Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библие мӗнле вӗренме пулать?

Библие мӗнле вӗренме пулать?

Иегова Свидетелӗсем Библие ятарлӑ программа тӑрӑх вӗренме сӗнеҫҫӗ, ҫапла вӗренсе нумай ыйтӑвӑн хуравне пӗлме пулать. Сӑмахран:

  • Кам вӑл Турӑ?

  • Турӑ маншӑн чӑнах та тӑрӑшать-и?

  • Хамӑн ҫемьене телейлӗ тӑвас тесен манӑн мӗн тумалла?

  • Телейлӗ пулас тесен мӗн тумалла?

Библи вӗренмелли программа ҫинчен ҫынсем час-часах паракан ыйтусен хуравӗсене эсир аяларах тупма пултаратӑр.

Библие мӗнле вӗренеҫҫӗ? Малтан эпир тема суйласа илетпӗр, сӑмахран «Турӑ» е «мӑшӑрлӑ пурнӑҫ», ун хыҫҫӑн ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ Библири тӗрлӗ сӑвӑ йӗркисене тӗпчетпӗр. Вӗсене танлаштарсан, эпир Библи ҫак ыйту ҫине мӗнле хуравланине, Библин пӗр пайӗ тепӗр пайне мӗнле ӑнлантарса панине куратпӑр.

Библи вӗреннӗ чухне эпир вӗренмелли пособипе усӑ куратпӑр. Ҫак пособире Турӑ, Иисус, пирӗн пуласлӑх тата ытти ҫинчен те Библи чӑннипе мӗне вӗрентнине лайӑх ӑнлантарса панӑ.

Библи вӗреннӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлемелле? Ним чухлӗ те тӳлемелле мар, вӗренмелли пособишӗн те укҫа илмеҫҫӗ.

Вӗренӳ мӗн вӑхӑта тӑсӑлать? Нумайӑшӗ Библи вӗренмешкӗн пӗр сехете яхӑн вӑхӑт уйӑраҫҫӗ тата кашни эрнерех вӗренеҫҫӗ. Анчах та вӑхӑта сахалрах та, ытларах та уйӑрма юрать. Эпир сирӗн лару-тӑрӑва шута илме хатӗр.

Эпӗ хампа Библи вӗренме ыйтрӑм пулсан, мӗн пулать? Эсир Библи вӗренме ыйтсан, Иегова Свидетелӗсенчен пӗри сирӗншӗн меллӗ вӑхӑтра тата меллӗ вырӑнта сирӗнпе тӗл пулӗ. Вӑл сире темиҫе минут хушшинче вӗренӳ мӗнле иртнине кӑтартӗ. Ҫакӑ сире килӗшсен, эсир малалла вӗренме пултаратӑр.

Эпӗ Библи вӗренме килӗшсен, манӑн Иегова Свидетелӗ пулса тӑмалла-и? Ҫук, апла мар. Иегова Свидетелӗсем ҫынсене Библи мӗне вӗрентни ҫинчен каласа пама юратаҫҫӗ, анчах та эпир никама та ирӗксӗрлесех хамӑр тӗне йышӑнтармастпӑр. Пачах урӑхла, эпир Библире мӗн ҫырнине ҫынсене йӑвашшӑн каласа паратпӑр, кашни ҫыннӑн хӑйӗн мӗне ӗненмеллине суйласа илме право пуррине эпир йышӑнатпӑр (1 Петр 3:15).