Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иегова Свидетелӗсем Авалхи Халала ӗненеҫҫӗ-и?

Иегова Свидетелӗсем Авалхи Халала ӗненеҫҫӗ-и?

Ҫапла, ӗненетпӗр. Иегова Свидетелӗсем Библие пӗтӗмпех Турӑ хавхалантарнипе ҫырнине тата вӑл усӑллине ӗненеҫҫӗ (2 Тимофей 3:16). Вӗсем нумайӑшӗ Авалхи Халал тата Ҫӗнӗ Халал текен Библин икӗ пайӗ пирки те ҫапла шутлаҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсем ытларах чухне Библин ҫак пайӗсене Еврей Ҫырӑвӗсем тата Грек Ҫырӑвӗсем теҫҫӗ. Ҫапла майпа Библин нихӑш пайӗ пирки те кивелнӗ тата усӑсӑр тесе каламастпӑр.

Мӗншӗн христиансен Авалхи Халала та, Ҫӗнӗ Халала та пӗлмелле?

Турӑ хавхалантарнипе Павел апостол каланӑ: «Ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ» (Рим 15:4). Ҫавӑнпа Еврей Ҫырӑвӗсенче пирӗншӗн питӗ усӑллӑ информаци пур. Унсӑр пуҫне, ӑна вуласан историе пӗлме тата ӑслӑ канашсем тупма пулать.

  • Истори. Еврей Ҫырӑвӗсенче Турӑ Ҫут тӗнчене мӗнле туни ҫинчен тата ҫынсем мӗнле майпа ҫылӑхлӑ пулса тӑни ҫинчен тӗплӗн ҫырса панӑ. Ҫакна пӗлмесен эпир ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлмен пулӑттӑмӑр: эпир мӗнле пулса кайнӑ? Ҫынсем мӗншӗн вилеҫҫӗ? (Пултарни 2:7; 17.) Ҫавӑн пекех Еврей Ҫырӑвӗсенче ҫынсем пирӗн пекех савӑнни-кулни тата йывӑрлӑхсем тӳсни ҫинчен, Иегова хӑйне вӗсемпе мӗнле тытни ҫинчен ҫырса панӑ (Иаков 5:17).

  • Усӑллӑ канашсем. Библири Еврей Ҫырӑвӗсенчи Ытарӑшсем тата Екклесиаст кӗнекесенче питӗ усӑллӑ, нихӑҫан улшӑнми ӑслӑлӑх пур. Ҫав кӗнекесенче ҫемьеллӗ пурнӑҫа телейлӗ тӑвас тесен (Ытарӑшсем 15:17), ӗҫ ҫине виҫеллӗ пӑхас тесен (Ытарӑшсем 10:4; Екклесиаст 4:6), ҫамрӑклӑх кунӗсем телейлӗ иртчӗр тесен яшсемпе хӗрсен мӗн тумалли ҫинчен канашсем тупма пулать (Екклесиаст 11:9—12:1).

Унсӑр пуҫне, Торӑра (Библин малтанхи пилӗк кӗнеки) ҫырса панӑ Моисей законне вӗренни пирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарать. Ҫак Закона христиансен тытса тӑмалла мар пулин те, унти усӑллӑ принципсем пире телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшаҫҫӗ (Левит 19:18; Саккуна астутарни 6:5—7).