Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иегова Свидетелӗсем хӗрарӑмсем ырӑ хыпар сараҫҫӗ-и?

Иегова Свидетелӗсем хӗрарӑмсем ырӑ хыпар сараҫҫӗ-и?

Ҫапла, Иегова Свидетелӗсем пурте, ҫав шутра темиҫе миллион хӗрарӑм, ырӑ хыпар сараҫҫӗ, е Турӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ Библири пророкла каланипе килӗшсе тӑрать, унта «хыпар пӗлтерекен арӑмсем имсӗр-сумсӑр», е питӗ нумай, тесе ҫырнӑ (Псалом 67:12).

Иегова Свидетелӗсем хӗрарӑмсем Библире асӑннӑ хӗрарӑмсенчен тӗслӗх илеҫҫӗ (Ытарӑшсем 31:10—31). Вӗсем пухура ертсе пымаҫҫӗ пулин те, вӗсем пурте ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастарлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен ачисене Библири принципсемпе усӑ курма вӗрентеҫҫӗ (Ытарӑшсем 1:8). Иегова Свидетелӗсем хӗрарӑмсем хӑйсен сӑмахӗсемпе те, ӗҫӗсемпе те ыттисене лайӑх витӗм кӳрес тесе питӗ тӑрӑшаҫҫӗ (Тит 2:3—5).