Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иегова Свидетелӗсем хӑйсем мӗне ӗненни Библипе килӗшӳллӗ пултӑр тесе унта улшӑнусем кӗртнӗ-и?

Иегова Свидетелӗсем хӑйсем мӗне ӗненни Библипе килӗшӳллӗ пултӑр тесе унта улшӑнусем кӗртнӗ-и?

Ҫук, кӗртмен. Пачах урӑхла, хамӑр мӗне ӗненни Библипе килӗшсе тӑманнине асӑрхасан, эпир хамӑр улшӑнма тӑрӑшнӑ.

Эпир Библие 1950 ҫулта «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» тухма пуҫличчен чылай маларах тӗпченӗ. Эпир тӗрлӗ куҫарусемпе усӑ курнӑ, ҫапла вара мӗне ӗненмеллине пӗлсе пыма пуҫланӑ. Иегова Свидетелӗсем тахҫантанпах мӗнле вӗрентӳсем тӑрӑх пурӑннине, хӑшӗ-пӗрисене, пӑхса тухӑр та ҫав вӗрентӳсем Библи чӑннипе мӗне вӗрентнипе килӗшсе тӑни-тӑманнине тӗрӗслесе пӑхӑр.

  1. Эпир мӗне ӗненетпӗр: Турӑ Троица мар. 1882 ҫулхи июльти «Сион хурал башнинче» (акӑлч.) акӑ мӗн каланӑ: «Эпир Иеговӑна, Иисуса тата Святой сывлӑша ӗненетпӗр, анчах та вӗсем пӗр Турӑри виҫӗ турӑ тенине е, хӑш-пӗрисем каланӑ тӑрӑх, виҫӗ сӑнлӑ пӗр Турӑ тесе вӗрентнине йышӑнмастпӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ Библипе пачах килӗшсе тӑмасть».

    Библи мӗн калать: «Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр — пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр» (Саккуна астутарни 6:4). «Пирӗн пӗр Атте Турӑ анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Унран пулнӑ, эпир Уншӑн пурӑнатпӑр; пирӗн тата пӗр Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Ун урлӑ пулнӑ, эпир Ӑна пула пурӑнатпӑр» (1 Коринф 8:6). Иисус каланӑ: «Аттем Манран аслӑ» (Иоанн 14:28).

  2. Эпир мӗне ӗненетпӗр: Ӗмӗр-ӗмӗр асаплантармалли вутлӑ тамӑк ҫук. 1882 ҫулхи июньти «Сион хурал башнинче» (акӑлч.), «Ҫылӑх вилӗм кӳрет» (Рим 6:23, Яков патша Библийӗ) ятлӑ кӑларӑмра, каланӑ: «Ҫак сӑмахсем мӗн тери уҫӑмлӑ та ансат! Библие Турӑ Сӑмахӗ тесе шутлакансенчен нумайӑшӗ ҫак сӑмахсемпе килӗшменни тата ҫылӑхсемшӗн ӗмӗр-ӗмӗр асаплантарасси пирки Библи вӗрентет тени питӗ тӗлӗнтерет!»

    Библи мӗн калать: «Ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ» (Иезекииль 18:4, 20). Турра хирӗҫ тӑракансене юлашкинчен ӗмӗр-ӗмӗр асапланмалла мар, «ӗмӗрлӗхе пӗтмелле тӑвӗҫ» (2 Фессалоника 1:9, 10).

  3. Эпир мӗне ӗненетпӗр: Турӑ Патшалӑхӗ — ӗҫлесе тӑракан правительство, вӑл чӗрери шухӑш-туйӑм мар. 1881 ҫулхи декабрьти «Сион хурал башнинче» (акӑлч.) акӑ мӗн каланӑ пулнӑ: «Ҫак патшалӑх ӗҫлеме пуҫлани, паллах ӗнтӗ, вӑл ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха тӗп тӑвассине пӗлтерӗ».

    Библи мӗн калать: «Ҫав патшалӑхсен саманинче Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх туса лартӗ, ку патшалӑх урӑх халӑх аллине лекмӗ; вӑл пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ» (Даниил 2:44).

Иегова Свидетелӗсем «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗпе» кӑна усӑ кураҫҫӗ-и?

Ҫук, апла мар. Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне эпир тӗрлӗ Библи куҫарӑвӗсемпе усӑ куратпӑр. Эпир ҫынсене «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» укҫасӑрах сӗнетпӗр пулин те, эпир ҫынсемпе Библи вӗреннӗ чухне ытти куҫарусемпе те усӑ куратпӑр.