑпланӑ» тесе палӑртать *. Хальхи вӑхӑтра та Иегова Свидетелӗсене ҫавнашкалах айӑплаҫҫӗ. Ҫав йывӑрлӑхсен сӑлтавӗ Свидетельсем-ши?

Этем прависен Европӑри Сучӗ

Иегова Свидетелӗсене ҫемьесене аркатаҫҫӗ тесе айӑпланипе ҫыхӑннӑ ӗҫе Этем прависен Европӑри Сучӗ пӑхса тухнӑ. Ҫав ӗҫ пирки йышӑну тунӑ чухне Европӑри Суд палӑртса каланӑ тӑрӑх, харкашӑвӑн сӑлтавӗ — час-часах ҫемьере Свидетель маррисем «ӗненекен тӑванӗн хӑйӗн тӗнӗ хушнӑ пек пурӑнма тата тӗн ӗҫӗсене туса тӑма ирӗклӗх пуррине йышӑнасшӑн та, хисеплесшӗн те пулманни». Суд ҫапла та хушса каланӑ: «Ҫемьерисем тӗрлӗ тӗне тытса тӑнӑ чухне ҫакнашкал лару-тӑру ялан тенӗ пекех сиксе тухать, ҫав шутрах Иегова Свидетелӗсен те» *. Анчах та курайманлӑхпа тӗл пулсан та, Иегова Свидетелӗсем Библири ҫак канашпа килӗшӳллӗ пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ: «Никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр... Хӑвӑртан килет пулсассӑн, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр» (Рим 12:17, 18).

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем хӑйсем пек ӗненекенсемпе ҫеҫ мӑшӑрланма юрать тесе шутлаҫҫӗ?

Свидетельсем Библире «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» мӑшӑрланмалла тесе хушнине пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ (1 Кор. 7:39). Ҫак хушу усӑллӑ. Тӗслӗхрен, ҫемье тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене сӳтсе явакан пӗр журналӑн 2010 ҫулхи кӑларӑмӗнче «мӑшӑрсем пӗр тӗне, пӗр пек йӑла-йӗркене тытса тӑраҫҫӗ пулсан тата пӗрешкел ӗненеҫҫӗ пулсан» вӗсем ялан тенӗ пекех килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ тесе ҫырнӑ *.

Анчах та Иегова Свидетелӗсем хӑйсен организацийӗн членӗсене Свидетель мар мӑшӑрӗсемпе уйрӑлма хистемеҫҫӗ. Библире ҫапла каланӑ: «Пӗр-пӗр тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, арӑмӗн унпа пурӑнма кӑмӑлӗ пулсан, вӑл арӑмне ан пӑрахтӑр. Арӑмӗ те, упӑшки ӗненмен ҫын пулсан та, арӑмӗпе пурӑнма кӑмӑлӗ пулсан, упӑшкине ан пӑрахтӑр» (1 Кор. 7:12, 13). Иегова Свидетелӗсем ҫак хушӑва пӑсмаҫҫӗ.

^ 17 абз. Пӑхӑр: Дюрант В. Цезарь и Христос. М., 1995. 696 с.

^ 18 абз. Европӑри Суд «Религиозная община Свидетелей Иеговы в г. Москве и другие против Российской Федерации» ӗҫ пирки мӗнле йышӑну тунине пӑхӑр (26-мӗш страница, 111-мӗш пункт).

^ 20 абз. Пӑхӑр: Journal of Marriage and Family. 2010. Авг. 72 т. 4 №. 963 с.

Ытларах пӗлӗр

ТУРРӐН ЫРӐ ХЫПАРӖ

Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?

Иегова, телейлӗ Турӑ, ҫемьесене савӑнӑҫлӑ пурӑнтарасшӑн. Библи упӑшкасене, арӑмсене, ашшӗ-амӑшӗсене тата ачасене мӗнле усӑллӑ канашсем панине пӗлӗр.