Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иегова Свидетелӗсем унччен хӑйсен тӗнне тытса тӑнӑ ҫынсенчен пӑрӑнаҫҫӗ-и?

Иегова Свидетелӗсем унччен хӑйсен тӗнне тытса тӑнӑ ҫынсенчен пӑрӑнаҫҫӗ-и?

Ҫук, пӑрӑнмастпӑр: нумай вӑхӑт хушши ырӑ хыпар сарман, шыва кӗнӗ Иегова Свидетелӗсенчен те, пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнма пӑрахнисенчен те пӑрӑнса ҫӳреместпӗр. Пачах урӑхла, эпир вӗсемпе ҫыхӑну тытма тата вӗсене Турӑ ҫинчен малалла та пӗлсе пыма хавхалантарма тӑрӑшатпӑр.

Кам та пулин пысӑк ҫылӑх турӗ пулсан, эпир тӳрех вӑл Иегова Свидетелӗ пулма тивӗҫлӗ мар тесе каламастпӑр. Анчах та шыва кӗнӗ Свидетель пӗлсе тӑрсах Библири нравственность нормисене пӑсма тытӑнсан тата ҫавӑншӑн ӳкӗнмесен, ӑна пухуран кӑларса яраҫҫӗ. Библире уҫҫӑн каланӑ: «Пӑсӑлнисене хӑвӑр хушшӑртан кӑларса пӑрахӑр» (1 Коринф 5:13).

Ҫемье пуҫне пухуран кӑларса ячӗҫ пулсан, арӑмӗпе ачисем вара Иегова Свидетелӗсемех тӑрса юлчӗҫ пулсан? Тӗн ыйтӑвӗсене вӗсем унчченхи пек пӗрле сӳтсе явмаҫҫӗ пулин те, малалла та ҫывӑх ҫынсемех пулаҫҫӗ. Пухуран кӑларса янӑ ҫын ҫемьешӗн упӑшка тата ашшӗ вырӑнӗнчех юлать. Вӗсем малалла та ҫемьепе пӗрле кулленхи ӗҫсене тӑвӗҫ.

Пухуран кӑларса янӑ ҫын пирӗн тӗлпулусене ҫӳреме пултарать. Кӑмӑл пулсан, вӑл пухури старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма пултарать. Старейшинӑсен тӗллевӗ — пухуран кӑларса янӑ кашни ҫынна Иегова Свидетелӗ ята каллех тивӗҫлӗ пулма пулӑшасси. Йӗркесӗр ӗҫсене тума пӑрахса пӗтӗм чӗререн Библи нормисем тӑрӑх пурӑнас килнине кӑтартакансем кирек хӑҫан та пухӑва таврӑнма пултараҫҫӗ.