Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иегова Свидетелӗсен организацине кам никӗсленӗ?

Иегова Свидетелӗсен организацине кам никӗсленӗ?

Иегова Свидетелӗсен хальхи вӑхӑтри организацийӗ XIX ӗмӗр вӗҫнелле ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра Питтсбург ҫывӑхӗнче (Пенсильвани штачӗ, АПШ) пурӑнакан Библие тӗпчекенсен пысӑках мар ушкӑнӗ Библие тӗплӗн вӗренме пуҫланӑ. Ҫав тӗпчевҫӗсем чиркӳ вӗрентӗвӗсене Библи чӑннипе мӗне вӗрентнипе танлаштарнӑ. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗсене хаҫатсенче тата кӗнекесенче пичетлесе кӑларнӑ, ҫавӑн пекех журнал кӑларма пуҫланӑ (халӗ вӑл «Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать» ятлӑ).

Библие тӗпчекен ҫав тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем хушшинче Чарлз Тейз Расселл ятлӑ ҫын пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра Расселл Библие вӗрентес ӗҫе ертсе пырассине хӑй ҫине илнӗ тата «Хурал башнин» пӗрремӗш редакторӗ пулнӑ пулин те, вӑл ҫӗнӗ тӗн пуҫласа яман. Расселӑн тата Библи Тӗпчекенсен (ушкӑна ун чухне ҫапла чӗннӗ) тӗллевӗ — Иисус Христос вӗрентӗвӗсене сарасси тата пур тӗлӗшрен те пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗнчен тӗслӗх илесси пулнӑ. Христиан тӗнне Иисус пуҫласа янӑ пирки эпир пирӗн организацие вӑл йӗркеленӗ тесе шутлатпӑр (Колоссӑ 1:18—20).