Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем хӑйсем пуҫтарӑнакан вырӑна чиркӳ темеҫҫӗ?

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем хӑйсем пуҫтарӑнакан вырӑна чиркӳ темеҫҫӗ?

Библире хӑш-пӗр чухне «чиркӳ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ ӗненекен ҫынсен ушкӑнне пӗлтерет, вӗсем пуҫтарӑнакан ҫурта мар.

Акӑ пӗр тӗслӗх. Библире Эфес 5:25—27-мӗшӗсенче «Христос та ӗненекенсене (Чиркӗве) юратнӑ» тата «Хӑй умне мухтавлӑ Чиркӳ... туса тӑратасшӑн» тесе ҫырнӑ. Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен «чиркӳ» сӑмах кил-ҫурта мар, ҫынсен пухӑвне пӗлтерни уҫҫӑн курӑнать, ҫав пуху Христос юратакан ҫынсенчен тӑрать *.

Ҫавӑнпа эпир хамӑрӑн Турра пуҫҫапмалли вырӑнсене чиркӳсем мар, Турӑ Патшалӑх залӗсем тетпӗр.

Мӗншӗн вӗсене Иегова Свидетелӗсен Патшалӑх залӗсем теҫҫӗ?

Мӗншӗн тесен:

  • Ҫак ҫуртсем — тӗлпулусем ирттермелли залсем.

  • Эпир унта Иеговӑна, Библи Туррине, пуҫҫапма тата ун ҫинчен пӗлтерме пухӑнатпӑр (Псалом 82:19; Исаия 43:12).

  • Ҫавӑн пекех тӗлпулусенче эпир Иисус час-часах вӗрентнӗ Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлӳ илетпӗр (Матфей 6:9, 10; 24:14; Лука 4:43).

Эпир сире ҫывӑхри Патшалӑх залне пырса курма сӗнетпӗр, вара эсир Иегова Свидетелӗсем хӑйсен тӗлпулӑвӗсене мӗнле ирттернине курма пултарӑр.

^ 3 абз. Ҫакнашкал сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем ҫак сӑвӑ йӗркисенче те тӗл пулаҫҫӗ: 1 Коринф 16:19; Колоссӑ 4:15; Филимон 2.