Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иегова Свидетелӗсем Америка секти-и?

Иегова Свидетелӗсем Америка секти-и?

Пирӗн пӗтӗм тӗнчери тӗп управлени Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче вырнаҫнӑ. Апла пулин те акӑ мӗншӗн пирӗн пирки Америка секти теме ҫук:

  • Хӑшӗ-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, секта вӑл — тӗп тӗнрен уйрӑлса тухнӑ тӗн ушкӑнӗ. Иегова Свидетелӗсем нимӗнле тӗн ушкӑнӗнчен те уйрӑлса тухман. Эпир Христос пӗрремӗш ӗмӗрте пуҫарса янӑ тӗне тытса тӑратпӑр.

  • Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ӗҫне 230 ытла ҫӗршывпа территорире туса тӑраҫҫӗ. Кирек ӑҫта пурӑнсан та, эпир АПШ правительствине е ҫын йӗркеленӗ урӑх правительствӑна мар, Иегова Турӑпа Иисус Христоса чунтан парӑнса пурӑнатпӑр (Иоанн 15:19; 17:15, 16).

  • Эпир мӗне вӗрентни пурте Библи ҫинче никӗсленсе тӑрать, АПШри пӗр-пӗр тӗн ертӳҫи ӗҫӗсем ҫинче мар (1 Фессалоника 2:13).

  • Эпир пӗр-пӗр ҫын хыҫҫӑн мар, Иисус Христос хыҫҫӑн пыратпӑр (Матфей 23:8—10).