Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иегова Свидетелӗсем Иисус Христоса ӗненеҫҫӗ-и?

Иегова Свидетелӗсем Иисус Христоса ӗненеҫҫӗ-и?

Ҫапла, эпир Иисуса ӗненетпӗр, вӑл каланӑ: «Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те; Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ» (Иоанн 14:6). Эпир Иисус Христос ҫӗр ҫине пӗлӗтрен килнине тата хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр этем пурнӑҫне пире тӳлесе илме панине ӗненетпӗр (Матфей 20:28). Иисуса ӗненекенсем, вӑл вилнине тата чӗрӗлсе тӑнине пула, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултараҫҫӗ (Иоанн 3:16). Иисус халӗ патша пулнине тата Туррӑн пӗлӗтри Патшалӑхӗнче ертсе пынине те эпир ӗненетпӗр, ҫав Патшалӑх кӗҫех пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе тӑнӑҫлӑ пурнӑҫ туса парӗ (Ӳлӗмхине 11:15). Апла пулин те вӑл «Аттем Манран аслӑ» тени тӗрӗсси пирки эпир иккӗленместпӗр (Иоанн 14:28). Ҫавӑнпа эпир Иисус Христоса пуҫҫапмастпӑр, ӑна Пурне те Пултаракан Турӑ вырӑнне хумастпӑр.

 

Ытларах пӗлӗр

ТУРРӐН ЫРӐ ХЫПАРӖ

Кам вӑл Иисус Христос?

Иисус мӗншӗн вилнине, тӳлесе илни мӗн иккенне тата Иисус халӗ мӗн тунине пӗлӗр.