Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн вӑрҫӑ вӑрҫма килӗшмеҫҫӗ?

Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн вӑрҫӑ вӑрҫма килӗшмеҫҫӗ?

Иегова Свидетелӗсем вӑрҫӑ вӑрҫма килӗшмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем:

  1. Турра пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ. Библире Туррӑн ӗҫлекенӗсем «хӑйсен хӗҫӗнчен сухапуҫӗ, сӑннинчен ҫурла туптаса тӑвӗҫ» тесе ҫырнӑ (Исаия 2:4).

  2. Христоса пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ. Иисус Петр апостола каланӑ: «Хӗҫне хӑй вырӑннех чик — хӗҫ ҫӗклекенсем пурте хӗҫпех пӗтӗҫ» (Матфей 26:52). Ҫапла майпа, Христос сӑмахӗсем ун хыҫҫӑн пыракансен алла хӗҫ-пӑшал тытмалла маррине кӑтартаҫҫӗ.

    Христосӑн вӗренекенӗсем политика ыйтӑвӗсенче нейтралитет ҫирӗп тытса тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен Иисус вӗсене «тӗнченӗн мар» пулма хушнӑ (Иоанн 17:16). Вӗсем вӑрҫӑ ӗҫӗсене хирӗҫ тӑмаҫҫӗ тата ҫара каяс текенсене чарса тӑмаҫҫӗ.

  3. Ҫынсене юратаҫҫӗ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Пӗр-пӗрне юратӑр»,— тенӗ (Иоанн 13:34, 35). Вӗсен хушшинче пӗрин те пӗрле ӗненекенсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма килӗшмелле мар пулнӑ — вӗсен пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх пулмалла (1 Иоанн 3:10—12).

  4. Малтанхи христиансенчен тӗслӗх илеҫҫӗ. Пӗр энциклопедире каланӑ тӑрӑх, «Христосӑн малтанхи вӗренекенӗсем вӑрҫӑ вӑрҫма тата ҫара кайма килӗшмен», вӗсем ҫав ӗҫсем «Иисус тӑшмансене юратмалла тенипе килӗшсе тӑманнине» ӑнланнӑ (The Encyclopedia of Religion and War). Турӑ ҫинчен вӗрентекен Петер Майнхольд Христосӑн малтанхи вӗрентекенӗсем ҫинчен ҫапла каланӑ: «Пӗр вӑхӑтрах христианин тата салтак пулма ҫук тесе шутланӑ».

Обществӑшӑн тӑрӑшни

Иегова Свидетелӗсем обществӑшӑн усӑллӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ, хӑйсем пурӑнакан ҫӗршывшӑн нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратмаҫҫӗ. Эпир патшалӑх влаҫне хисеплетпӗр, мӗншӗн тесен Библире хушнисене пурнӑҫра тытса тӑратпӑр:

  • «Пур чун та аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса пурӑнтӑр» (Рим 13:1).

  • «Кесарӗнне кесаре, Туррӑнне Турра парӑр» (Матфей 22:21).

Ҫавӑнпа эпир законсене тытса тӑратпӑр, налуксем тӳлетпӗр тата патшалӑх обществӑшӑн тӑрӑшма йӗркеленӗ ӗҫсене хутшӑнатпӑр.